Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура
Юрий Васильев
Юрий Васильев

Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗпе Чӑваш Енӗн культура министрӗ хушшинче ӑнланмалӑх сиксе тухнӑ. Ҫапла пӗтӗмлетме пулать коллективӑн пайташӗсем РФ Федераци Канашӗн ертӳҫин ҫумӗ, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров ячӗпе шӑрҫаланӑ ҫырӑва вуласан.

Унта Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ ҫитес ҫул 95 ҫул тултарассине пӗлтернӗ. «Юбилейччен ансамбль пурӑнса ҫитесси иккӗленӳллӗ», — тенӗ коллективпа пухӑнса хатӗрленӗ ҫырура. Унта Чӑваш Енӗн культура министрӗ халӑх инструменчӗсен ансамблӗ симфони оркестрӗнчен, балалайка фортепианӑран мӗнпе уйрӑлса тӑнине ӑнланман ҫын пек ҫавӑрттарса хунӑ. Константин Яковлев 2017 ҫул вӗҫенче ансамбль директорӗн тивӗҫне пурнӑҫлама Юрия Романько баяниста шаннине аса илнӗ. Халӗ министр ансамблӗн илемлӗх ертӳҫине Юрий Васильева хӗсӗрлет имӗш. Ӑна пысӑк пуҫлӑх ҫынсен умӗнчех мӗскӗнлетет, пуҫиле ӗҫ пуҫарассипе хӑратать, хӑй ирӗкӗпе ӗҫрен кайма заявлени ҫырма хистет-мӗн.

 

Республикӑра

Чӑваш Ен прокуратури пуҫарнипе пая кӗрсе хваттер туянакансем валли «хӗрӳ лини» ӗҫлеме пуҫланӑ. Улталаннӑ пайҫӑсем ятарлӑ номерпе шӑнкӑравлама е ҫырса яма пултараҫҫӗ. «Хӗрӳ лини» тунтикун-эрнекун 9-18 сехетсенче ӗҫлет. Унта ҫак номерпе шӑнкӑравласа ҫитме пулать – (8352) 39-20-47.

Килнӗ ҫӑхавсене малтан тӗрӗслеҫҫӗ, унтан прокурор кирлӗ мерӑсем йышӑнать. Прокуратура сайтӗнче интернет-приемнӑй те пур, унта ҫыру шӑрҫалама пулать. Вӗсене электронлӑ почтӑна йышӑнаҫҫӗ: prokur@cap.ru.

Ҫырура хута каякан ҫурт адресне, килӗшӳ реквизичӗсене, застройщик ятне, хӑвӑрӑн телефон номерне кӑтартмалла, тӗрӗслев ирттермешкӗн документсен копине ямалла.

 

Хулара

Шупашкарти арҫын эрехе пула шар курнӑ. Эрехпе минренӗ арҫын урама чӳрече витӗр тухнӑ. Хайхискер суранланнӑ, васкавлӑ медпулӑшу пульницине лекнӗ.

Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пӗлӗшӗ ҫак арҫынна хваттерте питӗрсе лартнӑ. Кӑштахран, 15 сехетре, Совхоз урамӗнче 16-мӗш ҫуртӑн чӳречи айӗнче ӳсӗрскере тупнӑ. Вӑл питӗрӗнчӗк алӑкран тухайман, ҫавӑнпа виҫҫӗмӗш хутран сикнӗ.

Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ. Тухтӑрсем арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫурӑм шӑммине хуҫнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/52590
 

Раҫҫейре

Кӑҫал утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Таджикистан ҫыннине 14 тата 15 ҫулсенчи хӗрачасене пусмӑрламасӑр ясар шухӑшне пурнӑҫланӑшӑн ҫирӗп режимлӑ колоние 2 ҫул ҫурӑлӑха ӑсатнӑ.

Анчах ют ҫӗршыв арҫынни хӑй айӑплӑ мар тесе шухӑшлать. Унӑн адвокачӗ приговорпа килӗшмесӗр ЧР Аслӑ судне аппеляци панӑ. Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, вӑл судра аппеляципе тухса калаҫнӑ.

Адвокат Таджикистан ҫынни айӑплӑ маррине ӗнентересшӗн пулнӑ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, аслӑ судья аппеляцие тивӗҫтерме хирӗҫленӗ. Приговор унчченхи пекех юлнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/52582
 

Республикӑра

Улатӑрта индустри паркӗ хута ярасшӑн. Ун патне ҫитмелли ҫулсен строительстви валли тендер пур ӗнтӗ. Ӑна патшалӑх закупкисен сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Кун валли укҫа та уйӑрнӑ: республика тата ҫӗршыв хыснисенчен пӗтӗмпе 27,5 миллион тенкӗ пама йышӑннӑ.

Техника заданийӗпе килӗшӳллӗн, парк патне пымалли ҫулсене Вӗрене урамӗ ҫумӗпе тӑвӗҫ. Ку ӗҫе кам пуҫӑнасси аукцион хыҫҫӑн паллӑ пулӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртӗ.

Аукцион ирттерсен ӗҫе пуҫӑнӗҫ. Вӑл икӗ тапхӑрпа иртӗ, 2019 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен вӗҫленмӗ.

Улатӑри ҫӗнӗ индустри паркӗнчи лапамра промышленноҫ предприятийӗсем вырнаҫӗҫ.

 

Хулара

Ҫул-йӗр полицийӗ лайӑх енне улшӑнать-ши? Ҫак ыйту тавра пуҫ ватса «Язык успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) ертӳҫи Алпарух (Александр) Блинов халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче паян ҫырнӑ.

Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ эрнере вӑл хӑйӗн кил-йышӗпе «Атӑл хӗррине хулари хӑйӑрлӑх патне» чупма кайнӑ. Ҫав кун пур парковкӑна Наци кросӗ иртнӗ май хупнӑ. Ӑна пӗлмен енне Алпарух пӗр вырӑнта машшинӑна хӑварнӑ. Ҫур сехетрен килӗп тесе шухӑшланӑ та чупса кайнӑ. Тепӗр 7-8 минутран телефонпа такам шӑнкӑравланӑ. «Ирхине 7.00-ре! Малтан тытас темерӗм, анчах пиллӗкмӗш хут шӑнкӑравланипе чӗнес терӗм», — ҫырса кӑтартнӑ вӑл. Унти сасӑ машинӑна тепӗр пилӗк минутран куҫармасан эвакуатор чӗнессине систернӗ. «Сире пула мана пуҫлӑхсем асӑрхаттарчӗҫ», — тенӗ ҫул-йӗр инспекторӗ. Унтан вӑл машинӑна хӑвӑртрах илсе кайма хушнӑ.

«Европӑра кӑна малтан асӑрхаттарма пултараҫҫӗ, Раҫҫейре яланах штраф ҫырса параҫҫӗ. Мӗн тӑвас, план... Хальхинче эп чӑнах та тӗлӗнсе кайрӑм. Ҫул полицийӗ улшӑнать-ши?», — тӗлӗннӗ Александр Блинов.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall1644710_5502
 

Республикӑра

Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Сиринче сирпӗтсе антарнӑ ҫар самолетӗнче чӑваш арҫынни, Канаш районӗнчи Григорий Зиновьев, пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Вӑл ҫын пирки ҫак самантра хӑш-пӗр ҫӗнӗлӗхе пӗлтӗмӗр.

Гриша (ун пирки Фейсбукра Олеся Руссакова тележурналист ҫавӑн пек ҫырнӑ) ашшӗсӗр ӳснӗ. Ҫемьери пӗртен-пӗр ача пулнӑ. Унӑн кукамӑшӗ Канашри педагогика колледжӗнче вӗрентнӗ. Ӑна студентсемпе педагогсем питӗ хисепленӗ. Гриша кукамӑшӗн тивӗҫлӗ мӑнукӗ пулнӑ. Ыттисем математикӑпа шкул программине шӗкӗлченӗ чух вӑл аслӑ математикӑна вӗреннӗ. Питӗ нумай вуланӑ, пиллӗксемпе ҫеҫ вӗреннӗ. Ташлама юратнӑ, спортпа туслӑ пулнӑ. Чӑнлӑхшӑн ҫуннӑ. Хӗрачасемпе тимлӗ пулнӑ, вӗсене хӳтӗленӗ.

 

Политика

Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнче ӗнер пуҫлӑхсем ылмашнӑ. Ҫук-ха, спикер мар. Парламентри партисенчен пӗрин, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» фракцин, ертӳҫине улӑштарнӑ. Асӑннӑ партин депутачӗсен лидерӗ пулма Альбина Егоровӑна шаннӑ. Вӑл — парламентӑн ертӳҫин ҫумӗ.

Альбина Егоровна — Шупашкар районӗнчи Апаш ҫынни. Унтах пурӑнать. Шупашкар район администрацийӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ. Унта вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗнче те тӑрӑшнӑ.

«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин фракцин ертӳҫинче малтан Вячеслав Рафинов пулнӑччӗ. Сӑмах май, вӑл та — Шупашкар район ҫынни.

«Социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫи пулнӑ май унта та ӗҫ ҫитет. Отставкӑна яма хам ыйтрӑм», — пӗлтернӗ Вячеслав Рафинов Александр Белова журналиста.

 

Культура

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне ертсе пыма Валерий Клементьева шаннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, вӑл Сарӑтури консерваторинче вӗреннӗ, Етӗрне районӗн хисеплӗ ҫынни.

Театрти черетлӗ сезона уҫнӑ чух вӑл сцена ҫине епле костюмпа тухнине тиркекенсем тупӑннӑ. «Чӑвашкино» киностудин тата электрон документацин архивӗн сектор пуҫлӑхӗнче ӗҫлекен Вероника Кочешкова Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, театр директорӗ сцена ҫине сцена тумтирӗпе тухнӑ имӗш. «Директор костюмне туянайман. Сцена гардеробӗнчине илме тивнӗ», — пӗлтернӗ Вероника Кочешкова.

«О, Турӑҫӑм», — тӗлӗннӗ тепри, республикӑри паллӑ журналист. «Йӑлтӑрккисене сӳтсе пӑрахнишӗн тав ту-ха», — йӗкӗлтешнӗн хуравланӑ малтанхи комментатор.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарти Пичет ҫуртӗнче ӗҫлекен ҫын Пичет ҫуртне ятлать. Хӑйӗн кӑмӑлсӑрланӑвне вӑл унти хуҫасене те систернӗ ӗнтӗ, те ҫук, анчах Фейсбукра ҫырса кӑтартнӑ.

«Пирӗн Пичет ҫурчӗ ҫапах та хӑрушла вырӑн. Тӗслӗхрен, унӑн кивӗ те ванса пӗтнӗ, чӗриклетекен лифчӗсемпе усӑ курмастӑп тесе хама ҫӗр хут та сӑмах панӑ. Сӑмахӑма чылай вӑхӑт тытнӑччӗ», — шӑрҫаланӑ Маргарита Красотина журналист.

«Советская Чувашия» хаҫат ӗҫченӗ лифтри пӑтӑрмаха тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ.

Унта вӑл ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа пӗр 10 минут таран пӗрремӗш хутран ҫиччӗмӗшне, унтан аялалла ҫӳренӗ иккен. Хӑйӗн ярӑнас килнипе мар паллах. Лифт кутӑнлашнӑран. Пулӑшу ыйтмалли кнопкӑна пусни те усӑ кӳмен. Кӑштахран лифт аранах чарӑннӑ та хӗрарӑм тухайнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2009, 2010, 2011, 2012, 2013, 2014, 2015, 2016, 2017, 2018, [2019], 2020, 2021, 2022, 2023, 2024, 2025, 2026, 2027, 2028, 2029, ... 3921
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сирӗн ҫын машина пулманни пирки аса илме тивет. Эппин, сывлӑхӑра ытларах тимлӗр - суранланас, вӑраха кайнӑ чирсем йӑл илес хӑрушлӑх пур. Ҫавӑнпа кӑштах сахалрах ӗҫлеме тӑрӑшӑр, анчах пуҫлӑхпа ӑнланмманлӑх сиксе ан тухтӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурри вӗткеленӳллӗ пулӗ.

Ҫӗртме, 23

1960
65
Шупашкарта В.И. Чапаев палӑкне уҫнӑ.
1983
42
Кошкин Исак Федорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...