Кӳршӗре
![]() www.mordovmedia.ru сайтран илнӗ сӑн Ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче «Лиза Алерт» шырав ушкӑнӗ Чӗмпӗр облаҫӗнче пурӑнакан 14 ҫулти Анна Макаренкӑна шырани пирки хыпар вырнаҫтарнӑ. Хӗрача ҫурлан 27-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Паллах, ашшӗ-амӑшӗ кулянса ӳкнӗ, ӑна пӗр тӑхтамасӑр шырама пуҫланӑ. Юрать-ха, хӗрачана виҫӗ кунран шыраса тупнӑ. Вӑл Шупашкарта пулнӑ иккен. Хӗрача патне амӑшӗ тата тӑван мар ашшӗ Шупашкарти полицин ҫул ҫитменнисен пӳлӗмне килнӗ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ачана вӑрҫман. Аня Чӗмпӗрти вокзалта билет туяннине камера ӳкерме илнӗ. Вӑл унта каччӑпа пулнӑ. Хӗрачана шыраса тупма телефон та пулӑшнӑ. Вӑл амӑшӗн телефонне илсе ҫула тухнӑ, симка лартнӑ. Телефонӑн курупки ҫинчи кодпа вӑл ӑҫтине тӳрех шыраса тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре сунарҫӑсен феститвалӗ иртӗ. Кун пирки республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви пӗлтернӗ. Мероприятие республика шайӗнче уҫҫӑн ирттерме палӑртнӑ. Унта кирек кам та хутшӑнайӗ. Сунарҫӑсем ҫеҫ мар, туристсем те ҫитсе курайӗҫ. «Охотники Чувашии - 2019» (чӑв. Чӑваш Ен сунарҫисем - 2019) фествиале хутшӑнас тесен сунар билечӗ кирлӗ. Ӑмӑртура тӗрлӗ номинаципе тупӑштарӗҫ: кӑвайт чӗртес, шурлӑх урлӑ каҫас, каҫӑ урлӑ иртес, тӗл перес енӗпе. Пӗрремӗш пулӑшу парас енӗпе теори пӗлӗвне, сунарта апат-ҫимӗс пӗҫернине хаклӗҫ. Фестивальте сунар йыттисен, сунарта кирлӗ хатӗр-хӗтӗр куравӗсем ӗҫлӗҫ. Сӑн ӳкерӗнмелли лапамсем йӗркелӗҫ. Интерактивлӑ лапамсем ӗҫлӗҫ. Пултарулӑх ушкӑнӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ. Сунарҫӑсен фестиваль-конкурсӗ авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Йӑлӑмра 12 сехетре уҫӑлӗ. Сӑмах май, ку мероприятие ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑччӗ. Анчах тем сӑлтава пула ун чух вӑл пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Патӑрьел районӗнчи тата тепӗр ялта клуб тӑвасшӑн. Ку ӗҫе нумаях пулмасть тытӑннӑ ӗнтӗ. Клуба Тутар Сӑкӑт ялӗнче хӑпартаҫҫӗ. Унчченхи кивелнӗ иккен. Ҫавӑнпа та ял ҫыннисем тахҫанах ҫӗнӗ клуб пирки ӗмӗтленнӗ. Ӗҫе нумаях пулмасть пуҫланине кура подряд организацийӗн васкавлӑн тимлеме тивӗ. Апла пулин те вӑл Тутар Сӑкӑтенче пурӑнакансем Ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ клубра кӗтсе илессине шантарать-мӗн. Строительпе тунӑ килӗшӳре объекта кӑҫалхи раштавӑн 25-мӗшӗнче хута ямаллине палӑртнӑ. 150 вырӑнлӑх культура учрежденине хӑпартма тӗрлӗ хыснаран 15 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Вӑл шутран пысӑк пайӗ, 14 миллион тенки, — республика хыснинчен. Районти бюджетра 750 пин тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Юлашки ҫулсене илсен, клубсене Ыхра Ҫырминче тата Пайкилтре хӑпартса лартнӑ. Унсӑр пуҫне тепӗр ҫӗртисене юсаса ҫӗнетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Авӑн уйӑхне Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ачасене халалланӑ. Унта уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен пуҫласа 29-мӗшӗччен ача-пӑча спектаклӗсен «Для вас, дети!» (чӑв. Сире валли, ачасем!) фестивалӗ иртӗ. Ҫав тапхӑрта тӗрлӗ жанрлӑ ӗҫе пӑхса савӑнма май килӗ. Программӑра — музыка юмахӗсем, балет, мюзикл. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 12 сехетре А. Галкинӑн «Дюймовочка» музыка юмахне кӑтартӗҫ. Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 12 сехетре «Дитя и волшебство» (М. Равель) лирикӑлла фантазине курма пулать. Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 12 сехетре театр «Кентервильское привидение» мюзикла йыхравлать. Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 12 сехетре П. Чайковскин икӗ пайлӑ «Щелкунчик» балетне кӑтартӗҫ. Театрта пурне те кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() spzh.news/ru сайтран илнӗ сӑн Красноармейски районӗнчи Алманч ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне суд 10 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Хайхискер хыснана 150 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак пуҫлӑх юсаман ҫулшӑн укҫа тӳленӗ. ЧР прокуратурин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑмах Алманч ялӗнчи ҫулӑн пӗр пайӗ пирки пырать. Юсаман ҫулшӑн хысна укҫине тӳленӗшӗн пуҫлӑха явап тыттарнӑ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Суд ӑна 10 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкарта «Ваттисем валли - ача пахчи» ӗҫлет. Ватӑ ҫынна е сусӑра килте никампа та хӑварма ҫук-и? Эппин, ӑна ача пахчине илсе кайӑр. Вӑл унта кунӗпе тунсӑхласа лармӗ. Халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центр ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унта кун гимнастика тунинчен е уҫӑ сывлӑшра Скандинави мелӗпе утнинчен пуҫланать. Ватӑсем аталанмалли занятисене хутшӑнаҫҫӗ: тӑмран ӑсталаҫҫӗ, квиллингпа кӑсӑкланаҫҫӗ, вӗтӗ шӑрҫапа тӗрлеҫҫӗ. Ача пахчинчи пекех вӗсене апат ҫитереҫҫӗ, кӑнтӑрла выртса илме май параҫҫӗ. Ватӑсемпе психолог юнашарах. Кунашкал ача пахчи 8 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен ӗҫлет. Паянхи кун тӗлне унта 9 ватӑ ҫӳрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() cap.ru сайтри сӑн ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев отпускран тухнӑ. Паян, ҫурлан 31-мӗшӗнче, вӑл Совет Союзӗн Паттӑрӗ А.В.Кочетов ячӗллӗ Чӑваш кадет корпусӗнче пулнӑ. Унта халӗ хаккей центрне, стадион тӑваҫҫӗ. Элтепер строительство ӗҫӗсем мӗнле пынипе кӑсӑкланнӑ. Унта йӑлтах планпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пынине палӑртнӑ. Ҫитес эрнере рабочисем пӳлӗмсене отделка тума пуҫлӗҫ. Ӗҫсене ҫитес ҫул ҫу уйӑхӗнче вӗҫлемелле. Футбол уйне вара кӗҫех туса пӗтерӗҫ. Ҫанталӑк лайӑх тӑрсан футбол матчӗсем ҫитес эрнере пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() gazeta.ru сайтран илнӗ сӑн Чӑваш Енри усламҫа ултавҫӑсем шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнӑ. Хайхискер тимӗр бетон плитасем илме шутланӑ. Анчах ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет. Улатӑр хулинче пурӑнакан арҫын ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче тӗнче тетелӗнчи сайт урлӑ 13 тимӗр бетон плита саккас панӑ. Ҫав кун 11 сехетре вӑл 65 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах усламҫӑ, фирма ертӳҫи, тавара кӗтсе илеймен. Кӑштахран плитасем сутнине кӑтартакан пӗлтерӳ те ҫухалнӑ, сайт хупӑннӑ. Ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнлансан усламҫӑ полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн «Шупашкарти чи лайӑх муниципалитет ӗҫченӗ» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Финала 6 ҫын хутшӑннӑ, жюри вӗсенчен икӗ ҫынна икӗ номинацире палӑртнӑ: «Чи лайӑх наставник» тата «35 ҫула ҫитмен чи лайӑх ҫамрӑк специалист». Ҫӗнтерӳҫӗсене собеседовани пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн палӑртнӑ. Аслӑ ӑрурисен хушшинче Ленин район администрацийӗн ҫурт-йӗре шута илекен тата пайлакан пай пуҫлӑхӗ Светлана Строкач чи лайӑххи пулнӑ. Вӑл 21 ҫул ӗҫлет. «35 ҫула ҫитмен чи лайӑх ҫамрӑк специалист» номинацире хула администрацийӗн пайӗн специалист-эксперчӗ Денис Макаров палӑрнӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫӗнтерӳҫӗсене саламланӑ. Мала тухнисем республика шайӗнчи конкурса хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() tripadvisor.ru сайтран илнӗ сӑн Ку вырсарникун, Пӗлӳ кунӗнче, Шупашкарти «Ковчег» зоокӗтес пӗрремӗш класа каякансем валли парне хатӗрленӗ. Ҫак кун вӗсем ачасене зоокӗтесе тӳлевсӗрех кӗртӗҫ. А.Николаев ячӗллӗ парк авӑнӑн 1-мӗшӗпе кану программи хатӗрленӗ. Мероприятисем 12-15 сехетсенче иртӗҫ. Уяв концертпа пуҫланӗ, спорт секцийӗсем ӑсталӑхне кӑтартӗҫ. Кунсӑр пуҫне парнесем выляттарӗҫ, конкурссемпе лотерейӑсем ирттерӗҫ. 13 сехетре Пуканесен театрӗ «Заяц, лиса и петух» (чӑв. «Мулкач, тилӗ тата автан») музыка спектаклӗ кӑтартӗ. Пӗрремӗш класса каякансене вара (6-7 ҫулсенчи ачасем) «Ковчег» зоокӗтесе тӳлевсӗр кӗртӗҫ. Анчах малтан ҫуралнине ӗнентерекен свидетельство кӑтартмалла Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ. | ||
| Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |