Республикӑра
![]() Шупашкарти 49-мӗш вӑтам шкул сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри икӗ ҫынна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. Кун пек йышӑнӑва республика ертӳҫи утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ҫак шайри наградӑна Шупашкарти П.П. Хусанкай ячӗллӗ 49-мӗш вӑтам шкулӑн педагогне, «Донбасс доброволецӗсен союзӗ» общество организацийӗн регионти уйрӑмӗн ертӳҫи Сергей Николаев тата Чӑваш Енӗн ҫар комиссариачӗн тӗп специалистне-экспертне Артемий Репкин тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() darminaopel.ru сайтри сӑн Республикӑра Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсен кӑтартӑвӗсем лайӑх. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, 64 ҫамрӑк 68 экзаменра 100 балл пухнӑ. Чи лайӑх кӑтартусем ытларах Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Патӑрьел тата Вӑрнар муниципаллӑ округӗсенче пулни паллӑ. Тата ҫакна палӑртмалла: шкултан вӗренсе тухакансем физикӑпа, математикӑпа, литературӑпа, акӑлчан чӗлхипе ППЭре чи пысӑк балсем тӑтӑшах илме пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() okaygorod.com сайтри сӑн РФ Ӗҫлев министерстви ҫитес ҫултани чи пӗчӗк ӗҫ укҫин виҫине пысӑклатасшӑн. Ҫавна май саккун проектне хатӗрленӗ. Министерство 2025 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен чи пӗчӗк ӗҫ укҫин виҫине 22 пин те 440 тенке ҫитерме сӗнет. Ку хальхи виҫерен 16,6 процент пысӑкрах. Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра чи пӗчӗк ӗҫ укҫин виҫи 19 пин те 242 тенкӗпе танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ Ҫитес. 2025 ҫулта, Раҫҫейре пурӑнакансем ҫу уйӑхӗнче тӑватшар кун канӗҫ. Ҫакӑн пек проекта ҫӗршывӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви хатӗрленӗ. Ҫу уйӑхӗн 1-4-мӗшӗсенче тата 8-11-мӗшӗсенче канӗҫ. Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнче 11 кун кантарасшӑн: 2024 ҫулхи раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗ таран. Кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ӗҫе тухӑпӑр. Кун пирки РФ ӗҫ министрӗ Антон Котяков пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Эльвира Тимофеева халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш радиовне итлекенсенчен Эльвира Тимофеевӑна пӗлмен ҫын ҫук та пулӗ. Радиокӑларӑмсене вӑл хӑйӗн илемлӗ сассипе ертсе пырать. Чӑваш Ен Элтеперӗн хушӑвӗпе Эльвира Тимофеевӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят пама йышӑннӑ. Вӑл документа Олег Николаев Элтепер паян, утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Эльвира Владимировна – «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн радиовещани пайӗн пуҫлӑхӗ тата телевиденипе радиовещанин информаци тата тематика программисен службин пуҫлӑхӗн ҫумӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Лиза Алерт" сайтри сӑн Элӗк округӗнчи Питӗшкассинче пурӑнакан 74 ҫулти арҫынна виҫҫӗмӗш кун шыраҫҫӗ. Петр Егорович Васильев килтен утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Ӑна медпулӑшу кирлӗ. Вӑл килтен мӗнле тухса кайни паллӑ мар. «Лиза Алерт» шыравҫисем водительсене тимлӗ сӑнама ыйтаҫҫӗ. Тен, видеорегистратор ҫине пӗччен утакан старик лекнӗ? Мӗн те пулин пӗлсен ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52, Елена (Касатка) 89520203557, Наталия (Симба) 89196666680. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "Контактри" сӑн Пирӗн ентеш Мускаври футбол командинче выляса паларнӑ. Сӑмах - Ксения Корнилова пирки. Вӑл Шупашкарти «Спартак» спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Команда 15 ҫул тултарман хӗрсен хушшинче тупӑшнӑ. Ксенийӑн команди Мускав облаҫӗн командине 3:1 шутпа ҫӗнтерса мала тухнӑ. Палӑртмалла: Ксения футболпа тахҫанах кӑсӑкланать. Вӑл Дмитрий Терентьев тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() "Контактри" сӑн Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗнчи Хурамал ялӗнче пурӑнакан Николай Квасов кил-ҫуртне чӑн-чӑн юмаха ҫавӑрнӑ. Мӗн тери илемлӗ! Унӑн килӗ умӗнчен чарӑнса тӑмасӑр иртме ҫук. Николай Квасов - 76 ҫулта. Кил-ҫуртне илемлетнӗ эрешсене, кӳлепесене вӑл йывӑҫран касса кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ене кӑҫал туристсем ытларах килессе шанаҫҫӗ. «Чӑваш Ене килекенсен шучӗ ҫулран ҫул ӳссе пырать. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан паянхи куна ку кӑтарту 30 процент ӳснӗ. 2023 ҫулта пирӗн республика 800 пине яхӑн ҫынна йышӑннӑ. 91 пин хӑна 659 теплоходпа килнӗ. Кӑҫал 750-760 пӑрахут килессе шанатпӑр», — тенӗ регион ертӳҫи Олег Николаев. Чӑваш Енре юханшыв туризмӗ анлӑ сарӑлса пырать. Ҫулталӑк каялла пирӗн тӑрӑха «Метеор 120Р» кисле чарӑннӑ. Халӗ вӑл Шупашкара Чулхулапа, Чикмепе, Хусанпа тата Чӗмпӗрпе ҫыхӑнтарать. Унсӑр пуҫне Ҫынсем «Валдайпа» ҫӳреҫҫӗ. Билетсене икӗ эрне маларахах туянса пӗтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарти пӗр поликлиникӑра пушар тухнӑ. Вут-ҫулӑм Энгельс урамӗнчи поликлиникӑн 3-мӗш хутӗнче алхасма тытӑннӑ. Пушар утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 21 сехетре тухнӑ. Инкек вырӑнне пушар сӳнтерекен машинӑсем, васкавлӑ пулӑшу машини тата полицейскисем пырса ҫитнӗ. Пушара сӳнтерекенсем виҫҫӗмӗш хута вӑрӑм картлашкапа хӑпарнӑ. Вут-ҫулӑма часах сӳнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |