Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
Александр Колесников
Александр Колесников

Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ пулма Александр Колесникова шаннӑ. Унччен ҫав должноҫе йышӑннӑ Виктор Ковалёва утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче министерствӑри портфельсӗр хӑварнӑччӗ. Ҫак ведомствӑра Виктор Ковавлёв 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнченпе ӗҫленӗччӗ.

Паянтан вара Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ пулма Александр Колесникова шаннӑ. Ӗҫлӗ хута ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ. Документа влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ.

Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Александр Колесников юлашки вӑхӑтра Шупашкарти «Аспект» вӗренӳпе методика центрӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлерӗ. Асӑннӑ учреждени ЧР Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин шутланать.

 

Хӗсмет

Чулхула облаҫӗнчи Истомино ялӗнче ҫамрӑксене патриот воспитанийӗ паракан «Гвардеец» центр уҫӑлнӑ. Вӑл — федерацин Атӑлҫи округӗн шайӗнче ӗҫлекенскер. Ун пек центрсене Раҫҫейре халиччен уҫман-ха.

Ҫамрӑксене патриот воспитанийӗ паракан центр ҫулталӑкӗпех ӗҫлӗ. Унта робот техникин, парашют ӗҫӗн, авиамоделированин, программӑлассин, радиоэлектроникӑн вӑрттӑнлӑхӗсене ӑша хывтарӗс тата пилотсӑр вӗҫекен аппаратсемпе ӗҫлеме вӗрентӗҫ. Ҫар специальноҫӗсене те хӑнӑхтарӗҫ. Педагогсем унта хӑйсен професси пӗлӗвне тарӑнлатайӗҫ.

Округри вӗренӳ центрӗ Чулхулари В.Ф. Маргелов ячӗллӗ кадет корпусӗн подрзаделенийӗ шутланать.

Патриот воспитанийӗ паракан центра ӗнер, утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта РФ Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи полпречӗ Игорь Комаров хутшӑннӑ.

 

Персона

Ева Лисина ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май Японире унӑн кӗнеки пичетленнӗ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ Светлана Гордеева Фейсбукра ӗнер пӗлтернӗ.

Ева Лисина — прозаик, поэт, тӑлмачӑ тата библиограф, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Митта Ваҫлей премийӗн лауреачӗ.

Унӑн «Дети Синьяла» кӗнекине Масанори Гото куҫарнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑм Иокогама хулинчи «Гундзося» издательствӑра пин экземпляр тиражпа пичетленнӗ.

Ева Лисина 1939 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Именкассинче ялти учитель ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑл — Чӑваш халӑх поэчӗн Геннадий Айхин йӑмӑкӗ. Мускаври Тимирязев ячӗллӗ ял хуҫалӑх академийӗнче вӗреннӗ. Мускаври патшалӑх университечӗн Ботаника пахчинче, М.И. Рудомино ячӗллӗ ют ҫӗршыв литературин вулавӑшӗнче ӗҫленӗ. Пулас чӑваш артисчӗсене Щепкин ячӗллӗ театр училищинче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енри юсанмалли колонисенчен пӗринче айӑплава ирттерекен ҫын унта ӗҫлекене кӳрентернӗ.

Шупашкар районӗнчи Толик Хураскинчи 6-мӗш колонире ларакан ҫын усаллӑн перкелешнине унта ӗҫлекен ҫын йывӑра илсе йышӑннӑ. Пӑтӑрмах 2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчи тӗрӗслев вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ. Ҫавӑншӑн арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗрмере айӑплава ирттерекене РФ Пуҫиле кодексӗн 3019-мӗш статйипе айӑплама йышӑннӑ. Вӑл статьяпа влаҫ представителӗсене ӗҫ вырӑнӗнче кӳрентерекенсене явап тыттараҫҫӗ.

Черетлӗ ӗҫе суд тишкернӗ тӗле арҫын колонирен ирӗке тухса ӗлкӗрнӗ. Ӑна хальхинче 8 уйӑх юсанмалла ӗҫлеттерӗҫ. Чӑваш Ен прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫ укҫин 10 процентне патшалӑх тытса юлӗ.

 

Спорт
Андрей Карзанов
Андрей Карзанов

Шупашкарти регби-клуб пайташне Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине йышӑннӑ. Сӑмах Андрей Карзанов пирки пырать.

Чӑваш Енӗн Спорт министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Андрей Карзанов — Шупашкарти «Молот» регби-клуб пайташӗ. Халӗ вӑл «Локомотив – Пенза» профессилле регбол дружининче вылять. Ӑна Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине илнӗ.

Иртнӗ канмалли кунсенче нацин пӗрлештернӗ команди Европа чемпионачӗн иккӗмӗш тапхӑрӗнче ӑмӑртнӑ. Ӑмӑрту Польшӑри Лодзь хулинче иртнӗ. Пирӗн ҫӗршыв команди унта тӑххӑрмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Андрей Карзанов 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. Регбол енӗпе вӑл Чӑваш Енри ӑста спорстменсенчен пӗри пулнӑ. Халӗ вӑл — «Регби-7» йышӗнче.

 

Республикӑра

Чӑваш Енри мануллӑ терапевтсем Китайри тухтӑрсенчен вӗренӗҫ. Китайри йӑлана кӗнӗ медицина вӑрттӑнлӑхне уҫма пирӗн республикӑна асӑннӑ ҫӗршыври Аньхой провинцийӗнчи Анцинь хулинчи аслӑ медицина коллеждӗн преподавателӗсем Пэй Минь тата У Фэй килсе ҫитнӗ.

Китайри ӑстасене Шупашкара И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн хушма пӗлӳ паракан центрӗ йыхравланӑ. Кӑҫалхи ҫуркунне ҫав икӗ вӗренӳ заведенийӗ килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калаҫса татӑлнӑ. Ҫавӑн пирки вӗсем ятарлӑ килӗшӳ туса алӑ пуснӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтерет.

Пирӗн республикӑри мануллӑ терапевтсене Китайри Пэй Минь тата У Фэй «Чувашиякурорт» (чӑв. Чӑвашенкурорт) санаторинче вӗрентӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем

Вӑрнар районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан ҫак ҫемьене калама ҫук пысӑк инкек пырса ҫапнӑ. Инкек пӗччен ҫӳремест теҫҫӗ те... Маларах ҫемье тӑваттӑри ывӑлне пытарнӑ. Халӗ, ав, кил хуҫине — ачан ашшӗне, ҫынна астумасӑр вӗлернӗ тесе айӑпласшӑн. Пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ ӗнтӗ. РФ Следстви комитечӗ Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе прокурор ҫирӗплетнӗ. Ӗҫе суда ярса парӗҫ.

Аса илтерер: инкек кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пулнӑччӗ. Пӗчӗк ывӑлне кабинӑна лартса ашшӗ хире тислӗк тӑкма кайнӑ. Тӑвалла хӑпарнӑ чух арҫын ача тракторӑн хыҫалти чӳречинчен тухса ӳкнӗ. Пуҫӗпе вӑл прицепӑн тимӗр турти ҫине шаплаттарнӑ. Йывӑр суранланнӑскере пульницӑна васкавлӑн илсе кайнӑ. Анчах шурӑ халатлисем те пӗчӗкскерӗн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварайман.

Ачан ашшӗне РФ Пуҫиле кодексӗн 109 статйипе айӑпласшӑн.

 

Сумлӑ сӑмах Культура

Пӑлхар хулинче экскурсире ҫӳренӗ мая мана яланах унти кив мунчасем питӗ тӗлӗнтеретчӗҫ. Вӗсен ишӗлчӗкӗсем. Пӑхан-пӑхан вӗсем ҫине, анчах халӑх унта мӗнле ҫӑвӑннине пӗрре те ӑнланаймастӑн. Ак паян ӑнсӑртран тенӗ пек корейсен ондолӗ пирки пӗлтӗм. Вӑл мӗнле ӗҫленине курсанах пӑлхарсен мунчине епле йӗркеленине ӑнланса илтӗм.

Ондоль — кӗскен каласан, пӳрте ӑшӑтмалли меслет. Кӑмака ӑшши тӳрех мӑрьене мар каять — малтан сакайӗпе иртет те кайран тин вара тӗтӗм урамалла тухать. Ҫапла май урай питӗ ӑшӑ пулать пулас. Ондоль евӗр кӑмака тӳрех темиҫе енпе паха. Пӗрремӗшӗнчен хӑй вучахӗ ҫинче апат пӗҫерме пулать. Иккӗмӗшӗнчен — вӑл пӳрт урайне ӑшӑтать.

Паллах, ондоль вырӑс кӑмакипе танлаштарсан кӑткӑсрах. Ӑна йывӑҫ пӳртре тӑваймӑн. Никӗсне чултан купалама тивет. Тата унсӑрӑн пуҫне никӗсӗ ҫирӗп пулмалла — урайра ҫурӑк пулсан тӗтӗмӗ пӳлӗме тулӗ-ҫке. Ҫак сӑлтавсене пулах ӗнтӗ ман шутпа чӑвашсем унашкал кӑмакана пӑрахӑҫласа вырӑссен меслечӗпе усӑ курма пуҫланӑ.

Малалла...

 

Ҫул-йӗр

Сӑр юханшывӗ урлӑ Пӑрачкав районӗнче хывнӑ кӗпере икӗ ҫулта юсаса пӗтермелле. Аса илтерер: кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫӗрле кӗпер карлӑкӗ йӑтӑнса аннӑччӗ.

Кӗпере «Хӑрушсӑр тата паха ҫулсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн юсама тытӑннӑ.

Юсавҫӑсен ӗҫӗпе паян Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин паллашнӑ. Асӑннӑ тӑрӑха вӑл муниципалитетӑн ҫур ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетекен пухӑва хутшӑнас тӗллевпе кайнӑ.

Кӗпере юсама кӑҫал ҫулла тытӑннӑ. Палӑртнине 2020 ҫулта вӗҫлесшӗн. Ун валли 183 млн тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.

Подрядчик пулса «СК – Волга» тулли мар яваплӑ общество ӗҫе кӳлӗннӗ. Машинӑсем ҫӳренине юсав вӑхӑтӗнче светофор йӗркелесе тӑрӗ. 10 тоннӑран йывӑр транспорта каҫармӗҫ. Хӑш-пӗр ӗҫ вӑхӑтӗнче 3 тоннӑран йывӑррисене ирттермӗҫ. Машинӑсем кӗпер урлӑ ҫӳрессине хӑш чухне темиҫе сехетлӗхе чарса лартма тивӗ. Ҫав вӑхӑтрах васкавлӑ пулӑшу, пушар сӳнтерекен машинӑсене, шкул автобусӗсене иртсе ҫӳреме чармӗҫ.

 

Персона
Аристарх Дмитриев
Аристарх Дмитриев

Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши тата Куҫма Турхан ячӗллӗ премисен лауреачӗ Аристарх Дмитриев ӗнер, утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл — сӑвӑҫ, прозаик, тӑлмач.

Аристарх Дмитриев Етӗрне районӗнчи Улӑх Шӑмат ялӗнче 1940 ҫулхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче ҫар ҫыннин ҫемйинче ҫуралнӑ. Унӑн ачалӑхӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи Янтуш ялӗнче иртнӗ. Мускаври М. Горький ячӗллӗ Литература институтӗнче вӗреннӗ. Хӗсмет хыҫҫӑн пичет ӗҫне кӳлӗннӗ. «Ҫамрӑк коммунист», «Советская Чувашия» хаҫатсенче, «Ялав» журналта, Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ.

А. Дмитриевӑн пӗрремӗш сӑвви «Ҫамрӑк коммунист» хаҫатра 1956 ҫулта пичетленнӗ, «Савнисем» поэми 1959 ҫулта «Ялав» журналта кун ҫути курнӑ. Сӑвӑ ярӑмӗсем хаҫат-журналта, «Ҫеҫпӗл ҫеҫкисем» кӗнекесенче тухнӑ.

Поэт Ҫеҫпӗл Мишшин, Ухсай Яккӑвӗн, Юрий Сементерӗн, Николай Исмуковӑн, Валери Туркайӑн сӑвви-поэмине, чӑваш халӑхӗн «Улӑп» эпосне вырӑсла куҫарнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1766, 1767, 1768, 1769, 1770, 1771, 1772, 1773, 1774, 1775, [1776], 1777, 1778, 1779, 1780, 1781, 1782, 1783, 1784, 1785, 1786, ... 3925
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сирӗн ҫын машина пулманни пирки аса илме тивет. Эппин, сывлӑхӑра ытларах тимлӗр - суранланас, вӑраха кайнӑ чирсем йӑл илес хӑрушлӑх пур. Ҫавӑнпа кӑштах сахалрах ӗҫлеме тӑрӑшӑр, анчах пуҫлӑхпа ӑнланмманлӑх сиксе ан тухтӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурри вӗткеленӳллӗ пулӗ.

Ҫӗртме, 27

1935
90
Социализма тӑвас ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн Чӑваш АССРӗ Ленин орденне тивӗҫнӗ.
1940
85
Зайцев Алексей Иванович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1947
78
Дмитриев Иосиф Александрович театр режиссёрĕ çуралнă.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...