Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем

Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Анаткас Хапӑс ялӗнче инкек пулнӑ. Унта 33 ҫулти арҫын пӗвере путса вилнӗ.

Хайхискерӗн виллине ҫыранран темиҫе метр аякра тупнӑ. Вӑл тумтирӗпех пулнӑ. Арҫынна ентешӗсем чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче юлашки хутчен курнӑ. Ҫав кун вӑл, асламӑшӗпе пурӑнаканскер, килтен тухса кайнӑ, ӑҫта каяссине никама та пӗлтермен.

Арҫын пӗверен инҫе мар пурӑннӑ. Ҫав кун пӗве пӑрпа витӗннӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын пӑр тӑрӑх утнӑ, анчах пӗр вырӑнта унӑн хулӑнӑшӗ йывӑрӑшне чӑтайман – вӑл шыв айне кайнӑ. Арҫыннӑн аллинче карас телефон пулнӑ.

Вилӗ ҫинче пусмӑрласа вӗлернӗ йӗр тупман.

 

Чӑвашлӑх

Паян — паллӑ поэтӑмӑр Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑ кунӗ. Ҫут тӗнчене вӑл 1899 ҫулта килнӗ. Ҫак кун Шупашкарти палӑк патӗнче яланах халӑх пухӑнать — чӑваш халӑхӗн хастарӗсем кӑҫал та ҫак лаптӑка пуҫтарӑнчӗҫ. Ҫамрӑксем те пурччӗ, тӳре-шара та.

Уява Валери Туркай халӑх поэчӗ ертсе пычӗ. Тухса калаҫакансен йышӗнче ЧППУ ректорӗ Владимир Иванов, паллӑ чӑваш поэчӗсем Раиса Сарпи, Юрий Сементер, чӑваш халӑх ҫыравҫи Анатолий Кипеч, ЧНК вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин, Петӗр Хусанкай ывӑлӗ Атнер Хусанкай тата ыттисем тухса сӑмах каларӗҫ. Чӗлхе ыйтӑвне те хускатрӗҫ — Мускав тӳри-шарисен политикипе килӗшменни пирки пӗлтерчӗҫ. Лапкӑ пурӑннӑ ҫӗртех ҫак ыйтӑва ҫӗклени халӑхсем хушшинчи хирӗҫӗве ҫӗкленине каларӗҫ. «Эпир вырӑс чӗлхине хирӗҫ мар, ҫапах та пирӗн тӑван чӗлхе халӑхӑмӑрӑн тӗп пуянлӑхӗ», — терӗ Валери Туркай.

Уява Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввине пӗрле вуланипе тата чечек хунипе вӗҫлерӗҫ.

 

Политика

Шупашкар хулин Ленин район судӗнче чӑваш парламенчӗн депутачӗн Сергей Семеновӑн тавӑҫне пӑхса тухнӑ. Ку хыпара «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм ӗнер хыпарланӑ.

«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗпе судлашни ӑна хӑй вӑхӑтӗнче парламентри тӳлевлӗ вырӑна хӑйӗнчен ыйтмасӑр лартнипе ҫыхӑннӑ. Аса илтерер, пӑтӑрмахӗ асӑннӑ партин парламентри фракцин ертӳҫине Игорь Моляеова ЧР Патшалӑх Канашӗнче ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерес теменнипе асӑннӑ партин тепӗр пайташне пукан панӑччӗ. Анчах Сергей Семенов укҫаллӑ вырӑна кӗрсе ларма килӗшмерӗ, ку йышӑну саккуна пӑсни пулать тесе суда ҫитрӗ. Парламентари шухӑшӗпе маларах тӳресем килӗшнӗччӗ.

Халӗ, ав, Сергей Семенов саккунсӑр йышӑнупа хӑйне кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗ тесе 200 пин ыйтнӑ. Суд депутатӑн ыйтӑвне тивӗҫтернӗ, анчах укҫа виҫине палӑрмаллах чакарса 10 пин хӑварнӑ.

Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя кӗменнине кура енсем аппеляци ҫӑхавӗ пама пултараҫҫӗ.

 

Республикӑра

«Шурӑ вилӗм» ӑҫта сутнине пӗлетӗр-и? Эппин, часрах ун пирки йӗрке хуралҫисене шӑнкӑравласа калӑр. Вӗсемпе ҫак номерпе ҫыхӑнма пулать: 8(8352)8-33-33. «Шанчӑк телефонӗ» анонимлӑ майпа та шӑнкӑравсене йышӑнать. Вӑл талӑкӗпех ӗҫлет.

Республикӑра та, Раҫҫейре те наркотикпа кулленех кӗрешеҫҫӗ. «Вилӗм ӑҫта сутнине пӗлтер» акцие кашни ҫулах йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал вӑл чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗччен иртӗ.

Акцие наркопритонсемпе, наркотикӑн саккунсӑр ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Йӗрке хуралҫисем ҫынсем айккинче юлмасса, вилӗм ӑҫта сутнине пӗлтерессе шанаҫҫӗ.

 

Республикӑра

ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем 2018 ҫул валли хысна пайланӑ. Ҫитес ҫул «Шупашкар» ҫар карапне, ӗҫрен кӑларнӑскере, Шупашкара ҫитермешкӗн укҫа-тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.

Карапа тӗп хулана илсе килесси пирки 2014 ҫултах калаҫма тытӑннӑ. Ун чухне Шупашкар мэрӗ Леонид Черкесов ӑна юханшыв портне лартса унта музей йӗркелеме шухӑш пуррине пӗлтернӗ.

Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вара РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев ФСБ карапа муниципалитет харпӑрлӑхне пани пирки хушу алӑ пуснӑ. Анчах ӑна республикӑн хӑй шучӗпе илсе ҫитермелле.

Карапӑн Питӗре хӑйӗн ҫитмелле, унтан ӑна буксира илӗҫ. Пӗр сехетре вӑл 3 тонна горючи расхутлать. Пӗтӗмпе 80 пин литр горючи кирлӗ. Карапа Шупашкара илсе килсе музей йӗркелесшӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45882
 

Политика

Чӑваш Енӗн патшалӑхӑн телерадиокомпанийӗ республика Элтеперӗпе ирттерекен «Приложение силы» (чӑв. Вӑй парса) кӑларӑма чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Ютуб» видеохостингра онлайн трансляци ирттерсе куракан патне ҫитерӗҫ.

Трансляци пулассине пӗлтернине комментариленисене, эфир пынӑ вӑхӑтра ҫырнисене те онлайн мелпе кӑтартнӑ чух сӳтсе явма палӑртнӑ.

Элтеперпе онлайн трансляци ирттерессине телерадиокомпани Фейсбукри хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.

Эфирта республика ертӳҫин Михаил Игнатьевӑн оппопенчӗсем шырав тата нимеҫӗ (волонтер) юхӑмӗсен хастарӗсем, ҫамрӑк усламҫӑсем тата патшалӑх служащийӗсем пулӗҫ.

«Приложение силы» кӑларӑм «Ютуб» видехостингра онлайн трансляци мелӗпе миҫе сехетре эфира тухассине телеканал каярах хыпарлама шантарнӑ.

 

Хулара

Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарать. Майӗпен хула уява хатӗрленме тытӑнӗ. Тӗп чӑрӑша хӑҫан лартасси те паллӑ.

20 метр ҫӳллӗш чӑрӑша яланхи пекех Республика тӳремне вырнаҫтарӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, ӑна раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне лартӗҫ.

Тӗп чӑрӑш 3164 туратран тӑрать. Кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, ӑна наци эрешӗсемпе илемлетӗҫ, тӗрлӗ калӑпӑшлӑ, ҫутатакан 60 ҫӑлтӑрпа капӑрлатӗҫ. Ҫӑлтӑрсем кӑнтӑрла та, каҫхине те илӗртӳллӗ курӑнӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсене ятарлӑ ҫутӑ пулӗ.

Пӗтӗмӗшле илсен, Шупашкар хулине раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Ҫӗнӗ ҫул сӗмӗпе капӑрлатӗҫ.

Аса илтерер: иртнӗ ҫулсенче Шупашкарти тӗп чӑрӑш пирки калаҫу нумай пулнӑччӗ. Чылайӑшне унӑн хакӗ килӗшмен: вӑл 6 миллон ытла тенкӗ тӑрать-ҫке-ха.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45888
 

Республикӑра

Республикӑри колонисенче ларакансене каҫарас ыйтӑва канашлура пӑхса тухнӑ. ЧР Элтеперӗ ҫумӗнчи комисси ларӑвӗ чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче юсанмалли 4-мӗш колонире иртнӗ.

Унта айӑпланнӑ 15 ҫыннӑн шӑпине пӑхса тухнӑ. 14-шне каҫарма хирӗҫленӗ. 15 ҫынран пӗрин ҫеҫ шанчӑк пур. Комисси пайташӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, айӑпланнӑ ҫак ҫын хӑй тунӑ преступленишӗн чунран ӳкӗнет, ӗҫре тата пурӑнакан вырӑнта ӑна лайӑх хаклаҫҫӗ. Колонире ирттернӗ чухне айӑпланннӑскер тӳрӗ ҫул ҫине тӑма тӑрӑшнине ӗнентернӗ.

Чӑнах та каҫарӗҫ-ши ӑна? Ку йышӑнӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӑвӗ. Анчах ун чухне те ку татӑклӑ йышӑну пулмӗ. Унӑн шӑпи РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн аллинче.

Палӑртмалла: Президент сайра хутра ҫеҫ айӑпланнисене каҫарать. Юлашкинчен вӑл Украинӑри ҫар служащийне Надежда Савченкӑна каҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45894
 

Хулара

Шупашкарта «Ҫӗнтерӳ» паркӗнчи Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм мӗншӗн сӳннӗ? Ҫулӑм ялкӑшма пӑрахнине иртен-ҫӳрен асӑрханӑ.

Шупашкарта пурӑнакан Михаил «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл «Ҫӗнтерӳ» асӑну паркӗнче ҫур ҫӗр иртни икӗ сехетре уҫӑлса ҫӳренӗ. Шӑп ҫавӑн чухне вӑл Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм ҫунманнине асӑрханӑ.

Ҫав кун ҫил вӑйлӑ пулнӑ, ҫеккунтра 14 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Шупашкарти «ЖКХ управленийӗ» ҫулӑм сӳннине ҫакӑнпа ҫыхӑнтарать. Синоптиксем асӑрханма сӗннине, ҫил кассӑн-кассӑн вӑйланассине эпир те сайтра ӗнер пӗлтернӗччӗ.

Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм каллех ялкӑшать. Ӑна тепӗр кунхинех чӗртнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45903
 

Культура

Фонограммӑпа юрлакансене «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Киремет tv» ушкӑнра арҫын ачаран тӗслӗх илме сӗннӗ. Хӑйӗн ятне пытарса Шӗвӗртӳк аппа тесе ҫыракан ҫав этем ҫапла ҫавӑрттарнӑ: «Пустуях калаҫҫӗ: куракан фонограмма плюспа юрланине йӗркеллӗ пулӑм евӗр йышӑнать, хӑнӑхрӗ тесе. Ҫакна хирӗҫлес килет. Ҫынсем искусствӑллӑ хӑтланусенчен йӑлӑхрӗҫ, вӗсем чӑн-чӑннине курасшӑн. Полина Борисовӑн концертӗнче эпӗ хам асӑрхарӑм ҫакна.

Полина ашшӗпе пӗрле номер хатӗрленӗ. Раҫҫей культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Геннадий пичче купӑс каласа хӗрӗпе пӗрле халӑх юррине шӑрантарчӗ. "Ҫапла мӗн пӗчӗкрен аттепе пӗрле юрласа ӳснӗ эпӗ", - аса илчӗ Полина. Вӗсене зал тӑвӑллӑн алӑ ҫупрӗ. Чи лайӑх номер пулчӗ вӑл маншӑн. Патреккелтен ҫитнӗ фольклор ушкӑнне те лайӑх йышӑнчӗ куракан. Полинӑн ывӑлӗ Максим, амӑшӗн пӗр концертӗнчен те юлманскер, хальхинче «Кампур» юрра шӑрантарчӗ. Хӑйсене чӑваш эстрадинче ят-сум ҫӗнсе илнӗ тесе шутлакан юрӑҫсене ҫак арҫын ачаран тӗслӗх илме сӗнес килет: Максим пек чӗрӗ сасӑпа юрлӑр! Вара сирӗншӗн те алӑ ҫупма ӳркенмӗҫ».

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-152154786_936
 

Страницӑсем: 1 ... 2252, 2253, 2254, 2255, 2256, 2257, 2258, 2259, 2260, 2261, [2262], 2263, 2264, 2265, 2266, 2267, 2268, 2269, 2270, 2271, 2272, ... 3919
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.06.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ушкӑнран уйрӑлса лидер пулас килӗ. Плансене пурнӑҫлам, хӑвӑр палӑртнӑ ҫулпа утма тӑрӑшӑр. Халӗ палӑртнине пурнӑҫлама шӑпах лайӑх вӑхӑт. Юратнӑ ҫынна тимлӗх ытларах уйӑрӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринчеч романтикӑллӑ тӗлпулу пулӗ тен.

Ҫӗртме, 18

1893
132
Евдокимов Николай Евдокимович, xӑваш юптаруҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1911
114
Белов Михаил Михайлович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1973
52
Славолюбова Зоя Сергеевна, журналист, хӗрарӑмсен совет юхӑмне йӗркелекенни вилнӗ.
2020
5
Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Республикин иккӗмӗш президенчӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...