Политика
![]() ЧР спорт министрӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Алексей Яковлев тӗлӗшпе пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫе прокуратурӑна айӑплав пӗтӗмлетӗвне тума ярса панӑ. Кун хыҫҫӑн тӳре суд сакки ҫине ларӗ. Следстви вӑл должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлать. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 2013 ҫулта Яковлев «Белые камни» республика центрне реконструкцилемешкӗн документаци проектне хатӗрлесе Шупашкарти пӗр фирмӑпа килӗшӳ тунӑ. Унӑн хакӗ – 9 миллион тенкӗ ытла. Анчах документаци патшалӑх экспертизи витӗр тухайман, Яковлев вара ҫакна пӑхмасӑрах укҫа-тенке фирма счечӗ ҫине куҫарма хушнӑ. Ҫак схемӑпах вӑл Маунтинбайк центрӗн трассин проектпа смета документацине хатӗрленӗшӗн подрядчик счечӗ ҫине 1,3 миллион тенкӗ куҫарнӑ. Яковлева пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче килти ареста лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри Транспорт полицийӗн ӗҫченӗсем 20 ҫулти икӗ каччӑна тытса чарнӑ. Хайхискерсене Шупашкарти чукун ҫул станцийӗ ҫывӑхӗнче вӑрттӑн вырӑна наркотик хунӑ чухне асӑрханӑ. Ҫамрӑксем 20 тӗрке хума хӑтланнӑ. Пӗтӗмпе 11 грамм ытла наркотик хуташӗ пулнӑ. Оперативниксем каччӑсем унччен наркотике ӑҫта тӗркесем тунине те тупса палӑртнӑ. Унта вара 390 ытла грамм наркотик тупнӑ. Ҫак икӗ каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пӗрре кӑна мар – иккӗ. Пӗрремӗшӗ – преступлени тума тӑнӑшӑн. Иккӗмӗшӗ – наркотике сарнӑшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Марина Карягина Мускавра чӑваш чӗлхи вӗрентет Марина Карягина тележурналист, поэт, драматург авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче чӑваш чӗлхипе ӑсталӑх сехечӗ ирттернӗ. Унта вӑл Мускавра кӑҫалхипе 30-мӗш хут иртекен пӗтӗм тӗнчери кӗнеке куравне кайнӑ. Курав вӑхӑтӗнчех Раҫҫейӗн наци литературин фестивалӗ иртет. Ҫавна май унта пынисене Раҫҫей халӑхӗсен наци чӗлхипе ҫырнӑ ача-пӑча хайлавӗсен антологийӗпе паллаштарнӑ. Маларах хальхи вӑхӑтри сӑвӑсен антологине кун ҫути кӑтартнӑччӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Мускаври «Хӗрлӗ лапам» кӗнеке фестивалӗнче «Антология современной поэзии народов России" кӗнекене хӑтланӑччӗ. Унта пирӗн республикӑран ЧР вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев, Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗ Валерий Комиссаров тата Марина Карягина поэт, драматург, тележурналист хутшӑннӑччӗ. Ача-пӑча валли хальхи вӑхӑтра ҫыракан авторсен пуххине чӑваш ҫыравҫисенчен Николай Ытарай, Ева Лисина, Анатолий Тимофеев, Раиса Сарпи тата Николай Ишентей хайлавӗсем кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Александр Ермаков 1-мӗш СИЗОра ӗҫлекен арҫынна ҫынсем тав туса ҫыру янӑ. Ку уншӑн кӗтменлӗх пулнӑ. Ара, вӑл ҫынсене путасран ҫӑлнине ыттисем пӗлмеҫҫӗ тесе шухӑшланӑ. Александр Ермаков кӗҫӗн инспектор Атӑл хӗрринче пулнӑ чухне икӗ ҫын путнине асӑрханӑ. Арҫынпа пӗчӗк ача шывра хӑлаҫланнӑ. Инспектор тӑхтаса тӑман – вӗсене ҫӑлма васканӑ. Вӑл иккӗшне те ҫыран хӗррине илсе тухнӑ, пӗрремӗш медпулӑшу кӳнӗ. Арҫын тӑна кӗрсе хӑй тӗллӗн сывлама тытӑннӑ. Александр кун хыҫҫӑн мӑнаҫланса ҫӳремен. Унӑн шухӑшӗпе, ун вырӑнӗнче пулас тӑк кашниех ҫапла тӑвӗччӗ. Ку утӑ уйӑхӗнчех пулнӑ. Вӑхӑт иртсен тав туса ҫыру килсен питех те тӗлӗннӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Шывармань» опера Чӑваш Енри театрсенчен пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫак кунсенче хӑйӗн чаршавне уҫать. Виҫӗмкун Вырӑс драма театрӗнче сезон уҫӑлнӑ, ӗнер — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче. Оперӑпа балет театрӗ куракана тӑван халӑхӑмӑр оперине — Федор Павловӑн «Шыварманьне» — кӗтсе илнӗ. Ӑна театрӑн ҫӗнӗ художество ертӳҫи Сергей Кисс хӑй дирижер пулса ертсе пынӑ. Вӑл Шупашкрати театрта кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче черетлӗ ҫӗнӗ сезона «Виҫ кӗтеслӗ юрату» премьерӑпа уҫассине те эпир пӗлтернӗччӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ сезона авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» пьесӑпа уҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Владимир Крупнов Чӑваш Ен Элтеперне Владимир Крупнов пулӑшма тытӑнӗ. Ӑна пулӑшуҫӑ пулма шанасси ҫинчен республика ертӳҫи Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ. Паянах вӑл Владимир Анатольевичпа республикӑн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗнче тӗл пулнӑ. Республика ертӳҫин пресс-служби Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ӗҫлӗ ыйтусене сӳтсе явнӑ, умра тӑракан задачӑсене палӑртнӑ, ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме суннӑ. Владимир Крупновӑн Чӑваш Ен Элтеперне ытти регионсемпе тата халӑхсем хушшинчи ҫыхӑнусем йӗркелеме пулӑшмалла. Ҫӗнӗ пулӑшуҫӑ Раҫҫейӗн Халӑх туслӑхӗн университетӗнче «Лингвистикӑна» вӗренни тата вӑл ют чӗлхесене пӗлни паллӑ. Урӑх ун пирки кӗске хыпар та нимӗн те асӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Grimyako.blogspot.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк Паян Улатӑр, Пӑрачкав, Канаш, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел тата Комсомольски районӗсенчи 224 ялта пурӑнакансем ҫутӑсӑр юлнӑ. Электроэнерги нушине Тутарстанри 7 районта та туйса илнӗ. Тавар турттаракан пуйӑс пӗр вырӑнта 11 минутлӑха чарӑнса ларни те паллӑ. Анчах, Турра шӗкӗр, инкеклӗ лару-тӑру ҫынсене вӑрах вӑхӑт канӑҫсӑрлантарман. Кӗске вӑхӑтлӑх пӑтӑрмах Шупашкарти гидроэлектростанцире пӑсӑлнипе ҫыхӑннӑ. Яваплисем кӑлтӑка ҫийӗнчех сирнӗ. Ҫурҫӗр иртни 1 сехет те 52 минутра ҫутӑ пама тытӑннӑ. Пӑтӑрмахлӑ лару-тӑру самантлӑх сиксе тухнине Чӑваш Ен Элтеперне те пӗлтернӗ. Михаил Игнатьев паян Мускавра ӗҫлӗ командировкӑра пулин те телефонпа ку ыйтӑва яваплисемпе сӳтсе явнӑ. Кун пирки Элтеперӗн пресс-служби республикӑри влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Нумай пулмасть «Эхо Москвы» (чӑв. Мускав ахрӑмӗ) радио эфирӗнче «Сирӗншӗн кӑна» (выр. «Персонально ваш») радиокӑларӑм тухнӑ, унта Алексей Венедиктов Владимир Путин наци чӗлхисене кашни тӑрӑхра мӗнле вӗрентнине тӗрӗслеме ыйтни тавра калаҫу ирттернӗ. Аса илтеретпӗр, нумай пулмасть ҫӗршыв Президенчӗ наци чӗлхисене, вырӑслисӗр пуҫне, вӑйпа вӗрентме юраманни пирки каланӑччӗ. «Эхо Москвы» радиостанцин тӗп редакторӗ Владимир Путина кунашкал ыйту ҫӗклени наци республикисенче кӑмӑлсӑррисен йышне ӳстерме пултарасси пирки асӑрхаттарнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл 1917 ҫулхи Нарӑс пӑлхавӑрӗпе тата Совет Союзӗ арканни хушшинчи пӗрпеклӗхсене асӑннӑ. Ку пулӑмсенче те Раҫҫейри халӑхсен ыйтӑвӗ пӗчӗк пулманнине палӑртнӑ. Радиокӑларӑм вӑхӑтӗнче пирӗн республикӑпа ҫыхӑннӑ шухӑша та илсе кӑтартнӑ. Денисов текенскер хӑйне чӑваш чӗлхине вӗрентсе самай нушалантарни пирки пӗлтерсен Алексей Венедиктов кун пирки ҫапларах хуравланӑ: «Паллах, кун пек шухӑшсем те пур. Апла пулсан Чӑвашра эсир мӗн тӑватӑр? Илӗр те Липецка куҫӑр — унта унашкал йывӑрлӑх пулмӗ. Е, атьӑр, Чӑваш Ен ятне мӗнле те пулин урӑххи ҫине улӑштарӑпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарта 11 ҫулти арҫын ачана шкула илменни пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Ӑна темиҫе шкула та илме хирӗҫленӗ. Пӗринче пачах «виҫҫӗ» пурришӗн «тиркенӗ». Александр А. ятлӑ арҫын ачана вӗренӳ ҫулӗ пуҫлансан улттӑмӗш кунхине ҫеҫ шкула илнӗ. Авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ЧР прокуратури ҫак ӗҫпе кӑсӑкланма пуҫланӑ. ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗнче тетелне тишкернӗ, массӑллӑ информаци хатӗрӗсене мониторинг тунӑ чухне ведомство 11 ҫулти арҫын ачан правине пӑснине тупса палӑртнӑ. Ҫавна май тӗрӗслев пуҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн вӗренӳ управленийӗнчи должноҫри ҫынсем тивӗҫне мӗнле пурнӑҫланине пӗтӗмлетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Ӗнер, 17 сехетпе 18 сехет хушшинче Хӗвел питӗ вӑйлӑ ҫиҫсе илнӗ. Кун пирки Мускавра вырнаҫнӑ Лебедев ячӗллӗ РӐА-ӗн (РАН) физика институчӗн Хӗвел астрономийӗн гентген лабораторийӗ пӗлтерет. Ӑна чи ҫӳллӗ шайри класс ятне панӑ — Х. Каласа хӑварас пулать, хӗвел вӑйлӑ ҫиҫни виҫӗмкун та пулса иртнӗ. Вӑл Мускав вӑхӑчӗпе 15:02 вӑхӑтра хӑватлӑ хӗмленсе илнӗ. Унашкалли унччен 12 ҫул каялла кӑна пулнӑ — 2005 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗнче. Виҫӗмкунхи Хӗвел хӗмленӗвне пула вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫыхӑну япӑхланнине палӑртнӑ — Чулхулари, Кӗмӗрти, Ижевскри, Томскри тата Сыктывкарти магистраллӑ каналсенче пӑтӑрмахсем тупса палӑртнӑ. Хӗвел вӑйлӑ ҫиҫсе илни Чӑваш халӑх сайтне те витӗм кӳнӗ — пирӗн офисри компьютер юрӑхсӑра тухрӗ. Хӗвел хӗмленнӗ, вӑйлӑ ҫиҫнӗ вӑхӑтра ӑсчахсем самолётсемпе вӗҫме, руль умне ларма сӗнмеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ.