Республикӑра
![]() culture.ru сайтри сӑн Ҫӗрпӳ округӗнчи арҫын кредит тӳлес мар тесе паспорт ҫухатнӑ тесе суйнӑ. Кун пирки вӑл ҫурла уйӑхӗнче полицие пӗлтернӗ. Вӑл паспортне ҫухатнӑ хыҫҫӑн такам ун ячӗпе кредит илнӗ имӗш. Тӗрӗслев ирттернӗ те ҫакӑ паллӑ пулнӑ: арҫын 45 пин тенкӗ кредита хӑйех илнӗ, укҫине тӑкакласа пӗтернӗ. Анчах ӳсӗр пулнипе кун пирки маннӑ. Ҫавна пулах паспортне ӑҫта хунине те астуман. Кайран аса илнӗ-ха. Анчах кредит тӳлес мар тесе паспорт ҫухалнӑ тесе суйма шутланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() "Контактри" сӑн Раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Пӗрремӗш каналпа «Народный ледниковый» проектӑн черетлӗ кӑларӑмӗ тухӗ. Сюжетра Чӑваш Енри спорт пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартӗҫ. Шупашкарти «Новый город» микрорайонта уҫӑлнӑ ҫӗнӗ «Пӑр Арени» пирки те кӑтартӗҫ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкара тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ Илья Авербух килсе кайнӑ. Кӑларӑмра вӑл та комментари парӗ. Кӑларӑм 18 сехет 20 минутра эфира тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пӗр-пӗр спектакле, концерта е курава хулана каймасан та курма пулать. Пирӗн тӑрӑхра кашни эрнере «Культурная среда» (чӑв. Культура хутлӑхӗ) проект пурнӑҫа кӗрет. Ҫавна май пултарулӑх коллективӗсем муниципалитетсене ҫитсе хӑйсен ӗҫӗсене кӑтартаҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли хальхинче Вӑрнара ҫитнӗ. Унта артистсем «Вокальная карта Чувашии» (чӑв. Чӑваш Ен вокал карти) музыка проекчӗпе паллаштарнӑ. Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Андрей Макаров, симфони капеллин хорӗн артисчӗсем Вера Иванова, Лия Александрова, Юрий Унегеров, Вячеслав Вахтеркин чӑваш композиторӗсен кӗвӗленӗ юрӑсене шӑрантарна. Оркестр артисчӗсем Илья Алексеев (аккордеонпа), Максим Нелюбин (сӗрме купӑспа) паллӑ кӗвӗ-ҫеммӗпе паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑпнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин Наци вулавӗшӗнче раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Раҫҫей дизайнерӗсен союзӗн членӗ, Пӗтӗм тӗнчери «Союз дизайнеров» ассоциацин членӗ, Чӑваш Енри дизайнерсен союзӗн председателӗ Александр Астраханцев «Чӑваш Енри дизайн историйӗ» лекци ирттерӗ. Пирӗн республикӑра 1988 ҫулта регионти дизайнерсен союзне никӗслене. Чӑваш дизайнерӗсен ӗҫӗнчи тӗп ҫул-йӗрсем – хутлӑх дизайнӗ, графика дизайнӗ, интерьер, сӗтел-пукан, тум-тир дизайнӗ, илемлӗх текстилӗ, металл илемлӗх хатӗрӗ. Лектор дизайнер искусстви республикӑра мӗнле пулса пыни ҫинчен каласа кӑтартӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Мерчен» музыка хӑна пӳлӗмӗнче Земфира Яковлеван «Тури чӑвашсен музыка фольклорӗ» чӑваш халӑх юррисен антологийӗн презентацийӗ иртнӗ. Земфира Кузьминична — педагог, фольклорист, наци йӑла-йӗрке музыка культурине пухаканӗ тата тӗпчевҫи, Раҫҫей халӑх ҫутӗҫӗн отличникӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ тата тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ. Кӗнеке уявне республикӑри культурӑпа наукӑн тата вӗрентӗвӗн паллӑ ӗҫченесем, пултарулӑх интеллигенцийӗ, журналистсем пуҫтарӑннӑ. «Тури чãвашсен юрри-кӗвви фольклор» – тури чӑвашсен чӑваш музыка фольклорӗн юрӑ антологийӗ. Кӑларӑма Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Хӗрлӗ Чутай, Етӗрне, Элӗк, Муркаш, Красноармейски, Вӑрнар тӑрӑхӗсенчи этнографи экспедицийӗсем пынӑ вӑхӑтра пухса пына материалсем кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() steamcommunity.com сайтри сӑн Юпа уйӑхӗнче Раҫҫейре «Тимӗр укҫа эрни» иртнӗ. Ҫав тапхӑрта банксене 330 пин ытла тимӗр укҫа илсе килнӗ. Ку пӗтӗмпе – 1,1 миллион тенкӗлӗх. Ҫуркунне иртнӗ акципе танлаштарсан, ку 18 процент нумайрах. Шупашкарта пурӑнакан арҫын 1,5 пин пус михӗпе илсе килнӗ. Вӑл 20 ҫул каялла хӑйӗн туйӗ валли хӗр илес тесе укҫана 1 пуслӑххисемпе улӑштарнӑ. Пӗр пайӗ хута кайнӑ, тепри вара ҫаплипех выртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран, шӑматкун, республикӑра 8-13 градус сивӗ пулӗ. Ҫӗрле тата сивӗтӗ: Шупашкарта 17 градус пулӗ. Паян ҫил-тӑман ҫӗрлесӗр те чарӑнмӗ. Ыран уяртӗ-ха, анчах ҫил лӑпланмӗ. Ҫавна май тата сивӗрех пек туйӑнӗ. Вырсарникун юр ҫӑвӗ, ӑшӑ сывлӑш килме тытӑнӗ. Тунтикун вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илӗ. Кӑнтӑр округсенче ӑшӑтма пултарӗ. Юр кӗҫнерникунччен ҫукалӗ. Пӗр эрнере юр хулӑнӑшӗ 10-15 сантиметр таран ӳсӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Патшалӑх автоинспекцийӗн сайтӗнчи сӑн Раштав пуҫламӑшӗнче Шупашкарта 39 ҫулти Алексей Прокопьев офтальмологи пульницине машинӑпа кайнӑ чухне ӑнсӑртран тӑнне ҫухатнӑ. Юнашар 13-ри ывӑлӗ Арсений ларнӑ. Арҫын ача ҫухалса кайман, руле ярса тытса тимер карта еннелле пӑрнӑ, чарӑнсан часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Арсение пула тухтӑрсем ашшӗне вӑхӑтра пулӑшнӑ, инсульт пуласран ҫӑлса хӑварнӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Романов Арсение Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ, парнепе хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакансем Пӗтӗм Раҫҫейри «Вак укҫа эрни» вӑхӑтӗнче банксене 1,1 миллион тенкӗ ытла вак укҫа пырса пынӑ. Вӗсем 330 пин штук ытла вак укҫа илсе пырса панӑ. Ку вӑл унччен ҫавӑн пек акци вӑхӑтӗнчинчен 18 процент ытларах. Ҫынсем ытларах чухне 1 тата 10 тенкӗлӗх тимӗр укҫа илсе пынӑ. Шупашкарта пӗрин пус укҫа 1,5 пин пулнӑ. Укҫана вӑл туй валли ваклаттарнӑ. Пӗр пайне ун чухнех тӑкакланӑ, ытти ҫӳлӗк ҫинче выртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Чеб.ру» сайтри сӑн 1 пин тенкӗллӗ банкнота ҫинче Шупашкарти Анне палӑкӗ пулма пултарассине, сасӑлав пыни пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫапаз Анне палӑкӗн ҫӗнӗ укҫа ҫине лекес шанчӑк пур. Вӑл 17348 сасӑ пухса чи нумай сасӑ пухнӑ 10 паллӑ вырӑн йышне кӗнӗ. Укҫа ҫине мӗн ӳкерессине Раҫҫей банкӗн тата Госзнӑкӗн ӳнӗрҫисем йышӑнӗҫ. Сасӑлавра «Метеор» теплоход, Ҫӗр ӗҫченӗсен керменӗ, Сарӑтури Атӑл урлӑ хывнӑ автомобиль кӗперӗ малти вырӑнсене йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |