Республикӑра
![]() Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Швеци усламҫисемпе тӗл пулнӑ. Кеннет Хульт ертсе пыракан делегаци пирӗн республикӑна пӗрремӗш хут килмен. 2013 ҫулхи кӗркунне вӑл Ҫӗмӗрле районӗнче «Кеннет» тулли мар яваплӑ общество йӗркеленӗ. Халӗ унти 475 гектар лаптӑк ҫинче тыр-пул, рапс ҫитӗнтереҫҫӗ. Шведсем акмалли лаптӑка 4,5 пин гектара ҫитересшӗн. Вӗсем тӗрлӗ енпе аталанасшӑн. Тӗлпулӑва хутшӑннӑ Магнус Карлссон, Борли Андерссон тата Пьер Свенсон Чӑваш Енре сӗт юр-варӗ тата сыр туса илесси, хӑмла ҫитӗнтересси пирки калаҫнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем йывӑҫпа ӗҫлесшӗн. Шведсем министрпа пӗрле уйсене ҫитсе курнӑ, вырма мӗнле пынипе паллашнӑ, Ҫӗрпӳ районӗнче хӑмла туса илнипе кӑсӑкланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансем 5 пин тенкӗ ҫитменнипе аптӑраҫҫӗ. Шалуччен пурӑнма, ара, шӑпах ҫавӑн чухлӗ ҫитмест иккен пире. Раҫҫейӗн общество телекуравӗ «ОТРажение» программа вӑхӑтӗнче «Реальные цифры» (Чӑв. Чӑн-чӑн цифрӑсем) ыйтӑм ирттернӗ. Унта ҫынсене черетлӗ ӗҫ укҫиччен вӗсем миҫе тенкӗ парӑма кӗрсе кайнипе кӑсӑкланнӑ. Иваново облаҫӗнче пурӑнакансем укҫашӑн питех хыпса ҫунмаҫҫӗ: вӗсем 1 пин те 700 тенкӗ парӑма кӗрсен те ҫырлахаҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн Чӑваш Енре пурӑнакансем пыраҫҫӗ иккен: вӗсене 5 пин тенкӗ кирлӗ. Тыва Республикинче 6 пин тенкӗ кивҫен илсен шалуччен шик шӑхӑрса пурӑнаҫҫӗ, Хакас Республикинче – 7 пинпе, Псков облаҫӗнче – 7,5 пинпе. Улатимӗр облаҫӗнче вара шалуччен пурӑнма 40 пин тенкӗ кивҫен илеҫҫӗ, Мускавра, Мусква облаҫӗнче, Ҫӗнҫӗпӗр тӑрӑхӗнче, Якут Республикинче, Чечняра 30 пинтен пуҫласа 33 пин тенкӗ таран кивҫен илеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Вӑрман касакан – 2017» Раҫҫей чемпионатне пӗтӗмлетнӗ. Пирӗн ентешсем унта ҫитӗнӳ тунӑ. Палӑртма кӑмаллӑ: вӗсем иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Чӑвашсем Карелири спортсменсене ҫеҫ ҫӗнеймен. Чемпионата Петрозаводскра пӗтӗмлетнӗ. Ҫав хуларах ҫӗнтерӳҫӗсене чысланӑ. Конкурсра Карелири вӑрман касакансене ҫитекенни пулман. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара Тутарстан спортсменӗсем йышӑннӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, Чӑваш Ен команди тӗрлӗ номинацире призлӑ тӑхӑр вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн ентеш Артем Шашков тӑватӑ медаль ҫӗнсе илнӗ, Андрей Климин тата Сергей Субботин пӗрер медале тивӗҫнӗ. Юниорсен хушшинче те пирӗн ентеш палӑрнӑ. Тата палӑртмалла: пирӗннисем команда эстафетинче мала тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Эмелсене ачасенчен пытарма хушаҫҫӗ те… Анчах хӑшӗ-пӗри кун пирки манать пулмалла. Ҫак кунсенче Шӑмӑршӑ районӗнче чутах инкек пулман. Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 16 сехетре Шӑмӑршӑ районӗнче пурӑнакан пӗр ҫемьери 2 ҫулти ача сивӗтмӗш алӑкне хӑй тӗллӗн уҫнӑ та «Анаприлин» ятлӑ эмеле туртса кӑларнӑ. Пӗчӗкскер пӗр упаковкине ӗҫсе янӑ. Ку эмел – чӗре чирӗсемпе нушланакансем валли. Юрать, ашшӗ-амӑшӗ ача мӗн хӑтланнине вӑхӑтра асӑрханӑ та васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Ачана районти тӗп пульницӑна илсе кайнӑ. Ӑна тухтӑр тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн киле янӑ. Полицейскисем тепӗр хутчен асӑрхаттараҫҫӗ: эмелсене ачасем ҫитмен вырӑнта упрамалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() ЧР Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫапла пӗлтернӗ: Ҫӗнӗ Шупашкар хулипе Муркаш районне «Хӑрушсӑр тата паха ҫулсем» программӑран кӑларма пултараҫҫӗ. Мӗншӗн? Ҫул-йӗре вӑхӑтра туса пӗтерейменшӗн. Проектпа килӗшӳллӗн, Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Шупашкар тата Муркаш районӗсенчи 119 ҫул ҫинче юсав ӗҫӗсем пынӑ. Авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗ тӗлне 31 ҫул ҫинче ҫеҫ ӗҫ вӗҫленнӗ. Уйӑрнӑ 1,2 миллиард тенкӗрен 517,2 миллион тенкине кӑна тӑкакланӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Муркаш районӗнче ҫулсене вӑхӑтра туса пӗтермесен те пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа Иван Моторин унти подрядчиксене васкатать, ҫулсене юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Асӑнна муниципалитетсем хушнине пурнӑҫламасан вӗсене программӑран кӑларӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Никита Васильев ҫулҫӳревҫӗ Шупашкарти Наци вулавӑшне тӗлпулӑва йыхравлать. Тӗнче тӑрӑх велосипедпа ҫула тухнӑ Никита Васильев пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерсех тӑчӗ. Аса илтерер, утӑ уйӑхӗн ҫурринче Никита ҫул ҫинче пӗччен маррине пӗлтернӗччӗ, Ҫӗнҫӗпӗр хулинче ҫуралса ӳснӗ Настя Сафонова унпа ҫула тухнӑччӗ. Радиоертӳҫӗре ӗҫлекен хӗр хӑйӗн ӗҫне пӑрахса Никитӑпа пӗрле Чӑваша ҫитме шут тытнӑ. «Икӗ ҫул тата 34 500 км хыҫра», — тесе ҫырнӑ ӗнер Никита тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче. Аякри ҫӗрсем тӑрӑх ҫухрӑм хыҫҫӑн ҫухрӑм хӑварса ҫӳренӗ каччӑпа Мари Элпа Чӑваш Ен чиккинче авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 12 сехетре тӗл пулма, унтан каччӑпа пӗрле Шупашкарти Наци вулавӑшне килме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкар районӗнчи Чӑрашкассинче хӑйне евӗр конкурс иртнӗ. Ҫамрӑксем ҫӳп-ҫапран хӑйсем валли костюм ҫӗленӗ, унпа сцена ҫине тухнӑ. «Ҫӳп-ҫапран – мода» ятлӑ конкурс авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑрӑшкассинчи культура ҫуртӗнче иртнӗ. Унта сакӑр ҫамрӑк дизайнер хутшӑннӑ. Конкурсҫӑсем хутран, пластикран, пленкӑран, хаҫатран тата ҫӳп-ҫапа ывӑтмалли ытти япаларан костюм ҫӗленӗ. Модельерсем пурте тӑрӑшса хатӗрленнӗ. Жюри пайташӗсем чи илемлӗ тума ниепле те суйлайман. Ара, пурте илемлӗ пулнӑ-ха та. Ҫавна май кашни конкурсҫа диплом тата пылак парне парса савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Пулӑшма вӑхӑт» ыркӑмӑллӑх марафонӗпе килӗшӳллӗн Шупашкарта ҫамрӑк артист юрлӗ. Пирӗн пата «Голос. Дети» проект ҫӗнтерӳҫи Данил Плужников килӗ. Вӑл юрланине пульницӑсенче сипленекен ачасем курайӗҫ. Данил Шупашкарта икӗ хутчен сцена ҫине тухӗ. Авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 11 сехетре вӑл Республикӑри ача-пӑча клиника пульницин акт залӗнче юрлӗ. Концертра Раҫҫейри, тӗнчери конкурссенче лауреат ятне тивӗҫнӗ Ульяна Самохина, Олеся Захарова, Дима Белков, Дуняша Стайл фолк-ушкӑн, «Артикль» вокал та сцена ҫине тухӗҫ. Унта сипленекен ачасене тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ. Ҫав кунах Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче 18 сехетре концерт пулӗ. Унта та тӗрлӗ конкурс лауреачӗсем хӑйсен юррисемпе савӑнтарӗҫ. Унта вара 350 тенкӗ тӳлесен ҫеҫ кӗртеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Эстонири Радио 4 каналпа паллӑ ентешӗмӗрпе, Шупашкар районӗнчи Типнер ялӗнче ҫуралнӑ китай чӗлхин тӗпчевҫипе Иакинф Бичуринпа паллаштарӗҫ. Никита Бичурин ӑсчах ҫуралнӑранпа кӑҫал 240 ҫул ҫитрӗ. Ӑна халалланӑ кӑларӑм ыран, 17 сехет те 35 минутра радиоэфира тухӗ. Ӑна итлес тесен r4.err.ee/l/araskal каҫӑпа иртмелле. Кӑларӑма Ираида Захарова чӑваш тӑван чӗлхепе ертсе пырать. Тӑван ҫӗртен ҫичӗ ютра пурӑнсан та чӗлхене тата йӑх-тымара юратакан хӗрарӑм кунти культурӑпа паллаштарма тӑрӑшать. Радио 4 Эстонин наци телерадиовещанийӗн корпорацине кӗрет. Вырӑс чӗлхиллӗ медиаканалсем хушшинче чи анлӑ сарӑлни-мӗн. Радиокӑларӑмсене Эстонире ҫеҫ мар, Финляндире, Раҫҫейре, Латвинче тата Швецинче итлеме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче тӗлӗнсе каймалла суд ларӑвӗ тинех вӗҫленнӗ. Чӗрчунсене юратакансем Наруто павиана хӳтӗлесе тавӑҫ ҫырса судлашса пӗтнӗ. Павиан Британи фотографӗн фотоаппаратне Индонези заповедникӗнче туртса илсе хӑйне хӑй ӳкерме пуҫланӑ. Сӑн ӳкерчӗксене ҫынсем кӑмӑлланине кура Наруто паллӑ павиан пулса тӑнӑ. Тупӑшӗ Британи фотографне кайса тӑнӑ. Чӗрчунсене хӳтӗлекенсем ҫакна автор правине пӑсни тесе хакланӑ. Ултӑ ҫула пынӑ суд хыҫҫӑн ӳкерчӗксен авторӗ этем тесе йышӑннӑ, анчах тупӑшӑн 25 процентне вӑл ыр кӑмӑллӑх валли уйӑрӗ. Укҫа чи малтанах Индонезири павиансене хӳтӗлеме кайӗ. Нарутӑн Австралинче конкурент тупӑннӑ. Унта тюлень дайвер камерине туртса илме хӑтланнипе кӑсӑклӑ сӑн ӳкерчӗксем пулса тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ.