Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Вӗренӳ
cmirocheb.rchuv.ru сайтри сӑн
cmirocheb.rchuv.ru сайтри сӑн

Кӗҫех аслӑ шкула вӗренме кӗме палӑртнӑ яш-хӗр патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытӗҫ. Анчах кӑшӑлвирус сарӑлнӑ тапхӑрта ҫакна ирттернӗ чухне чылай саманта шута илмелле.

Шупашкарта ятарласа репетици те иртнӗ. Ачасене аудиторие мӗнле кӗртӗҫ? Еплерех лартса тухӗҫ? Репетицире ачасем вырӑнне мероприяти йӗркелӳҫисем пулнӑ. Вӑл 10-мӗш шкулта иртнӗ.

Ачасене экзаменра медицина маски, перчетке, дезинфекци хатӗрӗ, пирометр тата рециркулятор парӗҫ. Экзамен тытакансене аудиторие пӗчӗк ушкӑнпа кӗртӗҫ. Кашни класра 9 ачаран ытла пулмӗ, вӗсене зигзаг евӗр лартса тухӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/65241
 

Культура
Полина Чамжаева. Ҫамрӑксен театрӗн архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Полина Чамжаева. Ҫамрӑксен театрӗн архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Чаваш Республикин халӑх артистки Полина Чамжаева паян 60 ҫул тултарнӑ. Вӑл 1960 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Пӗчӗк Малти Тукай ялӗнче ҫуралнӑ.

Сасси ҫемҫе, сӑнӗ ҫепӗҫ, кӗлетки хӳхӗм ҫак артистка ултӑ теҫетке ҫула ҫитнине ӗненме те йывӑр. 1979 ҫулта Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ вӑл. Пӗр вӑхӑтра теартан кайнӑччӗ. Анчах кайран каллех тӑван театрӑн сцени ҫине таврӑнчӗ. Ҫак ҫулсенче Полина Чамжаева вуншар сӑнар калӑпланӑ. Вӑл рольсем Чӑваш Енӗн театр ӳнерӗн ылтӑн фондне кӗрсе юлнӑ.

Нумаях пулмасть «Полина Чамжаева: «Сцена ҫинче тӗнче ҫаврӑнать» кӗнеке пичетленнӗччӗ. Ӑна кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче хӑтланӑччӗ.

 

Сывлӑх
wikimapia.org сӑнӳкерчӗкӗ
wikimapia.org сӑнӳкерчӗкӗ

Муркаш районӗнчи Ҫӗлеменкасси ялӗнче карантин тесе йышӑннӑ. Ку хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ҫапла йышӑнӑва республика ертӳҫи «Ветеринари ҫинчен» федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн тата Чӑваш Ен Патшалӑх ветеринари службин ертӳҫи сӗннипе тунӑ.

Тискер чӗрчунсен урнӑ чирне палӑртнӑ хыҫҫӑн ҫӗленкассисен выльӑх-чӗрлӗх сутса туянма юрамӗ. Асӑннӑ террриторири чӗрчунсене куравсене те илсе кайма юрамасть.

Урнӑ чире пула йышӑннӑ карантин вӑхӑчӗ ӗнер пуҫланнӑ. Республика ертӳҫин хушӑвӗнче каланӑ тӑрӑх, чару мерисем выльӑх чирленӗ хыҫҫӑн икӗ уйӑх иртсен вӗҫленӗҫ.

 

Республикӑра

Чӑваш Ен Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политика министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ача-пӑча уйлӑхӗсенче вырӑн йышӑнмалли вӑхӑта каяраха куҫарнӑ. Унта сӑмах Канашпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем, Канаш районӗ пирки пырать. Ҫакӑ республика кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ пӗрремӗш тапхӑрта ҫеҫ пулнипе ҫыхӑннӑ. Халӗ пирӗн тӑрӑхра иккӗмӗш тапхӑра та куҫайман, ҫав вӑхӑтрах Роспотребнадзор уйлӑхсене виҫҫӗмӗш тапхӑрсӑр та ӗҫлеттермӗ.

Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш хулисемсӗр, Канаш райтнӗсемсӗр пуҫне ыттисен заявкисене ҫӗртмен 5-мӗшӗнче йышӑнма пуҫламалла. Анчах, тӳрех калар, ку вӑл – малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх. Йӑлтах кӑшӑлвирус лару-тӑрӑвӗнчен килет.

 

Сывлӑх

Пӗтӗм тӗнчене шиклентерекен кӑшӑлвирус алхасма тытӑннӑрӑнпа пирӗн республикӑри 30 ҫын вилнӗ.

«Ҫыхӑнура» форум паян пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑшӑлвирус тата тепӗр икӗ ҫын пурнӑҫне татнӑ. Шӑп та вӑл чире пула вилнӗ тесе ҫирӗплетсе калаймӑпӑр, тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, асӑннӑ вирус ерсен ытти чир-чӗр шала каять. Ҫӗртмен 26-мӗшӗнче кӑшӑлвирвс диагнозӗллӗ виҫӗ ҫын вилнӗччӗ. Вӗсем миҫере тата ӑҫтан пулнине республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви тӗплӗн пӗлтермен.

Ҫав вӑхӑтрах шанӑҫ паракан цифрӑсем те пур. Юлашки 24 сехетре пирӗн республикӑра 32 ҫын сывалнӑ. Аса илтерер: эпидемиологи тапхӑрӗ пуҫланнӑранпа кӑшӑлвируспа 4973 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 2862 ҫынна пульницӑран кӑларнӑ.

 

Экономика
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре социаллӑ-экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программине хатӗрленӗ. Унпа Аслӑ экономика канашӗн ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртнӗ ларӑвӗнче паллаштарнӑ. Унта РФ Федераци Канашӗн ертӳҫин ҫумӗ Николай Федоров, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков хутшӑннӑччӗ.

Асӑннӑ программа – пилӗк ҫуллӑх. Ҫав вӑхӑтра 309 инвестици проекчӗ пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ. Асӑннӑ проектсемпе 2020-2025 ҫулсенче республикӑна 162,4 миллиард тенкӗ ытла укҫа килмелле. Уйрӑмах пысӑк суммӑна ҫурт-йӗр строительствине хывма палӑртнӑ. Ҫитес пилӗк ҫулта Чӑваш Ене инвестици хывма палӑртнинчен строительство отрасльне аталантарма 42,4 процент лекӗ, промышленноҫа – 29 процент, агропромышленность комплексне – 14 процент.

 

Хулара
ivanovo.sm-news.ru сайтри сӑн
ivanovo.sm-news.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан арҫын банк картти тупнӑ та унти укҫана тӑкакланӑ. Хуҫи ҫакна асӑрхасан карточкӑна блокировка тунӑ.

31 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Карточкӑна унӑн пӗлӗшӗ тупнӑ. Ӑна ҫак арҫынна панӑ. Ку вара лавккасене кайса укҫана тӑкакланӑ. Ҫапла майпа вал 6 пин тенкӗ пӗтернӗ. Хуҫи блокировка тусан ҫеҫ карточкӑпа усӑ курайман.

Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суд пӑхса тухнӑ. Арҫынна 8 уйӑхлӑха юсанмалли колоние ӑсатма йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/65195
 

Сывлӑх
123ru.net сайтри сӑн
123ru.net сайтри сӑн

Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ кунсерен чакса пырать. Паян вӗсен списокне тепӗр 55 ҫын кӗнӗ, ӗнер 58 ҫынччӗ.

Республикӑра кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ 5 пине кӑшт ҫеҫ ҫитеймен – 4915 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 2830-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 23 ҫын инфекцие парӑнтарнӑ тесе палӑртнӑ.

Вилнисен йышӗ ҫавӑн пекех: 28 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Аса илтерер: ӗнер кӑшӑлвирусран виҫӗ ҫын вилнине пӗлтернӗччӗ.

 

Хулара
cheboksari.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ
cheboksari.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Шупашкарта Хӗрлӗ лапам уҫӑлӗ. Ҫапла йышӑннӑ республикӑн тӳре-шари.

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта пухӑннисем Шупашкарти Хӗрлӗ лапама уҫма йышӑннӑ. Ҫынсене Атӑл кӳлмекӗ хӗрринче ҫӳреме ирӗк паракан йышӑнӑва республика Правительстви ырланӑ. Вӑл Роспотребнадзорӑн управленийӗн шухӑш-кӑмӑлне шута илнӗ.

Паян 17 сехетре кӗвӗ-ҫемӗллӗ фонтана ӗҫлеттерсе пӑхӗҫ. Ыран фонтан 10 сехетре хута кайӗ. Ҫутӑпа кӗвӗ программине 19 сехетрен пуҫласа 22 сехетчен ӗҫлеттерме палӑртнӑ.

Хӗрлӗ лапам уҫӑлни ҫынсен маска тӑхӑнма пӑрахмаллине пӗлтермест. Пӗр-пӗринчен 1,5 метрта утса ҫӳремеллине те асра тытмалла.

Сӑмах май, Хӗрлӗ лапам уҫӑлсан та строительсем вак-тӗвек хӑш-пӗр ӗҫе тепӗр икӗ эрне хушши пурнӑҫлама палӑртнӑ.

 

Республикӑра

Шупашкарти аэропорт ӗнер тепӗр ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Тӗрӗссипе, ун пирки вӑл малтанах систернӗччӗ. Анчах маларах вӑл хыпара иккӗленерех йышӑннӑччӗ. Сӑмахӑмӑр Мускава вӗҫекен самолетсен расписанийӗ улшӑнасси пирки пырать. Тӗрӗсрех каласан, каҫхи рейссем юлӗҫ-ха. Ун ҫумне кӑнтӑрлахи хутшӑннӑ.

Ӗнертен, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен, «Победа» авиакомпани самолечӗсем Шупашкартан ирхи 10 сехет те 10 минутра вӗҫме тытӑннӑ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинчен ирхи рейс 8 сехет те 20 минутра пулать. Лоукостер самолетсене кашни кунах ҫӳретессине пӗлтернӗ. Ҫапла вара Шупашкартан кунне икӗ рейс пулӗ. Каҫхи самолет Мускавран 19 сехет те 50 минутра хускалӗ, кунтан вӑл 21 сехет те 45 минутра вӗҫсе кайӗ.

«Победа» малтанхиллех «Внуково» аэропорта илсе ҫитерет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CB5lt0RqtQ4/
 

Страницӑсем: 1 ... 1697, 1698, 1699, 1700, 1701, 1702, 1703, 1704, 1705, 1706, [1707], 1708, 1709, 1710, 1711, 1712, 1713, 1714, 1715, 1716, 1717, ... 4129
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере стандартлӑ мар лару-тӑру пулма пултарать, вӑл кулленхи ӗҫсен юхӑмне ҫавӑрса хурӗ. Мӗн те пулин ҫӗннине пуҫанатӑр тӑк тимлӗ пулӑр — хӑйсен шанчӑклӑхне пӗрре мар ӗнентернӗ ҫынсене ҫеҫ шанмалла. Харпӑр пурнӑҫ ӑшӑлӑхпа савӑнтарӗ: ҫывӑх ҫыннӑрсем тӗрев туйӑмне парнелӗҫ.

Пуш, 31

1899
127
Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1926
100
Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1976
50
Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
1981
45
Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ.
1985
41
Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...