Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура

Чӑваш Енри паллӑ та сумлӑ ӑсчах, хальхи вӑхӑтри ҫивӗч ӑс-тӑнлӑ та тарӑн шухӑшлавлӑ литература критикӗ Виталий Станьял республикӑра пичетленнӗ ҫӗнӗ ӗҫе пысӑка хурса хакланӑ. Виталий Станьял хаклавне «Советская Чувашия» хаҫатра пичетленӗ.

Сӑмах Чӑваш халӑх поэчӗн Яков Ухсайӑн (1911-1986) ҫырнисен пуххи пирки пырать. Ӑна икӗ чӗлхепе: вырӑсла тара чӑвашла — пичетленӗ. Ҫырнисен пуххи Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленнӗ. Ӑна пухса хатӗрлекенӗсем — сумлӑ поэтӑн хӗрӗсем Еленӑпа Ольга Ухсайсем. Кӗнекене Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленӗ. Ӑна Валерий Алексеев редакциленӗ. Ҫырнисен пуххи 1500 экемплярпа пичетленнӗ.

Виталий Станьял ҫак ӗҫӗн сумлӑхне палӑртнӑ. Вӑл асӑрханӑ тӑрӑх, пӗрремӗшӗнчен, наци литературине илсен унччен Иван Яковлев ҫырӑвӗсене ҫеҫ пичетленӗ. Иккӗмӗшӗнчен, ҫырнисен пуххине литературоведсем пухманни. Ӗҫ типтерлӗ те содержани енчен пуян пулнине те асӑрханӑ Виталий Станьял.

 

Статистика
kurortmag.ru сайтри сӑн
kurortmag.ru сайтри сӑн

Специалистсем Раҫҫейри санаторисене тӗпченӗ. Вӗсе Крымри, Кавказри тата Ставропольти Хура тинӗс хӗрринчи санаторисене ҫеҫ хаклав йышне кӗртмен. ТурСтат тата Санатории-России.рф путевкӑсене бронь тумалли сервис специалисчӗсем чӳк уйӑхӗнчи канӑва тишкерсе танлаштарӑм хатӗрленӗ.

Раҫҫейри регионсенче кӗркуннехи санатори канӑвне чӳк уйӑхӗн 1-30-мӗшӗсенче путевкӑсем туяннине шута илсе хакланӑ. Танлаштарӑмра Чӑваш Енри санаторисем 20-мӗш вырӑн йышӑннӑ, путевкӑсен йӳнӗ хакӗпе вара – 2-мӗш вырӑнта.

Пирӗн регионта санаторире канас пулсан пӗр талӑкра вӑтамран 2 пин тенкӗ кирлӗ. Кунта пурӑннӑ, апатланни, сипленни кӗреҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61197
 

Хулара
2gis.com сайтри сӑн
2gis.com сайтри сӑн

Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи Юман рашчине Халӑхсен туслӑхӗн паркӗн ятне пама сӗнеҫҫӗ. Е ӑна Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа парк тӑвасшӑн. «Чӑваш Енри халӑхсен ассамблейи» канашӑн председателӗ Лев Кураков хула администрацине ҫак сӗнӳпе тухнӑ.

Лев Кураков ҫакна палӑртнӑ: икӗ сул каялла Шупашкарта Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ уҫӑлнӑ, вӑл шӑпах Юман рашчи патӗнче вырнаҫнӑ. Рашчара вара ҫынсем кӑвайт чӗртсе канаҫҫӗ, эрех-сӑра та ӗҫеҫҫӗ. Кӑҫал Юман рашчине 2020-2021 ҫулсенче хӑтлӑх кӗртмелли объектсен йышне кӗртнӗ. Хула администрацине ҫак ӗҫе тӑхтамасӑр тума, Чӑваш автономийӗ 100 ҫул тултарнӑ тӗле вӗҫлеме, унтан ӑна ҫӗнӗ ят пама сӗнеҫҫӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
tegrk.ru сайтри сӑн
tegrk.ru сайтри сӑн

Чӳк уйӑхӗнче сивӗ, юрсӑр ҫанталӑк тӑни кӗрхи тыр-пулшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать. Ҫавна май Россельхозцентр специалисчӗсем уй-хире тӗрӗслевпе тухнӑ. Вӗсем пӗтӗмпе 89 пин гектар лаптӑка пӑхса ҫаврӑннӑ.

Паянхи кун тӗлне 61 пин гектар ҫине акнӑ кӗрхисене лайӑх хак панӑ, 2 пин ытла гектар – япӑх. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, кӗрхисем япӑх пулни юр ҫуккинчен кӑна мар, сортран та килет.

Сивве чи чӑтӑмли – кӗрхи ыраш, вӑл 20 градус сивве чӑтать, кӗрхи тулӑшӑн 16 градус сивӗ хӑрушӑ мар. Тӑпра 23 сантиметр таран шӑнтнӑ. Кӗрхисем малашне мӗнле пуласси ҫанталӑкран килет. Синоптиксем ыран юр ҫӑвассине пӗлтереҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61188
 

Пӑтӑрмахсем
spbdnevnik.ru сайтри сӑн
spbdnevnik.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 25 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе следовательсем тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Ӑна амӑшне тискеррӗн хӗнесе вӗлернӗшӗн айӑпласшӑн.

Следовательсем тишкернӗ тӑрӑх, кӑҫал авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫак ӳсӗр арҫын килӗнче амӑшӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Вӑл ӑна 65 хутран кая мар тапнӑ-ҫапнӑ, пылесоспа ҫапнӑ. Пылесос ваклансах кайнӑ. Йывӑр сурансене пула 53 ҫулти хӗрарӑм ҫавӑнтах вилнӗ.

Следовательсем тишкернӗ пуҫиле ӗҫе кӗҫех Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ пӑхса тухӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61192
 

Вӗренӳ

Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкулта «Арҫури» авторне халалласа урок ирттернӗ.

Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Михаил Федоров ҫуралнӑранпа 171 ҫул ҫитрӗ. Ҫак паллӑ куна Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи 8 класс ачисем чӑваш литература урокӗнче «Арҫури» поэмӑна тепӗр хут аса илнӗ, ӑна тишкернӗ. Юра Николаев поэма сыпӑкне пӗр-пӗр артистран кая мар вуласа пани А.М. Николаева вӗрентекене те, класри тантӑшӗсене те тыткӑнланӑ. Алина Николаева вӗрентекен пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем Чӑваш Республикин картти ҫинче поэтӑн ҫуралнӑ Сӗтӗрвӑрри районӗнчи Хурапха ялне шыраса тупнӑ.

«Арҫури» юмахлатнӑ поэмӑн авторӗ 1848 ҫулта ҫуралнӑ та 1904 ҫулта ҫӗре кӗнӗ. Чӑрӑшкассисем «Арҫури» хайлав тӑрӑх ӳкернӗ сюжетсем пирки те тӗплӗ каласа панӑ, композиципе стильне тишкернӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Чӑваш Енре йӑлари каяшсене тирпейлекенсен ассоциацине туса хума йышӑннӑ. Ҫӗнӗ пӗрлешӗвӗн ячӗ те паллӑ. «Экотехнопарк Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн экотехнопаркӗ) пулӗ вӑл.

Ассоциацие йӗркелессипе Чӑваш Ен Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче ҫак эрнере канашлу иртнӗ. Унта тӳре-шараран Иван Исаев министр хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех «Экология» НПО», «Строительные покрытия», «Эковата», «Экоцентр» МВК» организацисенче ӗҫлекенсем, уйрӑм усламҫӑсем, Раҫҫейӗн экологи обществин регионти уйрӑмӗн пайташӗсем пуҫтарӑннӑ.

«Чӑваш Енӗн экотехнопаркӗ» тирпейлекенсен ассоциацин ертӳҫи пулма Сергей Лебедева суйланӑ. Вӑл «Чистая страна» (чӑв. Таса ҫӗршыв) федераци проекчӗн йӗркелӳҫи шутланать.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар хула администрацийӗ машинӑсене ӑҫта кирлӗ, унта лартнине вӗҫӗмех тӗрӗслет. Парковка правилине пӑсакансене административлӑ майпа явап тыттарса штрафлаҫҫӗ.

Хула администрацийӗнче административлӑ ӗҫсене тишкернӗ те, парковкӑпа ҫыхӑннӑ кӑлтӑка тупса палӑртасси йышли палӑрнӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра ҫырнӑ. Машинӑсене курӑк ҫине лартнипе ята кӗрекен водительсен йышӗ самай иккен.

Саккуна административлӑ майпа пӑсакансен тӗлӗшпе 2,7 пин хутчен штраф ҫырса панӑ. Штраф виҫи 3,5 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Унта суту-илӳ правилине пӑсакансем те кӗреҫҫӗ.

Ку хыпара вуланисенчен хӑшӗсем машина лартма вырӑн ҫук тесе ӳпкелешнӗ. Хула администрацийӗ вара хӑна парковкисем (машинӑсене вӑхӑтлӑх лартмалли) тумалли йӗркене уҫӑмлатнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
900igr.net сӑнӳкерчӗкӗ
900igr.net сӑнӳкерчӗкӗ

Етӗрнери спирт савучӗ «100 лет Чебоксарская водка» ятпа шурӑ эрех кӑларнӑ. Ҫакӑ конкуренцие хӳтӗлесси ҫинчен калакан федераци саккунне пӑснине Шупашкарти ликерпа водка савучӗ асӑрханӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл Федерацин монополипе кӗрешекен службин Чӑваш Енри управленине евитленӗ.

«100 лет Чебоксарская водка» ятпа Етӗрнери спирт савучӗн усӑ курма, чӑн та, ирӗк пулман. Ҫапларах пӗтӗмлетнӗ монополипе кӗрешекенсем. Унсӑр пуҫне Етӗрнери савут этикетка ҫине Шупашкарти ликерпа водка савучӗн ҫурчӗн сӑнӳкерчӗкне вырнаҫтарнӑ.

Асӑннӑ ятпа эрех кӑларма Етӗрнери предприяти кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче чарӑннӑ.

«Rusprofile» контрагентсене тӗрӗслемелли сервиса ӗненсен, Етӗрнери савутӑн тӗп пуҫлӑхӗ — Алексей Селиванов. Ҫав ҫӑлкуҫра пӗлтернӗ тӑрӑх, предприятин учредителӗсем иккӗн: Андрей Егоров тата Максим Морозов. Вӗсен пурлӑхӗ — 50-шар процент.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chuvashia.fas.gov.ru/news/16943
 

Культура

Раштав уйӑхӗн 2-6-мӗшӗсенче IV Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» кинофестивалӗ иртмелле. Ҫапла-ҫапла, раштав пуҫламӑшӗнче пулӗ вӑл. Чӑваш халӑх сайтне тимлӗ вулакансем вӑл чӳк уйӑхӗн 11-15-мӗшӗсенче иртессине эпир пӗлтернине манман-тӑр-ха. Фестиваль кунне мӗншӗн куҫарни пирки ҫак йӗркесен авторне Чӑваш Енри Кинематографистен союзӗн ертӳҫинчен Олег Цыпленковран ыйтса пӗлме май килчӗ. Малтан палӑртнӑ вӑхӑтра кинозалсем пушӑ пулман.

Аса илтерер: «Асам» кинофестиваль иртнӗ май киносценарисен питчингне йӗркелӗҫ.

Кинофестиваль мӗнлерех иртесси пирки Олег Цыпленков «Россия 2» (чӑв. Раҫҫей 2) телеканалпа «Вести. Интервью» кӑларӑма та каласа кӑтартнӑ иккен. Марина Карягина тележурналист Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Олег Михайловичӑн сассинче савӑнмалли те, кулянмалли те сисӗннӗ.

«Калама ҫук лайӑх хыпар» шутӗнче Шупашкарти «Солнечный» микрорайонти икӗ урама И.С.Максимов-Кошкинскипе Тани Юн ятне панине кӗртнӗ. «Савӑнтарман хыпарӗ вара ҫакӑ: кӑҫалхи IV кинофестиваль валли укҫа-тенкӗ ҫукран ӑна нимелле ирттерме тивет. Пулӑшас кӑмӑллӑ уйрӑм ҫынсем союза ертсе пыракансемпе ҫыхӑнма кая юлман-ха», — ҫырнӑ Марина Карягина.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 1660, 1661, 1662, 1663, 1664, 1665, 1666, 1667, 1668, 1669, [1670], 1671, 1672, 1673, 1674, 1675, 1676, 1677, 1678, 1679, 1680, ... 3924
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 738 - 740 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сирӗн ҫын машина пулманни пирки аса илме тивет. Эппин, сывлӑхӑра ытларах тимлӗр - суранланас, вӑраха кайнӑ чирсем йӑл илес хӑрушлӑх пур. Ҫавӑнпа кӑштах сахалрах ӗҫлеме тӑрӑшӑр, анчах пуҫлӑхпа ӑнланмманлӑх сиксе ан тухтӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурри вӗткеленӳллӗ пулӗ.

Ҫӗртме, 26

1969
56
Елен Нарпи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...