Республикӑра
![]() Суд приставӗсен сайтӗнчи сӑн 54 ҫулти хӗрарӑм, машина хуҫи, налук тата ҪҪХПИ штрафӗсене тӳлемен. Парӑм 100 пин тенкӗ ытла пухӑннӑ. Хӗрарӑмӑн машинине арестлесе штрафстоянкӑна илсе кайсанах парӑма татма укҫа тупӑннӑ. Суд приставӗсен пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хуҫа парӑма татсан машинине тавӑрса панӑ. Аса илтерер: 2018 ҫулшӑн налук тӳлемелли срок раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вӗҫленет. Тӳлемесен приставсем килӗҫ, пенисем пухӗҫ – кайран парӑм нумайрах пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн Мускавра Пӗтӗм тӗнчери офис ӗҫченӗсен хушшинче иртнӗ «Офис мисӗ» илем конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Унта Раҫҫейри 30 пике тата ытти ҫӗршыври чиперккесем хутшӑннӑ. Шупашкарти «Ӗҫ тата укҫа» компанире клиентсемпе ӗҫлекен Валерия Любимова менеджер финала тухнӑ пикесенчен пӗри пулса тӑнӑ. Конкурсҫӑсене жюри хакланӑ, председателӗ Валентин Юдашкин модельер пулнӑ. «Офис мисӗ» ята Новосибирскри Елизавета Знагован ҫӗнсе илнӗ. Ӑна тӗп парне – корона тата 2 миллион тенкӗ панӑ. Пирӗн ентеш Валерия Любимова «Мисс очарование» номинацире ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 53news.ru сайтри сӑн Сӗнтӗрвӑрринче пурӑнакан хӗрарӑма тӗрмене хупмасӑр 3,5 ҫуллӑха айӑпланӑ. Суд вӑл ывӑлне хӗненине, тивӗҫлипе пӑхманнине палӑртнӑ. 37 ҫулти хӗрарӑм амӑшӗн тивӗҫне лайӑх пурнӑҫламан. Вӑл кирек мӗнле вӑхӑтра та ытти ҫынсемпе эрех ӗҫме пултарнӑ, ывӑлӗпе интересленмен. Утӑ уйӑхӗнче вара хайхи амӑшӗ ӳсӗр чухне пӗчӗкскере хӗненӗ. Ачапа мӗн пулса иртнине опека органӗ пӗлсен ӑна пульницӑна вырнаҫтарнӑ, унтан – ача ҫуртне. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ хӗрарӑма амӑшӗн прависӗр хӑварас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳре вырнаҫнӑ юсанмалли 9-мӗш колонире аш-пӑш тирпейлемелли цех уҫӑлнӑ. Ҫакӑ унта ларакансене е ӗҫлекенсене тутлӑ ҫитерес тенипе ҫыхӑнман. Айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, айӑплава колонире ирттерекенсене ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерни паха. Ӗҫлесе илнӗ укҫа айӑплисен тавӑҫпа килешӳллӗн тӳлемелли парӑмсене саплаштарма кайӗ. Сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, аш-пӑш тирпейлемелли цеха колонире хӗрлӗ хӑю карсах уҫнӑ. Ӑна касма асӑннӑ тытӑмра ӗҫлекенсене шаннӑ. Айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, цехра санитари правилисене туллин пӑхӑнаҫҫӗ. Производствӑра колонире туса илекен чӗр таварпа та усӑ кураҫҫӗ, аякран та туянаҫҫӗ. Хатӗр ҫимӗҫе тӗрмере ларакансене апатлантарма усӑ курӗҫ тата лавккасенче сутӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн Шупашкарти «Мир Луксор» кинотеатр» общество транспорчӗ чарӑнӑвне улӑштарма сӗнеҫҫӗ. Ку тӗллевпе «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттереҫҫӗ. Ҫынсене икӗ ятран пӗрне суйлама май панӑ: «Мир» кинотеатр» е «Ача-пӑча тӗнчи» суту-илӳ центрӗ». Сасӑлав пуҫланнӑ, вӑл раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗччен иртӗ. Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн общество траснпорчӗн чарӑнӑвӗн шӑпине татса парӗҫ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарти «Питомник» чарӑну ятне «Чӑвашкино» ятпа улӑштарма сӗннӗ. Анчах сасӑлавра чылайӑшӗ чарӑнун пирвайхи ятнех хӑвармаллине палӑртнӑ. Ҫапла майпа унӑн ятне улӑштарман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Кӑҫал чӳк уйӑхӗ типӗ те нормӑран ӑшӑ тӑчӗ. Чӳкӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта 13,4 градус ӑшӑ пулнӑ. Ку – рекорд. Раштав уйӑхӗн мӗнлерех килӗ-ха? Уйӑх пуҫламӑшӗ ӑшӑ пулӗ, термометр 0 е кӑшт ытларах кӑтартӗ, йӗпе юр е ҫумӑр ҫӑвӗ. Раштавӑн 8-11-мӗшӗсенче юр хулӑнӑшӗ 10 сантиметра ҫитмелле. Иккӗмӗш декадӑра 2-7 градус сивӗ тӑрӗ, юр ҫукалӗ. Раштавӑн 22-25-мӗшӗсенче ҫӗрлесерен 20 градус таран сивӗтӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫанталӑк каллех ӑшӑтӗ, юр ҫӑвӗ. Уйӑх вӗҫленнӗ тӗле Шупашкарта юр хулӑнӑшӗ 22 сантиметра ҫитмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Елчӗкри тӗп вулавӑшра ҫыравҫӑсемпе вулакансен тӗлпулӑвӗ иртнӗ. Ҫыракансемпе вӗсен ӗҫне хаклакансен курнӑҫӑвне Чӑваш кӗнеке издательстви йӗркеленӗ. Ҫакӑн пирки Елен Нарпи ҫыравҫӑ Фейсбукра пӗлтернӗ. Вулавӑшра Чӑваш кӗнеке издательствинче кӑҫал пичетленнӗ кӗнекесене хӑтланӑ. Ҫыравҫӑсемпе тӗлпулма ачасем пырса ҫитнӗ. Вӗсемпе Владислав Николаев, Елен Нарпи тата Петр Лаштай курнӑҫнӑ. Асӑннӑ ҫак ҫынсем, сӑмах май, пурте Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ. Елен Нарпи, тӗслӗхрен, Вырӑскасси ялӗнчен. Елен Нарпие те, Владислав Николаева та асӑннӑ тӑрӑхри вулакансем ҫеҫ мар, республикипех аван пӗлеҫҫӗ. Петр Лаштай республикӑри хаҫат-журналпа туслӑ, вӑл вӗсен штатра тӑман хастар авторӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() ЧР Спорт министерствин сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк Чӑваш Ен спортсменки киокусинкай енӗпе иртекен тӗнче чемпионатӗнче Раҫҫей командин йышӗнче кӗрешӗ. Елена Зайковская В.Н. Кочков ячӗллӗ олимп резервӗн 5-мӗш спорт шкулӗнче вӗренет, Раҫҫей спорт маҫтӑрӗ. Киокусинкай енӗпе тӑваттӑмӗш чемпионат раштав уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче Казахстанри Нур-Султан хулинче иртӗ. Ӑмӑртӑва, малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, 50 ҫӗршыври 300 ытла спортсмен хутшӑнӗ. Кашни виҫе категорийӗнче кашни ҫӗршывран пӗрер спортсмен кӗрешейӗ. Елена Зайковская Алексей Нягин патӗнче ӑсталӑха туптать. 2017 ҫулта вӑл киокусинкай енӗпе иртнӗ тӗнче ӑмӑртӑвӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Чӑваш Ен спорт историйӗнче ун пекки халиччен пулман. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче Елена Болгаринче иртнӗ тӗнче кубокӗнче ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() https://ru.freeimages.com/ сӑнукерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫын ултавҫӑсене ӗненнипе кредит илнӗ. Ҫав укҫана вӑл «электрон укҫа» туянатӑп тесе палламан ҫынсене куҫарса панӑ. Шупашкар арҫынни патне ултавҫӑсем кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче шӑнкӑравланӑ. Ӑна вӗсем электрон лапамра пуйма май пурри ҫинчен ӗнентернӗ. Хӑйӗн укҫи хӗсӗкрех пулнӑ курӑнать, арҫын кредит хыҫҫӑн кредит илнӗ. Укҫана электрон акци туянма тесе куҫарса пынӑ. Хӑйсене биржа аналитикӗсем тесе паллаштарнисем сутаканӑн счечӗ ҫинче АПШн 46 пин долларӗ пухӑнчӗ тесе ӗнентернӗ. Кӑштах вӑхӑт иртсен арҫын тупӑшӑн процентне илес тесен лешсем тата тепӗр 5 пин доллар ыйтнӑ. Вара тин арҫын хӑй ултав авӑрне ҫакланнине тавҫӑрса илнӗ. Вӑл 1 миллион та 300 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Халӗ унӑн кредита тӳлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Вера Лоткова. web.archive.org сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш ҫӗрӗн спортсменкине, Вера Лоткова самбисткӑна, республика хыснинчен преми уйӑрма йышӑннӑ. Ӑна 75 пин тенкӗ тивӗҫӗ. Унӑн тренерне Сергей Пегасова та кӳрентермӗҫ. Ӑна 37,5 пин тенкӗ тивӗҫӗ. Спортсменпа унӑн тренерне хавхалантарасси ҫинчен калакан йышӑнӑва Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Иван Моторин паян алӑ пуснӑ. «О государственной поддержке спортсменов и тренеров Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш республикинчи спортсменсемпе тренерсене патшалӑх енчен пулӑшасси) йышӑнӑва 2012 ҫултах йышӑннӑ. Вера Лоткова Чехинчи Карловы Вары хулинче кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 13-16-мӗшӗсенче хӗрарӑмсем тата арҫынсем хушшинче иртнӗ Европа кубокӗнче 52 килограмлӑ виҫере ылтӑн медале тивӗҫнӗччӗ. Вӑл — В.М. Краснов ячӗллӗ Шупашкарти олимп резервӗн училищин спортсменки. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 738 - 740 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.
| Елен Нарпи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |