Хулара
![]() Андрей Андреев тунӑ сӑн Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан тыл ӗҫченне Пелагея Солдаткинӑна ҫар оркестрӗ чӳрече умӗнче Ҫӗнтерӳ уявӗпе саламланӑ. Ватӑ хӗрарӑм вӗсене балконран пӑхса тӑнӑ. Урамри концерта ҫывӑхра пурӑнакан ҫынсем те чӳречесенчен сӑнанӑ. Ертӳҫӗ те пулнӑ. Вӑл юлашкинчен сӑмах каланӑ, пире тӑнӑҫ пурнӑҫ парнелекенсен умӗнчи эпир ӗмӗр парӑмра пулнине палӑртнӑ. Пелагея Солдатова кӳршӗ республикӑра – Тутарстанра – ҫуралса ӳснӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл 13-ре кӑна пулнӑ. Ҫапах ача тесе тӑман – колхоза ӗҫлеме ҫӳренӗ, трактор бригадинче тӑрӑшнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкара вӑл 1971 ҫулта куҫса килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() "Советская Чувашия" тунӑ сӑн Ӗнер республикӑра кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ 1 пин ҫывхарма пуҫланӑччӗ. Паян вара ку кӑтартуран та иртнӗ. Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре пурӑнакан 1018 ҫыннӑн кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ. Ӗнертенпе ку йыша 68 ҫын хутшӑннӑ. Кун пекки хальччен пулман. Унччен пӗр талӑкра чи нумай чирленӗ тӗслӗх 64 ҫын пулнӑ. Республикӑри 175 ҫын ку чиртен сывалнӑ. Юлашки талӑкра пульницӑран сывалса тухнӑ ҫынсем пулман. Вилнисен йышӑ унчченхи пекех – 8 ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() snip1.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Европа – Хӗвеланӑҫ Китай» трасса Чӑваш Енри ултӑ район территорийӗпе иртӗ. Пирӗн республикӑра ҫав ҫул тӑршшӗ 94 километр пулӗ. Кун пирки ЧР строительство министрӗ Владимир Осипов республика ертӳҫине Олег Николаева пӗлтернӗ. Транспорт отрасльне республикӑра ҫитес пилӗк ҫулта аталантармалли стратегие ҫав трассӑна та кӗртнӗ. Машинӑсене хӑвӑрт ҫӳреме саракан трасса Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш тата Тӑвай районӗсемпе иртӗ. «Европа – Хӗвеланӑҫ Китай» пӗтӗм тӗнчери транспорт коридорӗн «Мускав — Чулхула — Хусан» сыпӑкӗ пирӗн республикӑшӑн та меллӗ пулассине шанаҫҫӗ. Халӗ яваплисем проект умӗнхи ӗҫсемпе тимлеҫҫӗ. «Мускав — Чулхула — Хусан» трасса тӑршшӗ 729 км пулӗ, кашни енпе икшер полоса тума палӑртнӑ. Вӑл ҫулпа машинӑсем сехетре 120 километр хӑвалайӗҫ. Трассӑна тӑвассине тӑватӑ тапхӑрпа палӑртнӑ. Мӗнпур ӗҫе 2027 ҫул тӗлне вӗҫлесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Канашра тухтӑрсен бригади вахтӑпа 8 кун ӗҫленӗ. Халӗ вӗсен пӗрремӗш смени вӗҫленнӗ. Канашра вахта мелӗпе тухтӑрсен хушма бригади ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнченпе ӗҫленӗ. Сменӑра вӗсем 12-шер сехет ӗҫленӗ. Ҫапла режимпа 4 медик тата 2 водитель 8 кун тӑрӑшнӑ. Ятарлӑ бригада Канаш ҫыннисем патне ҫеҫ мар, Канаш, Вӑрмар тата Тӑвай районӗсене ҫӳренӗ. 8 кунта бригада кӑшӑлвируслӑ е ҫав амакпа чирлӗ пуль тесе шухӑшлакан пациентсем патне 37 хутчен ҫитнӗ. Чирлӗ ҫынна пульницӑна илсе каймалла пулсан ҫул ҫинче пӗтӗмпе 5 сехет таран иртнӗ. Кунта ҫын патне киле кайни, бригадӑна тата машинӑна дезинфекцилени, компьютер томографийӗ тӑвассине кӗтни кӗрет. «Ӗҫре 8 кун пулма ансат мар паллах. Пирӗн ӗҫ ахаль те ҫӑмӑл мар та, эпир хӑнӑхнӑ», – теҫҫӗ фельдшерсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Кӑҫал Ҫӗнтерӳ кунӗнче массӑллӑ мероприятисем иртмеҫҫӗ пулин те Шупашарти Ҫӗнтерӳ паркне илем кӗртнӗ. Коммуналлӑ служба ӗҫченӗсем парка ҫӳп-ҫапран тасатнӑ, саксем вырнаҫтарнӑ. Ҫар Мухтавӗн монументне ҫунӑ, ҫырнисене ҫӗнетнӗ. Нихӑҫан сӳнми ҫулӑма та тасатнӑ, сӑрланӑ. Паркра ларакан ҫар техникине те ҫуса тасатнӑ. Унта халӗ чечексем лартнӑ, ҫулла вӗсем ешӗрме пуҫлӗҫ. Паркра ҫӗнӗ арт-объектсем те вырӑн тупнӑ. Вӗсенчен пӗри – самолет, ун ҫине Шупашкартан фронта кайнӑ салтаксен ҫырӑвӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов ака уйӑхӗнче отставкӑна кайни пирки хыпарланӑччӗ. Вӑл ку должноҫре 11 ҫул ӗҫленӗ. Ведомствӑна вӑхӑтлӑха кам ертсе пынине палӑртнӑ. Вӑл – Алексей Струженков, пуҫлӑхӑн пӗрремӗш ҫумӗ. Алексей Струженков Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленине 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ӗҫлеме килнӗ. Вӑл хӑй Смоленскра 1978 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 2000-2017 ҫулсенче Смоленск облаҫӗнчи ҫак ведомствӑра тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ, 2019 ҫулта Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 1tulatv.ru сайтри сӑн Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкас ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ уплнӑ арҫынтӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следовательсем вӑл ҫӗрпе ҫыхӑннӑ суя документсем хатӗрленӗ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2012 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче пуҫлӑх ял тӑрӑхӗн хуҫалӑх кӗнекинчен суя выписка тунӑ. Ҫавна май унӑн пӗлӗшӗ Ҫавалкасри икӗ ҫӗр лаптӑкне хӑйӗн ҫине регистрациленӗ. Арҫынна халӗ должноҫӗпе усӑ курнӑшӑн айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() mcrb-bessonovka.penz.muzkult.ru сайтри сӑн Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре тепӗр 58 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине тупса палӑртнӑ. Ҫапла майпа республикӑра чирекенсен йышӗ 1 пин ҫывхарса пырать: 950 ҫыннӑн инфекци пур. Вилнисен йышӗ ҫаплипех: 8 ҫын. 175 ҫын кӑшӑлвирусран сывалнӑ. Вӗсенчен 40-шӗ килте сипленнӗ. Раҫҫейре вара пӗр талӑкра 11232 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине тупса палӑртнӑ. Кунашкалли ку таранччен пулман-ха. Пӗтӗмпе пирӗн ҫӗршывра 177160 ҫын чирленӗ, 32809 ҫын сывалнӑ. Вилнисен йышӗ – 1625. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Олег Николаева Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама шаннӑранпа паян 100 кун ҫитрӗ. Республика ертӳҫи ҫак тапхӑра каярах пӗтӗмлетӗ. Вӑл Инстаграмра ҫырнӑ тӑрӑх, халӗ пӗлтерӗшлӗрех урӑх темӑсем пур. «Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин Чӑваш Республикине ертсе пыма шаннӑранпа паян 100 кун ҫитрӗ», — хыпарланӑ Олег Николаев. Паянхи пӗлтерӗшлӗ тема шутне вӑл Ҫӗнтерӳ кунне кӗртнӗ. «Кашни ветерана, тыл ӗҫченне, Ҫӗнтерӗве тӳпе хывнӑ мӗнпур ҫынна пирӗн тивӗҫлӗ тимлӗх уйӑрмалла. Пирӗнтен уйрӑлнисене аса илмелле», — тесе шухӑшлать республика ертӳҫи. 100 куна пӗтӗмлетекен тӗплӗ калаҫу уяв хыҫҫӑн пулӗ. Ун чухне Олег Николаев журналистсен ыйтӑвӗсене хуравлӗ, республикӑра пурӑнакансемпе ҫыхӑнӗ, туса ирттернӗ ӗҫсене пӗтӗмлетӗ, плансемпе паллаштарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Шупашкарта мотосезон уҫӑлнӑ. Анчах кунашкаллине курманах пулӗ – хула урамӗсем тӑрӑх мотоцикл ҫине труҫҫи вӗҫҫӗн ларнӑ хӗрсем ярӑнса ҫӳренӗ. Ку ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, паян, пулнӑ. Икӗ хӗр, пилӗкӗ таран хывӑннӑскерсем, труҫҫипе ҫеҫ юлнӑскерсем, мотоцикл ҫине каччӑсемпе пӗрле ларнӑ. Ҫак ӳкерчӗке курнӑ ҫынсем телефон туртса кӑларса видео ӳкерме пуҫланӑ, вӗсене халӑх тетелӗсене вырнаҫтарнӑ. ШӖМ халӗ ҫав водительсене шырать. Инспекторсем палӑртнӑ тӑрӑх, мотоцикл водителӗсем пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳренӗ, регистраци паллисем пулман. Труҫҫи вӗҫҫӗн ярӑннӑ пассажирсене вара административлӑ майпа явап тытарма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш автономи облаҫне (ЧАО) туса хунӑ. | ||
| Светлана Асамат, чӑваш сӑвӑҫи, кӗвӗ хывакан ҫуралнӑ. | ||
| Ҫак кун Республика кунне уявлама йышӑннӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |