Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Юсанмалли 1-мӗш колони пуҫлӑхӗн экс-ҫумӗ Ҫӗнӗ Шупашкар хулин сучӗ умӗнче явап тытнӑ. Ӑна сӗтев илнӗшӗн айӑпланӑ.

Следстви тата суд акӑ мӗн ҫирӗплетнӗ: кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче вӑл 25 пин тенкӗ тата 5, 5 пин тенкӗ тӑракан икӗ япала взятка илнӗ. Ҫаксене йӑлтах айӑпланнӑ ҫын, ҫав колонире лараканскер, тата унӑн пӗлӗшӗ панӑ.

Суд арҫынна 3 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Ҫак вӑхӑта вӑл пӗтӗмӗшле режимлӑ колонире ирттерӗ. Кунсӑр пуҫне унӑн 92,5 пин тенкӗ штраф тӳлемелле.

Экс-ҫумӑн «шалти ӗҫсен подполковникӗ» ятарлӑ ята та туртса илнӗ. Вӑл йӗрке хуралӗн органӗсенче 2 ҫул ӗҫлеймӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45859
 

Хулара

Паян Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ палнеркӑра Шупашкарти троллейбус управленийӗ пирки калаҫнӑ. Предприяти директорӗ Александр Каныгин троллейбуссен ҫӗнӗ расписанийӗпе паллаштарнӑ. Аса илтерер: ӑна чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен ҫӗнетнӗ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ.

Ҫӗнӗ расписание хула ҫыннисен кӑмӑлне шута илсе хатӗрленӗ, хӑш-пӗр маршрут ӗҫне тӑснӑ. «Хӑш-пӗр предприяти ертӳҫисем ыйтнипе каҫхине дежурнӑй рейссем йӗркелеме йышӑннӑ. Ҫапах пассажирсем транспортпа мӗнле ҫӳренине малалла мониторинг ирттерӗҫ. Каҫхине ҫын сахал ҫӳрет пусан раштав уйӑхӗнче 22 сехет хыҫҫӑн троллейбуссене ҫӳреме пӑрахтарас ыйту патне таврӑнӑпӑр», - тенӗ Алексей Ладыков. Вӑл расписание оптимизацилени усса кайнине палӑртнӑ. Юпа уйӑхӗнче тролейбус управленийӗн тӑкакӗсем, авӑн уйӑхӗпе танлаштарсан, 2 хут чакнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре 45 ҫулти арҫын вӑйӑ усламне йӗркеленӗ. Тупӑшлӑ бизнеса вӑл 2016 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче пуҫарнӑ. Анчах кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче арҫынна тытса чарнӑ.

Вӑйӑ заведенине арҫын вӑйӑ автомачӗсем вырнаҫтарса тултарнӑ. Ҫур ҫул ытларах хушшинче вӑл 3 миллион та 800 тенкӗлӗх тупӑш курнӑ.

Пакунлисем усламҫӑн 31 автоматне, карас телефонӗсене тата укҫине туртса илнӗ.

Хӑй айӑпне арҫын йышӑнмасӑр турткалашман.

Саккунсӑр услампа 4 миллион тенке яхӑн тупӑш курнӑ этеме суд 100 пин тенкӗлӗх штрафласа ҫулталӑк колони-поселенире лармалла тунӑ.

Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ харпӑр хурал предприятийӗн ӗҫтешӗсем саккуна пӑсса ӗҫлекен казиносене тӗрӗслеме тухнӑ Константин Ишутовпа Сергей Зотова хӗненине пӗлтернӗччӗ.

 

Культура

Шпашкарта иртекен Максим Михайлов ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери опера фестивалӗ куракана кӑҫал чӳк уйӑхӗн 17-21-мӗшӗсенче йыхравлать. Фестиваль «Евгений Онегин» оперӑпа уҫӑлӗ. Тӗп партисенче Сартури Михаил Журков, Ярославльти Альбина Хрипкова, Беларуҫри Юрий Городецкий пулмалла.

Фестиваль вӑхӑтӗнче сцена ҫине Италири, Румынинчи, Грецинчи, Канадӑри, Казахстанри, Китайри, Беларуҫри, Германинчи артистсем тухмалла. Хамӑр ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пуҫтарӑннисен пултарулӑхӗпе те киленме май килӗ.

Кӑҫалхи фестиваль 27-мӗш хут иртет. Кӑҫал кӗркунне йӗркелекен ҫӗршыври чи лайӑх фестивальсенчен пӗри шутланать вӑл.

Вырсарни кун «21-мӗш ӗмӗр тенорӗсем» концерт пулӗ.

Билетсем хакӗ 500 тенкӗрен пуҫласа 2100 тенкӗ таран пулин те вӗсене халӑх кӑмӑлтан туянать.

 

Спорт

«Юнармия» ача-пӑчапа ҫамрӑксен пӗтӗм ҫӗршыври юхӑмӗн 8 уйрӑмӗ ту хысакӗ ҫине улӑхассипе тупӑшнӑ. Республикӑри ҫак ӑмӑрту «Кошка» (чӑв. Кушак) центрта иртнӗ.

Тупӑшӑва Шупашкарти 18-мӗш шкулти, Ҫӗнӗ Шупашкарти Совет Союзӗн Геройӗн М.М. Кузнецов ячӗллӗ кадет лицейӗнчи, Канашри 6-мӗш шкулти, Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмӗнчи, Канаш районӗнчи Янкӑлч, Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти, Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкулти, Комсомольскинчи 2-мӗш шкулти ачасем хутшӑннӑ.

Унта 14 ҫултан пуҫласа 17-чченхи юнармеецсем тупӑшнӑ. Яшсемпе пикесенчен Комсомольскинчи Стас Курицынпа Эльза Кузнецова мала тухнӑ. Ушкӑнпа та Комсомольскинчи 2-мӗш шкул командине ҫитекен пулман, иккӗмӗш вырӑнта — Шупашкарти 18-мӗш шкул, виҫҫӗмӗшӗнче — Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкул.

 

Пӑтӑрмахсем

Паян, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, 11 сехетре Шупашкарти Эгер бульварӗнче вырнаҫнӑ каҫхи клуб умӗнче каччӑ виллине тупнӑ.

Иртен-ҫӳрен йӗрке хуралҫисем пухӑннине тӗлӗнсе сӑнанӑ. Мӗн пулнӑ унта? Чылайӑшне ҫак ыйту канӑҫсӑрлантарнӑ. Общежити тата каҫхи клуб умӗнче каччӑ вилли выртнӑ-мӗн.

Пӑтӑрмах пулнӑ вырӑна оперативлӑ службӑсем пухӑннӑ. Полицейскисем мӗн пулса иртнине уҫӑмлатас тӗллевпе каҫхи клуба темиҫе те кӗрсе пӑхнӑ.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫав вырӑнта следовательсем ӗҫленӗ. Халӗ оперативлӑ следстви мероприятийӗсем ирттереҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45854
 

Республикӑра

А. – нумай ачаллӑ амӑшӗ. Вӑл Куславккари юсанмалли колонире ларать. Нумаях пулмасть хӗрарӑм ирӗке УДОпа тухас тесе заявлени ҫырнӑ. Айӑпланнӑ ҫынсене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшакан «Русь Сияющая» ыркӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫи Ольга Романова халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗ ачаллӑ А.-на УДОпа ирӗке кӑларман.

Ку ӗҫ тӗлӗшпе суд пулнӑ, А. унта видеоконференци мелӗпе пулнӑ. Ольга Романова пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм туалета кайнӑ, ҫавӑнпа ӑна УДОпа кӑларма суд хирӗҫленӗ. Вӑл сывлӑхӗ хавшаккине пула шӑк хӑвалакан эмел ӗҫни паллӑ. Айӑпланакан туалета тухнӑ чухне цех пуҫлӑхӗ пулман-мӗн, ҫавӑнпа хӗрарӑм никама каламасӑрах тухнӑ.

А.-на тӗрмене лартнӑ чухне чи кӗҫӗн ачи ҫулталӑкран ҫеҫ иртнӗ пулнӑ. Ҫитменнине, 43 ҫулти хӗрарӑмӑн мӑшӑрӗ сусӑр. Вӑл тӗрмене 4 ҫуллӑха лекнӗ. Право хӳтӗлевҫисем нумай ачаллӑ амӑшне ирӗке УДОп кӑларассишӗн тӑрӑшӗҫ, вӗсем парӑнасшӑн мар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45856
 

Раҫҫейре

Чӑваш Енре пурӑнакан арҫын Питӗрти ҫуртра бомба хуни пирки пӗлтернӗ. Кун пирки vistanews.ru портал хыпарлать.

Следстви шухӑшӗпе, пирӗн республикӑра пурӑнакан ҫак арҫын телефонпа шӑнкӑравласа Питӗрти Тихорецк проспектӗнчи пӗр ҫуртра бомба хуни пирки пӗлтернӗ. Ҫавна май ҫав ҫуртран 40 ҫынна пӗр тӑхтамасӑр эвакуациленӗ.

Йӗрке хуралҫисем ҫийӗнчех тӗрӗслеве тухнӑ. Телее, ҫуртра нимӗнле бомба та пулман. Кӗҫех кам шӑнкӑравлани те тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. 48 ҫулти арҫын Чӑваш Енрен пулни паллӑ.

Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45858
 

Тӗнчере
Атӑл кӳлмекӗ
Атӑл кӳлмекӗ

«Атӑл кӳлмекӗнчен инҫе мар пурӑнатпӑр та — тавралӑх илемӗпе куллен киленетпӗр. Пӗрле вӗреннӗ туссемпе халӗ те ҫыхӑну татӑлман пирӗн, вӗсем хӑнана килмессерен: «Ҫӑтмахра пурӑнатӑр», — тесе кӑмӑла ҫӗклеҫҫӗ. Туссем тенӗрен, вӗсенчен пӗрисем — Подольскисем — Хӗвел анӑҫ Германире пурӑнаҫҫӗ. Пуҫласа Чӑваш Ене 1977 ҫулта хӑнана килнӗччӗ. Тепӗр хут вара пилӗк ҫул каялла пулса курчӗҫ. Вӗсем, ҫул ҫӳреме юратакансем, тӗрлӗ ҫӗршыври тӗрлӗ хулара пулнӑ та — танлаштармалӑх пур. Шупашкар ешӗл, таса, хитре пулнипе килӗшни ҫинчен хӑйсем пурӑнакан ҫӗрте чылай пӗлӗшне каласа кӑтартнӑ», — ҫапла каланӑ иккен «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫатне Шупашкара Хабаровскран ҫур ӗмӗр каялла куҫса килнӗ Альвина Миронова.

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн хисеплӗ профессорӗ, сӑмах май, — Раҫҫейре электротехника ӑслӑлӑхӗпе доктор диссертацине хӳтӗленӗ хӗрарӑм ӑсчахсенчен пӗрремӗшӗ.

 

Сывлӑх

Иртнӗ эрнере иртнӗ Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче медицина учрежденийӗсене пӗрлештерес ыйтӑва та тишкернӗ.

Реорганизаци текен сӑмах вӑрҫӑ ветеранӗсен госпитальне тата Республикӑри эндокринологи диспансерне пырса тивессине эпир иртнӗ уйӑхра систернӗччӗ-ха.

Чӑн та, ку сӑмах тӳрре килчӗ: сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, диспансерӑн Шупашкарти пушанакан ҫуртӗнче профиль ача сачӗ уҫма е ватӑсем валли хоспис йӗркелӗҫ.

Улатӑрти, Етӗрнери психиатри пульницисем республикӑн психиатри пульниципе пӗрлешӗҫ. Анчах районсенчи уйрӑмсем малтанхиллех ӗҫлессине шантараҫҫӗ. Улшӑнӑвӗ, тӗпрен ислен, пульницӑсене ертсе пыракансене ҫеҫ пырса тивмелле-мӗн.

 

Страницӑсем: 1 ... 2255, 2256, 2257, 2258, 2259, 2260, 2261, 2262, 2263, 2264, [2265], 2266, 2267, 2268, 2269, 2270, 2271, 2272, 2273, 2274, 2275, ... 3919
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.06.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ушкӑнран уйрӑлса лидер пулас килӗ. Плансене пурнӑҫлам, хӑвӑр палӑртнӑ ҫулпа утма тӑрӑшӑр. Халӗ палӑртнине пурнӑҫлама шӑпах лайӑх вӑхӑт. Юратнӑ ҫынна тимлӗх ытларах уйӑрӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринчеч романтикӑллӑ тӗлпулу пулӗ тен.

Ҫӗртме, 18

1893
132
Евдокимов Николай Евдокимович, xӑваш юптаруҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1911
114
Белов Михаил Михайлович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1973
52
Славолюбова Зоя Сергеевна, журналист, хӗрарӑмсен совет юхӑмне йӗркелекенни вилнӗ.
2020
5
Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Республикин иккӗмӗш президенчӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...