Политика
![]() Юрий Пичугин страницинчи сӑн Ӗнер Шупашкар районӗнче халӑх итлевӗ иртнӗ. Унта Илпеш ялӗпе юнашар логистика центрне тӑвас ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Анчах халӑх ҫакна хирӗҫ пулнине палӑртнӑ. Ҫынсене акӑ мӗн шиклентерет: логистика центрӗ тӑвас сӑлтавпа влаҫри ҫынсем ҫав ҫӗр лаптӑкне Китай Иинвесторӗсене парасшӑн. Пухӑва нумай ҫын килнӗ. «Развитие» (чӑв. «Аталанау») тулли мар яваплӑ общество докладчикне сӑмах чӗнме те паман-мӗн. Шупашкар районӗн пуҫлӑхӗ Владимир Дмитриев халӑха проект пирки тӗплӗнрех каласа парасшӑн пулнӑ, анчах халӑх ӑна сутӑнчӑк тесе каланӑ. Унта та кунта ӑна отставкӑна ямалли пирки илтӗннӗ. Палӑртмалла: халӑх итлевӗ хыҫҫӑн 7 кун иртсен вырӑнти депутатсен логистика центрӗ валли ҫӗр уйӑрассине сасӑласа палӑртмалла. Мӗнле йышӑну тӑвӗҫ вӗсем? Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн паллӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шупашкарта Хӗл Мучисен кайтсёрф-парачӗ иртӗ. Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта ку мероприяти йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Ытти ҫулсенче унта Хӗл Мучисем ҫеҫ хутшӑннӑ пулсан, кӑҫал Юрпикесем те, юмахсемпе мультфильмсенчи тӗрлӗ сӑнар та хутшӑнӗ. Ӑмӑрту 12 сехетре Шупашкарӑн Мускав ҫыранӗнче пуҫланмалла. Кайтпа (акӑлчанларан чӑвашла куҫарсан ку сӑмах сывлӑшри ҫӗлен тенине пӗлтерет. Унпа шыва тата юр ҫине сиксе тӗрлӗ хускану тума пулать) ярӑнакансем ӑмӑртӑва темиҫешер уйӑх хатӗрленеҫҫӗ. Ӑмӑртӑва Шупашкар хула администрацийӗ, Чӑваш Енри Парӑс спорчӗ федерацийӗ тата «Ветер Волги» (чӑв. Атӑл ҫилӗ) кайт-клуб йӗркелеҫҫӗ. Кайтсёрф-парад ҫанталӑк хитре пулсан ҫеҫ иртейӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш патшалӑх пуканӗ театрӗ Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи кану кунӗсене Мусквара ирттерӗ. Йыш гастроле Юхма Мишши пьеси тӑрӑх лартнӑ «Белая шубка для Зайчонка» спектакльпе кайӗ. Ҫула тухма театр «Путешествие в Рождество» (чӑв. Сурхуринчи ҫулҫӳрев) фестивале хутшӑннӑ май кайма тивӗҫнӗ. Чӑваш пуканисем ҫула кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче тухӗҫ. Кӑрлачӑн 2 тата 5-мӗшӗсенче вӗсем Мускав тӑрӑхӗнчи Зеленоград хулинче спекталь кӑтартӗҫ, ытти чухне — Мускаври уҫӑ лапамсенче. Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн гастролӗ кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Гастрольет Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Светлана Кокшина, Артем Барабанов, Екатерина Захарова, Елизавета Павлова, Юрий Теренин артистсем тата Павел Яргунин сасӑ операторӗ пулӗҫ. Мускава илсе каякан спектакле 2015 ҫулта лартнӑ. Премьерӑна Чӑваш халӑх ҫыравҫин Юхма Мишшин юбилейне халалланӑ. Юхма Мишшине чӑваш пукане драматургине пуҫарса яраканӗ тесе хаклаҫҫӗ театрта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков 84 ҫамрӑка ятран стипенди пама йышӑннӑ. Кун пирки вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче паян ҫырнӑ. Стипендие илме тивӗҫ ҫамрӑксене суйласа илни ҫинчен Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче ӗнерех хыпарланӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн хавхалантарӑвне пултаруллӑ та талантлӑ ҫамрӑксем тивӗҫеҫҫӗ. Ятран паракан стипендие илсе тӑрас тесе кӑҫал 300 ытла яшпа хӗр заявка тӑратнӑ. Вӗсен хушшинче — пултаруллӑ ачасем, олимпиадӑсенче, конференцисенче ҫӗнтернӗ ҫамрӑксем, спортсменсем, студентсем, коммерцилле мар общество организацийӗсен хастарӗсем. Вӗсенчен 84-шне стипенди пама суйласа илнӗ. Вӗсене категорине кура килес ҫул уйӑхсерен кашнине 1000 тенкӗрен пуҫласа 1500 тенкӗ таран парса тӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк (alexey) Раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта Хаяр Йӑванӑн мини-палӑкне вырнаҫтарни пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Паян «Ҫыхӑнура» форума ҫырса тӑракан пӗр ҫын Константин Иванов скверӗнче (палӑк шӑпах унта вырнаҫнӑ) уҫӑлса ҫӳренӗ чухне мини-палӑка сӑн ӳкерме пынӑ. Акӑ мӗн асӑрханӑ вӑл: палӑка вырнаҫтарнӑ «аквариум» ҫине «Чӑваш халӑхне вӗлерекен» тесе ҫырнӑ хут ҫыпӑҫтарнӑ. Ҫавӑн пекех юнашар хӑма ҫине Хаяр Йӑван тискерлӗхӗ пирки ҫырнӑ листовкӑсене ҫыпӑҫтарнӑ. Аса илтерер: Хаяр Йӑван палӑкне Шупашкарта вырнаҫтарассине чылайӑшӗ хирӗҫ пулнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() vk.com сайтри сӑн Ӗнер, раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 14 сехет те 40 минутра Канаш районӗнчи пӗр ял тӑрӑхӗнче йытӑ 14 ҫулти хӗрачана тапӑннӑ. Ача ун чухне хӑйӗн килӗ умӗнче пулнӑ. Йытӑ хӗрачана самаях суранлатнӑ. Ҫынсем тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Ачана травмпункта илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, йытӑ хӗрачана сулахай аллинчен тата сулахай уринчен ҫыртса суранлатнӑ. Шурӑ халатлисем ӑна тивӗҫлӗ пулӑшу панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Иван Яковлев проспекчӗпе машинӑсене ҫӳретме тытӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫулччен ҫав ҫула уҫассине республикӑн тӗп хулин сити-менеджерӗ Алексей Ладыков ҫак эрнере журналистсене пӗлтернӗччӗ-ха. Каланӑ сӑмаха тытнине халӗ, ав, хамӑр курса ӗнентӗмӗр. Сӑмахӑмӑр — Иван Яковлев проспекчӗн 9-мӗш пилӗкҫуллӑх урамне пӑрӑнакан ҫул ҫавринчен тытӑнса Кӑнтӑр поселокне пӑрӑнмалли вырӑн патне ҫитичченхи лаптӑк ҫинчен. Асӑннӑ урамри ҫав лаптӑка кӑҫал кӗркунне юсама тытӑннӑччӗ. Тӳррипе каласан, халӗ вӑл ҫула пӗтӗмпех туса пӗтереймен-ха. Асфальтӑн ҫиелти сийне ҫуркунне сарӗҫ. Ҫакӑн пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Чӑн та, паян 11 сехет тӗлӗнче вӑл ҫула уҫманччӗ, халӗ унтан машинӑсене ҫеҫ мар, троллейбуссене те янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() pxhere.com сӑнӳкерчӗкӗ «Паян ирех радио итлесе ларатӑп... Хитре юрӑсем параҫҫӗ.. Юрӑ саламӗ кайрӗ... «Аякка, инҫе, инҫе вӑрласа каяп сана, аякра, инҫе, инҫе пурпӗр пулӑн ман кӑна...», — юрлать эп палламан юрӑҫ-пике...», — тесе ҫырнӑ Альбина Юрату сӑвӑҫ Фейсбукра. «Эй, тур-тур, хӗрсем, арҫын пулма пӑрахӑр-ха, тархасшӑн...», — тенӗ вӑл унтан. «Хӗрсем, эсир мар, сире вӑрласа кайччӑр арҫысем «АЯККА, ИНҪЕ, ИНҪЕ»... Темле хӗрӳленсе юратсан та хӗр пулма ан пӑрахӑр, хӗр илемне ан ҫухатӑр, темле тӑрӑшсан та эсир нихҫан та арҫын пулас ҫук, ҫут ҫанталӑк сире ачашлӑх, ҫепӗҫлӗх, илӗртулӗх панӑ... «ВӐРЛАСА КАЙСАМ МАНА...», — тесе юрлӑр хӑть...», — тенӗ чылай юрӑ валли сӑвӑ ҫырнӑ автор. |
Политика
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев журналистсемпе тӗл пулнӑ, тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ҫав шутра – Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара троллейбус ярассине те. Икӗ хула хушшинче транспорт кӗҫех ҫӳреме тытӑнмалла. Кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Михаил Игнатьев автономлӑ мелпе ҫӳрекен троллейбуса ларса ку маршрутпа кайса пӑхасшӑн. Унта ытти пассажир та пулӗ. Хальлӗхе ку маршрутпа ҫӳремешкӗн 4 троллейбус туяннӑ. Элтепер каланӑ тӑрӑх, РФ Промышленноҫ тата суту-илӳ министерстви пулӑшнипе ҫитес ҫул общесто транспорчӗ тунямашкӑн Чӑваш Ене 600 миллион тенкӗ килмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kanash-info.ru сайтри сӑн «Чӑвашавтотранс» предприятире ӗҫленӗ ҫынсем, ахӑртнех, Ҫӗнӗ ҫула тулли кӑмӑлпа кӗтсе илӗҫ. Уяв умӗн вӗсене ӗҫ укҫи парса татнӑ. Влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсем шалӑва раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнчех илме тытӑннӑ. Панкрута тухнӑ «Чӑвашавтотрансӑн» ӗҫ укҫи парӑмне татас тесе Чӑваш Ен хыснин резерв фондӗнчен 57 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ыттине предприятин пурлӑхне сутсан парса татнӑ. Ҫапла майпа Ҫӗнӗ ҫул умӗн предприятире ӗҫленӗ 595 ҫын умӗнчи парӑма татнӑ. Сӑмах май, организаци ӗҫченсен умӗнче парӑма кӗнӗренпе 2 ҫул иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.08.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александр Янташ, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильева Галина Сергеевна, балет артистки ҫуралнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |