Ял пурнӑҫӗ
![]() Красноармейски округӗнчи Ямайкасси ялӗнче пурӑнакансем пулӑшасса кӗтсе тӑман - тытнӑ та ӗҫе хӑйсемех туса хунӑ. Сӑмах - шыв башни пирки. Унта шыв башнин насосӗ ҫунса кайнӑ. Вырӑнти администраци ӑна пӗр-икӗ эрнерен кӑна туса пама пултарассине каланӑ. Анчах кун пек шӑрӑхра шывсӑр мӗнле пурӑнмалла? Пурин те ҫӑл ҫук вӗт. Ҫапла халӑх нимене пухӑннӑ. Арҫынсем кар тӑрса шыв башнине хӑвӑртах юсаса пӗтернӗ. Нимене отпуска канма килнисем те тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Контактри" сӑн Вера Сергеева мӗн те пулин ҫӗленӗ хыҫҫӑн юлнӑ пусма татӑкӗсене пӑрахмасть. Вӑл вӗсенчен те хӑйне евӗр илемлӗ япаласем ҫӗлет. Сӗтел ҫине ҫав татӑксене хурать те вӗсене мӗнле сыпӑнтармалли пирки шутлать. Ӑна ҫак ӗҫ питӗ килӗшет. Ҫавӑнпа вӑл нихӑҫан та тунсӑхламасть. Вера Сергеева ыттисене те юратнӑ ӗҫпе аппаланма сӗнет. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ку ҫынна питӗ хавхалантарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() don24.ru сайтри сӑн Шупашкарти сусӑр хӗрарӑм прокуратура пулӑшнипе кӑна хваттерлӗ пулнӑ. Вӑл чире пула ытти ҫынпа пӗр хваттерте пурӑнаймассине тухтӑрсен комиссийӗ ҫирӗплетнӗ. Анчах Шупашкар хула администрацийӗ уйрӑм кӗтеспе тивӗҫтерме васкаман. Прокуратура сусӑр хӗрарӑма уйрӑм хваттер пама ыйтса суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд ӑна тивӗҫтернӗ. Кун хыҫҫӑн сусӑра хваттер панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() kras.mk.ru сайтри сӑн Шупашкарти 28 ҫулти тухтӑр патне хӑйӗнпе ФСБ ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ ҫын шӑнкӑравланӑ та банкри ултавҫӑ-ӗҫченсене тытмашкӑн пулӑшма ыйтнӑ. Ҫамрӑк тухтӑр вӑл мӗн каланине туса пынӑ: кредитсем илсе укҫине «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарнӑ. Пӗтӗмпе - 1,5 миллион тенкӗ. Хайхискер тепӗр эрнерен кӑна укҫана никам та каялла тавӑрса памассине ӑнланнӑ. Тухтӑр полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() stroidomsait.ru сайтри сӑн Ҫӗмӗрле округӗнче йӗрке хуралҫисем тӗрӗслев ирттернӗ те саккуна пӑсса йӗркеленӗ свалкӑсем пуррине асӑрханӑ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле ялӗнчи Хыр, Чапаев тата ытти урамра, Ҫӗмӗрле хулинчи Пролетари урамӗнче йӑлари ҫӳп-ҫап, строительство ҫӳп-ҫапӗ, туратсем, курӑк купаланса выртнӑ. Кунсӑр пуҫне хӑш-пӗр ялта ҫӳп-ҫап контейнерӗ лартнӑ вырӑна тивӗҫлипе пӑхса тӑманнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() "Контактри" сӑн Хусанти пулӑҫа чӑннипех те ӑннӑ. Дамир 90 килограмм таякан ҫуйӑн тытнӑ! Пулӑ 2,5 метр тӑршшӗ. Дамир пулӑпа сӑн, видео ӳкерӗннӗ те ӑна каялла шыва янӑ. Вӑт ҫавӑн пек пулӑҫ вӑл - Дамир! Маттур! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Чӑваш Ен» ПТРК сӑнӳкерчӗкӗ 110 пин ытла чӑваш пурӑнакан Пушкӑрт ҫӗрӗнче мӗнпур ентеше пӗрлештерекен «Уяв» тӑваттӑмӗш хут иртни ҫинчен «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн журналисчӗ Алексей Енейкин эфирта хыпарланӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, «Авӑркас ҫӗрӗ чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан районсенчен пӗри шутланать. Унта кашни виҫҫӗмӗш ҫын чӑвашла калаҫать». Пушкӑртстанра тӑван чӗлхепех хаҫатсем тухаҫҫӗ, шкулта ачасем чӑвашла вӗренеҫҫӗ. Авӑркас районӗнче Чӑваш культурин центрне тума пуҫланӑ. Икӗ ҫулта пӗрре Уяв ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӗпреҫри интернат сӑнӳкерчӗкӗ Йӗпреҫри психоневрологи интернатӗнче пурӑнакан Андрей Григорьев ылтӑн алӑллӑ ҫын. Вӑл тӗрлӗ япала ӑсталаса хӑйӗн пултарулӑхӗпе ыттисене тӗлӗнтерет. Хальхинче арҫын кӳмеллӗ мотоцикл ӑсталанӑ. Ӑна вӑл йывӑҫран касса тунӑ. Пӗр-пӗр япалана касса кӑларма Андрей Григорьев чертёжсемпе усӑ курмасть. Йӑлтах — куҫ виҫипе. Апла пулин те унӑн япалисем те кӑткӑс та кӑсӑклӑ пулса тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер 56 ҫулти арҫын Ҫӗнӗ Шупашкартан инҫех мар Атӑлта пулӑ тытнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. Шыва кӗрсе чӑмнӑ та... тухайман. Ӑна ӗнерех шырама тытӑннӑ. Паян унӑн виллине тупнӑ. Ҫӑлавҫӑсем унӑн виллине Ҫӗнӗ Шупашкартан инҫех мар ҫыранран 200 метр аякра асӑрханӑ. Палӑртмалла: ҫулла пуҫланнӑранпа республикӑра 22 ҫын путса вилнӗ. Вӗсен йышӗнче - 3 ача. Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Етӗрне округӗнче 4 ача амӑшӗ путнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан 21 ҫулти хӗр ҫула май лартса каякан машина шыранӑ май мессенджерсенчен пӗринче ҫыру ҫырса янӑ. Кӗҫех унпа пӗри ҫыхӑннӑ. Пикене ҫав ҫын ятарлӑ каҫӑ ярса панӑ, ун тӑрӑх машинӑра вырӑн йышӑнса хума сӗннӗ. Асӑннӑ каҫӑпа иртсе хӗр хӑйӗн банк карттин даннӑйӗсене те кӑтартнӑ, кӗҫех карттӑ ҫинчи 15 пине яхӑн тенкӗ ҫухалнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн хӗр йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |