Вӗренӳ
![]() inkrasnogorsk.ru сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 10 сехетрен пуҫласа 11 сехет ҫурӑччен Шупашкарта ЧР Наци вулавӑшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри экономика диктанчӗ иртӗ, вӑл «Вӑйлӑ экономика – чечекленекен Раҫҫей!» ятпа пулӗ. Диктанта 10-11-мӗш классенче вӗренекенсем, студентсем, ахаль ҫынсем хутшӑнаяҫҫӗ. Диктант тестировани евӗр иртӗ. Шкул ачисем, професси пӗлӗвӗ паракан организацисенче ӑс пухакансем, студентсем, аслӑраххисем диктанта тӗрлӗ аудиторире ҫырӗҫ. Ҫак кун Наци вулавӑшне ҫитейместӗр-и? Апла диктанта онлайн-мелпе ҫырӑр. Юпан 9-мӗшӗнче 12 сехетрен пуҫласа 00.00 сехетчен экономика пӗлевне онлайн-мелпе тӗрӗслеме май пур. Ҫак каҫӑпа усӑ курмалла ҫеҫ: https://diktant.org/. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kp.ru сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 10 сехетре Канаш хулинче пӗр арҫын хваттер алӑкне уҫайман. Хайхискер пур-пӗрех урама тухма шутланӑ – чӳречерен сикнӗ. Алӑк ҫинчи ҫӑра ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ-мӗн. Ӑна уҫса юсас тесе вӑл чӳречерен, иккӗмӗш хутран, сикнӗ. Анчах ку ӑнӑҫлах пулса тухман – вӑл аманнӑ. Канаш арҫынни иккӗмӗш хутран сиксе урине самаях вӑйлӑ амантнӑ: хуҫӑлсах кайнӑ. Ӑна Канашри пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() «Чӑваш Ен» ПРТРК тунӑ видео скринӗ Пӑрачкав ялӗнче пурӑнакансене шыв ыйтӑвӗ канӑҫ памасть. Пӗр урамра напор ҫук, тепӗр урамра кранран тутӑх шыв юхать. Ҫынсен нуши «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗсене кӑсӑклантарнӑ. Кранран мӗншӗн тутӑх шыв юхать-ха? Сӑлтавӗ нумай. Шывра тимӗр йышӗ 40 хут ытларах-мӗн. Ку ыйтӑва татса парас тесе Пӑрачкавра тимӗртен тасатакан станци тунӑ. Халӗ шыв нормӑпа килӗшсе тӑрать. Анчах тепӗр пӑтӑрмах тупӑннӑ: тасатнӑ шыв 40 ҫул улӑштарман пӑрӑхсене лекет, ҫавна май ҫынсем патне тутӑх шыв ҫитет. Вырӑнти администраци пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, ку ыйтӑва та ҫитес вӑхӑтра татса парасшӑн. Халӗ ялта шыв пӑрӑхӗсене, 27 ҫухрӑм, улӑштараҫҫӗ. Ӗҫе ҫитес ҫул вӗҫлеме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Алексей Кузнецов архивӗнчи сӑн Ҫӗрпӳре пурӑнакан Алексей Кузнецов пӗвесене пулӑсем ярать. Вӑл пӗчӗк пулӑсене хӑйӗн укҫипе туянать те ялсенчи пӗвене ӗрчеме ярать. Арҫын каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре пулӑ тытмалли пӗвесем сахаллансах пыраҫҫӗ. «Пулӑ ҫукпа пӗрех», - тет вӑл. Ку вара ҫынсене ытлах пӑшӑхантармасть, ҫавӑнпа Алексей Кузнецов ҫак ӗҫе хӑй пуҫӑннӑ. «Вӗтӗ пулла хамӑн укҫапа туянатӑп. Хӑш-пӗр пайне, карасе, пулӑ хуҫалӑхӗнче тӳлевсӗрех параҫҫӗ. Карпа, ытти хаклӑ пулла укҫан туянатпӑр. Ыттисем те ҫак пуҫарӑва малалла тӑснӑ пулсан аван пулӗччӗ», - ҫапла каласа кӑтартнӑ арҫын «Про Город» хаҫата. Алексей Кузнецов каланӑ тӑрӑх, халӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗвесене 50 килограмм лайӑх пулӑ янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() astv.ru сайтри сӑн Шупашкар районӗн прокуратури «Поток» аппарат-программа комплексӗ пулӑшнипе ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем ӗҫ машинипе ӑҫталла тухса ҫӳрнине тӗрӗсленӗ. Ертӳҫӗсен хушшинче служба машинипе тӑванӗсем патне кайса ҫӳрекенсем те пур иккен. Кун пирки «Тӑван Ен» хаҫат пӗлтерет. Янӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ака уйӑхӗн 6, 13, 20 тата 21-мӗшӗсенче Кӳкеҫе тӑванӗсем патне кайнӑ. Апаш ял тӑрӑхӗн ертӳҫи ҫурлан 25-мӗшӗнче тата авӑнӑн 14-мӗшӗнче Шупашкарти тӑванӗсем патне кайнӑ. Ҫурлан 25 тата 31-мӗшӗсенче Сарапакасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ӗҫ машинипе Шупашкара тӑванӗсем патне ҫитнӗ. Пуҫлӑхсен тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Кашнин 300 тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Иртнӗ эрнере Ставрополь тӑрӑхӗнче ҫынсене ҫыртнӑ кашкӑрсем. Инкек Нефтекумск районӗнчи Каясула ялӗнче пулнӑ. «Российская газета» хаҫата Ставрополь тӑрӑхӗнчи ветеринари управленийӗн пуҫлӑхӗ Александр Трегубов ҫапла пӗлтернӗ. Ҫынсене пӗр ялтах тӗрлӗ ҫӗрте ҫыртнӑ кашкӑрсем. Сунарҫӑсем тата Ҫутҫанталӑк министерствин специалисчӗсем кашкӑрсене персе пӑрахнӑ. Йыша чакарас тенипе. «Пӗр кашкӑра тытнӑ, ик кашкӑра суранлатнӑ», — палӑртнӑ Трегубов. Пуҫтарнӑ материалсене федераци лабораторине ярса панӑ. Кашкӑрсем суранлатнӑ виҫӗ арҫынна тата пӗр хӗрарӑма. Вӗсем ҫынсене ҫыртса пӗтернӗ чӗркуҫҫирен, ураран, хулран. Халӗ хӑйсене япӑх мар туяҫҫӗ. Суранланнӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсене урнӑ чиртен прививка тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Agro.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Сергей Лисицын Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулӗ. Хушӑва алӑ пуснӑ регионти Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин. Ӑна республикӑн влаҫ органӗсен сайтӗнче пичетленӗ. Премьер-министр юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнче Сергей Лисицын Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫуралнӑ тесе ҫырнӑ. 1980 ҫулта. Хусанти патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче вӗреннӗ. Ӗҫе Тутарстанра пуҫланӑ. «Канаш» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче. Унта пулнӑ тӗп агроном. 2008 ҫултанпа ӗҫленӗ «Россельхозцентр» предприятире, федерацин Ял хуҫалӑх министерствин Ӳсентӑран департаментӗнче, «Госсорткомиссия» учрежденире. Ҫамрӑкскерӗн тӗрлӗ награда пур. «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн II степень» орден медальне панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Раҫҫей ертӳҫин пресс-секретарӗ Дмитрий Песков РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫуралнӑ кунне тӑванӗсемпе тата тусӗсемпе уявлассине пӗлтернӗ. Ют ҫӗршыври ӗҫтешӗсем те саламлаҫҫӗ ӑна. Ҫапла ҫырать «Новости» информаци агентстви. Тунтикун, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Раҫҫей Президенчӗ хӑйӗн 67 ҫулхине уявлать. «Кӑнтӑрла хыҫҫӑн пӗтӗмлетӳлллӗ хыпар пӗлтерӗпӗр. Паян ирхи вуннӑран вӑл ют ҫӗршыври ӗҫтешӗсенчен салам йышӑнать», — каланӑ пресс-секретарь. Ют ҫӗршывсенчи ӗҫтешсем саламланӑ вӑхӑтрах ӗҫпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатнӑ. Ҫапла паян кӑнтӑрлаччен Путин ӗҫ пиркиех шухӑшланӑ. Маларах Владимир Путин Президента Дмитрий Медведев премьер-министр саламланӑ. Вӑл ӑна Раҫҫей ырлӑхӗшӗн ӗҫлеме ырлӑх-сывлӑх суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() 25 ҫамрӑка стипенди парӗҫ. Вӗренӳре лайӑх тата пиллӗкпе ӗлкӗрсе пынӑран, халӑхсем хушшинчи, пӗтӗм ҫӗршыври, республикӑри предмет олимпиадисенче, турнирсенче, смотрсенче, пултарулӑх конкурсӗсенче палӑрнӑшӑн. Стипендие Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев парать. 135 ҫамрӑк 2019 ҫулта укҫана илме талпӑннӑ. 18 районтан тата 4 хуларан. Чӑваш Республикин 1999 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе параҫҫӗ стипендие. 20 стипендие вӑтам шкулсенчи тата хушма пӗлӳ паракан организацисенчи ачасене тӳлеҫҫӗ. 5 стипендие — культурӑпа ӳнер пӗлӗвӗ илекен учрежденисенче вӗренекенсене тенӗ ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви. Шкул ачисене 400-шер тенкӗ параҫҫӗ уйӑхсерен. Виҫӗ ҫулта 360 шкул ачине панӑ ӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Раҫҫейри паллӑ композитор Игорь Крутой сывалми чирлӗ. Темиҫе ҫул вӑл диабетпа аптӑрать. Диетӑна пула начарланнӑ. Игорь Крутой пултарулӑхне юратакансем композитор хӑрма пуҫланине темиҫе ҫул каяллах сиснӗ. Юлашки ҫулсенче вӑл 15 килограмм начарланнӑ. Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче операци ирттернӗ. Вӑрттӑн. 2017 ҫулхи хӗлле. Пӑлханакан фанатсем чи хӑрушши пирки шухӑшланӑ. Игорь Крутойӑн йывӑр формӑллӑ рак пуль тенӗ. Композитор хӑй чирӗ пирки ним те шарламан. Ҫывӑх ҫыннисем пӗлтернӗ диагноза. «Диагноз пирки тем те шухӑшласа кӑларчӗҫ. Мухтав Турра, рак мар ун», – каланӑ композитор пӗлӗшӗсем Андрей Малаховӑн «StarHit» журналне. Кӑларӑм Игорь Крутой темиҫе ҫул сипленми йывӑр чирпе — диабетпа — кӗрешнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.08.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Михайлов Максим Дормидонтович, опера юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Эмине Йылмаз, чӑваш чӗлхине тӗпчекен турккӑ ӑсчахӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |