Республикӑра
![]() Прокуратура архивӗнчи сӑн Пӑрачкав округӗнчи арҫын ачисене хӗнесе пурӑнни, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки унччен хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: 43-ри арҫын 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи ака уйӑхӗччен 14-ри хӗрне тата 11 ҫулти ывӑлне пӗрре мар хӗненӗ. Ачасене урайне ӳкерсе пуҫӗпе урайне ҫапни те пулнӑ. Ҫитменнине, ашшӗ вӗсене киревсӗр сӑмахсемпе кӳрентернӗ. Ачасем каланӑ тӑрӑх, ашшӗ вӗсене нихҫан та ятран чӗнмен, прокурор тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн кӑна эрех ӗҫме пӑрахнӑ. Арҫынна суд тунӑ. Ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 3 ҫул та 8 уйӑхлӑха яма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Дмитрий Красновӑн телеграм-каналӗнчи сӑн Чӑваш Енре вырӑнти брендсен порталне ӗҫлеттерсе ярасшӑн. Кун пирки респулика вице-премьерӗ - экономика министрӗ Дмитрий Краснов каласа кӑтартнӑ. «Чувашия БлагоДарит» ятлӑ пулӗ вӑл. Чӑваш бренчӗсене пӗр платформӑна пухӗҫ. Вӗсем пирки кӗскен калани, ячӗ, каталогӗ пулӗ. Дмитрий Краснов каланӑ тӑрӑх, платформа маркетплейс пулмӗ, ҫавна май лавкка адресне е ссылкине кӑтартма сӗнеҫҫӗ. Министр бренд пирки каланине чӑвашла куҫарма сӗнет. Портала аталантарма вара ӑна акӑлчанла е китайла куҫарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Президент пепкелӗх центрӗн архивӗнчи сӑн Президент пепкелӗх центрӗнче ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 1601 ача ҫуралнӑ. Пӗтӗмпе 1561 хӗрарӑм ҫӑмӑлланнӑ. Ҫак тапхӑрта 755 хӗрача тата 846 арҫын ача кун ҫути курнӑ. Кӑҫалхи 6 уйӑх ҫурӑра Президент пепкелӗх центрӗнче 38 йӗкӗреш тата 1 виҫӗреш ҫуралнӑ. Виҫӗрешӗ Шупашкарти Анастасийӑпа Дмитрий ҫемйинче кун ҫути курнӑ: вӗсене Валерия, Кира тата Мария ят хунӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр республикӑра 1 виҫӗреш кун ҫути курнӑ. Вӗсем раштавӑн 30-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан Карэнпа Эльвирӑн ҫемйинче ҫуралнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ачасене Артем, Максим тата Вероника ят хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакан ачасем юлашки вӑхӑтра ултавҫӑсен капкӑнне час-часах лекеҫҫӗ. Ӗнер ҫеҫ ун пек тӗслӗх темиҫе тӗслӗх пулса иртнӗ. Патӑрьелте пурӑнакан ҫемье 11 ҫулти хӗрӗ телефонта чакаланнӑ хыҫҫӑн 300 пине яхӑн тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Ҫав ҫулти Ҫӗнӗ Шупашкар ачи ашшӗ-амӑшӗн счечӗ ҫинчен 13 пин тенкӗ вӑрлаттарнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ача ашшӗ-амӑшне 40 пинсӗр хӑварнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче ачасене телефонпа усӑ курнӑ чухне асӑрхануллӑ пулмаллине асӑрхаттарма чӗнсе калаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/mchs_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Кӳкеҫре тума пуҫланӑ ҫӗнӗ шкулта пушар тухнӑ. Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, унти ҫынсене, строительсене, урама кӑларнӑ. Пушар паян, утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, алхасма тытӑннӑ. Пушар сӳнтерекенсене инкек пирки 10 сехете те 2 минутра пӗлтернӗ. Ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнчи утеплитель ҫунма пуҫланӑ. Пушара алхасма паман, часах сӳнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Халӑх тетелӗнчи "Чӑваш Республики" пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи Валентин Харитонов — Чӑваш Енӗн спорт мухтавӗ. Кун пирки «Чӑваш Республики» паблик халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ. Арҫын ҫулне кура мар йӑрӑ. Вӑл Федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсем хушшинче чи маттур спорт ветеранӗ пулнине ҫирӗплетсе панӑ. Утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти «Амазони» этнокомплексра «Рекорд патне ҫул — 2024» ҫӑмӑл атлетика кросӗн регионсем хушшинчи ҫуллахи кубокӗ иртнӗ. Унта Федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионӗсенчи 300 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Валентин Ефимович 75-79 ҫулсенчи арҫынсем хушшинче 1000 метра чупса ылтӑн медале ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Халӑх тетелӗнчи "Чӑваш Республики" пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян, 2024 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енри 63 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрма шухӑш тытнӑ. Вӗсене дати илӗртнӗ. 24.07.2024 текен цифра илемлӗ тесе шухӑшланӑран хӑшӗсем шӑп та лӑп паян мӑшӑрланасшӑн. Тен, вӗсем ку цифра телей кӳрессе шанаҫҫӗ пулӗ. Сӑмах май каласан, кӑҫалхи кӑрлач-утӑ уйӑхсенче 2060 ҫӗнӗ ҫемье йӗркеленнӗ. Кӑҫал авланнӑ каччӑсенчен ытларахӑшӗ — 23-28 ҫултисем. Ҫемье ҫавӑрнӑ чи ҫамрӑк каччӑ 17-ре, чи асли — 83-ре. Хӗрсем 20-26 ҫула ҫитсен качча кайма васкаҫҫӗ. Кӑҫал ҫемье ҫавӑрнисенчен чи ҫамрӑкки 16-ра пулнӑ, чи асли — 76-ра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() pg21.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче пушар тухнӑ. Хваттерти хӗрарӑм тӑнне ҫухатнӑ, ӑна васкавлӑ пулӑшу кӳреккен служба ӗҫченӗсем урама йӑтса тухнӑ. Пушарпа кӗрешекенсем вут-ҫулӑма васкавлӑн сӳнтернӗ. Вырӑна пырса ҫитнӗ васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсем хӗрарӑма пулӑшнӑ хыҫҫӑн вӑл тӑна кӗнӗ. Кайран ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм пирус туртнӑ чух тимсӗр пулнӑ пирки диван хыпса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() 1sn.ru сайтр эи сӑн Шупашкарта пурӑнакан 59 ҫулти арҫын патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл медӗҫчен имӗш. Хайхискер медкарттӑна йӗркене кӗртмеллине пӗлтернӗ. Ҫапла вӑл телефон ҫине килнӗ кода пӗлтернӗ. Кӗҫех тепӗр ҫын шӑнкӑравланӑ, вӑл Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗн ӗҫченӗ имӗш. Хайхискер арҫынна пӗтӗм укҫине «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма хушнӑ. Вӑл итленӗ. Ку кӑна мар, арҫын машинине те сутнӑ. Укҫине палламан ҫынна куҫарса панӑ. Ҫапла вӑл 4 миллион ытла тенкӗ ҫухатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Контактри" сӑн Чӑваш Енри шкул ачи Карина Николаева Ҫурҫӗр Корейӑри «Сондовон» уйлӑха лекнӗ. Унта Раҫҫейри 250 ҫамрӑк кӗнӗ. Унта лекес тесен вара пысӑк конкурс витӗр тухмалла пулнӑ. Ҫурҫӗр Корейӑри ачасемпе пӗрле вӗсем «Раҫҫей кунне» тата «Корея кунне» паллӑ тӑвӗҫ. Ҫавӑн пекех спорт ӑмӑртӑвӗсем, пултарулӑх конкурсӗсем иртӗҫ. Ачасем ҫав ҫӗршыври паллӑ вырӑнсемпе, унти культурӑпа, историпе паллашӗҫ. Уйлӑх смени ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗччен пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |