Республикӑра
![]() "Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн Канашра 33 ҫулти хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Анна Васильевна Александрова (Афанасьева) авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Вӑл 170 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам кӗлеткеллӗ, куҫӗ кӑвак, ҫӳҫӗ ҫутӑ. Ҫав кун хура футболка, хура шортик, симӗс сланца тӑхӑннӑ пулнӑ. Ҫак хӗрарӑма курнӑ тӑк пӗр тӑхтамасӑр 8 800 700-54-52 (Раҫҫейре тӳлевсӗр) е 89777084704 Екатерина (Кирейчик) номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Сӑмах май, ҫурла уйӑхӗнче «Лиза Алерт» шырав отрядне ҫухалнӑ 47 ҫынна тупса ыйтса заявка килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Николай Семёнов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем Чӑваш Енре «Парӑм» фильм ӳкерме пуҫланӑ. Сценари авторӗ тата режиссӗрӗ — Зоя Илларионова. Кун пирки Николай Семёнов режиссёр халӑх тетелӗнчи хайӗн страницинче пӗлтернӗ. «Чӑваш киновӗшӗн хыпса ҫунакан хастарсем малалла кино ӳкереҫҫӗ. Хальхинче йыша пуҫтараканӗ Зоя Илларинова пулса тӑчӗ, вӑлах сценари авторӗ, вӑлах режиссёр, ҫавӑн пекех тӗп роле калӑплакан та. Ку уншӑн (режиссёр тивӗҫӗ) иккӗмӗш фильм. Пулас фильм ячӗ — «Парӑм». Сюжет тӑрӑх йывӑр чире пула канлӗхне ҫухатнӑ хӗрарӑм амӑшӗнчен юлнӑ парӑма татса пама тӗв тӑвать», — хыпарланӑ маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫра. Фильма ӳкерме пуҫтарӑннисем хӑй вӑхӑтӗнче пурте Владимир Карсаков(10.09.1961-02.09.2019) патӗнче вӗреннӗ иккен. «Вӑл ку тӗнчӗрен уйрӑлса кайнӑранпа 5 ҫул ҫитрӗ ӗнтӗ, хамӑрӑн ӗҫпе унӑн ҫутӑ сӑнарне асра тытас тетпӗр», — тесе ҫырнӑ Николай Семёнов. Фильма Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Именкасси, Чӑваш Ишекӗ, Арапуҫ ял таврашӗсенче ӳкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗрпӳре пурӑнакан 22 ҫулти каччӑ кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче интим-пулӑшу кӳрекен (ҫапла калӑпӑр ӗнтӗ) хӗр шыранӑ. Пӗлтерӗве ятарлӑ сайтра (ун пеккисем те пур-мӗн) тупнӑ. Вӑл йӗрке хуралҫисене ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, малтан хӗрпе калаҫнӑ, вӑл прейскурантпа паллаштарнӑ, укҫа куҫарса панӑ хыҫҫӑн пыма шантарнӑ. Каччӑ укҫана куҫарса панӑ хыҫҫӑн ун патне темле арҫын шӑнкӑравласа программа ванни пирки пӗлтернӗ, каччӑна тӑкака саплаштарма хушнӑ. Ҫапла майпа яш 30 пин ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Улталаканни 18 ҫулти Сарту облаҫӗнчи каччӑ пулнӑ. Ӑна пирӗн патри йӗрке хуралҫисем ӗҫпе комнадировкӑна кайса тытса чарнӑ. Вӑл хӗрарӑм тата арҫын сассипе хӑй калаҫнӑ иккен. Ҫӗрпӳ каччине вӑл укҫана куҫарса панӑ. Йӗрке хуралҫисем халӗ Сарту яшӗ ытти ҫынпа та ҫавӑн пек хӑтланман-ши тесе тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() "На связи" форумри сӑн Тӳре-шара Ҫӗрпӳ округӗнчи Чурачӑк шкулӗ ку вӗренӳ ҫулӗ тӗлне уҫӑласса шантарнӑччӗ. Анчах вӑл уҫӑлман. Пӗлӳ кунӗнче уяв линейки ҫӗнӗ шкул умӗнчех иртнӗ, анчах ачасем халӗ те киввинчех вӗренеҫҫӗ. Вӑл авариллисен йышӗнче шутланать. 375 вырӑнлӑ ҫӗнӗ шкула 2023 ҫулхи пуш уйӑхӗнче тума тытӑннӑ. Ӑна планпа кӑҫал утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче хута ямалла пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Канаш округӗнчи Мӑкӑр ялӗнче клуба юсаса ҫӗнетеҫҫӗ. Ӑна «Тӑван ен культури» парти проекчӗпе килӗшӳллӗн тӑваҫҫӗ. Мӑкӑр ялӗнче ҫӗнетнӗ клуб питӗ кирлӗ. Унта 400 ытла ҫын пурӑнать. Кивӗ ҫурт тахҫанах ӗнтӗ юрӑхсӑра тухнӑ. Нушапа та урама кайма тивнӗ. Халӗ йӑлтах ҫӗнӗлле пулӗ. Ҫӗнӗ клуба аван уйӑхӗн вӗҫӗнче уҫма палӑртнӑ. Унӑн фасачӗ кӑна мар, шалти те улшӑнӗ. Сценӑсӑр, 100 вырӑнлӑ залсӑр пуҫне библиотека, музей пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() chgtrk.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ ҫумӗнчи компетенци центрӗ хӑмла татса типӗтмелли «Аван» ятлӑ машина хута янӑ. Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хамӑр тӑрӑхра пуҫтарнӑ техника 3 гектар ытла лаптӑкран тухӑҫ пухма май парӗ. Центрти специалистсем харпӑр хӑй технологисене ӗҫе кӗртессипе те хастар. Симӗс ылтӑн речӗсене касмалли хатӗрсем, касӑсене кӑпкалатса удобрени хывмалли агрегат та кунта шутласа тупниех. Машинсем опыт ирттерекен лапамсенче хӑйсене тивӗҫлипе кӑтартса панӑ. Малашне центрти ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем заводсемпе те ҫыхӑну йӗркелесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри Патӑрьелте агротехнопарк тунӑ чухне хамӑр тӑрӑхра туса кӑларакан оборудованипе тата материалпа усӑ кураҫҫӗ. Кун пирки республикӑн вице-премьерӗ — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов агротехнопарк строительстви епле пынипе паллашма кайнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ. Дмитрий Краснов хыпарланӑ тӑрӑх, инженери инфраструктурине тунӑ чухне республикӑри предприятисен продукцийӗпе май килнӗ таран ытларах усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Подрядчикӗ — ПМК-8. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Гостехнадзорӗ «Лайӑх тракторист» операци ирттерет. Паянхи кун тӗлне илсен 50-а яхӑн траткториста тӗрӗсленӗ. Инспекторсем трактористсен ОСАГО страхлакан полис, тракторист-машинист удостоверенийӗ пуррипе ҫуккине тӗрӗслеҫҫӗ. Мӗншӗн тесен шӑпах ҫак кӑлтӑксем ытларах тӗл пулаҫҫӗ-мӗн. Йӗркене пӑсакансем тӗлӗшпе аджминистративлӑ ӗҫ пуҫарса протоколсем шӑрҫалаҫҫӗ. Тӗрӗслев витӗр ӑнӑҫлӑ тухнӑ трактористсене асӑнмалӑх наклейка парнелеҫҫӗ. «Лайӑх тракторист» авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() news.rambler.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Google компани Раҫҫей ҫыннисене Раҫҫей номерӗсемпе Google-аккаунт йӗркелеме чарнӑ. Ҫакна «Эксплойт» Телеграм-канал асӑрханӑ. Асӑннӑ канал авторӗсем пилӗк номерпе те аккаунт йӗркелеме хӑтланса пӑхнӑ. Кашнинчех «Этот номер нельзя использовать для подтверждения» (чӑв. Ҫирӗплетме ку номерпе усӑ курма май ҫук), — тесе асӑрхаттаракан ҫыру килнӗ. Ҫакӑ , тен, техника пӑтӑрмахӗпе ҫыхӑнма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнче ҫавӑн пирки пӗлтерекенсем нумай-мӗн Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче АПШра Раҫҫейре программӑсемпе тата IT-пулӑшупа усӑ курма чарма йышӑннӑ. Чару уйрӑм ҫынсене те пырса тивет.Чару авӑн уйӑхӗн 12-мӗшенче вӑя кӗмелле. Google BigQuery сервиса авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен чарса лартассине пӗлтернӗ, Miro платформа та авӑн уйӑхӗн 12-мӗшенчен ӗҫлеме пӑрахӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри икӗ ҫын банк приложенийӗн номерне ылмаштарман пирки укҫасӑр юлнӑ. Авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче йӗрке хуралҫисенчен 52 ҫулти арҫын пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, унӑн уйрӑм пӳлӗмӗпе усӑ курса 147 пин тенкӗ ытла укҫа вӑрланӑ. Арҫын унччен пӗр телефон номерӗпе усӑ курнӑ, ӑна банк приложенийӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Кайран номерпе усӑ курма пӑрахсан номере ылмаштарман. Ҫӗрпӳре пурӑнакан 43 ҫулти хӗрарӑм ҫавна пула 1,5 миллион тенкӗсӗр юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |