Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ӗнер, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра ял ҫыннисене 0,1 процентлӑ ипотека кредичӗ пама тытӑннӑ. Тӗрӗсрех, ҫӗнӗ йышӑну вӑя кӗнӗ. Аса илтерер: ял ипотекине ҫӗршывра 3 процент тесе палӑртнӑччӗ. Пирӗн тӑрӑхра процент ставкине татах пӗчӗклетрӗҫ. Ҫапла тума республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев маларах сӗннӗччӗ. Ӗнер Министрсен Кабинечӗ ятарлӑ хушӑва алӑ пуснӑ. Пӗчӗк ставкӑпа кредит илме тивӗҫ категорие ҫаксем кӗнӗ: 3 е ытларах ача ӳстерекен, ялта ӗҫлесе пурӑнакан ҫемьесене ипотекӑна 0,1% ставкӑпа парӗҫ; АПКра тата ветеринарта ӗҫлекенсене – 0,5%; социаллӑ сферӑра ӗҫ килӗшӗвӗпе е усламҫӑ пулса тӑрӑшакансене – 1% ; ялта потребкоопераци тата ял хуҫалӑх кооперацийӗнче тимлекенсене – 1%; ялта пурӑнса АПКра ӗҫлес шухӑш тытнисене – 1,5%; ялти социаллӑ сферӑра ӗҫе кӳлӗнес кӑмӑллисене – 2%. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ Уҫӑ алӑксен кунне онлайн мелпе унччен те ирттернӗ. Хальхинче ун пеккине машиностроени факультечӗ йӗркелӗ. Вӑл паян, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, 12 сехет те 30минутра пуҫланӗ. Аслӑ шкулӑн машиностроени факультетӗнчи специальноҫсем, унта вӗренме кӗрес тесен мӗнле экзаменсем тытмалли ҫинчен каласа кӑтартӗҫ. Уҫӑ алӑксен кунне хутшӑнакансем ытти чылай ыйтӑва та уҫӑмлатайӗҫ. Вӗсене факультетӑн деканӗ Виктор Адольфович Гартфельдер профессор хуравлӗ. Унсӑр пуҫне студентсем, аслӑ шкултан вӗренсе тухнисем, партнер-компанин пайташӗсем калаҫӑва хутшӑнӗҫ. Тӳрӗ эфира ЧПУ «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче https://vk.com/chuvsu страницӑра ирттерӗ. Ыйтусене ҫакӑнта https://forms.gle/2BrsvGQ2J5BVGK6Q7 йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан ҫемье Таиландран таврӑнайман. Чӑваш Ен Элтеперӗн Аддминистрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫемьен майӗ те, укҫи те пулман. Ҫапла, ют ҫӗршывсене халӗ самолетсем вӗҫмеҫҫӗ. Хамӑр ҫӗршыв ҫыннисене тӑван тӑрӑха илсе килмелли рейссем ҫеҫ сайра-хутра хутлаҫҫӗ. Йывӑрлӑха лекнӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫемьене тӑван тӑрӑха тавӑрма республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевӑн ҫине тӑма тивнӗ. Раҫҫей Правительствин ертӳҫин ҫумне Татьяна Голиковӑпа Тутарстан Президентне Рустам Минниханова та ура ҫине тӑратма тивнӗ. Тӑватӑ ҫынран тӑракан ҫемье ӗнер Бангкокран Хусана вӗҫсе килнӗ. Халӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫемье карантина Хусанти обсерваторире ирттерет. Пирӗн тӑрӑхри 200 ытла ҫын ҫак кунсенче чикӗ леш енче. Вӗсем — тӗнчери 40 ҫӗршывра. |
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енре «Земство учителӗ» федераци программипе тӑватӑ ҫынна ӗҫе илӗҫ. Кун пирки республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин пресс-службинче паян пӗлтернӗ. Асӑннӑ программӑна хутшӑнас текенсен заявкисене йышӑнас вӑхӑта тӑснӑ. Вӗсене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пухӗҫ. Программӑна хутшӑнас тесен вӗренӳ учрежденийӗпе килӗшӳ ҫырмалла. «Земство учителӗ» программӑна хутшӑнакансен 50 пинрен сахалрах ҫын пурӑнакан ял-хулана ӗҫе вырнаҫмалла. Вӗсенче 5 ҫултан кая мар ӗҫлемелле. Ҫавӑн пек килӗшӳ тунӑ вӗрентекенсене 1 миллион тенкӗ укҫа парӗҫ. Вӑл тупрапа ҫын хӑй пӗлнӗ пек усӑ курайӗ. Программӑна хутшӑнас кӑмӑллисен заявкисене Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче йышӑнма тытӑннӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Ене республика прокурорне ларма пултаракан ҫын килнӗ. Вӑл – Андрей Фомин, Владимир облаҫӗнче ҫуралса ӳснӗскер. ЧР Правительствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Андрей Фоминпа тӗл пулнӑ. Андрей Фомин унччен Крымра ӗҫленӗ, вӑл Олег Алексеевича хӑйӗн опычӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Палӑртмалла: Чӑваш Ен прокурорӗн кандидатурине Раҫҫей тӗп прокурорӗ Игорь Краснов сӗннӗ. Акан 16-мӗшӗнче вара ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче депутатсене Андрей Фомин кандидатурине йышӑнма сӗннӗ. Вӗсем ырланӑ, кун хыҫҫӑн ҫакна РФ президенчӗ ҫирӗплетмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑнакан ҫемьере пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 13 сехет те 30 минутра пӗр килте хӗрарӑм виллине тупнӑ. 72 ҫултискер пурнӑҫран хӑйӗн вилӗмӗпе уйрӑлман тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫавна май тӗпчевҫӗсем вӑрах тӑхтамасӑр тӗпчев пуҫарнӑ. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫулланнӑ хӗрарӑма алӑпа пӑвса вӗлернӗ. Ҫавна май РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл статьяпа ҫын вӗлерекенсене явап тыттараҫҫӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫывӑх вӑхӑтра тӗрлӗ экспертиза, ҫав шутра медицина, генетика, психиатри, ирттерӗҫ. Хӗрарӑма унӑн 46 ҫулти ывӑлӗ пӑвса вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна тытса чарнӑ. Тӗпчев малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Муркашри перевозчик тухтӑрсене виҫӗ кун тӳлевсӗр илсе ҫӳреме йышӑннӑ. Ҫапла майпа усламҫӑ ҫак йывӑр тапхӑрта ӗҫлекен специалистсене пулӑшасшӑн. «Шупашкар – Муркаш» ҫулпа ҫӳрекен 112-мӗш маршрут медицина ӗҫченӗсене ака уйӑхӗн 20-22-мӗшӗсенче тӳлевсӗрех лартса кайӗ. Вӗсен справка ҫеҫ кӑтартмалла. Палӑртмалла: усламҫӑ Николай Никитин кунашкал акцие пӗрремӗш хут ирттермест. 2006 ҫулта вӑл юбилей ячӗпе мӗнпур пассажира пӗр кун тӳлевсӗр илсе ҫӳренӗ. Ун чухне ҫынсем тӗлӗннӗ. Кайран кун пек акци 2011 тата 2016 ҫулсенче иртнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Муркашран Шупашкара ӗҫлеме ҫӳрекен тухтӑрсем самаях. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Кӑҫал республикӑра тӑватӑ ялта культура ҫурчӗ тума палӑртнӑ. Тата тепӗр пӗр клуба тӗпрен юсӗҫ. Ку тӗллевпе хыснаран 102 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫӗнӗ культура ҫурчӗ Шупашкар райнӗнчи Кармашра, Канаш районӗнчи Хучелте, Вӑрнар районӗнчи Пӑртасра тата Комсомольски районӗнчи Тукайра пулӗҫ. Елчӗкри культура ҫуртне вара тӗпрен юсама палӑртнӑ. Палӑртмалла: пӗлтӗр пилӗк районта – Канаш, Етӗрне, Комсомольски, Патӑрьел тата Куславкка районӗсенче – ултӑ культура ҫурчӗ ҫӗкленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен шкул ачисем дистанци мелӗпе вӗренме пуҫларӗҫ. Анчах хӑшӗ-пӗрин йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ. Пурин те килте ноутбук ҫук-ҫке-ха. Е килте пӗр компьютер анчах, шкулта вара темиҫе ача вӗренет. Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр ялӗнчи шкулта ачасен дистанци мелӗпе вӗренме пӑтӑрмахсем ҫук. Ҫакна шкул директорӗ ҫирӗплетнӗ. Директор каланӑ тӑрӑх, пур ачан та тӗнче тетелне тухма майсем пур. Ноутбук ҫук тӑк ачасене шкулти техникӑна киле расписка ҫырсан парса яраҫҫӗ. Пуҫлӑх хӑйӗн модемне те шеллемест пама. Чи малтанах шкул 11-мӗш классене ноутбукпа тивӗҫтерет – вӗсен экзамен тытмалла-ҫке-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() https://www.facebook.com/gov.cap.ru/photos/a.342669419461230/1034767926918039/?type=3&theater сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре кӑшӑлвирус чирне палӑртма тата тепӗр лаборатори уҫӑлӗ. Хальхи вӑхӑтра пирӗн тӑрӑхра COVID-19 вируса виҫӗ ҫӗрте тӗрӗслеҫҫӗ: Гигиенӑпа эпидемиологи центрӗн лабораторийӗнче, СПИД центрӗнче тата Ӳтпе венерологи чирӗсен центрӗнче. Вӗсем талӑкра 600 ытла анализа тӗрӗслесе ӗлкӗреҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр лабораторире кӑшӑлвирус анализне тӗрӗслеме тытӑнӗҫ. Кун валли Республикӑн клиника пульницин лабораторине усӑ курасшӑн. Унта талӑкра 200 ытла анализ тӗрӗслӗҫ. Республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов малтанхи тапхӑрта пробиркӑсем ҫитменнине пӗлтернӗ. Халӗ пирӗн республикӑна вӗсене 15 пин штук ҫитнӗ, ака уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вунӑкунлӑхӗнче 50 пин илсе килмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.10.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Кузьма Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанкай Атнер Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Смирнова Валентина Владимировна, Чӑваш Республикин халӑх артистки ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |