Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
Наталья Сидюшкина тунӑ сӑн
Наталья Сидюшкина тунӑ сӑн

Паян Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре митинг иртнӗ – Китай савутне хута ярассине хирӗҫ пулнине палӑртса халӑх чылай пухӑннӑ. Аса илтерер: Илпеш тӑрӑхӗнче ҫӗртме уйӑхӗнче 65 гектар ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗре промышленноҫ категорине куҫарнӑ. Кун пирки ҫынсем пӗлмен.

Митинга пухӑннисем ку ыйтупа халӑх итлевӗ тума ыйтнӑ. Кӳкеҫри Ленин палӑкӗ умне тӗрлӗ плакат йӑтнӑ ҫынсем тухнӑ. Ҫынсен шухӑшӗпе, ҫӗр Китайсен аллине лексен пӗтет.

«Ҫак ҫӗр аэропорт, Шупашкар электростанцийӗ тата Химпром хушшинче вырнаҫнӑ, эппин, вӑл стратеги пӗлтерӗшлӗ объект. Унта нимӗнле ют ҫынсем те пулмалла мар. Ҫак ҫӗрӗн чӑваш халӑхӗн пулмалла. Халӑх шухӑшне илтмерӗҫ, ӑна ыйтман та. Пирӗн халӑх Китай инвесторӗсене хирӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн ӗнсе кайнӑ ҫӗр юлать. Унта йӑлтах пӗтет: ҫӗр, шыв, сывлӑш. Йӑлтах!» - тенӗ Ҫӗньял ҫынни Лариса Васильева.

Халӑх шухӑшӗпе, китайсем сӗт савутне ҫӗклесен ҫынсем сӗт сутса укҫа тӑваймӗҫ.

Митинг 11 сехетре вӗҫленнӗ. Унта 300 ытла ҫын хутшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/58274
 

Культура
«Сурхури сӑри» спектакль саманчӗ
«Сурхури сӑри» спектакль саманчӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ 101-мӗш сезона хупма хатӗрленет. Ӳнер учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхинче чаршав утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче «Сурхури сӑри» премьерӑпа хупӑнӗ.

«Сурхури сӑри» спектакле Петр Осипов пьеси тӑрӑх лартнӑ. Куракан патне ӑна ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пуҫласа ҫитернӗ. Ҫӗнӗ ӗҫ режиссёрӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Наталия Сергеева. Кӗвӗ-ҫемӗпе Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, ЧР патшалӑх премийӗн лауреачӗ Лолита Чекушкина илемлетнӗ. Художникӗ — Светлана Зверева, ташӑсене Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зоя Александрова лартнӑ.

Сӑмах май каласан, унччен театр сезона «Ялта» спектакльпе уҫса хупатчӗ.

 

Кӳршӗре
Андрей Яшметов
Андрей Яшметов

Кӳршӗ республикӑра Йошкар-Ола хулинче пурӑнакан Яшметов Андрей Сергеевич Шупашкар хулине автостоп мелӗпе кайма тухнӑ та ҫухалнӑ. Вӑл ҫӗртмен 28-мӗшӗнченпе телефонне тытмасть. Амӑшӗ пӑшӑрханса ӳкнӗ, полицие кайса заявлени ҫырнӑ.

Ҫӗртмен 28-мӗшӗнче Андрей амӑшӗ патне шӑнкӑравланӑ та машина тытса Шупашкар еннелле кайнине пӗлтернӗ. Унтанпа 20 ҫулти каччӑран хыпар ҫук. Вӑл килӗнчен икӗ эрне каялла тухса кайнӑ.

Яшметов Андрей 175 сантиметр ҫӳллӗш, хыткан кӗлеткеллӗ. Ҫӳҫӗ тӗттӗм, кӗске. Вӑл куҫлӑх тӑхӑнма пултарнӑ. Килтен кайнӑ чухне джинс шӑлавар, тӗттӗм кофта, хура карттус, ботинка тухӑннӑ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/58251
 

Хулара
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Шупашкар ҫуралнӑ кунне ҫурла уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче паллӑ тӑвать. Кӑҫал – юбилей, хула 550 ҫул тултарать. Кун пек шутласан уяв ҫурлан 18-мӗшне лекмелле.

Анчах кӑҫал уявӑн тӗп мероприятийӗсене урӑх куна куҫарӗҫ. Вӗсем ҫурлан 23-24-мӗшӗсенче иртӗҫ. Ку, ахӑртнех, «Вӗршӗнсем» пилотаж ушкӑнӗн графикӗ питӗ хӗсӗк пулнипе ҫыхӑннӑ.

Уяв мероприятийӗсем пӗтӗмӗшле илсен пӗр эрнене тӑсӑлӗҫ. Ҫурлан 17-мӗшӗнче лазер-ран тата акватлон енӗпе ӑмӑртусем иртӗҫ. Тепӗр кун – официаллӑ уяв, хула кунӗ. Шупашкарта фестиваль лапамӗсем ӗҫлӗҫ. Ҫурлан 21-мӗшӗнче хулан хисеплӗ гражданинне саламлӗҫ. Ҫурлан 22-мӗшӗнче асӑну хӑмисем, палӑксем патне чечексем хурӗҫ. Ҫурлан 23-мӗшӗнче «Вӗршӗнсем» килӗҫ.

Ҫурлан 24-мӗшӗ – тӗп уяв кунӗ. Ирхине ҫӑлтӑрпа хускану тӑвӗҫ. Кӑнтӑрла «Вӗршӗнсем» Атӑл ҫийӗн вӗҫме пуҫлӗҫ. Кун хыҫҫӑн хула техникин парачӗ пуҫланӗ. Ӑна 55 ҫул каялла хулара маршрута тухнӑ троллейбус ертсе пырӗ.

 

Республикӑра
Василий Кузьмин сӑн ӳкерчӗкӗ
Василий Кузьмин сӑн ӳкерчӗкӗ

Утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Фотографсен кунӗнче, республикӑри паллӑ фотокорсене сума сӑвас йӑлана Сергей Журавлев фотожурналист 5 ҫул каялла йӑлана кӗртнӗ. Ҫын умӗнче курнӑҫланас тӗллевпе мар. Чунӗ ыйтнипе. Кӑҫал унпа «Хыпар» издательство ҫуртӗнчи ӗҫтешӗсем те пулчӗҫ.

Карачурари 3-мӗш ҫӑва ҫинче ТАСС фотокорӗ Юрий Ананьев, ҫавӑн пекех Валентин Шемаровпа Виталий Исаев ӗмӗрлӗх канӑҫ тупнӑ, Карачурари 1-мӗш масар ҫинче — Иван Никифоров, Георгий Зиньков.

Сергей Витальевич кашни фотокорреспондент ҫинчен темччен каласа кӑтартма пултарать. Георгий Зиньков темле сӑпайлӑ трактористпа сысна пӑхакана та сӑн ӳкерӗнме ӳкӗте кӗртме пултарнӑ.

Явӑшри ҫӑва кивӗ мар пулин те тулсах пыни аван сисӗнет. Унтах Иосиф Дмитриев-Трер режиссер, Геннадий Большаков артист канлӗхне тупнӑ. Сӑмах май, хамӑн тӑван ял ҫыннин, Станислав Малютин профессорӑн, вил тӑпри патӗнчен те иртрӗмӗр. Ҫав масарта Юрий Дмитриева, Семен Игнатьева пытарнӑ. Шупашкар ҫывӑхӗнчи Ишлей ҫӑви ҫине те кӗрсе тухрӗҫ. Унта Шупашкар районӗнчи Ишекре ҫуралнӑ Александр Костин фотокора пытарнӑ (сӑнӳкерчӗкре).

 

Республикӑра
Алексей Гурьев
Алексей Гурьев

Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ кам пуласси паллӑ. Республикӑн влаҫ органӗсенн официаллӑ порталӗнче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ ведомствӑн ертӳҫин ҫумне палӑртмалли конкурс комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ларӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев ертсе пынӑ.

ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи сӑн ӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, конкурс комиссийӗнче ҫавӑн пекех финанс министрӗ Светлана Енилина, вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Кудряшов пулни паллӑ.

Конкурс комиссийӗ ҫӗнтерӳҫи тесе Алексей Юрьевич Гурьева палӑртнӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи кӗске хыпарта конкурса тата камсем хутшӑннине асӑнман.

 

Раҫҫейре

Чӑваш Енӗн тӗп хулине малтанхи летопиҫсенче асӑннӑранпа 550 ҫитнӗ тӗле ятарлӑ конверт пичетлесе кӑларма палӑртнӑ.

Конверт ҫинче Атӑл хӗрринче мӑнаҫлӑн сарӑлса выртакан хула — шурӑ Шупашкарӑмӑр — сӑнланӗ. Унтах уяв элемӗ вырӑн тупӗ.

Раҫҫей Почтин филиалӗнче — Федерацин почта ҫыхӑнӑвӗн республикӑри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, халиччен пулман ӳкерчӗклӗ конверта ҫурла уйӑхӗнче пичетлесе кӑларӗҫ. Шӑпах — хула кунӗ тӗлне. Конверта пурӗ 250 пин экземплярпа пичетлеме палӑртнӑ.

Раҫҫей Тӗп банкӗ Шупашкар 550 ҫул тултарнине халалласа укҫа кӑларнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Аса илтерер: кӗмӗлтен тунӑскер — 3 тенкӗллӗскер. Ун ҫине «550-летия основания г. Чебоксары» (чӑв. «Шупашкар 550 ҫул тултарнине халалласа») тесе ҫырса хунӑ.

 

Кӳршӗре

Чӑваш Енре кӳршӗри Чӗмпӗр облаҫӗнчен сысна какайӗ кӳрсе килме пӑрахӗҫ. Чӑваш Ен патшалӑх ветеринари служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак регионта Африка мурӗ йӑл илнӗ.

Чӗмпӗр облаҫӗнче сыснасем Африка мурӗпе чирленине палӑртнӑ. Ҫавна май унтан пирӗн республикӑна сысна какайӗ хальлӗхе илсе килмӗҫ.

Чӑваш Енре ку енӗпе лару-тӑру мӗнлерех-ха? Хальлӗхе сысна ферми тытакансен, ялсенче ҫак выльӑха усракансен пӑшӑрханмалли ҫук - пирӗн регионта кӑҫал Африка мурӗн чирне тупса палӑртман-ха.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/58243
 

Республикӑра
«Хаммер»
«Хаммер»

Муркаш районӗнчи Юнкӑ ялӗнче пурӑнакан Николай Ермаков хӑйне евӗр техникӑсем ӑсталать. Унӑн трактор, ял хуҫалӑх агрегачӗсем, эксклюзивлӑ машина пур. Тӗнче тетелӗнче ун пирки видео та выранҫтарнӑ. Ҫавна май Кулибина ялта кӑна мар, ют ҫӗршывсенче те пӗлеҫҫӗ. Ун пирки "Чӑваш Ен" ПТРК журналисчӗсем сюжет ӳкернӗ.

Тӗслӗхрен, пӗр трактора вӑл кивӗ «Жигулирен» тата «ГАЗ-51» машинӑран пуҫтарнӑ. Унӑн картишӗнче тухника туллиех ларать: ҫӗрулми кӑлармалли, ҫулмалли, вутӑ ҫурмалли агрегатсем… Николай ентешӗсене те пулӑшать: мӗн те пулин тумалла та тӑк техникине часах тапратать.

Николайӑн хӑйне евӗр машина пур. Ял ҫыннисем ӑна «Хаммер» теҫҫӗ. Вӑл ӑна хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑсен, тракторсен пайӗсенчен пуҫтарнӑ. Федераци ҫулӗпе пынӑ чухне ӑна ытти водительсем пиклеттесе хӑвараҫҫӗ.

Николай Васильевич хӑйӗн блогне, Ютуб каналне уҫнӑ. Унӑн виедороликӗсене нумаййӑн пӑхаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ӑста арҫын Шупашкарти Никольский ячӗллӗ колледжра студентсене вӗрентет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/58246
 

Республикӑра

Францире пурӑнакан Риет Фэст ҫемйи ҫул ҫӳреме юратать. Вӗсем Европӑран Азие кайма тухнӑ. Инҫе ҫул вӗсене Чӑваш Ене те илсе ҫитернӗ.

Ҫемье кустӑрмаллӑ ҫуртпа куҫса ҫӳрет. Ҫак кунсенче вӗсем Ҫӗрпӳ районӗ урлӑ иртсе кайнӑ. «Чӑваш Ен» наци телекуравӗн журналисчӗсем вӗсенчен интервью илсе юлнӑ.

Хрантсусен ҫулӗ ҫывӑх мар, тата нумай каймалла-ха. Килтен вӗсем икӗ ачипе пӗр уйӑх каялла тухнӑ. Каялла ҫулталӑкран ҫеҫ таврӑнма палӑртнӑ. Каласа хӑвармалла: ҫемье кунашкал инҫе ҫула пӗрремӗш хут тухнӑ.

Риет Фэст каланӑ тӑрӑх, вӗсем Парижран инҫе мар пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем тахҫанхи ӗмӗтне пурнӑҫлаҫҫӗ – Китай урлӑ кайса каялла Инди урлӑ килӗҫ.

Хрантсуссене пирӗн ҫӗршывра вӑрман, машинӑсем нумаййи тӗлӗнтернӗ. Вӗсен хӑйсен блогӗ те пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/58249
 

Страницӑсем: 1 ... 1773, 1774, 1775, 1776, 1777, 1778, 1779, 1780, 1781, 1782, [1783], 1784, 1785, 1786, 1787, 1788, 1789, 1790, 1791, 1792, 1793, ... 3925
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 738 - 740 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сирӗн ҫын машина пулманни пирки аса илме тивет. Эппин, сывлӑхӑра ытларах тимлӗр - суранланас, вӑраха кайнӑ чирсем йӑл илес хӑрушлӑх пур. Ҫавӑнпа кӑштах сахалрах ӗҫлеме тӑрӑшӑр, анчах пуҫлӑхпа ӑнланмманлӑх сиксе ан тухтӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурри вӗткеленӳллӗ пулӗ.

Ҫӗртме, 27

1935
90
Социализма тӑвас ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн Чӑваш АССРӗ Ленин орденне тивӗҫнӗ.
1940
85
Зайцев Алексей Иванович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1947
78
Дмитриев Иосиф Александрович театр режиссёрĕ çуралнă.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...