Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче Хӗл мучисемпе Юр пикесем парада тухнӑ. Унта районти культурӑпа кану учрежденийӗсенчи ӗҫченсем хутшӑннӑ.

Парада 50 ытла Хӗл мучипе Юр пике ҫитнӗ. Вӗсен хушшинче юмахри сӑнарсем те пулнӑ. Илемлӗ тум тӑхӑннӑскерсем районти культура ҫуртӗнчен пуҫласа вӑй-хал культурипе сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекс таран утнӑ, унтан администраци ҫурчӗ патне ҫитнӗ.

Урам тӑрӑх утакан Хӗл мучисемпе Юр пикесем, юмахри сӑнарсем район ҫыннисен кӑмӑлне ҫӗлкенӗ. Мероприятие пухӑннисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов Ҫӗнӗ ҫулпа саламланӑ. Парад хыҫҫӑн ҫынсем вӑйӑ картинче савӑннӑ.

 

Культура

ЧР Культура, национальноҫ тата архив ӗҫӗсен министерстви ялсенчи чи лайӑх культура учрежденийӗсен тата вӗсен ӗҫченӗсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ.

Патӑрьел районӗнчи Туҫа ялӗнче вырнаҫнӑ вулавӑш «Ялти чи лайӑх вулавӑш» номинацире ҫӗнтернӗ. Учреждени вулакансене компьютер технологийӗсемпе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ формӑсем сӗнет, вулавӑш проекчӗсене пурнӑҫлас ҫӗре хастар хутшӑнать.

Ҫакна та палӑртма кӑмӑллӑ: Туҫари вулавӑш ҫулталӑк тӑршшӗпех районти, республикӑри тата регионсен хушшинчи мероприятисене хастар хутшӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Елчӗк районӗнчи пушар
Елчӗк районӗнчи пушар

Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 65 ҫулти арҫыннӑн хуҫалӑхӗнче пилӗк ҫул каялла пушар пулнӑ. Ун чухне вӑл ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ.

Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче унӑн килӗнче каллех «хӗрлӗ автан» ташланӑ. Шел те, хальхинче кил хуҫи хӑй те ҫунса кайнӑ. ЧР Инекеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хуҫалӑхра мунча ҫунма тытӑннӑ. Пушара сӳнтерсен тивӗҫлӗ канури арҫыннӑн виллине тупнӑ.

Пӳрчӗ ҫунса кайсан 2013 ҫултанпа ҫак арҫын мунчара пурӑннӑ. Специалистсен шухӑшӗпе, ҫулӑм кӑмака хутнӑ чухне хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнманран тухнӑ.

Палӑртмалла: раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Елчӗк районӗнче те пушар алхаснӑ. Унта та 65 ҫулти арҫын ҫунса вилнӗ.

 

Хулара

Шупашкарта хулана сӑнсӑрлатакан рекламӑна пӗтерессипе ҫӗнӗ тӑраҫҫӗ. Ҫак енӗпе 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ятарлӑ йӗрке йышӑннӑ. Ӑна хулари Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче алӑ ҫӗклесех ҫирӗплетнӗ.

Ҫавӑн хыҫҫӑн хулари тӳре-шара шурӑ Шупашкарӑмӑра хӑтсӑрлатакан рекламӑпа кӗрешме пуҫланӑ. «Хула реклами» муниципалитетӑн хысна хысна учрежденийӗ тата ытти яваплӑ специалист вырӑна тухса тӗрӗслеҫҫӗ. Килӗшӳсӗр рекламӑна пӗтерме сӗнеҫҫӗ, асӑрхаттарса хут ҫыраҫҫӗ, кирлех пулсан рекламӑна хӑйсемех илеҫҫӗ.

Реклама хӑтсӑрлӑхне хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков «куҫа курӑнакан шав» тесе хаклать. Шупашкарти тӗрлӗ вырӑнта килпетсӗр кармашкан рекламӑна вӑл та ырламасть, хӑтлӑлатма тесе шухӑшлать.

 

Раҫҫейре

«Coca-Cola» пылак шыв кӑларакан фирма Сурхурине халалласа хӑйӗн фирмин грузовкӗсене Раҫҫейӗн тӗрлӗ хулине ӑсатать. Кӑҫал та вӑл ҫапла тӑвас тенӗ. Шупашкар «Coca-Cola» списокне пӗлтӗр те лекмен, кӑҫал та грузовик Чӑваш Енӗн тӗп хулине кӗмӗ.

«Coca-Cola» Шупашкара тиркемеллипех тиркет тени ҫапах та тӗрӗс мар. 2016 ҫулта унӑн грузовикӗ Шупашкара кӗнӗ. Техника сӑлтавне пула ун чухне пӗр машина ҫеҫ Шупашкара ҫитейнӗ. Апла пулин те вӑл йывӑр лару-тӑрури ачасене уява пухнӑ.

Ҫулталӑк каялла Сурхури караванӗ 69 хулапа пысӑк центрсене кӗнӗ. Кӑҫал вара 12 хулана ҫеҫ ҫитме палӑртнӑ. Списока Красноярскпа Дон ҫинчи Ростов вӗҫлӗҫ. Кӑҫал марафонӑн йӗркине улӑштарнӑ. Ытти ҫул машинӑсем ача ҫурчӗсенче, интернат-шкулсенче, пульницӑсемпе реабилитаци центрӗсенче чарӑннӑ. Халӗ вӗсем ачасене тӗрлӗ ҫӗре илсе кайса кӑтартма тӗллев лартнӑ.

 

Республикӑра

Улатӑр хулинче пурӑнакансем ҫӳп-ҫап турттарманшӑн пӑшӑрханаҫҫӗ. Вырӑнтисем тӗнче тетелӗсенчи халӑх ушкӑнӗсенче йӗркеленӗ пабликсенче ку ыйтӑва ҫине-ҫинех хускатнӑ. Хӑйсем ытахальтен пӑшӑрханманнине ӗнентерме сӑн ӳкерчӗксем ҫеҫ мар, видео та вырнаҫтарнӑ. «Ҫӳп-ҫап хула администрацийӗ умне кайса тӑкар», — тесе тарӑхакансем те пур.

Ҫак йӗркесен авторне паян Улатӑр хула администрацийӗн архитектура, хула строительстви, транспорта, ҫутҫанталӑкпа усӑ курас тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗпе Сергей Черкасовпа ҫыхӑнма май килчӗ. Сергей Владимирович ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫӳп-ҫап турттаракан регионти оператор пӗр организацие тепринпе ылмаштарнӑ. Хайхи ҫӗнӗ подрядчикӑн ҫӳп-ҫап турттармалли икӗ машина пур. Вӑл хушма контейнерсем те туянса вырнаҫтарса тухнӑ. Хула администрацийӗнче тӑрӑшакан тӳре-шара лару-тӑру йӗркеленсе каяссине шантарчӗ.

 

Республикӑра

Васкавлӑ медпулӑшун пӗр станцин пуҫлӑхне руль умне ӳсӗр ларнӑшӑн тытса чарнӑ. «Антидилер» юхӑмӑн Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ҫӗнӗ васкавлӑ медпулӑшу машинисен уҫҫисене панӑ хыҫҫӑн пулнӑ.

Ҫав кун ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Улатӑрти, Ҫӗрпӳри, Канашри, Ҫӗмӗрлери, Етӗрнери тата Патӑрьел районӗнчи васкавлӑ медпулӑшу подстанцисем валли туяннӑ 70 машина уҫҫине панӑ. Каҫхине вара пӗр подстанцин пуҫлӑхне ӳсӗр тытса чарнӑ.

«За рулем» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑмах Ҫӗрпӳри подстанци пуҫлӑхӗ пирки пырать. Вӑл, руль умне ӳсӗр ларнӑскер, тытса чарнӑ чухне ҪҪХПИ ӗҫченӗсемпе хӑратнӑ.

 

Республикӑра
Олимп вӑййисен чемпионӗ Владимир Воронков
Олимп вӑййисен чемпионӗ Владимир Воронков

«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат кӑҫал пирӗнтен уйрӑлнӑ паллӑ ҫынсене аса илнӗ.

Вӗсенчен пӗри — Чӑваш Енри пӗрремӗш милиционер, профессора тухнӑ Валентин Милюткин. Сӑмах май каласан, вӑл — Шупашкар район ҫынни. 1935 ҫулта Иккасси ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш Енӗн Верховнӑй Совечӗн председателӗ пулнӑ Эдурад Кубарев пуш уйӑхӗнче вилчӗ. Шупашкар хулин КПСС комитечӗн пӗрремӗш секретарӗ пулнӑ Константин Ефремова та аса илнӗ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн балет ӑсти Айдар Хисамутдинов, Олимп вӑййисен чемпионӗ Владимир Воронков, физкультурӑпа спорт министрӗ пулнӑ Сергей Шелтуков, футбол тренерӗ Владимир Соломаха, Иосиф Дмитриев-Трер режиссер, Чӑваш халӑх артисчӗ, Мускаври Пысӑк театр артисчӗ Максим Михайлов та текех ҫук ӗнтӗ...

 

Хулара

Пӗррехинче Шупашкарта пурӑнакан 27 ҫулти арҫын тӗнче тетелӗнчи пӗр сайтра мотобуксировщик йӳнӗпе сутнине курнӑ. Хайхискер лавкка менеджерӗпе ҫыхӑннӑ. Вӗсем тавара мӗнле туянмалли, епле илсе ҫитермелли пирки калаҫса татӑлнӑ. Кун хыҫҫӑн Шупашкар ҫынни сутуҫа 26 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Анчах тавар ун патне ҫитмен, сутуҫӑ вара телефона тытман, пӗр кун пулнӑ сайта вара блокировка тунӑ.

Тӗп хулара пурӑнакан 44 ҫулти арҫын та шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче илӗртӳллӗ рекламӑна ӗненнӗ те килӗшнӗ холодильникшӗн 18 пин тенкӗ ытла куҫарнӑ. Анчах япала палӑртнӑ кун килмен, арҫын сутуҫӑпа ҫыхӑнма хӑтланнӑ, анчах сайт ку вӑхӑта пулман ӗнтӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пӗр арҫын паянхи саманара укҫа тума май тупнӑ. Вӑл пачӑшка тухнӑ. Хайхи суя пачӑшкӑ вилнисене юлашки ҫула ӑсатнӑ май кӗлӗ вулать, хваттерсене, автомашинӑсене сӑваплать. Кун пирки Шупашкар тата Чӑваш Ен епархийӗ хайӗн сайтӗнче тӗне пӑхӑнса пурӑнакансене асӑрхаттарса ҫырнӑ.

Турӑ ҫыннисем укҫа тумалли ултавлӑ май тупнӑ ҫыннӑн ятне те палӑртнӑ. Вӑл Алексей Соколов иккен. «Чӑваш Ен митрополине ун пирки пирӗн чиркӳсене куллен ҫӳрекенсем пӗлтерчӗҫ. Унӑн православи чиркӗвӗн санӗ ҫук, апла пулин те вӑл вилнисен ячӗпе кӗлӗ вулать, ҫӑмӑл машинӑсемпе хваттерсене, ҫуртсене сӑваплать. Сан ҫук пулсан унӑн ӗҫӗ чиркӳ канонӗсемпе ҫыхӑнса тӑмасть, вӑл ирттернӗ ӗҫ-хӗлӗн усси те ҫук», — палӑртнӑ епархи сайтӗнче.

 

Страницӑсем: 1 ... 1636, 1637, 1638, 1639, 1640, 1641, 1642, 1643, 1644, 1645, [1646], 1647, 1648, 1649, 1650, 1651, 1652, 1653, 1654, 1655, 1656, ... 3626
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулăх валли лайăх вăхăт, чи çутă ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăр. Лура-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен пуçаруллă пулмалла. Çĕнĕ опыт сирĕн умра çĕнĕ майсем уçĕ. Туссемпе курнăçма, романтика тĕлпулăвĕ валли лайăх вăхăт.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...