Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пысӑк инкек пулнӑ. Ӗҫкӗ вӑхӑтӗнче пӗчӗк ачана вӗлернӗ. Ку тискер ӗҫ ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 23 сехетре пулнӑ. Шупашкарти Алькеш урамӗнчи пӗр ҫуртра 25 ҫулти арҫын пӗлӗшӗ патӗнче эрех ӗҫнӗ чухне 4 ҫулти ачана хӗненӗ. Пӗчӗкскер ҫав ӗҫке пынӑ тепӗр арҫыннӑн хӗрачи пулнӑ. 25-ри арҫынна ача макӑрни килӗшмен. 38 ҫулти ашшӗ урама тухсан хайхискер ӑна аллипе, урипе пуҫӗнчен тата кӗлеткин ытти пайӗнчен тапнӑ-ҫапнӑ. Ача йывӑр сурансене чӑтаймасӑр ӗмӗрлӗхех куҫне хупнӑ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Палӑртмалла: вӑл унччен те судпа айӑпланнӑ. Халӗ вӑл ниҫта та ӗҫлемест. Следовательсем ку тискер ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Патшалӑх закупкисен сайтӗнче кивҫен илессипе ҫыхӑннӑ пӗлтерӳсем вырнаҫтарнӑ. Вӗсенчен пӗрне — Шупашкар хули, теприне — Чӑваш Республики. Вӗсем иккӗшӗ те хӑйсен хыснин дефицитне кредит илсе тултарас шухӑшлӑ. Асӑннӑ икӗ пӗлтерӳрен Шупашкар хула администрацийӗ кивҫене пайталлӑрах условипе илме тӗллев лартнине Андрей Иванов журналист асӑрханӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн Финанс министерстви пӗлтерӗве ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ, Шупашкар хула администрацийӗ — ҫӗртмен 13-мӗшӗнче. Аукцион расналӑхӗ — кивҫен укҫашӑн мӗн чухлӗ процент тӳлеме хатӗр пулни. Республика 2 млрд тенке 365 кунлӑха ҫулталӑкра 11,5 процентлӑ ставкӑпа илесшӗн, Шупашкар хула администрацийӗ — 1,11 миллиард тенке 730 кунлӑха 10,34 процентлӑ ставкӑпа. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Раҫҫейре Экологи ҫулталӑкӗ пулнӑ май Чӑваш Енре унпа ҫыхӑннӑ мероприятисем иртеҫҫӗ. Нумаях пулмасть Елчӗк районӗнче тӳре-шара ҫӑлкуҫ шӑпи пирки калаҫнӑ. Вӑл Елчӗкре апат-ҫимӗҫ лавкки ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Ҫӑлкуҫа тӗрӗсленӗ ҫӗре район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин та хутшӑннӑ. Тӳре-шара япӑххине те, лайӑххине те тупса палӑртнӑ. Елчӗк ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Левая ҫитменлӗхсене кӗске вӑхӑтра пӗтерме шантарнӑ. Ку ҫӑлкуҫ ҫывӑхӗнче шӑматкунлӑхсем пӗрре кӑна мар иртнине палӑртмалла. Ҫитес вӑхӑтра специалистсем ҫӑлкуҫа сӑрласа илемлетесшӗн. Николай Миллин ҫӑлкуҫа администраци ӗҫченӗсен кӑна мар, ахаль ҫынсене те пӑхса тӑмаллине асӑрхаттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енри чи лайӑх вӗретекенсене преми парасшӑн. Ку конкурса РФ Президенчӗ Владимир Путин хушӑвӗпе килӗшӳлӗн ирттереҫҫӗ. Ҫак премие камсем илме пултараҫҫӗ-ха? Вӗсен хӑйсем шухӑшласа кӑларнӑ методика пулмалла, ачасен урок тулашӗнче те ҫитӗнӳсем тумалла. Документсене тӑратнӑ чухне ытти критерие те пӑхаҫҫӗ. Заявкӑсене ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗччен пама юрать. ЧР Вӗренӳ министерстви хутсене ҫак адреспа йышӑнать: Шупашкар хули, Президент бульварӗ, 17-мӗш ҫурт. Палӑртмалла: преми виҫӗ пӗчӗк мар. Вӑл 200 пин тенкӗпе танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ хулинче пурӑннӑ 11 ҫулти хӗрача ҫухалнине республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пӗлтерчӗҫ ӗнтӗ. Эпир вара тата тепӗр хыпар илтрӗмӗр. Халӑх сетӗсенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, ачана волонтерсем те шыраҫҫӗ. Сӑмах май, хулари чарӑнусенче те пулӑшу ыйтса ҫырнӑ пӗлтерӳсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Пӗлменнисене пӗлтерер: хӗрача виҫӗ сехет тӗлӗнче хулари Тӗп урамри 2-мӗш ҫурт патне выляма тухнӑ та киле таврӑнман. Хӗрачан ҫӳллӗшӗ – 110-120 сантиметр. Ҫутӑрах тӗслӗ ҫӳҫӗ хулпуҫҫи таран. Ӑна вӑл хӳре пек туса ҫыхнӑ. Тӗксӗм кӑвак тӗслӗ хулӑн кофта, «Nike» тесе ҫырнӑ бейсболка, ҫутӑрах хӗрлӗ тӗслӗ кроссовки, кӑвак шорты тӑхӑннӑ. Ачана курнисене 883545 21-2-40, 02, 020 номерсемпе йӗрке хуралҫисене пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкӗ пулнӑ май нумй ҫул пӗрле пурӑнакан мӑшӑрсене малалла чыслаҫҫӗ. Нумаях пулмасть Патӑрьел районӗнче нумай ҫул пурӑнакан мӑшӑрсене ЗАГС ӗҫченӗсем чысланӑ. Шӑнкӑртам ялӗнче кун кунлакан Хайдер Гереевич тата Гельшат Хабибулловна Шршасем ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 55 ҫул пӗрле пурӑннине паллӑ тунӑ. Вӑтаел ялӗнче тӗпленнӗ Виталий Афанасьевич тата Валентин Николаевна Кирилловсем вара ҫӗртмен 13-мӗшӗнче ылтӑн туя паллӑ тунӑ. ЗАГС ӗҫченӗсем икӗ мӑшӑра чӗнсе илнӗ те савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысланӑ. Ольга Гусарова специалист-эксперт ӑшӑ сӑмахсем каланӑ, ҫемье праҫникне пухӑннисене тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пурте хаклӑ. Республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче паян иртнӗ уявра тухтӑрсем Ҫакӑн пек девизпа ӗҫленине палӑртса хӑварнӑ. Унта республикӑн медицина отраслӗнче тӑрӑшакансене професси уявӗпе саламланӗ. Шурӑ халатлисене республика Элтеперӗ ячӗпе Иван Моторин премьер-министр саламланӑ май тухтӑрсене ырласа ырӑ сӑмахсем каланӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, «пирӗн пурнӑҫа ҫуттине кӗртессипе – этем пурнӑҫне ҫӑлассипе» – халӗ 28 пин ҫын ӗҫлет. Тата вӑл Чӑваш Енре медицинӑна аталантарассишӗн ҫине тӑнине палӑртнӑ. ЧР сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов кӑҫалхи ҫул медицинӑра: «Чӑваш Енре кашни паха», - лозунгпа иртнине палӑртнӑ. Тухтӑрсен ӗҫне пысӑка хурса хакланине палӑртса вӗсене вӑл ӗҫшӗн тав тунӑ. Республикӑри офтальмологи клиникин тӗп тухтӑрӗ, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗюДмитрий Арсютов юрласа панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ачасем чутах тӗтӗм-сӗрӗмпе наркӑмӑшланман. Ҫу, пушар пулман. Шкул автобусӗнче ҫавнашкал сиенлӗ газ тухать-мӗн. Сӑмах – Етӗрне районӗнчи Советски шкулӗнче вӗренекен ачасем пирки. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ плана кӗртнӗ тӗрӗслев ирттернӗ. Специалистсем шкул автобусӗнчи сасӑ шайне тата газ тухнипе тухманнине тӗрӗсленӗ. Мӗн тетӗр? 2011 ҫултанпа автобус салонӗнчи сывлӑш нормативпа килӗшсе тӑман. Углерод окисӗн шайӗ тӑватӑ хутран ытларах пулнӑ. Ҫавна май Етӗрне районӗн сучӗ автобуса вӑхӑтлӑха ҫӳреме чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вӗрентекенне ӗҫ пӳлӗмӗнче вӗлернӗ, унӑн виллине тупнӑ. Ку ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулнӑ. Вӑл ЧПУн медицина факультечӗн экстремаллӑ кафедринче студентсене вӗрентнӗ. Профессор Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче ӗҫленӗ. Шӑпах ҫавӑнта пӳлӗмре унӑн виллине тупнӑ та. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, профессорӑн кӗлетки ҫинче сурансем тупнӑ. Ку ӑна пусмӑрласа вӗлернине кӑтартать. Студентсем каланӑ тӑрӑх, инкек умӗн пӗр кун маларах вӑл патшалӑх экзаменне тыттарнӑ. Студентсем профессор хаваслӑ тата лайӑх ҫын пулнине ӗнентереҫҫӗ. Ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ следстви пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Швецире Чӑваш Енри пейзажпа киленнӗ. Мускавра пурӑнакан Кирилл Кравченко хӑйӗн ӗҫӗсемпе паллаштарнӑ. Вӑл курава «Чӑваш Ен — тавралӑха кур» ят панӑ. Унӑн сӑнӳкерчӗкӗсенче пирӗн республикӑри илемлӗ вырӑнсем сӑнланнӑ. Пӗтӗмпе 20 ӗҫ хатӗрленӗ вӑл. Кирилл ку чун киленӗҫӗпе 19 ҫултанпа интересленет. Вӑл Мускавра Правительство пресс-службинче ӗҫлет. Фотограф Чӑваш Ене канма килме кӑмӑллать. Вӑл кунта юлташӗсем патне хӑнана килет. Ку унӑн пӗрремӗш куравӗ. Нумаях пулмасть вӑл Чӑваш Ене отпуска килнӗ, ҫав вӑхӑтра нумай сӑнӳкерчӗк тунӑ. Ун ӗҫӗсемпе ҫынсем кӑсӑкланнӑ, вӗсен кӑмӑлне кайнӑ. Кирилл ҫитес вӑхӑтра каллех Чӑваш Ене килесшӗн. Ун чухне вӑл пирӗн патри пӗвесене ӳкересшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |