Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗркаҫ 22 сехет те 3 минутра Шупашкар районӗнчи диспетчер тытӑмне Ишек ял тӑрӑхӗн территорийӗнче кӑмпаҫӑ ҫухални пирки хыпар ҫитнӗ. Вырӑнти район хаҫачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 1941 ҫулхи кӑмпаҫӑна тепӗр сехетрен шыраса тупнӑ. Арҫын халтан кайманнине, сывлӑхӗ те йӗркеллех пулнине кура ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухман.

Вӑрмана кайса ҫӗтсе ҫӳрес мар тесен хӑш-пӗр ансат правилӑна шута илни пӑсмӗ. Ал айӗнче компас пулмалла, хутпа кӑранташ та чикмелле, эмел те ҫумрах пултӑр. Шӑхлич, хунар, спичка чикме сӗнеҫҫӗ. Ҫӗҫӗ те ал айӗнче пултӑр. Ҫумӑр ҫусан шӑнса пӑсӑласран йӗпе яма тумтир илмелле. Ӑш хыпнине ирттерме шыв та кирлӗ. Пӗлмен-туман пысӑк вӑрмана кӗрсе кайиччен кайманни, мӗншӗн тесен кӑмпа тесе тем курса ларасси пулӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Мускав облаҫне контракт мелӗпе хӗсметре тӑнӑ салтак ҫӗртмен 13-мӗшӗнче тӑванӗсемпе ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Ҫав кун вӑл каҫхине амӑшӗ патне шӑнкӑравланӑ та урама уҫӑлма тухни пирки каланӑ. Кун хыҫҫӑн Владимиртан сас-хура пулман.

Тепӗр кунхине амӑшӗ патне полк командирӗ шӑнкӑравланӑ, ывӑлӗ чаҫре ҫукки пирки пӗлтернӗ.

Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче салтакӑн виллине ҫар чаҫӗнчен инҫех мар тупнӑ. Кӗлетки ҫӗрнӗ, анчах хӑйӗн ҫумӗнче ҫар удостоверенийӗ пулнӑ. 18 ҫулти каччӑ мӗнле вилнӗ? Следовательсем халӗ ҫакна уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/44760
 

Ҫурт-йӗр

Раҫҫейре те, Чӑваш Енре те хальхи вӑхӑтра ипотека проценчӗсем пӗчӗкленсе пыраҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян ирттернӗ канашлура ытти ыйтупа пӗрлех ипотека проценчӗсене те тишкернӗ. Ҫакна ӑнланма пулать. Ипотекӑпа усӑ куракансем мӗн чухлӗ ытларах, ҫурт-йӗр тӑвасси ҫавӑн чухлӗ ытларах аталанӗ.

Чӑваш Енри 42 банк кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра 9,3 миллиард тенкӗлӗх кредит панӑ. Кивҫен укҫана ҫынсем вӑтамран 16,7 ҫуллӑх илнӗ. Кашни ҫын вӑтамран — 1,5 миллион тенкӗлӗх.

Ипотека кредичӗн процент ставки пӗлтӗр вӑтамран 12,36 пулнӑ пулсан, кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче — 10,54%.

Банксенчен пӗри 7,4 процентлӑ кредит та сӗнет. Кивҫен иличчен тӳлемелли укҫа виҫине те банксем палӑрмаллах чакарнӑ. Вӗсенчен пӗри, акӑ, 5% кӑна хӑварнӑ.

 

Апат-ҫимӗҫ

«Чӑваш Енре туса кӑларнӑ апат-ҫимӗҫе тутан» - ҫакнашкал ятпа республикӑра гастрономи турӗ иртнӗ. Тӳрех палӑртмалла: кунашкаллине пӗрремӗш хут йӗркеленӗ.

Мероприятие ЧР Культура тата Экономика аталанӑвӗн министерствисем йӗркеленӗ. Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче иртнӗ тура республикӑри туроператор элчисем хутшӑннӑ.

Мероприятие Чӑваш Енри наци апачӗпе, культурипе паллаштарас, регионти туроператорсемпе рестараторсен хушшинче ӗҫлӗ ҫыхӑну йӗркелес тӗллевпе ирттернӗ. Шупашкарти ҫичӗ апатлану организацийӗ кулинари енӗпе ӑсталӑх класӗсем йӗркеленӗ. Мероприятие хутшӑнакансем наци ӗҫми-ҫимине тутанса курнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/44776
 

Раҫҫейре

Чӑваш Енӗн Информаци политикин, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви Чӑваш Ен ҫинчен ҫырма килӗшекен информаци агентствисене палӑртма конкурс ирттернӗ. Халӗ унӑн пӗтӗмлетӗвӗ паллӑ: пирӗн республика ҫинчен тӳлевлӗ ҫырма ТАСС тата «Россия сегодня» (чӑв. Паянхи Раҫҫей) информаци агентствисем килӗшнӗ.

Вӗсене республика хыснинчен 2 миллион тенкӗ тӳлӗҫ. Ҫакӑ Чӑваш Енӗн Информаци политикин, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви ирттернӗ конкурс хыҫҫӑн палӑрнӑ.

Информагенствӑсен тивӗҫлӗ материалсем тупса вӗсене пичете юрӑхлӑ хатӗрлемелле.

Укҫа илекен информаци агентствӑсен Чӑваш Ен пурнӑҫне ҫутатакан материалсене кашни уйӑхрах вырнаҫтармалла.

Икӗ енлӗ килӗшӳ вӑхӑчӗ кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗччен пырӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Ытти ҫулти ырӑ йӑлана малалла тӑсса кӑҫал та Шупашкарта кӑна мар, республикипех «Кӗр парнисем» ярмӑрккасем ӗҫлеҫҫӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркӑра республикӑн вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов хуласенче «Кӗр парнисем» ярмӑрккасем ӗҫлени пирки каланӑ. Анчах, Николай Коновалов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, хаксем пӗлтӗрхинчен самай пысӑкрах.

Хаксем мӗншӗн пысӑкраххине планеркӑра тишкермен-ха, анчах ӗҫҫине хӑвӑртлатмалли пирки калаҫнӑ. Ҫанталӑк паян уяр та, ыран темле пулӗ. Кӗркунне енне сарӑ хӗвеле кӗтсе лараймӑн. Вырмана хӑвӑртрах вӗҫлес тесен кӳршӗллӗ хуҫалӑхсен пушӑ вырма техникипе те ҫине тӑрса усӑ курмаллине палӑртнӑ.

 

Хулара
«Умка» фонд сӑнӳкерчӗкӗ
«Умка» фонд сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти чӗрчунсен хӳтӗлевҫисене килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсемпе кушаксене усрамалли пункт мӗнле ӗҫлени килӗшмест. Ҫавна май хастарсем ЧР прокурорӗ Василий Пословский ячӗпе петици ҫырнӑ. Унта «Забота» (чӑв. Тимлев) тулли мар яваплӑ обществӑпа, чӗрчунсене вӑхӑтлӑх усракан пунктпа, килӗшӗве маларах пӑрахӑҫлама ыйтнӑ.

Нимеҫӗсем (волонтерсем) каланӑ тӑрӑх, чӗрчунсем пунктран ҫӗртмен варринче ҫухалма пуҫланӑ. Ун чухне ӑна Вероника Култакова ертсе пыма тытӑннӑ. Хальлӗхе 30 ытла йытӑ ҫухалнӑ.

Петицире палӑртнӑ тӑрӑх, чӗрчунсене ҫитермеҫҫӗ, сиплемеҫҫӗ тата вӗсем валли хуҫа шырамаҫҫӗ. Пунктра хӑйсен вилӗмӗпе вилмен йытӑсемпе кушаксене тупма пуҫланӑ.

Ку ыйтӑва авӑнӑн 20-мӗшӗнче Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн комисси ларӑвӗнче те ҫӗкленӗ. «Заботӑна» ӗҫ ушкӑнӗ, унта должноҫри ҫынсем тата депутатсем кӗрӗҫ, тӗрӗслӗҫ.

 

Культура

Чӑваш Енри туризм пирки калаҫнӑ май республикӑри паллӑ журналист Андрей Иванов Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, архив ӗҫӗсен министрне Константин Яковлева ӳпкелени сисӗнет.

Аса илтерер, кӑҫал Куславккара дебаркадер вырнаҫтарманнине Чӑваш халӑх сайчӗ те пӗлтернӗччӗ. Пристане тытса тӑма ытти ҫул Куславкка район администрацийӗ укҫа уйӑрса пулӑшнине пӗлетпӗр-ха. Пӗлтӗр тата пристане юсама май килмен, ҫавна кура Шупашкарти юханшыв порчӗ культура министрне асӑрхаттарнӑ, анчах Константи Яковлев ҫырӑва хуравламан та имӗш.

Куславккари дебаркадера урӑх хулана илсе кайнӑ, кӑҫалхи ҫулла теплоходсем ҫӳренӗ тапхӑрта Куславкка туристсене йышӑнайман, ҫакӑ унта курма пыракансен шутне те витӗм кӳнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Паркри электроподстанци
Паркри электроподстанци

Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Арьитраж судӗнче республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствин ӗҫне пӑхса тухӗҫ.

Андрей Иванов журналист «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ӗнер ҫырнӑ тӑрӑх, ведомство «Энергосервис» компанипе судлашать. Вӑл предприяти Шупашкара 500 ҫул паркра тӑвакан «Этника Чӑваш Енӗ» кластер валли ҫутӑ кӗртнӗ. Анчах хайхин электроподстанцине икӗ хутчен ҫаратнӑ имӗш: пӗрремӗшӗнче — 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче 3,6 миллион тенкӗлӗх, иккӗмӗшӗнче — 2017 ҫулхи ака уйӑхӗнче 4 миллионлӑх. Министерство «Энергосервисран» 35 млн тенкӗ ыйтать иккен, унпа ӗҫ килӗшӗвне татасшӑн.

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков (парк хулара-ҫке) вара министерство малтан ӗҫе актпа йышӑннине, подстанцие кайран ҫаратнине пӗлтерни паллӑ.

Пӑтӑрмахлӑ лару-тӑрура кам айӑплипе кам тӗрӗссине суд палӑртӗ.

 

Республикӑра

Шупашкарта «Матильда» фильм проката тухнине хирӗҫлесе пикет ирттерме палӑртса хунӑ. Хула администрацийӗ апла тума ирӗ панӑ. Хастарсем Сосновка поселокне пуҫтарӑнӗҫ.

Алексей Учитель режиссер лартнӑ «Матильда» фильм православи тӗнне, нравственноҫа хирӗҫ, суя тесе хурлаҫҫӗ иккен хастарсем.

Фильма хурлакансен пикета Сосновкӑра авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче тухӗҫ.

Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, православи тӗнне ӗненекенсем хирӗҫ-тӑру акцине хула варринче ирттерме ыйтнӑ.

Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Шупашкарти общество хастарӗ Шупашкарти Ленин палӑкӗ умӗнче пикет тӑвассине пӗлтернӗччӗ. Юрий Шакеев ӑна пӗчченех йӗркеленӗ. Общество хастарӗ Ленин палӑкӗ умӗнче палаткӑра ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пурӑнма тытӑнассине пӗлтернӗччӗ. Унта вӑл тепӗр кун та, ҫу уйӑхӗн 23–24-мӗшӗсенче те кун кунласшӑн.

 

Страницӑсем: 1 ... 1999, 2000, 2001, 2002, 2003, 2004, 2005, 2006, 2007, 2008, [2009], 2010, 2011, 2012, 2013, 2014, 2015, 2016, 2017, 2018, 2019, ... 3618
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.