Культура
![]() Мускавра Чӑваш поэзийӗн каҫ иртӗ. Вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулинчи Национальноҫсен ҫуртӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗ. Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн правленийӗн ертӳҫи, «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗн редакторӗ Лидия Филиппова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, Мускаври ентешӗмӗрсемпе республикӑри паллӑ ҫыравҫӑсем тӗл пулӗҫ. Вӗсен йышӗнче, сӑмахран, Анатолий Кипеч, Светлана Асамат, Улькка Эльмен, Альбина Юрату, Светлана Гордеева, Ольга Васильева, Раиса Воробьева, Лидия Сарине, Елена Светлая, Владимир Мишшан, Дмитрий Суслин, Владислав Николаев тата ыттисем. Мускаври Чӑваш поэзийӗн каҫне Шупашкар хули йӗркеленнӗренпе 550 ҫул, Чӑваш автономийӗ 100 ҫул тултарассине халалланӑ. Культура марафонне пирӗн тӑрӑхри профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗ пуҫарнӑ. Мускаври Чӑваш поэзийӗн каҫне ирттерме ҫӗршывӑн тӗп хулинчи Чӑваш культурин пӗрлӗхӗ тата Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полпредстви пулӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Ен Республикӑн черетлӗ ҫуралнӑ кунне чаплӑн уявлама хатӗрленет. Ҫавна май Шупашкарта пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ ҫиччӗмӗш хут иртӗ. Вӑл Хӗрлӗ тӳремре ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 14 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Чӑваш Енӗн Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Акатуй хӑнисене хапӑл тунине кӑтартса хальччен пӗҫермен хуплу пӗҫерӗҫ. Пӗрремӗшенчен, вӑл кӗнеке евӗр пулӗ. Иккӗмӗшӗнчен, вӑл 300 килограмм тайӗ, тӑршшӗ вара 30 метрпа танлашӗ. Кукӑль-ҫӑмах пӗҫерекенсемшӗн капла пысӑк хуплу пӗҫересси пӗлтерӗшлӗ ӗҫ. Чӑваш Енри ӑстасем кукӑле темиҫе кун пӗҫерӗҫ. Чӑваш Енӗн Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Акатуй кунӗнче уяв хӑнисене тата унта хутшӑнакансене тутлӑ хуплупа хӑналӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Чӑваш Ен пики Турцинче иртнӗ «Мисс Аполлон 2019» (чӑв. Апполон пике 2019) ҫӗнтернӗ. Унта пирӗн республикӑри икӗ хӗр хутшӑннӑ. Ҫавсенчен пӗри — Шупашкарти коопераци институчӗн колледжӗн 1-мӗш курс студентки Валерия Игнатьева. Тӗнче шайӗнчи илем ӑмӑртӑвӗнче вӑл тӗп коронӑна тата «Аполлон пике 2019» ята тивӗҫнӗ. Конкурсра Турцинчи Дидим хулинче иртнӗ. Унта Раҫҫейри, Казахстанри, Беларуҫри, Сербинчи, Литвари, Грузинчи, Чехинчи, Узбекистанри тата Кӑркӑстанри 20 хӗр ӑмӑртнӑ. Шупашкарти коопераци институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Валерия маларах «Мисс Новочебоксарск — 2019» (чӑв. Ҫӗнӗ Шупашкар пики — 2019) конкурсра ҫӗнтернӗ. «Мисс Чувашия - 2019» (чӑв. Чӑваш Ен пики — 2019) ӑмӑртура вице-пике ята илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() «Русада» допинга хирӗҫ агентство Чӑваш Енре допинг правилисене пӑснӑ фактсене тупса палӑртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Усал хыпар утпа ҫӳрет теҫҫӗ те, ку сӑмах Раҫҫейри информаци агентствисемпе электрон кӑларӑмсем тӑрӑх самантрах сарӑлчӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев РБК информаци агентствипе калаҫнӑ чух «Русада» тӗпчевне ӗненмесӗртерех калаҫнӑ. Ҫакна вӑл хӑй нимӗнле тӗпчев материалне те курманнипе сӑлтавланӑ. Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче ӗнер брифинг ирттернӗ. Михаил Богаратов министр «Русада» агенствӑна тӗпчев ирттерме пулӑшассине ӗнентернӗ. Ӗнер каҫхине Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министертствин сайтӗнче асӑннӑ ведомствӑн спорт медицини енӗпе ӗҫлекен штатра тӑман специалисчӗн Арнольд Карзаковӑн комментарине вырнаҫтарнӑ. Допинг правилисене ҫул ҫитмен ачасем те пӑснӑ тесе РБК ҫырнине вӑл кӑмӑлсӑрланса вуланӑ-мӗн. Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн спорт медицинин врачӗсем ҫамрӑк «олимпиецсен» сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ, вӗҫӗмех медицина тӗрӗслевӗ ирттереҫҫӗ. Спорт тухтӑрӗсем хӑйсен квалификацине ӳстерсех тӑнине те палӑртнӑ. Ҫав вӑхӑтрах «Русада» агентствӑн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Маргарита Пахноцкая ТАСС информагентствӑна каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри спорт отраслӗн ертӳҫисемпе тӳре-шари валли планпа пӑхман семинар ирттерсех допинг пирки ӑнлантарса парасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Чӑваш Ен каллех чухӑн ҫемьесемпе палӑрнӑ. 2018 ҫула пӗтӗмлетсе танлаштарӑм хатӗрленӗ, ӑна РИА Рейтинг пичетленӗ. Чӑваш Енри икӗ ачаллӑ ҫемьесен ӗҫлесе илнӗ шалуран чи кирлине кӑна туянсан 18214 тенкӗ юлать. Пӗр ачаллисен вара кӑштах нумайрах – 26960 тенкӗ. Палӑртмалла: ҫулталӑк каялла Чӑваш Ен кунашкал танлаштарӑмра 60-мӗш йӗркене йышӑннӑ. Халӗ вара – 61-мӗш вырӑнта. Псков, Иваново облаҫӗсенчи, Кабарда-Балкарти ҫемьесем вара пирӗнтен те япӑхрах пурӑнаҫҫӗ-мӗн. Унта икӗ ачаллӑ ҫемьесен тупӑш укҫинчен чи кирлине туянсан 6-9 пин тенкӗ ҫеҫ юлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Шалти ӗҫсен министрӗн ҫӗнӗ ҫум пулӗ. Ведомство ӗҫченӗсене ҫӗнӗ ҫынпа паян паллаштарнӑ. Шалти ӗҫсен министрӗн ҫумне – ШӖМӗн следстви управленийӗн пуҫлӑхне юстици полковникне Александр Арапова ҫирӗплетнӗ. Хушӑва РФ ШӖМӗн пуҫлӑхӗ Владимир Колокольцев полици генералӗ алӑ пуснӑ. Александр Арапов Чита облаҫӗнче 1980 ҫулта ҫуралнӑ. Шалти ӗҫсен органӗсенче 2002 ҫултанпа ӗҫлеме тытӑннӑ. Малтан вӑл следовательте вӑй хунӑ. Палӑртмалла: ЧР шалти ӗҫсен министрӗн Сергей Неяскинӑн виҫӗ ҫум пур. Хӑй вара хальлӗхе отпускра-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республика кунӗнче пирӗн пата Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрӗсем килӗҫ. Вӗсем Хӗрлӗ лапамри сцена ҫинче концерт лартӗҫ. Кӑҫал Чӑваш Ен ҫыннисене уявпа саламлама Ирина Салтыкова, Виктор Рыбин тата Наталья Сенчукова ҫитӗҫ. Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ирина Салтыкова концерт лартӗ. Тепӗр кунхине, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Виктор Рыбинпа Наталья Сенчукова юрӑсемпе савӑнтарӗҫ. Концерт Хӗрлӗ лапамра 21 сехет ҫурӑра пуҫланӗ. Концерт вӗҫленсенех Пӗтӗм тӗнчери «Асамат» фейерверксен фестивалӗ пулӗ. Салют 22 сехет ҫурӑра пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ студенчӗ Игорь Гусев Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑксен проекчӗсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Вӑл унта «Ӳнерҫӗсем валли – професионаллӑ хатӗр» проект тӑратнӑ. Жюри унӑн ӗҫне пысӑк хак панӑ. Ҫапла майпа пирӗн ентеш 250 пин тенкӗ гранта тивӗҫнӗ. Игорь Гусев каланӑ тӑрӑх, кунашкал хатӗр-хӗтӗрпе вӑл ӳнерҫе вӗренекен мӗнпур студент валли мольберт тума пултарӗ. Ку вара пачах та урӑхла ӳкерӗксем тума май парӗ. Палӑртмалла: Игорь Гусев ЧППУн ӳнерпе музыка вӗренӗвӗн факультетӗнче ӑс пухать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Кирилл Нестерин РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ҫулсерен ирттерекен Пӗтӗм Раҫҫейри тухтӑрсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне Чӑваш Енри виҫӗ ҫын лекнӗ. Медицина реабилитацийӗн чи лайӑх тухтӑрӗ Хулари 1-мӗш клиника пульницин реабилитаци уйрӑмӗн заведующийӗ Кирилл Нестерин пулса тӑнӑ. Вӑл унта 2008 ҫултанпа ӗҫлет. «Чи лайӑх инфекционист» номинацире Республикӑри ӳтпе венерологи диспансерӗн дерматовенерологӗ Татьяна Иголкина ҫӗнтернӗ. Татьяна Николаевна 48 ҫулта. Хулари стоматологи поликлиникин стоматолог-терпевчӗ Нина Алексеева «Чи лайӑх стоматолог» ята тивӗҫнӗ. Вӑл ку тытӑмра 1995 ҫултанпа ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкартан Мускава ирсерен вӗҫекен ирхи хӑш-пӗр авиарейса пӗтерме йышӑннӑ. Шупашкарти аэропорт тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, рейссене пӗтерме «Nordwind» авиакомпани йышӑннӑ. Маларах туянса хунӑ билетсене тавӑрса парас, ылмаштарас ыйтупа «Nordwind» тата «PegasFly» авиакомпанисен хӗрӳ линийӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлме сӗнеҫҫӗ. Телефон номерӗсем ҫапларах: 8 (800) 222-48-44, 8 (800) 222-49-44. Маларах эпир Чӑваш Енре самолетпа ҫул ҫӳрекенсем йышланнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Шупашкарти аэропорт хӑйӗн пилӗк уйӑхри ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетнӗччӗ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, пассажирсен йышӗ кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче ҫулталӑк каяллахи ҫав тапхӑртинчен 50 процент нумайланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Социализма тӑвас ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн Чӑваш АССРӗ Ленин орденне тивӗҫнӗ. | ||
| Зайцев Алексей Иванович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дмитриев Иосиф Александрович театр режиссёрĕ çуралнă. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |