Сывлӑх
![]() Шупашкарти клиника центрӗн 1-мӗштата 2-мӗш поликлиникисене карантина хупнӑ. Кун пирки республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ. Поликлиникӑсем паянтанпа, ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнченпе, ӗҫлемеҫҫӗ. Медицина организацийӗн администрацийӗнче ӗҫлекенсенчен пӗрин коронавирус тесчӗ иккӗленӳллӗ пулнӑ. Ӑна уйрӑм палатӑна вырттарнӑ. Хӗрарӑм чикӗ леш енче пулман. Поликлиникӑсенче дезинфекци ирттереҫҫӗ. Медицина организацийӗсен ӗҫченӗсене карантина янӑ. Вӗсенне COVID-19 анализӗ илнӗ. «Анализ кӑтартӑвӗ хальлӗхе паллӑ маи пулин те поликлиникӑна карантина хупас терӗмӗр. Ҫакна эпир инфекцие сарас мар тесе турӑмӑр», — тенӗ республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов. Маларах асӑннӑ поликлиникӑсем Шупашкарӑн Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ тата Чапаев поселокӗсенче пурӑнакансене йышӑннӑ. 1-мӗш поликлиника Социализм урамӗнче, 2-мӗш Чернышевский урамӗнче вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗ алла ҫыхмалли сехет туянать. Пӗтӗмпе 300 штук. Вӗсенчен ҫурри — хӗрарӑмсем валли, тепӗр ҫурри — арҫынсем валли. Сехечӗ ахальли мар. Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑскер пулӗ вӑл. Сехет хатӗрлекен валли 779 100 тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, пӗр сехет хакӗ 2 пин те 597 тенке ларӗ. Контракта алӑ пуснӑ хыҫҫӑн сехете 10 кунта хатӗрлесе памалла. Сехет классика формиллӗ пулмалла. Циферблатӑн варринче Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ ӳкерчӗк вырнаҫтармалла. Сехетӗн хыҫал енне «От главы Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин Элтемерӗнчен) тесе ҫырса хурӗҫ. Сехет латуньтен хатӗрлӗҫ. Ылтӑн евӗр тӗслӗ пулӗ вӑл. Арҫын сехечӗн диаметрӗ 38 мм, хӗрарӑмӑн 28 мм пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансем хушшинче кӑшӑлвируспа чирлӗ тата тепӗр икӗ ҫынна тупса палӑртнӑ. Кун пирки республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ирхи канашлура каланӑ. Ку хыпара Чӑваш Енӗн ПТРК пӗлтернӗ. Кӗске хыпарта каланӑ тӑрӑх, кӑшӑлвирус лекнӗ тепӗр икӗ ҫынна палӑртнӑ. Шӑматкун ку чирпе аптӑракансене икӗ тӗслӗх тупса палӑртнӑччӗ. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑшӑлвирус ернисем, арӑмӗпе упӑшки, ют ҫӗршывран – Доминиканӑран – канса килнӗ. Мӑшӑр карантинта килте ларнӑ. Арӑмӗпе упӑшкин анализӗ начаррине пӗлсен тухтӑрсем вӗсене пульницӑна васкавлӑн тата мӗнпур хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнса илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Ене Питӗрти хастар чӑваш, Валериан Гаврилов, килнӗ. Вӑл республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗпе Роза Лизаковӑпа тӗл пулнӑ. Валериан Анатольевич Питӗрти тата Ленинград облаҫӗнчи чӑваш хастарӗсем юлашки ҫулсенче епле ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Унти икӗ организаци ултӑ программа пурнӑҫа кӗртет. Чӑваш культурин «Чӑваш тӗнчи» интерактивлӑ музейӗ аван ӗҫлет. Музей ертӳҫисем — Валентина Пиличева тата Валериан Гаврилов. «В мире чувашского языка и культуры» (чӑв. Чӑваш чӗлхин тата культурин тӗнчинче) клуб, чӑваш чӗлхи курсӗ (ертӳҫи — Анастасия Бахматова), чӑваш тӗррин кружокӗ (ертӳҫи — Алевтина Челнокова) тата ыттисем ӗҫлеҫҫӗ. Валериан Гаврилов (вӑл — экономика ӑслӑлӑх кандидачӗ) ертсе пыракан ӑслӑлӑхпа тӗпчев тата шырав лабораторийӗ пур. Питӗрти чӑвашсен ентешлӗхӗ кӗнеке-календарь кӑларма хатӗрленет. Валериан Гаврилов Роза Лизаковӑна «Юрату» ансамбль сӑнӳкерчӗкӗллӗ календарь парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри спортсменка ирӗклӗ кӗрешӳре пысӑк кӑтартусемпе палӑрнӑшан премие тивӗҫнӗ. Мария Кузнецова тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусенче те маттурлӑхне кӑтартнӑ. Мария нарӑс уйӑхӗнче Италире спорт кӗрешӗвӗ енӗпе иртнӗ Европа чемпионатӗнче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Унӑн ҫитӗнӗвӗсене кура ЧР Правительстви ӑна преми пама йышӑннӑ. Мария Кузнецовӑна 50 пин тенкӗ преми парӗҫ. Кунсӑр пуҫне ӑна уйӑхсерен, 2021 ҫулхи ака уйӑхӗччен, 6500 тенкӗ парса тӑрӗҫ. Унӑн тренерӗ Ольга Смирнова та премие тивӗҫнӗ. Ӑна 25 пин тенкӗ парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() vladimirnews.ru сайтри сӑн Шупашкарти Мускав районӗн администрацине Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн тӑлӑх арӑмӗ пулӑшу ыйтма килнӗ. Вӑл хӑйӗн хваттерӗнче юсав ӗҫӗсем туса пама ыйтнӑ. Ватӑ хӗрарӑм ку ӗҫе хӑй тӗллӗн пурнӑҫлаймасть. Хайхискер администрацие кайса ку тӗлӗшпе кам пулӑшма пултарассипе кӑсӑкланнӑ. Ӑна хӑй ӗҫленӗ предприяти юсав ӗҫӗсем туса пама шантарнӑ. Хӗрарӑм Шупашкарти пӗр хапрӑкра 36 ҫул вӑй хунӑ, тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн орденсемпе медальсене тивӗҫнӗ. Юсав ӗҫӗсене ҫитес вӑхӑтра пурнӑҫлӗҫ. Ветеранӑн тӑлӑх арӑмӗшӗн ку Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявӗ ячӗпе пысӑк парне пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Тӑвай районӗнче типӗ курӑк ҫунтарнине пула чутах ял хыпса илмен. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Тӑвай районӗнчи Ҫӑлпуҫ ялӗ ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫунтарнӑ. Анчах ҫулӑма тытса чарайман – вӑл ял патне ҫывхарнӑ. Вырӑна пушар машинисем ҫитнӗ. Ҫулӑм икӗ масар патне ҫитнӗ, унти типӗ курӑк та ҫуннӑ. Ял ҫывӑхне ҫывхарнӑҫемӗн-ҫывхарнӑ. 10 метр кӑна юлнӑ. Юрать, ҫав вӑхӑталла ҫӗре сухалама ӗлкӗрнӗ. Сӑмах май, паян Атӑл леш енче те ҫуннӑ тӗслӗх пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Апат-ҫимӗҫ лавккисен тӗнчере кӑшӑлвирус алхаснӑ саманара та ӗҫлеме тивет. Сутуҫӑсем чирлесрен хӑраса килте лараймаҫҫӗ. Бельгири супермаркетсен ӗҫченӗсен профсоюзӗ сӑнанӑ тӑрӑх, лавккасене халӑх йышлӑ ҫӳренӗ май суту-илӳ точкисен тупӑшӗ ӳсет. Анчах сутуҫӑсем те ҫынсемех. COVID-2019 эпидемийӗ вӑхӑтӗнче сутуҫӑсем хӑйсене хӳтӗлеме ыйтаҫҫӗ. «Хисеп туса компенсаци» тӳлеттересшӗн иккен вӗсем. Халӑх лавккана йышлӑ ҫӳрет, вирусран асӑрханмалли мелсем сахал теҫҫӗ. Забастовкӑна Бельгири апат-ҫимӗҫ сечӗсен вуншар ытла лавкки ирттерет. Эрнекун сутуҫӑсем ӗҫе тухман. Кунӗпех мар-ха. Ирпе. «Российская газета» пӗлтернӗ тӑрӑх, сутуҫӑсем ӗҫ укҫине ӳстерме тата хӳтлӗх хатӗрӗсемпе туллин тивӗҫтерме ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Ен Наци музейӗн архивӗнчи сӑнӳкерчӗксем Паян геологсем хӑйсен професси уявне уявлаҫҫӗ. Ҫавна май Чӑваш наци музейӗн Фейсбукри страницинче тӑван халӑхӑмӑрӑн пӗрремӗш геологӗпе Иосиф Илларионовпа паллаштарнӑ. Иосиф Илларионов — геологипе минералоги ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (1942), доцент (1949). Вӑл 1898 ҫулхи акан 11-мӗшӗнче хальхи Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Ҫырмапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. 1977 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Чӑваш наци музейӗ Иосифа Илларионовпа 1974 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче ҫыхӑну йӗркеленӗ. Музейри экскурсие пырсан геолог ҫутҫанталӑк пайӗн пуҫлӑхӗпе В.П. Евдокимовӑпа паллашнӑ. Музей ӗҫченӗ «Геологи» ярӑма ҫӗнетес кӑмӑллине пӗлтерсен И.К. Илларионов хӑйӗн проектне сӗннӗ. Халӗ музейра геологӑн документлӑ пуян фончӗ шанчӑклӑ упранать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() feelsider.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Кӑшӑлвирус тени хӑлхаран кайман саманара ҫынсем амакран сипленмелли мелсем шыраҫҫӗ. Таҫта такам импӗрпе лимон усси пирки каланине илтсен (шута илме: тухтӑрсем ҫакна ҫирӗплетмен) теприсем ҫак тавара хыпӑнса туянма тытӑннӑ. Пасар саманинче тахҫанах пурӑнатпӑр та, сутуҫӑсем аптӑраман — халӑх ыйтнине кура импӗрпе лимона хаклатнӑ. Шупашкар хула администрацийӗ лавккари хаксене эрнесерен сӑнаса тӑнине пӗлтерет. Анчах пурне те мар. Халӑха куллен кирлӗ тавара. Импӗрпе лимон ҫак шутра мар. Апла пулсан вӗсен хакне «ҫӑварлӑхлама» май ҫук. Сӑмах май каласан, ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче импӗрӗн килограмӗ 1190-1999 тенкӗ тӑнӑ, лимонӑн — 355-372 тенкӗ. Танлаштарма: ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче «Пятерочка» сетӗн лавккисенчен пӗринче 1 килограмм лимона 140 тенкӗпе сутнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.10.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Кузьма Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанкай Атнер Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Смирнова Валентина Владимировна, Чӑваш Республикин халӑх артистки ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |