Республикӑра
![]() Шупашкар округӗнчи «Атӑл» санаторие сутма тӑратнӑ. Ӑна «Авито» сайт урлӑ сутма лартнӑ. Объект харпӑрҫи – «Отделфинстрой» компани. Санаторие 260 миллион тенкӗпе сутма тӑратнӑ. Ҫӗр лаптӑкӗ – 65635 тӑваткал метр. Вӑл Шупашкартан 12 ҫухрӑмра Вӑрманкас ялӗнче вырнаҫнӑ. Палӑртмалла: санаторин 4 хутлӑ корпусне 1975 ҫулта ӗҫлеттерсе янӑ. 2022 ҫулта ӑна «Отделфинстрой» туяннӑ, унта реконструкци тунӑ, оборудование ҫӗнетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() vk.com/idhypar сайтри сӑн Шупашкарта иртнӗ «АвтоЛеди» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта хамӑр регионти тӗрлӗ округри хӗрарӑм водительсем хутшӑннӑ. «АвтоЛеди» ята Мария Петрова тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑна Ирина Захарова-Рахмина йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта вара – Александра Савельева. Водительсене ытти номинацире те палӑртнӑ. «Сарӑ ҫӳҫлӗ хӗр – руль умӗнче» номинацире Марина Айкина ҫӗнтернӗ. «Альянс-Авто» мисӗ» Настя Федорова пулса тӑнӑ. «Хускану пурнӑҫ» мисӗ ята Женя Артемьева илнӗ. «Автоҫул сасси» номинацире – Мария Антипова, «Гаишник ӗмӗчӗ» номинацире Оксана Антонова мала тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Контактри" сӑн Чӑваш Енри ача, 12 ҫулти Степан Скипин, каникула ту ҫинче ирттернӗ. Вӑл Казбек тата Эльбрус тӑвӗсене парӑнтарма шутланӑ. Казбек ҫине 4 пин метра хӑпарнӑ, Эльбрус ҫине – 4300 метра. Малалла каяйман – вӑйлӑ ҫил, япӑх ҫанталӑк чӑрмантарнӑ. Пӗлтӗр Степан ашшӗпе Эльбрусӑн хӗвеланӑҫ енне парӑнтарнӑ. Ун чухне 5642 метра хӑпарнӑ вӗсем. Степан – Раҫҫейре ҫакнашкал маршрута парӑнтарнӑ пӗрремӗш ача. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Чӗмпӗрте хальхи чӑваш алфавитне йӗркеленӗ Иван Яковлев тата унӑн мӑшӑрӗ Екатерина Бобровникова (вӑл Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн хӗрарӑмсен уйрӑмне 40 ҫул ертсе пынӑ) пирки фильм ӳкерме тытӑннӑ. «Иван и Екатерина. Победа на двоих» ятлӑ вӑл. Фильма грант укҫипе ӳкереҫҫӗ. Ун валли 1 миллион та 489 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Проект авторӗсем тепӗр 1 миллион та 509,7 пин тенкӗ хывӗҫ. Фильма Чӗмпӗр облаҫӗнче, Тутарстанра, Мускавра, Чӑваш Енре ӳкерӗҫ. Унӑн хӑтлавӗ 2025 ҫул пуҫламӑшӗнче иртмелле. Фильм авторӗ тата режиссерӗ - Наталья Цуканова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, пысӑк уявсенче Шупашкарта ретро-троллейбус ҫула тухать. Хула кунӗнче те вӑл маршрут ҫинче пулӗ. Ретро-троллейбус яланхи ҫулпа ҫӳрӗ: Трактор тӑвакансен проспекчӗпе «Университет» микрорайон таран. Вӑл 9 сехетрен пуҫласа 17 сехет те 57 минутчен ҫӳрӗ. Троллейбуса «Ӑслӑ транспорт» сарӑмра сӑнама пулать, ӑна 001Р тесе палӑртнӑ. Унта билет хакӗ ытти ҫӗрти пекех пулӗ: чӗрӗ укҫапа - 33 тенкӗ, карттӑпа - 29 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "Контактри" сӑн Чӑваш Ен спортсменки Алина Карлова велоспорт енӗпе тӗнче шайӗнче иртнӗ турнирта кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Чӗлепи облаҫӗнче иртнӗ ӑмӑртӑва Раҫҫейри тата Беларуҫри спортсменсем хутшӑннӑ. Алина медале «маунтинбайк – кросс-кантри – кӗске ҫаврӑм» дисциплинӑра ҫӗнсе илнӗ. 6,3 ҫухрӑма вӑл 23 минут та 35 ҫеккунтра парӑнтарнӑ. Палӑртмалла: Алина Карлова – Олимп резервӗсен Валерий Ярды ячӗллӗ 7-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать, вӑл – Раҫҫей спорт мастерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Контактри" сӑн «Раҫҫей миссисӗ» конкурса пирӗн ентеш Оксана Гаус хутшӑнасси пирки пӗлтернӗччӗ. Пӗтӗмлетӳсем паллӑ. Оксана конкурсра «Раҫҫей спорчӗн королеви» номинацире палӑрнӑ. Каласа хӑварар: Оксана Гаус – 43 ҫулта, 3 ача ӳстерет. Ҫавӑн пекех вӑл – ӑнӑҫлӑ коуч. Оксана 2022 ҫулта «Чӑваш Ен илем миссисӗ» пулнӑ, пӗлтӗр «Ҫулталӑк персони»/«Ҫулталӑк хӗрарӑмӗ» премие илнӗ. Питӗ хастар хӗрарӑм вӑл. Оксана ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, йӗтре тӗкес тата диск ывӑтас енӗпе Чӑваш Ен рекордсменки. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() viktoriafoto.ru сайтри сӑн Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре шӑши сив чирӗпе 57 ҫын чирленӗ. Ҫапла пӗлтерет Гигиена тата эпидемиологи центрӗ пӗлтерет. Танлаштармашкӑн, иртнӗ ҫул пирвайхи 7 уйӑхра 82 ҫын чирленӗ. Эппин, шӑши сив чирӗпе атӑракансен йышӗ 30 процент чакнӑ. Шӑши сив чирӗпе чирленисене 14 округра тата 4 хулара тупса палӑртнӑ. Анчах ҫынсем ушкӑнпах чирленӗ тӗслӗхсем пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Контактри" сӑн Шупашкар юбилейӗ ячӗпе Чӑваш Енри агропром тутлӑ локаци хатӗрлет. Ӑна Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ умӗнче вырнаҫтарӗҫ. Унта фермер продукцийӗсен палатки пулӗ: Ольга Кошелевӑн сырӗсем, Муркаш тӑрӑхӗнчи ҫырласем, Шупашкарти ҫӑкӑр пӗҫерекен 2-мӗш савут тата ытти те. Палатка «Пултарулӑх бальварӗ» лапамӗнче ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() visitvolga.ru сайтри сӑн Шупашкар хули 555 ҫулхи юбилейне паллӑ тума хатӗрленет. Анчах ҫӗршыври юлашки лару-тӑрӑва пула массӑллӑ мероприятисем пулӗҫ-и? Юбилея хатӗрленес енӗпе ӗҫлекен ушкӑн (ӑна Алексей Ладыков ертсе пырать) канашланӑ. Ҫапла йышӑннӑ: салют пулмӗ, Раҫҫей эстрада артисчӗн Шаманӑн концерчӗ иртӗ. «На связи» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Шаманӑн концерчӗ 20 миллиона яхӑн ларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |