Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
В.Г. Родионов, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Шупашкар хули, Чӑваш Республики «Малалла, Яковлев патнелле!»: И.Я. Яковлев пултарулӑхне ҫӗнӗлле хак паниЭпӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ ҫулсенче, 1973 ҫултаччӗ пулас, аслӑ патриархӑмӑра халалланӑ юбилей пухӑвӗнче Кашкӑр Хуначи (Г.Н. Волков) ҫапларах чӗнсе каланӑччӗ: «Малалла, Яковлев патнелле!» Зал сӗрлесе кайнӑччӗ ун чухне, хӑшӗ-хӑшӗ ура ҫине тӑрсах кӑшкӑрашрӗ. Ҫак уяв хыҫҫӑн этнопедагогика никӗслевҫине хӗстерме те хистеме пуҫӑнчӗҫ, юлашкинчен Шупашкартан хӳтерсе ямах пултарчӗҫ. Ун чухне атеистсен саманиччӗ те, Яковлевӑн тӗн ҫинчен калани-ҫырнисене хура халӑхран пикенсех пытарма тӑрӑшатчӗҫ. Ҫав хушӑрах патриархӑмӑр ҫырнӑ уйрӑм йӗркесенчен политика пӗлтерӗшлӗ ялав-лозунг туса хытах вӗлкӗштеретчӗҫ, «аслӑ пиччемӗр» умӗнче (чӑннипе каласан, Мускавра ларакан влаҫри куккасен умӗнче) шанчӑклӑ йытӑ кӑмӑлне палӑртатчӗҫ. Паянхи кун иккӗмӗш хӑтланкаларӑшӗ улшӑнсах кайман пек туйӑнать-ха. |
Кӳршӗре
![]() Сергей Морозов Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпернаттӑрӗ Сергей Морозов В.И. Ленин ячӗллӗ премие тавӑрнӑ. Кун пирки вӑл паян Facebook-ри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. «Эпир хамӑр историнчи чи лайӑх пулӑмсене сыхласа хӑварса усӑ курасшӑн. Шӑп ҫавна пула паян эп Ленин премине тавӑрасси пирки пӗлтертӗм, «В.И. Ленин ячӗллӗ кӗпернаттӑр премийӗ ҫинчен» Хушӑва алӑ пусрӑм», — ҫырса пӗлтернӗ Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпернаттӑрӗ. Ленин премине 2020 ҫултан пуҫласа пилӗк ҫулта пӗрре парӗҫ. Ӑна пӗр-пӗр лауреат е ҫынсен ушкӑнӗ тивӗҫме пултарӗ. Чыславне ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Владимир Ильич Ленинӑн ҫуралнӑ кунӗнче ирттерӗҫ. Аса илтеретпӗр, Владимир Ильич Ленин юнӗнче чӑваш юнӗ те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шӑмӑршӑ районӗнче «Иван Яковлев – Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр» ятпа Яковлев вулавӗсем районти конкурс иртнӗ. Ӑна аслӑ вӗрентекенӗмӗр ҫуралнӑранпа 170 ҫул, Чӗмпӗрти чӑваш шкулне уҫнӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалланӑ. Конкурса 5—11-мӗш классенче вӗренекен ачасем тата 30 ҫула ҫитмен ҫамрӑксем хутшӑннӑ. Конкурса районти тӗп, Асанкассинчи, Пуянкассинчи, Пӑчӑрлӑ Пашьелӗнчи, Анат Чаткасри, Виҫпӳрт Шӑмӑршӑри, Кивӗ Чукалти, Карапай Шӑмӑршӑри, Чукалти, Хайпӑлари, Васанти вулавӑшсенчен 19 заявка ҫитнӗ. Конкурса хутшӑнакансен пултарулӑхне чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ, вулавӑш пуҫлӑхӗ тата вулавӑш ӗҫченӗ хакланӑ. «Илемлӗ сӑмах» номинацире Шӑмӑршӑри вӑтам шкулти Максим Чураков ҫӗнтернӗ, «Илемлӗ вулав» номинацире — Виҫпӳрт Шӑмӑри Анна Мульдиярова, «Инсценировка» номинацире — Васанти шкулта 6-мӗш класра вӗренекенсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Пӗтӗм чӑваш диктантне ҫыриччен шутлӑ кунсем юлчӗҫ. Орфографипе пунктуаци правилисене аса илтерсе ӗнер Чӑваш Енӗн вӗренӳ институчӗн пуху залне пуҫтарӑннӑ. Диктанта, сӑмах май, килте ларса ҫырма пулать.Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче унӑн текстне 13.00 сехетре Чӑваш наци радиовӗн 105 Fm тата 72,41 УКВ хумӗсем ҫинче, Чӑваш наци телевиденийӗн официаллӑ сайтӗнче (www.ntrk21.ru) тӳрӗ эфирта итлеме пулӗ. Диктант бланкне http://chgign.ru сайтра вырнаҫтарнӑ. Копьютерпа Word форматпа ҫырнӑ (наборланӑ) е алпа ҫырнӑ текста сканерпа кӑларса диктанта вуласа пӗтернӗ хыҫҫӑн 10–15 минут хушшинче ҫак адреспа йышӑнӗҫ: totalnyi2018@yandex.ru Кӑҫал Александр Артемьевӑн прозӑлла сӑввине ҫыртарассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() 32-мӗш маршрутпа ҫӳрекен водительсен машинине такамсем «Лента», «Бауман урамӗ», «Газопровод» чарӑнура кирпӗчпе пенӗ, «Форд Транзитсен» малти чӳречисене ҫӗмӗрнӗ. Пуҫтахсем маскӑпа пулнӑ. Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 35 ҫулти усламҫӑ, маршруткӑсене тытса тӑраканскер, полицие пырса заявлени ҫырнӑ. Оперативлӑ шырав мероприятийӗсем ирттернӗ хыҫҫӑн полицейскисем ҫак хурахла ӗҫ пуҫаруҫине тата ӗҫе пурнӑҫлакансене тупса палӑртнӑ. Вӗсем – 18-33 ҫулсенчи ҫамрӑксем. Унччен хайхискерсем йӗрке хуралҫисен аллине лекмен. Вӗсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Прокурор ыйтнипе виҫҫӗшне арестленӗ. Пуҫтахсене пысӑк штраф тӳлеттерме е ирӗксӗр 7 ҫул таран хӑварма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫанталӑк ӑшӑтрӗ, анчах нумайлӑха мар иккен. Чӑваш гидрометцентрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, эрне вӗҫӗччен ҫумӑрлӑ тата сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Сывлӑш температури нумайран та 9 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫил вӑйланӗ, ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ыран кӑштах уяр ҫанталӑк пулӗ, кӑнтӑрла вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Ҫӗрле термометр -3…+2 градус кӑтартӗ. Кӑнтӑрла 4-9 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун каҫхине ҫумӑр ҫӑвӗ, вӑл кӑнтӑрла та чарӑнмӗ. Ҫӗрле +3…+8 градус пулӗ. Кӑнтӑрла шӑматкунхи евӗр ҫанталӑк тӑрӗ. Тунтикун вара йӗпе юр ҫӑвӗ. Ҫӗрле те сивӗ пулӗ: -3…+2. Кӑнтӑрла та 4 градус таран ҫеҫ ӑшӑтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти ҫӑмрӑк мӑшӑр канма каймашкӑн путевка туяннӑ чухне шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ. Хайхискерсем ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче полици уйрӑмне ҫитсе пулӑшу ыйтнӑ. 34 ҫулти хӗрарӑмпа 37-ри арҫын Абхазире канма шухӑшланӑ. Вӗсем тӗнче тетелне кӗрсе Хура тинӗс хӗрринче вырнаҫнӑ пансионатра пӳлӗм тара пани пирки вуласа пӗлнӗ. Ҫамрӑк мӑшӑр ҫав ҫын патне шӑнкӑравланӑ, калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн ӑна 64 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ӑс кайран ҫеҫ пырса кӗнӗ ҫав. Укҫа куҫарнӑ хыҫҫӑн вӗсем ыттисем ҫав ҫын пирки мӗн ҫырнине вуланӑ. Ултавҫӑ иккен! Халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Полицейскисем асӑрхануллӑрах пулма ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() 2016 ҫултанпа Чӑваш Енре ҫичӗ культура ҫурчӗ ҫӗкленӗ. Кӑҫал вӗсен йышӗ тата пысӑкланӗ: тепӗр тӑватӑ клуб ҫӗклеме палӑртнӑ. Кӑҫал Элӗк районӗнчи Мӑн Шӗмшешре, Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑсра, Патӑрьел районӗнчи Ишлӗре тата Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче ҫӗнӗ культура ҫурчӗсем пулӗҫ. Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче вара клуба ҫитес ҫул ҫӗклӗҫ. ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак тӗллевпе 2018-2019 ҫулсенче республика хыснинчен 65,1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Кунсӑр пуҫне ялсенчи 33 культура ҫуртне юсама палӑртнӑ. Тепӗр 24 клуба ҫӗнетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫӗрпӳ районӗнче шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсене ҫӳрекен ачасем валли «Хунав» фестиваль-конкурс иртрӗ. Конкурса чылай ача пахчисем хутшӑнчӗҫ. Ачасем хӑйсен пултаруллӑхӗпе куракансене самаях тӗлӗнтерчӗҫ. Фестиваль-конкурс виҫӗ номинаципе иртрӗ: «Илемлӗ чӑваш юрри» — ачасем чӑвашла юрӑ юрларӗҫ. «Асамлӑ юмах тӗнчи» — ачасем пӗр-пӗр юмаха сценка евӗр чӑвашла лартса кӑтартрӗҫ. «Янра, сӑввӑм, хыттӑнрах» — ачасем сӑвва чӑвашла каларӗҫ. Жюри пайташӗсем Чурачӑк салинчи шӑпӑрлансем чи маттур пулнине палӑртрӗҫ. Кунта вырнаҫнӑ ача пахчи фестиваль-конкурсӑн пур номинацинче те ҫӗнтерме пултарчӗ. Ҫитес кунсенче вӗсем район чысне республикӑра хӳтӗлӗҫ. |
Культура
![]() Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» ҫамрӑксен литература клубӗ хӑйӗн ӗҫне малалла тӑсать. Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ольга Австрийская ҫамрӑк ҫыравҫӑ пултарулӑхне тишкерӗҫ. Ольга Иванова (чӑн хушамачӗ ҫавӑн пек) Чӑваш кӗнеке издательствинче илемлӗ литература редакторӗнче ӗҫлет. Литература клубне пыракансем Ольӑн «Чӑлах пуканисем» кӗнекине кӗнӗ хайлавӗсене тишкерӗҫ. Унчченхи тӗлпулусенчен пӗринче Арсений Тарасов ҫыравҫӑн, драматургӑн «Вӗлтӗртетсе вӗҫет сарӑ ҫулҫӑ» повеҫне, пуш уйӑхӗнче Юрий Скворцовӑн «Хӗрлӗ мӑкӑнь» повеҫне сӳтсе явнӑччӗ. Владислав Николаев ҫыравҫӑ тата журналист Фейсбукра тахҫанах ҫапла ҫырса хунӑччӗ: «Кӗнекинчи пур калавне те вулатпӑр, пур калавӗ пирки те калаҫма пултаратпӑр, кам хӑшӗн ҫинчен калаҫасшӑн». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |