Чӑвашлӑх
![]() «Изучаем руны вместе» (чӑв. Рунӑсене пӗрле вӗренетпӗр) проектӑн виҫҫӗмӗш пайӗ тухнӑ. Вӑл авалхи чӑваш рунисен пӗлтерӗшӗпе тата мӗнле вуланнипе паллаштарать. [В] саспалли чӑваш руна ҫырулӑхӗнче «V» латин саспаллийӗ евӗр курӑннӑ. Вӑл паллӑ Вӑ, Вӗ, Ву тата Вы сыпӑксене пӗлтернӗ. [Вӑй] V руна тӑнӑҫлӑха, вӑя, паттӑрлӑха тата чӑтӑмлӑха пӗлтернӗ. Вӑл пахалӑха тотем чӗрчунсем (вӗсене авалхи ҫынсем хӑйсен йӑхне пуҫлаканӗ тесе хисепленӗ) пама пултарнӑ. V-евӗр паллӑ мӑйракаллӑ вӑкӑра кӑтартнӑ. Сӑвар-пӑлхарсем ҫветтуй чӗрчун тесе шӑпах ҫав чӗрчуна шутланӑ. Вӑл хӳтӗлевҫӗ тата хӳтлӗхҫӗ шутланнӑ. «Изучаем руны вместе» (чӑв. Рунӑсене пӗрле вӗренетпӗр) проектӑн пӗр пайне, сӑмах май, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев шӑматкунсерен пичетлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() fb.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, эрнекун, Мускаври «Шереметьево» аэропортӗнче Ливантан килекен Раҫҫей турисчӗсемлӗ самолет анса ларнӑ. «Бейрут-Мускав» рейспа 1 аслӑ ҫын тата 3 ача таврӑннӑ. Пирӗн ентешсене Мускав облаҫӗнчи «Руза» санаторие карантина вӑхӑтлӑха вырнаҫтарнӑ. Каярах вӗсене Муркаш районӗнчи «Лесная сказка» (чӑв. Вӑрман юмахӗ) санаторие куҫарӗҫ. Аса илтерер: унта обсерватори йӗркеленӗ. Чикӗ леш енче хальлӗхе Чӑваш Енри 240 ҫын, ҫав шутра 27 ача, тӑрса юлнӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ — Таиландра, Индире, АПШра. Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн ют ҫӗршыври 51 туриста хамӑр тӑрӑха илсе килнӗ: Индирен — 16 ҫынна, Таиландран — 10, Узбекистанран — 5, Индонезирен, Турцирен, Ливантан — 4-шар, Германирен — 3, Грецирен, Испанирен, Кипртан, Латвинчен, АПШран — 1-ер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта полици ӗҫченӗсем лавкка кассинчен укҫа вӑрланӑ ҫынна тытса чарнӑ. Магазин Трактор тӑвакансен проспектӗнче вырнаҫнӑ. Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ирхине арҫын суту-илӳ точкине чупса кӗнӗ. Касса апаратӗнчи укҫана сутуҫӑ умӗнчех кӑларса илнӗ. Темиҫе купюрӑна илме ӗлкӗрнӗ вӑл. Кассӑри укҫана шутласа пӑхнӑ та арҫын 2,5 пин тенкӗ ҫаратса кайни палӑрнӑ. Шупашкарти полицейскисем палӑртнӑ тӑрӑх, вӑрӑ пӗр 20 минут маларах суту-илӳ точкине тепӗр икӗ ҫынпа кӗнине, вӗсем эрех туяннӑ. Ҫаратакан этем паллине мӗнпур наряд патне ҫитернӗ. Кӗҫех арҫына шыраса тупнӑ. Вӑл унччен те ҫавӑн пек усал ӗҫпе палӑрнӑскер иккен. Хӑйне тытса чарсан укҫана тавӑрса панӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫе пакунлисем малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри тата тепӗр ҫыравҫӑна «75 лет Великой Победе» (чӑв. Аслӑ Ҫӗнтерӗве 75 ҫул) юбилей медалӗпе чысланӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗн тӗп комитечӗн ертӳҫи, РФ Патшалӑх Думинче РФКП фракцийӗн ертӳҫи Геннадий Зюганов ячӗпе килнӗ наградӑна тата Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе янӑ саламне «Сыны Отечества» (чӑв. Тӑван ҫӗршывӑн ывӑлӗсем) офицерсен юлташлӑхӗ ыйтнипе вырӑнти хастарсем илсе ҫитернӗ. Ҫыравҫӑ-ветеран патӗнче медальпе, салампа тата парнепе — «Самсунг» смартфонпа — «Канашсем» ентешлӗхӗн ертӳҫи Юрий Тарасов тата Чӑваш наци конгресӗн президиумӗн пайташӗ Николай Лукианов пулнӑ. Маларах юбилей медалӗсемпе Чӑваш халӑх ҫыравҫине Юхма Мишшине тата Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн председательне Лидия Филипповӑна (Михайловӑна) чысланӑ. |
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан «вӑрҫӑ ачисене» ятарлӑ удостоверени пама тытӑнасси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ вара ҫав документ епле пулассине республикӑн Министрсен Кабинечӗ официаллӑ майпа ҫирӗплетнӗ. Удостоверени тӗкӗсм хӗрлӗ тӗслӗ пулӗ. Унӑн тулаш енче, сылтӑмри ҫӳлти кӗтесре, икӗ йӗркепе «Дети войны» (чӑв. Вӑрҫӑ ачисем) тата «1927–1945» тесе ҫырса хурӗҫ. Удостоверение 1927 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа 1945 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗччен ҫуралнисене парӗҫ. Ӑна илес тесен социаллӑ хӳтлӗх пайӗсенче заявлени ҫырмалла. Заявленипе пӗрле хӑҫан ҫуралнине, ӑҫта пурӑннине ҫирӗплетекен хутсем тата паспорт кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ентешсене Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламланӑ. «Кашни ҫемьех хӑйӗн геройне чыслӑн асра упрать. Эпӗ «Пӗрле мӑнаҫланатпӑр» акцие хутшӑнса хӑйӗн ҫемйинчи паттӑрсен историне каласа панӑ Чӑваш Енре пурӑнакансене пурне те тав тӑватӑп», — тенӗ вӑл унта. Республика ертӳҫи «ҫутӑ та сӑваплӑ кун эпӗ сире ҫирӗп сывлӑхпа мӗнпур лайӑххине, ырлӑх тата тӑнӑҫ пурнӑҫ» суннӑ. Сӑмах май каласан, Олег Николаев «Пӗрле мӑнаҫланатпӑр» акцие хӑй те хутшӑнчӗ. Нимеҫӗсемпе пӗрле вӑл Петӗр Хусанкайӑн «Таня» поэмин сыпӑкӗсене вуларӗ. Ҫӗнтерӳ эстафетине хутшӑнса поэма сыпӑкӗсене вуланӑ май Георгий лентине хуларан тепӗр хулана, районтан тепӗр района куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен муниципалитетсен хушшинче ҫӳрекен пассажир транспорчӗ тӗлӗшпе йышӑннӑ мерӑсене пӑрахӑҫлама пуҫлӗҫ. Анчах вӗсен Роспотребнадзор хушӑвӗсене пӑхӑнмалла. Водителӗн тата пассажирсен маскӑпа пулмалла. Ҫакна транспорта лариччен тӗрӗслӗҫ. Автобуса ҫурри ҫеҫ тултарӗҫ – ҫапла майпа пассажирсем дистанцие пӑхӑнма пултарӗҫ. Хальлӗхе икӗ района ҫеҫ транспорт яма тӑхтӗҫ: Етӗрне тата Тӑвай районӗсене. Унта кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ нумайрах. Перевозчиксем валли пропуска ҫу уйӑхӗн вӗҫӗччен хӑварма йышӑннӑ. Ку йӗркене пӑсса пассажирсене турттаракансенчен хӑтӑлма пулӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкарти Васкавлӑ медулӑшу пульницине ӳпкене сывлаттармалли аппаратсем илсе килнӗ. Пӗтӗмпе – 10 аппарат. Вӗсемпе кӑшӑлвируспа чирлӗ пациентсене сиплӗҫ. Ку – пӗр пайӗ кӑна-ха. Республикӑна пӗтӗмпе 95 аппарат кӳрсе килмелле. Вӗсене Васкавлӑ мудпулӑшу пульницине кӑна мар, ытти ҫӗре те валеҫӗҫ: Ветерансен госпитальне, Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча пульницине, Хулари 3-мӗш клиника пульницин акушер стационарне, Хулари 2-мӗш ача-пӑча пульницин инфекци стационарне. Сӑмах май, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви юлашки вӑхӑтра республикӑра кӑшӑлвирус сарӑласси чакнине палӑртнӑ. Чирлисене нумаййӑн тупса палӑртни тест ытларах тунипе ҫыхӑннӑ. Халӗ чирлисенчен 10-шӗ ӳпкене сывлаттармалли аппарат айӗнче выртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче ҫӗнӗ парк кӗҫех уҫӑлӗ. Унта йӑлтах хӗтӗр ӗнтӗ. Ҫӗнтерӳ паркӗнче юлашки вак-тӗве ӗҫсем ҫеҫ пыраҫҫӗ. Унта Аставӑм Стени» тата палӑк пулӗҫ. Вӗсене ылтӑн тӗспе тунӑ. Палӑка вӑрҫӑра вилнӗ салтаксене халалласа лартнӑ. Ун ҫумӗнчех – «Астӑвӑм Стени». Ун ҫине Канаш районӗнчен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине кайнӑ ҫынсен ячӗсене ҫырнӑ. Районтан 12 971 ҫын фонта кайнӑ, вӗсенчен 5625-шӗ таврӑнман. Вӑрҫа кайнӑ ҫынсен сӑнӳкерчӗкӗсемпе паллӑ «Комбат», «Рейстаг ҫинчи Ҫӗнтерӳ ялавӗ» ӳкерчӗксем тунӑ. Унтах 1945 ҫулта ҫӗртме уйӑхӗнче иртнӗ парад сӑнӳкерчӗкӗ те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Андрей Андреев тунӑ сӑн Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан тыл ӗҫченне Пелагея Солдаткинӑна ҫар оркестрӗ чӳрече умӗнче Ҫӗнтерӳ уявӗпе саламланӑ. Ватӑ хӗрарӑм вӗсене балконран пӑхса тӑнӑ. Урамри концерта ҫывӑхра пурӑнакан ҫынсем те чӳречесенчен сӑнанӑ. Ертӳҫӗ те пулнӑ. Вӑл юлашкинчен сӑмах каланӑ, пире тӑнӑҫ пурнӑҫ парнелекенсен умӗнчи эпир ӗмӗр парӑмра пулнине палӑртнӑ. Пелагея Солдатова кӳршӗ республикӑра – Тутарстанра – ҫуралса ӳснӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл 13-ре кӑна пулнӑ. Ҫапах ача тесе тӑман – колхоза ӗҫлеме ҫӳренӗ, трактор бригадинче тӑрӑшнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкара вӑл 1971 ҫулта куҫса килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш автономи облаҫне (ЧАО) туса хунӑ. | ||
| Светлана Асамат, чӑваш сӑвӑҫи, кӗвӗ хывакан ҫуралнӑ. | ||
| Ҫак кун Республика кунне уявлама йышӑннӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |