Культура
![]() t.me/chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян пирӗн республикӑмӑрӑн тӗп хули хӑйӗн сумлӑ юбилейне, 555 ҫулхине, уявлать. Атӑлӑн акваторийӗнче 11 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен парус регати иртӗ. Хӗрлӗ тӳремре 11 сехетрен 11 сехет те 45 минутчен ҫӑлтӑрпа зарядка пулӗ. Унта, ҫак йӗркесен авторӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, хысна учрежденийӗсенче ӗҫлекенсене илсе тухӗҫ. 12 сехетре «Стрижи» (чӑв. Вӗршӗн) ушкӑнӑн авиашоувӗ пуҫланӗ. 12 сехет те 30 минутран 13 сехет те 30 минутчен симфони капеллин «Славься Шупашкар!» концерчӗ пулӗ. 15:00 — 20:00 сехетсенче Ленин проспектӗнче «Пултарулӑх бульварӗ» арт-проект ӗҫлӗ. 17:00 — 20:00 сехетсенче — чӑваш эстрада артисчӗсен концерчӗ пулӗ. 20:00 — 21:00 сехетсенче уяв ячӗпе сцена ҫине тӗрлӗ тӳрӗ-шара тухӗ. 21:00 сехетре ҫӗршыври паллӑ юрӑҫ, SHAMAN, сцена ҫине тухӗ. Унӑн концерчӗ 50 минута пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарӑн 555 ҫулхи юбилейӗ тӗлне Чӑваш кӗнеке издательстви кӗнеке-альбом кӑларнӑ. Вӑл - вырӑсла тата чӑвашла. Пӗтӗмпе - 44 страница. Кӗнеке авторӗ - географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Зоя Трифонова. Умсӑмаха тата хыҫсӑмаха Владимир Степанов ҫырнӑ. Ӳнерҫи - Наталия Орлова. Кӗнекере Шупашкарӑн историне 1469 ҫултанпа ҫырса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Олег Николаевӑн Телеграм-каналӗнчи сӑн Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, паян, Шупашкара 20 ҫӗнӗ троллейбус килсе ҫитнӗ. Вӗсем республика займ мелӗпе илнӗ 92 троллейбусран пӗрремӗшӗсем. Килсе ҫитнӗ транспорта Ҫӗнӗ Шупашкара панӑ. Ку спутник хулари транспорта ҫӗнетме ҫителӗклине пӗлтернӗ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен республикӑна автономлӑ майпа ҫӳрекен 72 троллейбус килсе ҫитмелле. Вӗсенчен 59-шӗ Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара ҫыхӑнтаракан 60-мӗш тата 61-мӗш маршрутсем ҫинче ӗҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() «Лиза Алерт» шырав отрячӗн сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре шыравҫӑсем 92 ҫулти кинемее шыраҫҫӗ. Роза Афанасьевна Андреева (Борисова) ятлӑ ватӑ Шупашкара пурӑннӑ. Анчах пӗр кунхине вӑл килӗнчен тухса кайса ҫухалнӑ. Ватӑ ҫын ӑҫтине ҫывӑх ҫыннисем авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнченпе пӗлеҫҫӗ. Кинемей ҫӗтни пирки «Лиза Алерт» шырав отрячӗн халӑх тетелӗнчи страницинче ҫӗркаҫ пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Телеграмри «Чувашский край» каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти «Каскад» суту-илӳ центрӗнчи пӗрремӗш хутра арт-объект вырнаҫтарма тытӑннӑ. Ку вӑл — Мускаври ВДНХри «Раҫҫей» куравра Чӑваш Ен элемӗ пулнӑ тухья. Хӗрӗн пуҫа тӑхӑнмалли хатӗр евӗр арт-объекта республикӑри чи маттур ӑстасем хатӗрленӗ. Суту-илӳ центрӗнчи тухья 6 метр тӑршшӗ пулӗ, 217 ҫутӑ элементӗнчен тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() chel.mk.ru сайтри сӑн Патӑрьелте 12 ҫулти арҫын ачапа шкултан таврӑннӑ чухне инкек пулнӑ. Совет урамӗнче пынӑ чухне ӑна килсӗр-ҫуртсӑр йытӑ тапӑннӑ. Чӗрчун арҫын ачана уринчен ҫыртса суранлатнӑ. Ӑна тухтӑрсем пулӑшнӑ. Ку пӑтӑрмах хыҫҫӑн Патӑрьел районӗн прокуратури вырӑнти администрацирен ачана кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн укҫа шыраса илме суда тавӑҫ тӑратнӑ. Судья тавӑҫа тивӗҫтернӗ, администрацирен ачан ҫемйи валли 10 пин тенкӗ шыраса илмелле тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫитес уйӑхра пирӗн республикӑна Пушкӑрт Республикинчи артистсем килӗҫ. Унти «Нур» театр пирӗн тӑрӑхра гастрольпе пулӗ. Ӗхпӳри патшалӑх театрӗ тутар театрӗ шутланать. Шупашкарта ҫав коллектив авӑн уйӑхӗн 26-28-мӗшӗсенче пулӗ. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче хӑнасем «Галиябану», «Там, где сбываются мечты» тата «Фатима» спектакльсем кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Дмитрий Краснов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарта вырнаҫнӑ «Машзавод» индустри паркӗ уйрӑм ҫыннӑн шутланать иккен. Кун пирки республикӑн экономика министрӗ Дмитрий Краснов «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Машзавод машиностроени тата металлообработка енӗпе специализациленет. Инвестици виҫи — 628 миллион тенкӗ. Ҫав суммӑран ҫур миллиарда яхӑн тенки —федераци укҫа-тенки. Индустри паркӗнче хальлӗхе 12 резидент ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш радиовӗн сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулин 555 ҫулхине халалласа «Общественное признание» (чӑв. Халӑх ырлавӗ) конкурс ирттернӗ. «Чебоксары — пишу и снимаю о городе» (чӑв. Шупашкар — хула ҫинчен ҫыратӑп тата ӳкеретӗп) номинацире Чӑваш радиовӗн сасӑ режиссёрне Алина Кузьминӑна та дипломпа чысланӑ. Вӑл Николай Мульянов ертсе пыракан «Столичный курьер» проектӑн сылтӑм алли тесе хыпарлаҫҫӗ хӗрарӑмӑн ӗҫтешӗсем. Программа Шупашкар тата Шупашкар ҫыннисем ҫинчен каласа кӑтартать. Вӑл радиопередача эфира 30 ҫул ытла тухать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() УФСИНра ӗҫленӗ Михаил Карпов пушартан ҫынсене ҫӑлнӑ. Вӑл Пӑрачкав округӗнчи Кудеиха ялӗ ҫывӑхӗнчен арӑмӗпе иртсе кайнӑ чухне ҫӑра тӗтӗм хӑпарнине асӑрханӑ. Вӗсем ҫав еннелле васканӑ. Ҫитсен хуралтӑсем ҫуннине, ҫулӑм ҫурт ҫине куҫса пынине курнӑ. Арҫын пӳрте кӗрсе 12-13 ҫулсенчи икӗ хӗрачана илсе тухнӑ. Тепре кӗрсен сӗрӗм сывласа тултарнӑ каччӑна урама кӑларнӑ. Килте вырӑнпах выртакан карчӑк та пулнӑ. Михаил унта виҫҫӗмӗш хут кӗрсе ӑна йӑтса тухнӑ. Кун хыҫҫӑн вӗсем ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ. Вӗсем ҫитнӗ тӗле ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.