Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.0 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Владимир Иванов та ҫырать
Владимир Иванов та ҫырать

Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх паянхи «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие пурӗ 2300 ҫынна яхӑн хутшӑннӑ — шкул ачисемпе вӗсене пӗлӳ паракансем, студентсем, артистсем, журналистсем, пенсие тухнисем тата ыттисем. Ҫав шутра тӳре-шара та пур.

Диктанта Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Владимир Иванов та ҫырнӑ. Вӑл акцие мухтанӑ, Чӑваш чӗлхин кунӗ умӗн ҫавнашкал пысӑк пӗлтерӗшлӗ мероприяти ирттерни питӗ аван пулнине палӑртнӑ. Малашне ҫак пулӑм республика тулашне те, вӑл шутра чикӗ леш енне те сарӑласса шанса каланӑ.

Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер хатӗрленӗ текста И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсен хушшинче Раҫҫей шайӗнче мала тухнӑ Муркаш районӗнчи Калайкасси шкулӗнче ӑс паракан Александр Степанов вуланӑ.

Малалла...

 

Чӑвашла ҫырма пӗлнине тӗрӗслес тӗллевпе акан 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикин информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерствин ӗҫченӗсем «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2013» акцие хутшӑнчӗҫ.

Диктанта ҫырма сахал мар ҫын пухӑннӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш филологи факультетне кӑна 500 ытла ҫын килсе ҫитнӗ. Вӗсен шутӗнче — студентсем, вӗренекенсемпе вӗрентекенсем, журналистсем. Диктантра чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер хатӗрленӗ текста усӑ курнӑ.

Диктанта мӗнлерех ҫырнине пӗлес тесен ыран е виҫмине И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн е И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн сайчӗсене кӗрсе пӑхмалла.

Аса илтеретпӗр, «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие йӗркелекенсен шутӗнче — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ, Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, «Хыпар» хаҫат тата Чӑваш наци радиовӗ. Акцин тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстересси.

Малалла...

 

Паян Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловка шкулӗ ҫумӗнчи инҫет вӗренӳ центрне пӗр сехет валли пӗрин хыҫҫӑн тепри киле пуҫларӗҫ. Пурте «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцине хутшӑнас кӑмӑл пуррине пӗлтерчӗҫ. Малтанласа ачасемпе тата уйрӑм вӗрентекенсемпе хутшӑнма заявка панӑччӗ. Ӗҫ-пуҫ капла ҫаврӑннӑ пирки ачисем вырӑнне аслисем ларчӗҫ, хӑйсене диктант ҫырса тӗрӗслесе пӑхрӗҫ. 11 ҫынтан 3-шӗ кӑна шкул ачи пулчӗ, ыттисем пурте 40 урлӑ каҫнисем. Вӗсем чӑваш ҫырӑвне маннипе манманнине, паллах, тӗрӗслев кӑтартса парӗ.

Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗн ертӳҫи Владимир Андреев акцие хутшӑннӑ пур ҫынна та чӗререн тав турӗ.

 

Ем-ешӗл ҫӑра симӗс курӑк, куҫа илӗртекен чӗчексем, мӑнаҫлӑн ӳссе ларакан йывӑҫсем яланах Шупашкара илӗм кӳнӗ. Ҫулсерен республикӑн тӗп хулинче йывӑҫсен йышӗ ӳссех пырать.

Кӑҫал та ҫак сумлӑ ӗҫе пӑрахӑҫламан. Паян, акан 20-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче Мир проспекчӗн, 96 тата Маршак урамӗн, 6 ҫуртсен таврашӗ ҫӗнӗ йывӑҫ тӗмӗскисемпе пуянланчӗ. Мир проспекчӗн 98-мӗш ҫурчӗ патӗнче вара пӗлтӗр лартнӑ, анчах тӗрлӗ сӑлтавпа ӳссех кайман йывӑҫсене ҫӗнӗ тӗмӗсемпе улӑштарнӑ.

Хула администраци паллӑртса хунӑ тӑрӑх паян 150 спирей тӗммисем, 25 пилеш, 22 хӗвеланӑҫ туи тата 10 вӗрене лартнӑ.

Унсӑр пуҫне паян республика тӗп хулине, хулан хӑш-пӗр лаптӑкӗсене илемпе тасалӑх кӳрес, ҫӳп-ҫапран тасатас ӗҫ хастар пычӗ. «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗн, Чапаевпа Пирогов скверӗсен, Трактор тӑвакансен кӗрмен ҫывӑхӗн тавралӑхӗ самай тирпейленчӗ.

 

Ҫамрӑк ӑрӑвӑн чунӗсенче наци туйӑмӗ ҫиреплентӗр тесе, чӑваш культурине, чӗлхине, тӑван кӗтесе юратма, хисеплеме пропагандалас тесе Етӗрне районӗнчи мӗнпур вӗренӳ учережднейийӗнче чӑваш чӗлхи эрни пуҫланчӗ.

Кашни вӗренӳ учреждени сайтӗнче «Чӑваш чӗлхи эрни» («Тӑван чӗлхе — пӗлӳ ҫӑлкуҫӗ») веб-страница уҫӑлнӑ. Асӑннӑ сайтра чӗлхе кунӗ тӗлне палӑртса хӑварнӑ уявсен планне, шкул ачисен чӑваш тематикипе ҫырнӑ чи лайӑх ӗҫӗсене (сӑвӑ, сочинени, хайлавсем, хӑтлавсем) кӗртме паллӑртнӑ. Чӑваш чӗлхи эрни кунӗсенче «Етӗрне пӗлӗвӗ» дисциплинӑпа олимпиада, наци тӗррин конкурсӗ, литература-музыка каҫӗсем, ача-пӑчасен ӳкӗрчекӗсен куравӗ, чӑваш поэт-ҫыравҫисене халалласа виртуаллӑ экскурсисем, вулав конференцисем, ҫыравҫӑсемпе, поэтсемпе, чӗлхеҫесемпе тӗлпулусем ирттерме палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне мӗнпур район вулавӗшӗсенче тӑван чӗлхепе И.Я.Яковлев вӗрентекенӗме халалласа кӗнекесен куравӗсем иртӗҫ.

Чӑваш чӗлхи эрнине иртересси — чӑваш халӑхӗн чи ҫутӑ тивӗҫӗ. Ку ӗҫре Етӗрне районӗ те активлӑ хутшӑнни самаях савӑнтарать.

Малалла...

 

Юлашки вӑхӑтра республикӑра (самаях Шупашкар хулинче) такси йыше ӳсни кунран кун сисӗнме пуҫларӗ. Паянхи куна, акан 19-мӗшӗ тӗлне, республикӑра 1 194 такси регистрациленнӗ. Унсӑр пуҫне такси ӗҫӗ-хӗлӗпе усӑ курма ыйтса ҫырнӑ 908 хута та паллӑртса хӑварас пулать. Ҫынсене турттарас ӗҫпе аппаланакансен ҫӑмӑл машинисене техника, оборудовани енчен тӗреслесе килӗшӳ хутне пама йышӑннӑ. Асӑннӑ регистраци хутне илме пултарнӑ таксистсен йышне Чӑваш Енӗн транспорт министерствин сайтне кӗрсе тӗпчеме пулать.

Паянхи куна такси ӗҫӗ-хӗлӗ этем пурнӑҫӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йӑшӑнса тӑрать. Таксипе усӑ курма кӑмӑл тӑваканнисен йышӗ те сахал мар. Каласа хӑварас пулать — саккунпа килешӳллӗн регистрациленнисемпе пӗрлех ятарлӑ хут илмен таксистсем те паян ҫитерӗклӗ. Шупашкарта, уйрӑмах ҫамрӑксем хушшинче, ҫӑмӑл машинӑллисем такси ӗҫне явӑҫни сисӗнет. Таксистсен конкуренцийӗ те ҫакна пула самаях ӳсет.

Шучӗ ӳсни пӗр енчен лайӑх та пуль, анчах та кун йышши лару-тӑру вырӑнлӑ-ши?

 

Типӗ курӑка ҫунтарни // архивран
Типӗ курӑка ҫунтарни // архивран

Пирӗн тавралӑхра типӗ ҫусем тӑнӑранпа темиҫе ҫул та иртнӗ пулас — халӑх асӗнче вӗсем манӑҫа тухма пуҫланӑ. Типӗ курӑка чӗртекенсен йышӗ унтанпа темиҫе ҫул хушши нумай марччӗ — шӑрӑх ҫанталӑкра шар курни халӑха самаях ӑс кӗртнӗччӗ ӗнтӗ. Анчах вӑхӑт иртет, хӑш-пӗр самантсем те манӑҫа тухаҫҫӗ. Типӗ курӑка та, ак каллех, ҫунтара пуҫларӗҫ.

Республикӑри ИӖМ пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх пушарпа кӗрешекенсем ӗнер 14 хут типӗ курӑка сӳнтерме тухнӑ. Ҫав шутра ҫулӑм Ҫӗмӗрле районӗнчи Коминтерн ялӗнчи пӗр мунчана тӗп тунине те кӗртмелле. 84 ҫулхи мучи мунчи типӗ курӑка ҫунтарнӑран хыпса илнӗ.

Хисеплӗ туссем! Тархасшӑн, типӗ курӑка ан ҫунтарӑр! Хӑвӑр пӗлӗшсемпе юлташӑрсене те асӑрхаттарӑр! Ҫулӑмпа хуралнӑ сӑртсемпе ҫырмасем ҫурхи илеме пӗрре те хитрелетмеҫҫӗ.

 

Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче паян черетлӗ хут «Туслӑх хӗлхемӗ» фестиваль иртрӗ. Унта республика шкулӗсенче вӗренекен маттур шкул ачисем пухӑнчӗҫ.

Фестиваль программи темиҫе пайран тӑрать — унта хутшӑнакансен темиҫе тӗрлӗ конкурс витӗр тухмалла: сутмалли юмахсен хуравӗсене те тупмалла, чӑвашла пӗлнине те кӑтартмалла, И.Я. Яковлевӑн кун-ҫулне те лайӑх пӗлмелле. Унсӑр пуҫне пултарулӑх конкурсӗсем те пур: паллӑ классиксен сӑввисене вуласа парасси тата юрласа е ташласа парасси, е ху ҫырнӑ сӑвӑпа паллаштарасси. Пилӗк конкурс витӗр тухнӑ чи маттур ачана вара путёвка лекет — унӑн кану лагерне кайма май пулать.

Виҫӗ ӑмӑрту институт аудиторийӗсенче иртрӗ пулсан, «Пирӗн пултарулӑх» тата «Илемлӗх тӗнчи» — акт залӗнче. Хӑшӗсен пултарулӑхне пӑхатӑн та ним иккеленмесӗр чӑн-чӑн артист ҫитӗннине палӑртма пултаратӑн — юрлама та, ташлама та, сӑвӑ калама та ӑста вӗсем. Вырӑс шкулӗнче вӗренеҫҫӗ пулин те чӑвашла тап-таса калаҫаҫҫӗ (пӗрин-иккӗшӗн акцент пуррине шута илмесен). Чӑн та маттур хӗрсем (арҫын ачасем курӑнмарӗҫ темшӗн.

Малалла...

 

Чӑваш — мӗн тери вӑл юмарт, ҫутӑ кӑмӑллӑ, иксӗлми вӑй-халлӑ. Унӑн пултарулӑхӗ яланах ҫӑлкуҫ пек тапса тӑрать. Чӑваш ҫынни ӗҫчен, хастар, яланах ырӑ ӗҫсем тума тӑрӑшать. Геннадий Федорович Юмарт (Трофимов), ҫакӑн пек чӑваш йӑхӗнчен тухнӑскер, кӗҫех 75 ҫул тултарать. Чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ паянхи кун та чунне парса тӑван халӑх культуришӗн, чӗлхе аталанӑвӗшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем тӑвать. Вӑл — чӑваш халӑх сӑмахлӑхне пухса тӗпчекен, сӑвӑҫӑ, куҫаруҫӑ.

Пултаруллӑ ӗҫтешӗмӗрӗн юбилейне халалласа, унӑн ӗҫӗсен пӗлтерӗшне пӗтӗмлетсе чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн сумлӑ вӗрентекенӗсем, студенчӗсем паян, акан 19-мӗшӗнче, К.И.Иванов тӗпелӗнче поэзипе чӑваш тумӗн уявне йӗркелерӗҫ. Уява И.И. Иванов доцент ертсе пычӗ. Г. Юмарт пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ пирки факультет ӗҫченӗсем каласа пачӗҫ. Пӗрремӗш курс студенчӗсем вара поэтӑн сӑввисене вуларӗҫ. Геннадий Юмартӑн поэзийӗ чӑвашӑн аваллӑхӗнчен тухса тӑрать, этемӗн кӑмӑл-сипечӗ пирки шухӑша кайни тӗп вырӑн йышӑнать унта.

Малалла...

 

Вырӑс драма театрӗ Иваново облаҫӗнче (Кинешмере) иртекен пӗтӗм тӗнчери вырӑс классикӑлла драматургин I «Вӗри чӗре» фестивале хутшӑнаҫҫӗ. Чӑваш артисчӗсем фестивальте Лев Толстойӑн «Анна Каренина» романӗпа лартнӑ спектакле кӑтартаҫҫӗ. Спектаклье пӗрремӗш хут тӑватӑ ҫул каялла вылянӑ. Анна Каренина рольне театрӑн ҫамрӑк артистки — Екатерина Мальцева вылять.

«Вӗри чӗре» фестиваль акан 21-мӗшӗччен тӑсӑлать. Пурӗ пӗрле фестивале Раҫҫейпе Литваран килсе ҫитнӗ 11 театр хутшӑнать.

 

Страницӑсем: 1 ... 1667, 1668, 1669, 1670, 1671, 1672, 1673, 1674, 1675, 1676, [1677], 1678, 1679, 1680, 1681, 1682, 1683, 1684, 1685, 1686, 1687, ... 1923
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

4 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.10.2018 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Килĕшнĕ ĕç шырама юрать. Иккĕленÿ çук: тупатăр! Çынсенчен ытлашши нумай ыйтма пăрахăр, унсăрăн сирĕн çывăхра никам та юлмĕ. Хăвăр пĕрремĕш утăм тума тăрăшăр.

Юпа, 17

1929
89
Терентьев Геннадий Терентьевич, паллӑ чӑваш драматургӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ ҫуралнӑ.
1929
89
«Красная Чувашия» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1958
60
Вӑрнар районӗнче Ту-104а самолёт персе аннӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...
Эпир Facebook-ра 1300+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org