Персона
![]() cap.ru сайтри сӑн Паян, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Пӑрачкав районӗнче пурӑнакан Мария Тимофеевна Галямина 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Уява тӑванӗсем йышлӑ пухӑннӑ, администраци ӗҫченӗсем те саламлама ҫитнӗ. РФ Президенчӗ Владимир Путин юбиляр патне саламлӑ открытка янӑ. Мария Тимофеевнӑн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл килмен. Ашшӗ вилсен килти чылай ӗҫ ун ҫине тиеннӗ, мӗншӗн тесен вӑл йышлӑ ачаран чи аслӑ хӗр пулнӑ. Вӑрҫӑ пуҫлансан хӗр тракториста вӗреннӗ, кайран уй-хирте арҫынсемпе тан ҫак техникӑпа ӗҫленӗ. Вӑл колхозра чылай ҫул вӑй хунӑ. Мария Галямина ывӑл пӑхса ҫитӗнтернӗ. Юбиляр – ӗҫ ветеранӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() https://lgt.su сайтри сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри тӑхӑр педагога Раҫҫей Президенчӗ преми пама йышӑннӑ. Ҫак чыса тивӗҫнисем — Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар хулисенчен, Елчӗк тата Хӗрлӗ Чутай районӗсенчен. Раҫҫей Президенчӗн премине Шупашкарти 47-мӗш шкулти Ирина Власова, Шупашкарти 4-мӗш лицейри Альбина Герасимова, Шупашкарти 2-мӗш лицейри Анатолий Лаврентьев, Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхалӗнчи вӑтам шкулти Олег Осипов, Хӗрлӗ Чутайӗнчи вӑтам шкулти Эдуард Романов, Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкулти Лариса Семенова, Шупашкарти 5-мӗш гимназири Нина Семенова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш шкулти Наталия Семушина тата Канашри 7-мӗш шкулти Любовь Тихонова илӗҫ. Ятарлӑ хушӑва Раҫҫей вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() www.kp.ru сайтран илнӗ сӑн Шупашкарта пурӑнакан 41 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Кӗҫех ӑна суд пӑхса тухӗ. Хайхи арҫынна васкавлӑ медпулӑшу фельдшерне тапӑннӑшӑн айӑплашсӑн. РФ Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак арҫын, ӳсӗрскер, хӑйех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем унӑн сывлӑхне тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн пульницӑна кайма сӗннӗ. Анчах лешне ҫакӑ килӗшмен пулмалла – фельдшера хырӑмӗнчен урипе тапнӑ. Ҫакӑншӑн арҫын суд сакки ҫине ларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта паян инкек пулнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ каласа кӑтартнӑ. Вырӑна полици ӗҫченӗсем ҫийӗнчех ҫитнӗ. Ку пӑтӑрмах 12 сехет те 50 минутра пулнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын 35-40 ҫулсенчи пек курӑнать. Вӑл рабочи тумӗпе пулнӑ. Ахӑртнех, хваттерте юсав ӗҫӗсем тунӑ. Шел те, арҫын тӳрех вилнӗ. Сӑмах май, паян кӑна Ҫӗнӗ Шупашкарта 2 ҫулти арҫын ача виҫҫӗмӗш хутран ӳкни пирки пӗлтернӗччӗ. Телее, ача сывах, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗнче Андриян Николаев космонавта халалласа «Спица ҫинчи хӗвел» велочупу ирттересси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал вӑл авӑнӑн 7-мӗшӗнче пулӗ. Шӑпах ҫак кун Индири «Чандраян-2» космос аппарачӗ Уйӑх ҫине анса ларӗ. Чӑваш Енри велосипедҫӑсем ҫак ҫӗршыври «Jammu Cyclists» велосообществӑпа ҫыхӑннӑ, ҫак пулӑма «Чандраян» ятлӑ велочупупа паллӑ тума сӗннӗ. Ҫапла майпа кӑҫал старт икӗ хулара пулӗ: Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Индири Джамму хулинче. Икӗ хулари велосипедҫӑсем пӗр вӑхӑтра тапранса кайӗҫ, пӗрешкел ҫухрӑмсене парӑнтарӗҫ. Пирӗн патрисем Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура ҫурчӗ умӗнче 11 сехетре старт илӗҫ. Вӗсем Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялне, Андриян Николаевӑн тӑван тӑрӑхне, ҫитӗҫ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Индири велочупӑва «Спица ҫинчи хӗвел» велоюхӑм председателӗ Вячеслав Платонов хутшӑнӗ. Вӑл ҫав ҫӗршывра ӗҫлӗ командировкӑра халӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ngzt.ru сайтран илнӗ сӑн Шупашкарта ҫуралнӑ ачана ашшӗ-амӑшӗ хӑйне евӗр ят панӑ. Тин ҫуралнӑ пепкене Княгиня тесе ҫыртарнӑ. Кун пирки Шупашкарти Калинин район администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет. Сайра-хутра тӗл пулакан ятсене суйлакансем питех нумаййӑн та темелле мар. Кунашкал ятсене палӑртса хӑварар: Амир, Авдей, Архип, Макар, Мадина, Марк, Всеволод, Мелания, Алексия, Антонина, Ника, Эмир, Алита, Дария, Княгиня. Чылайӑшӗ халӗ ывӑлне Александр, Илья, Михаил ят парать. Хӗрачасене вара Виктория, Анастасия, Анна ят хуракансем нумай. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ki-news.ru сайтран илнӗ сӑн Тин кӑна кунашкал япӑх хыпар пӗлтернӗччӗ. Каллех унашкалли пулнӑ – Ҫӗнӗ Шупашкарта ача ҫӳллӗ хутран ӳкнӗ. Аса илтерер: Ҫӗнӗ Шупашкарта нумаях пулмасть хӗрача тӑваттӑмӗш хутран ӳкнӗччӗ. Телее, вӑл чӗрех юлнӑ. Вӑл ӳкнине иртен-ҫӳрен асӑрханӑ та васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Пӗчӗкскере пульницӑна илсе кайнӑ. Ӗнер 16 сехет ҫурӑра ҫак хулара каллех пӑтӑрмах пулнӑ: хальхинче Ҫамрӑксен урамӗнчи 11-мӗш ҫуртӑн виҫҫӗмӗш хутӗнчен 2 ҫулти ача ӳкнӗ. Пӗр арҫын каланӑ тӑрӑх, арҫын ача ун чухне килте аппӑшӗпе пулнӑ. Юрать-ха, ача чӗрех, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Шупашкарта васкавлӑ пулӑшу машини инкеке лекнӗ. Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах 19 сехет те 10 минутра пулнӑ. Богдан Хмельницкий тата Дементьев урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта «Лада Приора» автомобиль водителӗ, 47 ҫулти арҫын, васкавлӑ пулӑшу машинине ҫул паман. Тухтӑрсен транспорчӗ чирлӗ ҫын патне ятарлӑ ҫутӑ ҫутса васканӑ. Инкекре ҫӑмӑл автомобиль водителӗ тата икӗ тухтӑр: 22-ри хӗрпе 25-ри каччӑ — аманнӑ. Сӑмах май каласан, водительсене тӗрӗсленӗ те иккӗшӗ те урӑ пулнӑ. Васкавлӑ пулӑшу машинин 43 ҫулти водителӗ те каярах тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби паян хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян, авӑнӑн 2-мӗшӗнче, пирӗнтен ӗмӗрлӗхе Владимир Карсаков режиссёр уйрӑлса кайрӗ. Пире пӗлтернӗ тӑрӑх ӑна ӗнер Канаш пульницине хунӑ, паян ҫӗрле вара Шупашкара ҫитеричченех унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вар-хырӑм шыҫҫине пула теҫҫӗ. Сывпуллашу хӑҫан тата ӑҫта иртессине хальлӗхе пӗлтермен. Карсаков Владимир Федорович 1961 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекӗнче ҫуралнӑ. Пӗлӗвне Хусанти культура институтӗнче, Мускавра квалификаци ӳстермелли курссенче илнӗ. Чӑваш телекуравӗнче 13 ҫул ӗҫленӗ. Владимир Карсаков — нумай-нумай чӑвашла фильмсен авторӗ. Вӗсен йышӗнче «Сурӑм хӗрӗ», «Арбат», «Аннене анне тееҫҫӗ» тата ыттисем. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ҫурла уйӑхӗнчи ӗҫне пӗтӗмлетнӗ май рекорд лартни пирки пӗр иккӗленмесӗр калама май пур. Сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнелеймерӗ пулин те, икчӗлхеллӗ корпусри чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен йышӗ 20 пин ытла ӳсрӗ. Унсӑр пуҫне чӑвашла ҫырнӑ текстсенчи орфографие тӗрӗслемелли хатӗр ҫӗнелчӗ — ҫӗнӗ верси тухрӗ. Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи паянхи кун тӗлне 94 455 куҫарнӑ пуплевӗшпе пуян. Утӑ уйӑхӗнчипе танлаштарсан унта 21 622 куҫару ытларах. Унччен уйӑх хушшинче чи нумай мӑшӑр кӗртни — ҫӗртме уйӑхӗнчеччӗ. Ун чухне эпир 18 пин ытла кӗртрӗмӗр. 20 пин ытла тума пире Борис Полевойӑн «Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повеҫне», Анлександр Пушкинӑн «Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем» тата «Дубровский» хайлавӗсене, ҫавӑн пекех Юлиус Фучикӑн «Асаплӑ вилӗм умӗнхи сӑмахне» тата Михаил Лермонтовӑн «Пирӗн вӑхӑтри геройне» электронлӑлатса ҫитерме пултарнипе май килчӗ. Александр Пушкинӑн «Капитан хӗрӗ» те майӗпен корпуса кӗрсе пырать — ҫуррине ытла тунӑ та ӗнтӗ. Хальхи вӑхӑтра эпир ҫавӑн пекех Лев Кассилӗн (ача-пӑча ҫыравҫи) «Аслӑ хирӗҫтӑрӑвне» кӗртетпӗр, майӗпен Вениамин Каверинӑн «Икӗ капитанне» электронлатпӑр. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |