Пӗлтерӳ
![]() Чӑваш халӑх сайчӗ укҫа-тенкӗ пухма «Ниме-купонсем» кӑларчӗ. Вӗсем 100, 200, 300 тата 500 тенкӗлӗх. Ниме-купонсене туянма питӗ ҫӑмӑл: «Спонсорлӑ пулӑшу» текен вырӑнта «+100», «+200», «+300», «+500» каҫӑ ҫине пусмалла та сире тӳрех тӳлев форми ҫине ярӗҫ. Тӳлеме вара темле май ту пур: электронлӑ енчӗксенчен те, карточкӑсенчен те, телефонсенчен те. Ята пӗлтерсен сирӗн хушамат спонсорсен списокӗнче пулӗ. Пӗтӗм пухӑннӑ укҫана эпир сайта тӗрлӗ енчен аталантарма ярӑпӑр — конкурссем ирттерме, проектсене тӗкӗ пама. Сӑмах май, сайта тытса тӑма хальхи вӑхӑтра эпир уйӑхсерен 20 пин тенкӗ ытла тӑкаклатпӑр. |
Онлайн
Культура
![]() Чӑваш халӑх сайчӗ хӑйӗн черетлӗ онлайнне ирттерме хатӗрленет — хальхинче эпир «Асам» кинофестиваль уҫнине ҫутатӑпӑр. Асаилтеретпӗр, вӑл ыран, 18 сехетре пуҫланӗ. Ҫур сехет маларах килес пулсан киноплакатсен конкурсӗпе паллашма май пулӗ. Енчен те малтанхи ҫулсенче кинофестиваль наци вулавӑшӗнче иртетчӗ пулсан кӑҫал вӑл «Ҫеҫпӗл» кинотеатр ҫуртӗнче тӗпленӗ. Аçтахар Плотников19:05
Ҫакӑнпа хамӑр онлайна вӗҫлетпӗр. Пурне те кинофестивальти ӗҫсемпе паллашма йыхравлатпӑр Аçтахар Плотников19:04
Халь «FUGA» фильм пуҫланчӗ. Аçтахар Плотников19:02
Хлопушкӑпа шаплатса кинофестиваль уҫӑлчӗ тесе пӗлтерчӗҫ. Ултиар Цыпленков шаплаттарчӗ. Аçтахар Плотников19:00
Кинематографсен ретне Александр Шумов хушаматлине илчӗҫ. Аçтахар Плотников18:59
Шупашкарта Тани Юнпа Максимов Кошкинский ячӗллӗ урамсем 2018 пуласса шанса каларӗ. Аçтахар Плотников18:54
Голливудра 1926-мӗш ҫулсенче пирӗн ӗҫсене алӑ ҫупнӑ терӗ. Аçтахар Плотников18:53
Халь жюри председателӗ Олег Цыпленков сӑмах калать. Аçтахар Плотников18:52
Жюри членӗсемпе паллаштарчӗҫ. Аçтахар Плотников18:49
Сцена ҫинче "Янтал" ушкӑн. Вӗсем кӳршӗри музыка училищинчен. Аçтахар Плотников18:44
Конкурса хутшӑнакан фильсемпе паллаштарчӗҫ. Кӑсӑклисем чылай. Аçтахар Плотников18:43
//шел те ҫыхӑну кунта сӑнсем ярсах тӑма памасть. Аçтахар Плотников18:42
Халь конкурса хутшӑнакан ӗҫсемпе паллаштараҫҫӗ. Аçтахар Плотников18:42
ЧНК президенчӗ сӑмах каларӗ. Аçтахар Плотников18:35
Виктор Горбунов, Шупашкар хулин ертӳҫӗ ҫумӗ сӑмах калать. Аçтахар Плотников18:32
Сцена ҫине "Янташ" ушкӑн тухрӗ. Ертӳҫи: Анатолий Никитин композитор. Аçтахар Плотников18:30
Ултиара пысӑк тав сӑмахӗ каларӗ, Михаил Игнатьева та. Аçтахар Плотников18:26
Малтанхи ҫулсенче кинофестивале нумайӑшӗ шанманччӗ терӗ, паян вара залра ларма вырӑн ҫук терӗ. Аçтахар Плотников18:25
Константин Яковлев сӑмах калать. Аçтахар Плотников18:16
Ку лента "История чувашского кинематографа ятлӑччӗ" пулас. Аçтахар Плотников18:10
Тани Юна кӑтартаҫҫӗ. Кивӗ лентӑна. Аçтахар Плотников18:02
Залта чӑн та вырӑн сахалрах. Аçтахар Плотников17:59
К. Яковлев телеканалсене интервью парӗ те вара Кӗҫӗн зала куҫӑпӑр - кинофестивале уҫма. Аçтахар Плотников17:57
К. Яковлева тата ытти хаклӑ хӑнасенк плакатсен альбомне парнелерӗҫ. Аçтахар Плотников17:43
Пӗчӗк залта уҫӗҫ. Анчах унта вырӑн ҫитеймессе пултарӗ. Пысӑк залта вара юсав пырать иккен. Аçтахар Плотников17:28
Ҫамрӑксем пит нумай килеҫҫӗ. Музучилище юнашар вырнаҫнӑран унти ҫамрӑксем чылай. Аçтахар Плотников17:25
Кинофестивале уҫма Константин Яковлев ҫитмелле. Аçтахар Плотников16:54
"Асам" кинофестиваль пуҫланиччен пӗр сехет ҫеҫ юлчӗ. "Ҫеҫпӗл" кинотеатр ҫуртне ҫитме вӑхӑт пур. Аçтахар Плотников13:41
![]() Шала кӗрсен вара пурне те хапӑл пулни лайӑх курӑнать. Программӑсем те хӑнасене кӗтсе выртаҫҫӗ. Аçтахар Плотников13:33
![]() Алӑк ҫинче пур иккен. Ҫамрӑксен театрне килекенсем фестиваль программипе паллашма пултараҫҫӗ. Аçтахар Плотников13:30
![]() Пӗр пысӑк баннер та та кинофестиваль пирки сӑмах ҫук... Шупашкар кинофестивалӗпе танлаштарсан «Асам» чухӑнрах ҫав ку тӗлӗшпе. Аçтахар Плотников13:28
![]() Халӑх «Ҫеҫпӗл» кинотеатрӗ пек пӗлекен ҫурт «Асам» кинофестивале кӗтсе илме хатӗрленет. Шел те ку аякран курӑнмасть. Аçтахар Плотников10:08
Кӑҫалхи конфестивале вара «FUGA» илемлӗ фильм уҫӗ. Вӑл конкурса хутшӑнаканскер, тӑршшӗ 57 мин. Фильм режиссёрӗ — Марат Никитин. «FUGA» фильмӑн кӗске аннотацийӗ: «Матвей Безродных пилӗк ҫул ытла ӗнтӗ пысӑках мар Етӗрне хулинче арӑмӗпе тата хӗрачипе пуранать. Кунти пурнӑҫ лӑпкӑ та васкамасӑр иртет. Анчах пӗррехинче паттӑрла ӗҫ тунӑ хыҫҫӑн Матфейӗн пурнӑҫӗ йӑлт улшӑнать. Пӗр кун хушшинчех унӑн ячӗ пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче сарӑлать». Фильмӑн страници «КиноПоискра» та пур. Унта эсир «FUGA»-н трейлерӗпе паллашма пултартӑр: www.kinopoisk.ru/film/fuga-2017-1009736/ Аçтахар Плотников09:59
![]() Иртнӗ ҫулхи кинофестивале вара «История великого народа» фильмпа уҫрӗҫ. www.youtube.com/watch?v=A9TgZ2ceGRs — курманнисем ак ҫак каҫӑпа кайса пӑхма пултараҫҫӗ. Ҫак фильмах вара «Чи лайӑх документлӑ фильм» номинацие тивӗҫрӗ. Пӗлтӗрхи гран-при Владимир Карсаков ӳкернӗ «Сурӑм хӗрне» лекрӗ. //ӳкерчӗкре — «История великого народа» фильмри сӑн Аçтахар Плотников09:46
![]() Кинофестиваль уҫӑлнине кӗтнӗ май сире кӑштах иртнӗ ҫулхисемпе паллаштарар. Чи пӗрремӗшӗ виҫӗмҫул иртсеччӗ. Ӑна уҫнӑ чухне халӑха «Киремет кати» фильмӑн тулли версине кӑтартрӗҫ. Халӑх ҫӗнетнӗ фильма хапӑл туса йышӑнчӗ. Кинофестивалӗн гран-прине вара Марат Никитин ӳкернӗ «Хорло» фильм ҫӗнсе илчӗ. //ӳкерчӗкре — «Киремет катинчи» сӑн Аçтахар Плотниковӗнер, 10:16
Кинофестивалӗн программипе паллашма ӗлкереймен пулсан — вӑл «Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗн» сайтӗнче пур: avan-kino.com/a/news/84.html |
Тӗнчере
![]() Мускавра Владимир Ленинӑн тупӑкне мавзолейран илсе тухмалли пирки калаҫусем пынӑ хушӑра инҫетри Венесуэлӑра 1917 ҫулта, 100 ҫул каялла, пулса иртнӗ пӑлхавӑра ертсе пынӑ ҫынна палӑк лартнӑ. Ӑна Каракасра (патшалӑхӑн тӗп хули) Боливар проспектӗнче вырнаҫтарнӑ. Палӑка уҫнӑ ҫӗре Венесуэлӑн наци историйӗн центрӗн президенчӗ Педро Кальцадилла пынӑ. Ҫӗршыв ертӳҫи Николос Мадура вара церемоние видеотрансляци урлӑ пӑхнӑ. «Малашне Ленин Фарабунто Мартипе [Сальвадор революционерӗ], Аугусто Сантинопа [Накарагуа политикӗ], Хо Ши Минпа [Вьетнам политикӗ], Эмилиано Сапатопа [Мексикӑри революцин ертӳҫи], Мануэла Саэнспа [Латинла Америкӑри революционерка], Хосе Артигаспа [Лаплати политикӗ] юнашар тӑрӗ», — тенӗ Кальцадилла хӑйӗн сӑмахӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Игорь Моляков депутат Иртнӗ эрнере, чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ вун тӑваттӑмӗш сессийӗ ӗҫленине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Ун чухне хыснана улшӑну кӗртнипе пӗрлех пӗлтерӗшлӗ ытти ыйтӑва та пӑхса тухрӗҫ. Ҫавсенчен чи пӗлтерӗшли — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн ертӳҫине, чӑваш парламентӗнчи ҫак партин фракцийӗн ертӳҫине Игорь Молякова тӳлевлӗ должноҫе лартни. Аса илтерер, парламентри тӳлевлӗ пуканшӑн депутат ЧР Патшалӑх Канашӗн ҫӗнӗ созывне суйланнӑранпах тапаҫланчӗ. Парламентри кирек епле партин пайташӗсене те ӗҫ укҫиллӗ должноҫ памаллине кура пӑтӑрмахлӑ ыйтупа суда та ҫитнӗччӗ. Иртнӗ эрнере тавлашу тинех татӑлчӗ: Игорь Молякова экономика тата агропромышленность комитечӗн ертӳҫин ҫумне лартма йышӑнчӗҫ. |
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Шупашкар районӗ те, республика та Ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсен уявне палӑртрӗҫ-ха. Ҫапах та ку вӑл уй-хирти ӗҫ вӗҫленнине пӗлтермессе те пултарать. Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне, акӑ, асӑннӑ муниципалитетра кукуруза малалла вырнӑ. Ҫапла, ҫак культурӑна юлашки ҫулсенче симӗс апатлӑх ҫеҫ мар, тырӑлӑх та ӳстереҫҫӗ. Маларах эпир асӑннӑ кун тӗлне Шупашкар районӗнче кукурузӑна 80 гектар вырнӑ. Тухӑҫ кашни гектартан вӑтамран 80 центнер тухнине пӗлтереҫҫӗ. Патӑрьел, Куславкка тата Вӑрмар районӗсенче хӗвелҫаврӑнӑша 572 га ҫинчен пухса илнӗ. Унӑн тухӑҫӗ гектар пуҫне вӑтамран 14 центнер тухать. Кӗрхи ҫӗртме сухине тӑвассипе те республикӑри тепӗр хуҫалӑхсем малалла ӗҫлени паллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Чӑвашсем миҫе таран шутлама пӗлнӗ? Ҫӗр таран-и, пин таран-и? Ҫӗр пине пӗлтерекен сӑмах пулнӑ-ши авалхи чӑвашсен?.. Авалхи халӑх сӑмахлӑхне тӗпчесен, ҫӗр пине пӗлтерекен сӑмах та пулни курӑнать, вӑл — лах. Лах ҫын — ҫӗр пин ҫын. Лахтан — ҫӗр пин артан тӑракан ҫар. Лахтан пуҫлӑхӗ — лахпӳ. Лахпӳ арӑмӗ — лахпике.
Хушни. Лах сӑмаха шыраса чи малтан Ашмарин словарьне уҫса пӑхрӑм. Чӑн та пур, иккен, унашкал сӑмах пирӗн чӗлхере, анчах Юхма Мишши илсе кӑтартнисене курмарӑм. «Лах» — кулнине пӗлтерекенни пур (лах-лах) тата «пут» пӗлтерӗшли (кунта ӗнтӗ «лак» сӑмахпа вӑл пӗр). Тата хама валли «апшур», «выҫкӑн» сӑмахсен синонимне пӗлтӗм: «лахматти» (ку сӑмахӗ вара «лаххан» сӑмахран пулнӑ ӗнтӗ, нумай ҫиекен ҫыннӑн хырӑмне унпа танлаштарса каланӑ — «лахматти хырӑм»). Николай Ашмарин пухнӑ сӑмах пуххи туллиех мар тесе Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ ярӑмра тухнӑ кӗнекесене пӑхкаларӑм. |
Персона
![]() Ҫак чӑваш каччи ҫинчен ахаль те нумай тӑрӑхра пӗлеҫҫӗ. Малашне вара тата ытларах пӗлӗҫ — халӗ ун пирки фильм ӳкереҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Эпир халӑхсен туслӑхӗпе вӑйлӑ» ятпа иртнӗ ҫамрӑксен уявӗнче Виктор Чугаров режиссер-документалист пӗлтернӗ, вӑлах ҫӗнӗ фильмӑн трейлерӗпе паллаштарнӑ. «Чувашский путешественник» документлӑ фильма курса Чӑваш Енри районсем, Кавказ регионӗсем, Атӑлҫи, Хӗвелтухӑҫ тата Вӑтам Ази, Ҫӗпӗр тата Инҫет Хӗвелтухӑҫ тӑрӑх велосипедпа ҫӳренӗ Никита Васильев пирки ытларах пӗлме май пулӗ. Вулавӑшри мероприятие 50 пин километра парӑнтарнӑ велоҫулҫӳревҫӗ хӑйӗн савнийӗпе, Новосибирскран пӗрле килнӗ Анастасия Сафонова журналисткӑпа, хутшӑннӑ. Вӗсем чӗрӗ калаҫу халӑхсене туслаштарнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрле хулине хӑтлӑлатас ӗҫ хӗрсех пырать. Ӗҫ мӗнле пынине тӳре-шара сӑнаса тӑрать. Халӗ Ҫӗмӗрле хулинче ҫемье канӑвӗн статусне тивӗҫнӗ парк та пур. Ӑна вӑл «Хулана хӑтлӑх кӗртесси» проекта хутшӑнса тивӗҫнӗ. Паянхи кун хула унпа тивӗҫлипе мӑнаҫланать. Ҫӳлерех асӑннӑ проекта хутшӑннӑ май Ҫӗмӗрле хулине общество вырӑнӗсене хӑтлӑлатмашкӑн федераци тата республика хыснисенчен укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Паркри аллейӑра плиткӑсем хума 3,5 миллион тенкӗ кайнӑ. Паркра саксем, ҫӳп-ҫап витрисем вырнаҫтарнӑ. 780 пин тенкипе вара аттракционсене йӗркене кӗртнӗ, ача-пӑча вылямалли комплекс вырнаҫтарнӑ, ҫынсем утмалли ҫулсене асфальт сарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Шупашкарта пурӑнакан Роман Андреев Грузире хӗл каҫасшӑн. Ҫавӑнпа вӑл велосипедпа ҫула тухнӑ. Халӗ ҫамрӑкскер Вогограда ҫитнӗ. Унти ҫынсем Чӑваш Ен каччине лайӑх кӗтсе илнӗ, хӑнана та чӗннӗ. Роман Андреев Грузие ҫитме тахҫантанпах ӗмӗтленет. Ара, унта ӑшӑ, ҫавна май вӑл унта хӗл каҫасшӑн. Роман ҫула велосипедпа тухса йывӑрлӑхсене парӑнтарасшӑн. Сӑмах май, вӑл автор киновӗн режиссерӗ те. Ҫавна май Грузире фильм валли сценарисем тупма ӗмӗтленет. Тӑватӑ ҫул каялла Роман Никита Васильевпа тӗл пулнӑ. Аса илтерер: Никита та велосипедпа ҫул ҫӳреме юратать. Пӗррехинче вӑл Романа ҫапла каланӑ: «Эсӗ режиссер, санӑн велосипедпа ҫулҫӳреве тухмаллах». Ҫавӑн хыҫҫӑн Роман хӑйнӗн пӗрремӗш ҫулҫӳревне кайнӑ — Мари Элти хыр вӑрманне ҫитсе курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
Пирӗн Республика Ертӳҫи хисеплӗ Михаил Васильевич! Юратнӑ чӑвашсем!
2018-мӗш ҫул пуҫламӑшӗнче Чӑваш Патшалӑх Академи Драма театрӗ 100 ҫул тултарать! Юратнӑ театрӑн паллӑ кунне хӗпӗртесе кӗтсе илӗпӗр! Анчах та, пӗр витӗмлӗ сӑлтав канӑҫ памасть. Хӗрлӗ тӳремӗн 7-мӗш номерлӗ ҫуртра пулмалла-ши театр? Вӑл лапамра яланах халӑх хӗвӗшет, ҫав сӑлтавпа ҫак ҫуртра академиллӗ юрӑпа-ташӑ ансамблӗ, симфони оркестрӗ, академиллӗ капелла, «Ҫавал», «Сувар», «Ҫеҫпӗл», «Эревет» ансамбльсем вырнаҫччӗр-мар-и??? Кашни ушкӑн уйӑхсерен тӳлевсӗр концерт кӑтарттӑр. Ҫуллахи вӑхӑтра кермен умӗнче, ытти чухне шалта сцена ҫинче вӗсен пултарулӑхне курмаллла пултӑр пурин те! Кунашкал меслетпе халӑх хушшинче культурӑна сарма май пулӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Республикӑмӑр кунӗнче, ҫак вырӑнта «Раҫҫей Ҫӑлкуҫӗсем» ятлӑ юрӑ-ташӑ фестивалӗ иртет-ҫке тата! Чипер ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен Хӗрлӗ Лапамӑн 7-мӗш номерлӗ ҫуртра нимӗнле театр та пулмалла мар. Ҫӳллерех палӑртнӑ коллективсем тӗпленччӗр! Академи театрӗ 110 ҫул тултарнӑ тӗле театрӑн ҫӗнӗ ҫурт пулӗ тесе шутлӑпӑр! |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.06.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ.
| Евдокимов Николай Евдокимович, xӑваш юптаруҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Белов Михаил Михайлович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Славолюбова Зоя Сергеевна, журналист, хӗрарӑмсен совет юхӑмне йӗркелекенни вилнӗ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Республикин иккӗмӗш президенчӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |