Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Спорт

Патӑрьел ачисем Ӗренпуртан ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. Унта «Зарница» ҫарпа спорт вӑййисем иртнӗ. Кӑҫал ӑна пиллӗкмӗш хут йӗркеленӗ. Унчченхи ҫулсенче пӗрмай ӗренпурсем ҫӗнтернӗ. Хальхинче Чӑваш Ен команди мала тухни чӑннипех те пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ.

Кӑҫал «Зарница» авӑн уйӑхӗн 11-15-мӗшӗсенче иртнӗ. Малти вырӑна Патӑрьелти 1-мӗш шкул ачисем йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑна Пенза облаҫӗ тухнӑ. Палӑртмалла: пирӗннисем ишессинче, Калашников автомачӗн макетне сӳтсе пуҫтарассинче, кроссра пуринчен те малта пулнӑ. Спортӑн ытти тӗсӗнче иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсемпе ҫырлахнӑ.

Маттур, патӑрьелсем! «Атӑлҫи Зарници» ҫарпа спорт вӑййисенче ку Чӑваш Еншӗн – пӗрремӗш ҫӗнтерӳ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Тукай ялӗнче пурӑнакансем этнокультура паркне хута ярассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Ял ҫыннисем ӑна хӑйсен пуҫарӑвӗпе хӑпартаҫҫӗ. Хальлӗхе унта саксем, видеокамерӑсем вырнаҫтарнӑ.

Тукайсем малтан парк вырӑнне карта тытса ҫаврӑннӑ, унтан сцена туса лартнӑ, ҫӑла юсанӑ. Парк варринче ҫынсем юпасем лартнӑ, хӳшӗ туса лартнӑ, сӗтел, саксем вырнаҫтарнӑ.

Этнопарка тума вырӑнти администраци те пулӑшнӑ. Тӳре-шара «Санӑн яту – санӑн тымарусенче» проект хатӗрлесе 990 пин тенкӗлӗх грант ҫӗнсе илнӗ. Ял ҫыннисем парка ҫӑвӗпех хӑтлӑлатнӑ. Халӗ унта ача-пӑча лапамне хута ярас ӗҫ кӑл-кал пырать.

Тукайсем ҫанӑ тавӑрса тӑрӑшсан кӗҫех этнопарк ӗҫлеме тытӑнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/44607
 

АВН
17

Колони ҫуннӑ
 Софья Савнеш | 17.09.2017 15:54 |

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш юсанмалли колони ҫуннӑ. Пушар авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче тухнӑ.

Каҫхи 9 сехетре ҫулӑм алхасма тытӑнсан васкавлӑ медпулӑшу тата МЧС ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Чӑваш Енри УФСИН пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм отрядсенчен пӗрин тӑрринче тухнӑ. Пушара асӑрхасанах айӑпланнӑ ҫынсене тепӗр пӳлӗме куҫарнӑ.

21 сехет те 20 минутра пушара сӳнтернӗ. Телее, учреждени ӗҫченӗсем те, айӑпланнӑ ҫынсем те шар курман. Халӗ пушар мӗншӗн тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.

Сӑмах май, 3-мӗш юсанмалли колонире пушар пӗрремӗш хут тухман. Унччен те унта унашкалли пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/44608
 

Пӑтӑрмахсем

Асфальтпа бетон савучӗн пуҫлӑхӗ налука пула ята кӗнӗ. Чӑваш Енӗн тӗпчевҫисем предприяти пуҫлӑхӗн тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Сӑмах май, савут директорӗ предприяти харпӑрлӑхҫи иккен.

Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, савут пуҫлӑхӗ хушма хакран илекен налука 2013-2015-мӗш ҫулсенчи хӑш-пӗр кварталта, тупӑшран илекеннине 2013 тата 2015-мӗш ҫулсенче тӳлемен. Налукҫӑсене пӗтӗмпе 7 миллион тенкӗ ытла тӳлесе ҫитермен имӗш. Укҫана хӗссе хӑварассишӗн пурлӑх декларацинче, тӗслӗхрен, пӗчӗкрех цифрӑсем юри кӑтартнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Предприяти пуҫлӑхӗн тата хапӑрлӑхҫин пуҫиле майпа явап тытасран пӑрӑнма май пур. Чееленсе мар. Парӑма кӑмӑлпа татсан. Ку йӗркене РФ Уголовлӑ-процессуаллӑ кодексӗн 28-мӗш статйин 1-мӗш пайӗнче пӑхса хӑварнӑ.

 

Чӑвашлӑх
Уявра. Марина Карягина тунӑ сӑн
Уявра. Марина Карягина тунӑ сӑн

Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗнче паян пӗр уйрӑм хуҫалӑхра чӑваш юписен комплексне уҫрӗҫ. Чаплӑ уява Евгений Ерагин-Ешентей мӑчавӑр ертсе пычӗ. Кил хуҫин йӑхне пиллерӗҫ, ытлӑ-ҫитлӗ, сывлӑхлӑ пулма сунчӗҫ.

Кил хуҫи, Туринке Юрий Данилович (хӑй каланӑ тӑрӑх Маргарита Туринке унӑн аппӑшӗ пулать) ҫак юпасен комплексне уҫма мӗн сӑлтавлани пирки каласа пачӗ. Пӗрремӗшӗ — мӑнукӗсемпе ачисене тӑван халӑх культурипе ҫыхӑнтарас тени. «Шел те, хӑй вӑхӑтӗнче ҫакӑн ҫинчен ытлашшиех пуҫ ватман ҫав. Ҫамрӑк чухне, ҫулланса ҫитсен те ытларах ҫемьене тӑрантарасси пирки шухӑшланӑ, ачасене чӑвашлӑх ҫулӗ ҫине тӑратмалли пирки сахал шутланӑ тата вӑхӑт тупайман. Ачана та чӑвашла калаҫма вӗрентеймерӗм. Халь тин, 50 урлӑ каҫсан ҫеҫ, тӑван чӗлхе тата тӑван халӑх культурин пӗлтерӗшне туйса илтӗм. Ҫак юпасен комплексӗ вӗсен чунӗсенче чӑвашлӑха вӑратасса шанса тӑратӑп. Мӑнуксене те тӑван чӗлхене вӗрентесех тетӗп», — пӗлтерчӗ кил хуҫи. Иккӗмӗш сӑлтавӗ — Ҫӗрпӳри этнокомплексри юпана пупсем хистенипе кӑларса пӑрахтарни (хальхи вӑхӑтра Ҫӗрпӳри юпана тепӗр чӑваш укҫалла туянса хӑйӗн картишне лартнӑ).

Малалла...

 

Спорт

«Наци кросӗ» пӗтӗм Раҫҫейри спорт уявне Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗ пӗр ҫул та хутшӑнмасӑр юлман тесе пӗлтереҫҫӗ вырӑнти ял тӑрӑхӗнче. Ватти те, вӗтти те ял варринче вырнаҫнӑ шкул стадионне пуҫтарӑнса сывлӑх кунне уяв вырӑнне хурса сумлать.

Паян чи малтан «Ҫӑлкуҫ» ача садне ҫӳрекен шӑпӑрлансем старта тӑнӑ. Г. Волков, Д. Мтин, Я. Анюрова финиша чи малтан ҫитнӗ.

Сӑкӑт шкулӗнче вӗренекенсем кроса пысӑк йышпах хутшӑннӑ. Чи хӑвӑрт чупса К. Анюрова, А. Сандыркин, А. Андреев (1-2 классем), А. Мтина, В. Скрипкин э(3-4 классем), К. Хмелёва, Д. Волков (5-7 классем), Л. Чернова, А. Волков (8-9 классем), В. Чернова, А. Кузнецов (10-11 классем) ҫӗнтернӗ.

Аслисем хушшинче Сӑкӑт ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Л.В.Чернов финиша малтан ҫитнӗ.

Ӑмӑртура палӑрнисем Хисеп хучӗсем илме тивӗҫлӗ пулчӗҫ.

 

Персона

Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче Патшалӑхӑн телерадиокомпанийӗнче 50 ҫула яхӑн ӗҫленӗ Вячеслав Телятова асра тытнине палӑртса каҫ иртнӗ.

Пурӑннӑ пулсан кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче телеоператор 80 ҫул тултаратчӗ. Вӑл кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче вилнӗ.

Вулавӑшӑн «Мерчен» музыка тӗпелӗнче иртнӗ асӑну каҫне наци культурин тата ӳнерӗн паллӑ ӗҫченӗсем (малтан тӑрӑшнисем тата хальхи вӑхӑтрисем), вӗренекенсем, журналистсем хутшӑннӑ.

Асӑну каҫне Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, музыкҫӑ, композитор тата телеертӳҫӗ Александр Осипов уҫнӑ, вӑлах ертсе пынӑ. Вячеслав Телятов телеоператор пурнӑҫӗ, унӑн Чӑваш Республикин культуринчи пӗлтерӗшӗ, утса тухнӑ кун-ҫул каҫалӑкӗ ҫинчен вӑл питех те тӗплӗн каласа кӑтартнӑ.

 

Республикӑра

Чӑваш Республикин Культурӑн, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви культура отраслӗнче вӑй хуракансем мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнине шутласа кӑларнӑ.

Кӑҫалхи кӑрлач—ҫурла уйӑхӗсенче культура учрежденийӗсенче ӗҫлекенсен шалӑвӗ пӗлтӗрхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи сакӑр уйӑхринчен 3,7 процент ӳснӗ.

Кӑҫалхи сакӑр уйӑхра ӗҫ укҫи уйӑхсерен вӑтамран 16 пин те 83 тенкӗ 60 пуса ларнӑ. Шалу патшалӑх тата муниципалитет учрежденийӗсенче ӗҫлени тӑрӑх уйрӑлса тӑрать. Статистика цифрисем ҫапларах: патшалӑх учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем уйӑхсерен вӑтамран 19 пин 865 тенкӗ те 30 пус илеҫҫӗ, муниципалитетӑн культура учрежденийӗсенче вӑй хуракансен шалӑвӗ кӑҫалхи кӑрлач—ҫурла уйӑхӗсенче 13 пин те 952 тенкӗ те 90 тухнӑ.

 

Чӑвашлӑх
Улатӑрти мӑнастирти Пахомий атте
Улатӑрти мӑнастирти Пахомий атте

Идель.Реалии сайтра Ярсубай Янгаров журналистпа Улатӑрти арҫынсен мӑнастирӗпе паллаштаракан кӑсӑклӑ материал пичетленӗ. Манахсен пурнӑҫӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ интервьюра Ҫветтуй Троицк мӑнастирӗнчи Пахомий (Тарасов) пачӑшкӑпа та калаҫнӑ.

«Пахомий атте, Вырӑс православи чиркӗвӗ чӑвашсен чӑн тӗнне ӗненекенсемпе хирӗҫет текен сӑмах ҫӳрет Шупашкарта. Этноссен религине чӗртсе тӑратассине эсир еплерех йышӑнатӑр?», — кӑсӑкланнӑ журналист. «Эпир нумай конфессиллӗ ҫӗршыв, пурне те йӳнеҫӳллӗн йышӑнмалла. Ҫынна тӗне ирӗксӗрлесе тата хистесе ӗнентерме ҫук, вӑл шалтан тухать. Ытти религие тавлашуллӑн йышӑнассинчен Тур сыхлатӑр. Иисус юратупа илӗртнӗ», — чунтан тухакан сӑмахсемпе хуравланӑ пачӑшкӑ сайт журналистне.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.idelreal.org/a/28733003.html
 

Чӑвашлӑх

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Красноярск крайӗнчи чӑвашсен автономийӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Унта вӗсем пурӗ виҫӗ ыйту пӑхса тухнӑ.

Инҫетри йӑхташӑмӑрсем автономин кӑҫалхи ӗҫне тишкернӗ май автономи президенчӗ Геннадий Храмов каласа кӑтартнине тимлесе ирттернӗ. Сакӑр уйӑхра епле ӗҫленине тишкернӗ май Красноярск чӑвашӗсем ҫӑмрӑксемпе тата ачасемпе ӗҫлессине вӑйлатма йышӑннӑ. Килес ҫулхи пирки те вӗсем халех шухӑшлаҫҫӗ: ӗҫ планӗ проектне пӑхса тухса ӗнерех ҫирӗплетнӗ.

Иккӗмӗш ыйтупа вара Чӑваш наци конгресӗн вуннӑмӗш, юбилейлӑ, сьездне делегатсем суйланӑ. Унта хутшӑнма В.Е. Разманова, О.В. Ровда, Г.И. Храмов тивӗҫ тесе йышӑннӑ.

Тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑ май ҫулталӑк вӗҫлениччен Раҫҫейӗ халӑх художникне, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникне Владимир Мешкова асра тытса астӑвӑм турнирӗ ирттерме йышӑннӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2305, 2306, 2307, 2308, 2309, 2310, 2311, 2312, 2313, 2314, [2315], 2316, 2317, 2318, 2319, 2320, 2321, 2322, 2323, 2324, 2325, ... 3918
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ушкӑнран уйрӑлса лидер пулас килӗ. Плансене пурнӑҫлам, хӑвӑр палӑртнӑ ҫулпа утма тӑрӑшӑр. Халӗ палӑртнине пурнӑҫлама шӑпах лайӑх вӑхӑт. Юратнӑ ҫынна тимлӗх ытларах уйӑрӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринчеч романтикӑллӑ тӗлпулу пулӗ тен.