Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Персона
«Чӑваш Ен» ПТРК сайтӗнче сӑн
«Чӑваш Ен» ПТРК сайтӗнче сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Максим Егоров кӑҫал инҫе ҫула тухнӑ – вӑл Вадивостока чупса ҫитесшӗн.

Каччӑ тӗллевӗ патне талпӑнать, вӑл кашни кун 30 ҫухрӑм чупать. Хӑйӗн пирки вӑл халӑх тетелӗнчи страницинче ҫырса пырать. Максим палӑртнӑ тӑрӑх, ҫул ҫинче киле чӗнекен ҫынсем пур, анчах пандемие пула хирӗҫлеме тивет. Кафесемпе тата хӑна ҫурчӗсемпе кӑштах йывӑртарах. Кафере апата урама илсе тухса параҫҫӗ, ҫавӑнтах ҫиме тивет. Хӑна ҫурчӗсемпе вара шӑнкӑравласа калаҫа татӑлма тивет.

Вӑрӑм ҫул ҫинче йывӑрлӑхсем пулсан та вӑл каялла ҫаврӑнасшӑн мар, тӗллевӗ патне ҫитесшӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/64158
 

Сывлӑх

Шупашкарти васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницинче кӑшӑлвирус ернӗ, пӳре чирӗпе аптӑракан ҫынна операци тунӑ.

Пациента вӗсен кӑткӑс тата вӑрах вӑхӑта пыракан операци тума тивнӗ. Операцие асӑннӑ учрежденире ӗҫлекен Михаил Доброхотов тухтӑр пурнӑҫланӑ. Кӑткӑс сиплев 20 сехет ытла тӑсӑлнӑ. Чирлӗ ҫынна ҫав вӑхӑтра тухтӑрсем кирлӗ пулӑшу парса тӑнӑ. Специалистсем операцие хӳтлӗх костюмӗпе, кӑшӑлвирус ересрен асӑрханмалли мӗнпур инструкцие пӑхӑнса пурнӑҫланӑ. Операци ӑнӑҫлӑ иртнӗ тесе пӗлтернӗ Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин сайтӗнче.

Халӗ пациент кӑшӑлвирус чирӗнчен малалла сипленет.

 

Пӑтӑрмахсем
клубсми.рф сӑнӳкерчӗкӗ
клубсми.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти йӗрке хуралҫисенчен 39 ҫулти хӗрарӑм пулӑшу ыйтнӑ. Ултавҫӑсене вӑл 1 миллион та 526 тенюкӗ укҫа куҫарса панӑ. Ун патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ. Хӑйӗнпе банкӑн хӑрушсӑрлӑх енӗпе тӑрӑшакан ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Вӑл хӗрарӑмӑн банкри счечӗ ҫинче такам укҫа вӑрласшӑн тесе ӗнентернӗ. Укҫасӑр юлас мар тесен карттӑ ҫинчи тупрана илсе банкри хӑрушсӑр счет ҫине куҫармалла тенӗ.

Ҫавӑн пекрех тӗслӗх Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 81 ҫулти хӗрарӑмпа та пулса иртнӗ. Пенсионеркӑна та банкран шӑнкӑравлатпӑр тесе тыттарнӑ. Ӑна та пур банкри укҫана илмелле тесе ӗнентернӗ. Преступниксем хӗрарӑм валли такси чӗнсе илнӗ. Унпа хӗрарӑм ҫывӑхри банк уйрӑмне кайнӑ. Кредит учрежденине ҫитсен укҫана илсе ултавҫӑсен счечӗ ҫине куҫарнӑ. Тепӗр кунхине хӗрарӑм банка каллех ҫул тытнӑ. Хальхинче вӑл счет ҫинче юлнӑ 650 пин тенке пӗлмен-туман счет ҫине куҫарнӑ.

Асӑннӑ тӗслӗхсемпе пакунлисем пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Халӗ ултавҫӑсене шыраҫҫӗ.

 

Вӗренӳ
Шкулти анлӑ мероприятисенчен пӗрин саманчӗсем
Шкулти анлӑ мероприятисенчен пӗрин саманчӗсем

Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи шкулта календарьти кунсене сӑнасах тӑраҫҫӗ. Чӑваш чӗлхипе литература эрнине, сӑмахран, кӑшӑлвируса пула ачасем килте ларнине пӑхмасӑрах анлӑн ирттерме май пултарнӑ вӗсем. Унта кашни класс хӑйӗн ӑсталӑхне май килнӗ таран туллин те тӗрлӗ енлӗн кӑтартнӑ.

Чӑваш Республикин элемесӗн кунӗ пирки те манман. «Пирӗн герб, ялав, гимн— халӑх мӑнаҫлӑхӗ», — теҫҫӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнче. Ҫавна май викторина ирттернӗ. Ытти тӗрлӗ акцие, конкурса, ӑмӑртӑва, курава та ачасем хастар хутшӑнаҫҫӗ. Маттурсене тата вӗсене пулӑшса пыракан ашшӗ-амӑшне Хисеп хучӗсемпе Тав хучӗсемпе хавхалантарма палӑртнӑ. Мероприятисене ирттерме шкулти хастар вӗрентекенсем пысӑк тӳпе хывни каламасӑрах паллӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-101490572_2956
 

Спорт

Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев пурнӑҫпа тан утма тӑрӑшать. Паян вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницине кӑсӑклӑ пӗр видеоролик вырнаҫтарнӑ. Унта республика ертӳҫи республикӑри МИХсенчен пӗрин футболкине тӑхӑннӑ, аллине — боксерсен перчеткине.

Видеоролика ӑнлантарса ҫырнинче Олег Николаев #УдарпоКоронавирусу (чӑв. #Кӑшӑлвирусаҫапни) челленджа хутшӑннине уҫӑмлатнӑ. Акцие Олег Алексеевич бокс енӗпе тӗнче чемпионӗнчен Григорий Дроздран йышӑннӑ.

«Канмалли кун спортпа аппаланма лайӑх сӑлтав. Эстафетӑна бокс енӗпе тӗнче чемпионне тата Патшалӑх Думинчи хамӑн ӗҫтешӗме Дмитрий Пирога паратӑп», — ҫырнӑ Олег Николаев.

 

Республикӑра

Чӑваш Енри паллӑ коллектив, профессинал-ушкӑн, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн «Ҫеҫпӗл» эстрада ансамблӗ, тухтӑрсене халалласа юрӑ ҫырнӑ.

«Спасибо докторам» (чӑв. Тухтӑрсене тавтапуҫ) юрра ансамбль солисчӗсем — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Ольга Прокопьева, Алина Кудрявцева, Андрей Именнов, Константин Живулин, Сергей Степанов — шӑрантараҫҫӗ. Ҫакӑн пирки республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Роза Лизакова Инстаграмра ҫырса хунӑ.

«Тухтӑр профессийӗ ҫӑмӑл маррине паян уйрӑмах ӑнланатпӑр. Шурӑ халатлисем пирӗн ҫывӑх ҫыннӑмӑрсене пулӑшас тесе хӑйсен сывлӑхне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкереҫҫӗ», — ҫапларах палӑртнӑ Роза Лизакова.

Министр артистсемпе пӗрле тухтӑрсене тав тунине пӗлтернӗ.

 

Республикӑра
v3.ngnovoros.ru сӑнӳкерчӗкӗ
v3.ngnovoros.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене пӗр хут пама йышӑннӑ тӳлевпе ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен татӑлма хушнӑ.

Чӑваш Енре пурӑнакан вӑрҫӑ ветеранӗсене Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне республика хысни шучӗпе те укҫа тӳлеме палӑртнӑччӗ. ЧР ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова каланӑ тӑрӑх, вӑл укҫа ҫывӑх кунсенче мӗнпур адресат патне ҫитӗ.

Республика хыснинчен кашни ветерана 25-шер пин тенкӗ укҫа парӗҫ. Хӑш-пӗр ватӑ ӑна халех илнӗ, теприсене те Ҫӗнтерӳ кунӗччен парса пӗтерӗҫ.

Аса илтерер, Аслӑ Ҫӗнтерӗве 75 ҫул ҫитнӗ тӗле вӑрҫӑ ветеранӗсене федераци хыснинчен 75-шер пин тенкӗ пама йышӑннӑ, Чӑваш Ен бюджетӗнчен — 25-шер пин тенкӗ. Вӑрҫа хутшӑннӑ ватӑсем ҫапла вара 100-шер пин тенкӗ илӗҫ.

 

Республикӑра

Шупашкарта вырнаҫнӑ Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницин счечӗ ҫине 435 пин те 548 тенкӗ укҫа куҫса килнӗ. Вӑл — ҫӗнӗ кӑшӑлвирусӗллӗ пациентсемпе ӗҫлекенсен тухтӑрсене тӳлеме икӗ депутат хӑйсен кӗсйинчен уйӑрнӑ укҫа.

«Кӗмӗле» Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаков тата Игорь Моляков уйӑрнӑ. Вӗсем хӑйсен шалӑвӗн пӗр пайне Чӑваш Енре COVID-19 амакпа кӗрешме пулӑшас тӗллевпе парас тенине федераци шайӗнчи тӗрлӗ МИХ тата тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче унчченех хыпарланӑччӗ. Халӗ депутатсен укҫи пирӗн республикӑна килсе ҫитнӗ.

Чӑваш Енре «Пӗрле» ыркӑмӑллӑх фончӗ те йӗркеленӗ. Ҫавӑн тӗллевӗ — кӑшӑлвирус саманинче ыр кӑмӑлтан пулӑшакансене пӗр ҫӗре пухасси, пулӑшу кирлисене йывӑр саманара тӗрлӗ енлӗн пулӑшасси.

 

Чӑваш чӗлхи

Акӑ ӗнтӗ ака уйӑхӗ те вӗҫленчӗ, ҫу уйӑхне кӗтӗмӗр. Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн иртнӗ уйӑхӗнчи ӗҫне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ.

Пуш уйӑхӗнчи пек рекорд лартаймарӑмӑр пулин те кӑрлачпа нарӑс уйӑхӗсенчен ытларах мӑшӑр турӑмӑр: + 33 110. Ҫапла май пирӗн Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче халь 382 882 мӑшӑр шутланать.

Иртнӗ уйӑхра эпир Шолоховӑн «Лӑпкӑ Дон» роман-эпопейӑна мӑшӑрласа пӗтертӗмӗр, ҫавӑн пекех ытти ҫыравҫӑсен хайлавӗсене те: Виталий Бианки, Юрий Сотник… Шел те, кӑшӑлвируса пула кӗнекесем сканерлас ӗҫре йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ — Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ ӗҫлеменрен ҫӗнӗ кӗнекесем тупма йывӑртарах. Ҫавах та алӑ усмастпӑр, тӗрлӗ майсемпе усӑ курса вӗсене тупма тӑрӑшатпӑр.

Серверти видеокарточкӑпа усӑ курса хамӑр куҫаруҫӑн хӑвӑртлӑхне ӳстерес тесе хӑтланнине пула унӑн ӗҫне йӑлт пӑсса пӗтӗртӗмӗр, сервера ҫӗнӗрен хӑпартма тиврӗ. Ҫавна пулах хамӑр вӑхӑта чылай пӗтертӗмӗр. Ҫавах та майӗпен юсаса ҫитерме шутлатпӑр-ха. Ҫӑвах та ырӑ хыпарсем те пур: Яндекс.Тӑлмач чӑваш чӗлхине лайӑхрах пӗлме пуҫланине асӑнма пулать: енчен те маларах пирӗн куҫаруҫӑпа Яндек.Тӑлмачӑнне танлаштарнӑ чухне вӗсем пӗр тан пыратчӗҫ пулсан (е пирӗн аванрах, е Яндекс.

Малалла...

 

Ҫутҫанталӑк
yandex.ru сайтри сӑн
yandex.ru сайтри сӑн

Паян ҫумӑр ҫӑвать, ыран вара ҫанталӑк лайӑхланма пуҫлать. Кун пирки «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтерет.

Ыран сывлӑш температури 10-12 градуса ҫитӗ, ҫӗрле – 2-4 градус ӑшӑ. Ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче тата ӑшӑтӗ: термометр 16 градус кӑтартӗ, хӗвел пӑхӗ. Ҫӗрле те ытлах сивӗ пулмӗ: 6-8 гадус ӑшӑ пулӗ.

Тунтикун, ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, ҫуллахи пекех пулӗ: 20 градус ӑшӑтӗ. Ҫу уйӑхӗн 5-8-мӗшӗсенче чи ӑшӑ кунсем ҫитӗҫ – 20-25 градус таранах кӑтартӗ. Анчах аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарӗ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫанталӑк ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пӑсӑлма тытӑнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1540, 1541, 1542, 1543, 1544, 1545, 1546, 1547, 1548, 1549, [1550], 1551, 1552, 1553, 1554, 1555, 1556, 1557, 1558, 1559, 1560, ... 3922
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сирӗн ҫын машина пулманни пирки аса илме тивет. Эппин, сывлӑхӑра ытларах тимлӗр - суранланас, вӑраха кайнӑ чирсем йӑл илес хӑрушлӑх пур. Ҫавӑнпа кӑштах сахалрах ӗҫлеме тӑрӑшӑр, анчах пуҫлӑхпа ӑнланмманлӑх сиксе ан тухтӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурри вӗткеленӳллӗ пулӗ.

Ҫӗртме, 24

1892
133
Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫуралнӑ.
1920
105
Чӑваш автономи облаҫне (ЧАО) туса хунӑ.
1952
73
Светлана Асамат, чӑваш сӑвӑҫи, кӗвӗ хывакан ҫуралнӑ.
1995
30
Ҫак кун Республика кунне уявлама йышӑннӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...