Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Вӗренӳ

Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Енре пурӑнакансем географие мӗнле пӗлнине тӗрӗслеме пултарӗҫ. Халӗ акцие ирттермешкӗн хатӗрленеҫҫӗ.

Ку акци Раҫҫейӗпех иртет. Кӑҫал вӑл виҫҫӗмӗш хут йӗркеленет. Ҫавӑн пекех географи диктантне ют ҫӗршывра та ҫырӗҫ. Вӑл вырӑнти вӑхӑтпа 12 сехетре пуҫланӗ.

Диктантра 30 тест заданийӗ пулӗ. Вӗсене виҫӗ блока уйӑрнӑ. Пӗрремӗшӗнче – терминсемпе географи ӑнланӑвӗсем, иккӗмӗшӗнче – карттӑпа ӗҫлесси, виҫҫӗмӗшӗнче ҫулҫӳревҫӗсене кун кӗнкинче тата илемлӗ хайлавсенче ҫырнӑ объектсене палӑртасси.

Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарта диктанта икӗ лапамра ҫыртарӗҫ: Чӑваш наци музейӗнче тата Республикӑри ача-пӑча вулавӑшӗнче.

 

Сывлӑх

Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти виҫӗ пульницӑра уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.

Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Республикӑри клиника онкологи диспансерӗн, Хулари клиника центрӗн тата Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницин тухтӑрӗсем пациентсене йышӑнӗҫ.

Республикӑри клиника онкологи диспансерӗнче уҫӑ алӑксен кунне сӗт парӗсемпе тата ӳтпе ҫыхӑннӑ ыйтусене халаллӗҫ. Малтанах ҫырӑнас тесен электронлӑ регистратурӑна кӗмелле. Хӑвӑрпа пӗрле анализсен пӗтӗмлетӗвӗ, полис тат паспорт пулмалла. Специалистсем ирхи 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен йышӑнӗҫ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта вара терапевт, пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ тата ансӑр специалист йышӑнӗ. 1-мӗш поликлиникӑра флюорографи тата маммографи пӳлӗмӗсем ӗҫлӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/44727
 

Хулара

Трактор тӑвакансен культура керменӗ хыҫӗнче парк мӗн ятлӑ пулӗ? Ун валли ят шыраса ятарласа сасӑлав ирттернӗ.

Онлайн-сасӑлав авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Финала вунӑ ят тухнӑ: Раҫҫейри ҫамрӑк патриотсен паркӗ, «Шупашкар» канупа культура паркӗ, Кадет рашчи, Кадетсен аллейи, «Патриот» парк, Шупашкарти кадетсен паркӗ, «Чӗрӗлӳ» парк, Ҫамрӑксен паркӗ (Парк молодежи), Ҫамрӑксен паркӗ (Молодежный парк), Ҫемье паркӗ.

Сасӑлава пӗтӗмлетнӗ. «Кадетсен рашчи» ят чи нумай сасӑ пухнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – «Шупашкар» канупа культура паркӗ, виҫҫӗмӗш вырӑнта – Кадетсен аллейи. Ҫапла парк Кадетсен рашчи пулӗ.

 

Республикӑра

Хӗрсем ҫапла майпа укҫа ӗҫлесе илме шухӑшланӑ ахӑртнех. Анчах ҫӑмӑл мел вӗсене ырри патне илсе ҫитермен.

Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан 16 ҫулти икӗ хӗре йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем мопед вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

28 пин тӑракан мопед кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнчех ҫухалнӑ. Вӑл Хӗрлӗ Чутай районӗн ҫыннин пулнӑ. Анчах мопед «ураланни» пирки вӑл полицие нумаях пулмасть ҫеҫ пӗлтернӗ.

Следстви вӑхӑтӗнче ҫакӑ тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ: мопеда 16 ҫулти икӗ хӗр вӑрлама пултарнӑ. Траснпорта хӗрсенчен пӗрин гаражӗнче тупнӑ. Ӑна вӗсем сӳтнӗ. Хайхискерсем пайӗсене, двигателӗпе кустӑрмисене, сутма ӗлкӗрнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/44718
 

Культура
«Куккуклӑ сехет» спектакль афиши. Марина Карягина сӑн ӳкерчӗкӗ
«Куккуклӑ сехет» спектакль афиши. Марина Карягина сӑн ӳкерчӗкӗ

Ҫак кунсенче Мускавра Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн гастролӗ пырать. Унта артистсем виҫӗ спектакльпе: «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун», «Куккуклӑ сехет», «Манра Пихампар чунӗ» — ятлисемпе кайнӑ. Ӗнер кӑтартнӑ Марина Карягинӑн «Куккуклӑ сехет» драмине курма «чӑваш артисчӗсен виҫӗ ӑрӑвне вӗрентсе кӑларнӑ профессорсем те» пынӑ. Кун пирки артистсемпе Мускава кайнӑ «Хыпар» хаҫат журналисчӗ Надежда Смирнова издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.

Щепкин ячӗллӗ театр аслӑ училищин профессорӗсем Татьяна Аносова тата Тамара Лякина спектакле те, артистсене те ырланӑ.

Татьяна Аносова, сӑмахран, Сергей Ивановпа Петр Садовникова хӑй вӗрентнине палӑртнӑ. Вӗсем пирки вӑл: «Маттур», — тесе каланӑ.

Ҫакна та аса илтерер: Ӗпхӳре тӗрӗк театрӗсен «Туганлык» пӗтӗм тӗнчери фестивалӗнче «Куккуклӑ сехет» спектакль лартнӑччӗ, «Чи лайӑх сценографи» номинацире Валерий Яковлев режиссера палӑртнӑччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/ru/node/25180
 

Хулара

Шупашкара 500 ҫул кану паркӗнчи тавралӑхпа киленмелли кӑшӑл хула ҫыннисемпе хӑнисене ӗнертенпе ҫӗнӗ сӑнпа кӗтсе илӗ.

Кӑшӑла техника тӗрӗслевӗ витӗр кӑлариччен ӑна ҫутатмалла тунӑ. Шупашкар хули Мускав район администрацийӗн сайтӗнче халӗ вӑл 16 миллион тӗспе вылянине ӗнентереҫҫӗ. Ҫынсене лармалли кабинӑсене те улӑштарнӑ, электродвигатель те ҫӗнни, аттракциона тытса тӑракан хатӗрсене ылмаштарнӑ.

Ӗнер кӑнтӑрла ярӑнмалли кӑшӑла ӗҫлеттерсе янӑ. 2779 модультен тӑракан, кашнине 12 тӗслӗ ҫутӑ диочӗ вырнаҫтарнӑ аттаракциона каҫхине ҫутатса пӑхнӑ.

Халӗ вӑл — ачасемпе ҫамрӑксене, аслисемпе ваттисене ярӑнмалли вырӑн ҫеҫ мар. Хулана илем кӳрекен кӑшӑл тесе те ҫирӗплетсех калама пулать. Каҫхине вӑл уйрӑмах илемлӗн курӑнса ларать.

 

Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхин грамматикипе пунктуацийӗ халӗ чӗлхеҫӗсене хӑйсене кӑна мар, чӗлхе пӗлӗвӗнчен чылай аякра тӑракансене те кӗнеке ҫырма хистет пулмалла. Салтавӗ те пухӑнса кайрӗ курӑнать. Вӑл е ку сӑмахсене пӗрле-уйрӑм ҫырмалли пирки ӗнтӗ темиҫе ҫул тупӑшатпӑр. Ял шкулӗсенче пӗр тӗрлӗ, университет-институтра тепӗр тӗрлӗ вӗрентеҫҫӗ, кӗнекисемпе хаҫат-журналӗнче тата урӑхла ҫыраҫҫӗ. Паллах, кун пек чухне вунҫуллӑхра пӗрре кӗнеке алла тытакан та тарӑхса кайӗ.

Ҫавӑнпах ӗмӗрӗпе вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ Леонид Андреев пенсие тухсан чӑваш чӗлхине тӗпчеме тытӑннӑ, хӑй валли псевдоним та илнӗ: Лесник.

Ҫак кунсенче «Ҫӗнӗ вӑхӑт» типографире унӑн иккӗмӗш кӗнеки «Чӑваш чӗлхин грамматики. Фонетикӑпа морфологи» ятпа кун ҫути курнӑ. Вӑл кун пирки Чӑваш халӑх сайчӗн пӳлӗмне хӑй килсе пӗлтерчӗ. Пушкӑртстанра ҫуралса ӳснӗ чӑваш унта, тӗпрен илсен, хальхи грамматика правилисене парахӑҫласа 1938 ҫулта хатӗрленипе усӑ курма сӗнет. Куславкка, пӑтавкка, лавкка сӑмахсенче икӗ к ҫырнипе мӗншӗн килӗшменнине уҫса парать.

 

Ҫул-йӗр

Шупашкарта ҫитес ҫул 36 ҫула юсама палӑртнӑ. Программӑна хӑш ҫулсем кӗнине палӑртнӑ. Хальлӗхе ку ҫирӗплетнӗ список мар-ха.

«Хӑрушсӑр тата паха ҫулсем» программӑпа килӗшӳллӗн 2018 ҫулта Шупашкарта 36,11 ҫухрӑм ҫула ҫӗнетӗҫ. Кун валли 800 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 70 миллион тенкӗ ытларах.

Хӑш ҫулсене юсамалли пирки ҫынсенчен ыйтнӑ. Авӑн уйӑхӗн варричен сӗнӳсене йышӑннӑ. Ҫак тапхӑрта электронлӑ майпа 127 сӗнӳ янӑ, 58 хутчен шӑнкӑравланӑ. Ҫынсем ытларах Граждан, Кӑкшӑм, Ленин Комсомолӗн урамӗсене, Трактор тӑвакансен проспектне, Лапсар, Склад, Монтаж тӑкӑрлӑкӗсене юсама сӗннӗ.

 

Республикӑра

Паян, авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, ирхи 3 сехет иртсен Шупашкар районӗнчи Хураҫырма ялӗнче пушар тухнӑ. Вут-ҫулӑмра Чӑваш Енӗн патшалӑхӑн телерадиокомпанийӗнче операторта ӗҫленӗ Александр Яковлев пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Саша Яковлева пӗлекенсем ун пирки ыррине ҫеҫ калаҫҫӗ пулӗ. Ашшӗсӗр ӳснӗскер пӗчӗкренех ӗҫе хӑнӑхнӑ. Аслӑ шкулта вӗреннӗ чухне те вӑл пурнӑҫ пиркиех шухӑшланӑ. Вакун пушатма каҫсерен ҫӳренине вӑл каласа пани те асрах.

Операторта ӗҫлеме пуҫласан та Саша пӗр вырӑнта ӗҫленипех ҫырлахман — укҫа тума тӑрӑшнӑ май хӑйӗн Турӑ панӑ пултарулӑхӗпе усӑ курса туйсемпе тӗрлӗ уявсенче фото- тата видео ӳкернӗ. Хӑйӗн студине те уҫнӑччӗ вӑл. «Калаҫма пӗлнинчен нумай килет. Ҫак стакана пӗри 10 тенкӗпе те сутаймасть, эпӗ 100 тенкӗпе ярӑнтарма пултаратӑп», — шӳтлесе те чӑнласа каланӑччӗ вӑл пӗринче.

Пушарта, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Саша малтан хӑйӗн ватӑ тӑванне илсе тухнӑ, амӑшӗ патне кӗрсен вӗсен тухма май килмен...

 

Хулара
Ҫӳллӗ ҫуртӑн макечӗ.
Ҫӳллӗ ҫуртӑн макечӗ.

Шупашкар архитекторӗсем хулари Карл Маркс урамӗнчи Суту-илӳ ҫуртне хирӗҫле лаптӑкра 26 хутлӑ ҫурт тӑвассине хирӗҫленӗ. Кун пирки вӗсем ӗнер, аван уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, хула строительстви енӗпе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗнче каланӑ.

Ҫӳллӗ ҫуртӑн строительствин проекчӗн докуменчӗсемпе килӗшӳллӗн, асӑннӑ лаптӑкра нумай функциллӗ ҫурт хӑпартмалла. Аялти хучӗсенче халӑха пулӑшу паракан предприятисем, темиҫе сийлӗ парковка, чи ҫӳлти хутра ресторан, ытти вара пурӑнмалли хваттерсем пулмалла. Анчах, архитекторсен шухӑшӗпе, кунашкал ҫурт хӑпартма ирӗклӗ вырӑн сахал, мӗншӗн тесен вӑл культура палӑкӗсен хӳтӗлев зонине те йышӑнма пултарать. Апла пулин те Евгений Тертышный тата Станислав Удяков архитекторсем строительствӑна хирӗҫ мар. Хула варринче пурӑнмалли ҫурт сахаллине, ҫавна май каҫсерен кунта ҫын сахал ҫӳренине палӑртнӑ вӗсем. Ку шухӑшпа Альфред Ибрагимов, Владимир Филатов, Александр Шевлягин и Елена Алипова архитекторсем пач килӗшмеҫҫӗ. «Ҫак ҫуртӑн Шалти ӗҫсен министерствин 14 хутлӑ ҫӗнӗ ҫуртӗнчен ҫӳллӗрех пулмалла мар», — хытарсах каланӑ вӗсем.

Хула администрацийӗн архитектурӑпа хула тӑвас енӗпе ӗҫлекен управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку строительство тӗлӗшпе татӑклӑ йышӑнӑва архитекторсем хула тӳри-шарипе пӗрле ирттернӗ канашра тӑвӗҫ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 2000, 2001, 2002, 2003, 2004, 2005, 2006, 2007, 2008, 2009, [2010], 2011, 2012, 2013, 2014, 2015, 2016, 2017, 2018, 2019, 2020, ... 3618
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.