Политика
![]() Китай ҫыннисемпе Михаил Игнатьев 2014 ҫулта тӗл пулнӑ самант Ҫӗртме уйӑхӗн 15–16-мӗшӗсенче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли полномочиллӗ пайташӗ Михаил Бабич ертсе пыракан официаллӑ делегаципе Китай Халӑх Республикинче пулать. Сумлӑ делегаци пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлессипе тимлекен канашӗн «Атӑл-Янцзы» форматлӑ калаҫӑвне хутшӑнать. Делегаци йышӗнче — РФ Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствин пайташӗсем, РФ Экономика, Культура министерствисен ертӳҫисем, округри субъектсен пуҫлӑхӗсем, ӑслӑлӑхпа вӗрентӳре ӗҫлекенсем, Атӑлҫи тӑрӑхӗнче ӗҫлекен усламҫӑсем. Ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Аньхой провинцийӗнчи Хэфэй хулинче «Цзянхуай ушкӑн» автомашинисене хаклӗҫ. Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Михаил Бабичпа Ян Цзечи регионсен хушшинчи ӗҫлӗ ҫыхӑнусене сарассипе ӗҫлекен канашӑн иккӗмӗш ларӑвне ертсе пырӗҫ. Ун чухне Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсем Китайри чи паллӑ предприятисемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлемелли килӗшӳсене ҫирӗплетме тӗллев лартнӑ. Раҫҫейпе Китай хушшинче тахҫантанпах тӗвӗленнӗ ӗҫлӗ ҫыхӑнусене анлӑлатма палӑртса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Валерий Филимонов спикер Тӗрлӗ шайри тӳре-шарана Раҫҫейри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче асӑнни тӑрӑх «Медиалогия» компани рейтинг вӗҫӗмех хатӗрлет. Ҫу уйӑхӗнче чӑваш парламенчӗн спикерӗ Валерий Филимонов ака уйӑхӗнчинчен 7 йӗрке чакнӑ. Ака уйӑхӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи пуш уйӑхӗнчинчен 8 утӑм чакнӑ. Танлаштарӑмра Питӗр спикерӗ Вячеслав Макаров, Мускаври Алексей Шапошников тата Крымри Владимир Константинов малти вырӑнсене йышӑннӑ. Чи сахал асӑнаканни — Мари Элти Юрий Минаков. Маларах Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев нарӑс уйӑхӗнче 2 йӗрке ҫухатнине пӗлтернӗччӗ. Малтан вӑл 34-мӗш йӗркере пулнӑ тенӗччӗ вӑл хыпарта. Ун чухне МИХсем пуринчен ытла Мускав мэрне Сергей Собянина, Мускав облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрне Андрей Воробьева тата Тутарстан ертӳҫине Рустам Минниханова асӑннине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫӗршыв Президенчӗпе пӗр кунта ҫынсен ыйтӑвӗсене хуравлӗ. Владимир Путин — ҫӗршывра пурӑнакансен ыйтӑвӗсене, Алексей Ладыков — Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакансенне те. Путинпа Ладыков пӗр кунта тӳрӗ лини йӗркеленине хула администрацийӗнче ӑнсӑртран пӗр килнӗ тесе ӑнлантарнӑ. «Ҫыхӑнура» порталта ҫырнӑ тӑрӑх, Ладыков ҫынсен ыйтӑвне ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчех, хуравлама палӑртса хунӑ. Алексей Ладыков ирхи 10 сехет те 30 минутран пуҫласа 12 сехетчен 23-50-06 номерпе йышӑнӗ. 12 сехетре Владимир Путинӑн тӳрӗ линийӗ пуҫланӗ. Ӑна «Первый», «Россия 1», «Россия 24» телеканалсемпе, «Маяк», «Вести FM» тата «Радио России» радиоканалсемпе трансляцилӗҫ. Владимир Путина moskva-putinu.ru сайтра ыйтусем пама пулать е 8-800-200-40-40 номерпе шӑнкӑравламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Виктор Кочетков Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республика Правительствин йӑлана кӗнӗ ларӑвне ирттернӗ. Унта республикӑн Патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцийӗн ертӳҫине — ҫурт-йӗр тӗп инспекторне Виктор Кочеткова канлӗ пурӑннӑшӑн сӑмах лекнӗ. Ларӑва Виктор Кочетков ЧР Министрсен Кабинечӗ тӗрӗслев ӗҫӗсем ирттерессипе ҫыхӑннӑ хутсене унччен йышӑннине улшӑнусем кӗртме хатӗрленӗ проектпа паллаштарнӑ. Улшӑнӑва РФ Правительстви кӑҫал нарӑс уйӑхӗн ҫурринчех йышӑннӑ, пирӗн республикӑри Ҫурт-йӗр инспекцийӗ вара халь кӑна хатӗрленӗ. «Канлӗ пурӑнатӑр. Раҫҫей Правительстви улшӑнусене нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тунӑ. Кирлӗ хутсене сирӗн пуш уйӑхӗнчех йышӑнмалла пулнӑ, эсир вара 4 уйӑх иртсен ҫеҫ тӑватӑр. Ку вӑл ӗҫре чӑрмав кӳрет. Ку вӑл сирӗн ӗҫ тухӑҫлӑхне кӑтарать», — кӑмӑлсӑрланнӑ Элтепер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Самарта тытса чарнӑ ҫамрӑксем Ӗнер, ҫӗртмен 12-мӗшӗнче, Раҫҫейӗн чылай хулисенче коррупцие хирӗҫ митингсем иртнӗ. Шупашкарти халӑх пухӑвӗнче чӑваш ялавӗ курӑнманни пирки эпир ӗнер хыпарланӑччӗ. Ҫав вӑхӑтрах, пире хыпарланӑ тӑрӑх, Самар хулинче кӑсӑклӑ пулӑм пулса иртнӗ. Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ хулари Уй урамӗнче (выр. Полевая) вырӑнти Навальный штабӗн нимеҫисене (волонтерсене) тытса чарнӑ. «Парк Гагарина» (чӑв. Гагарин паркӗ) кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх пилӗк ҫамрӑка йӗрке хуралҫисем хула тӳри-шари йӗркеленӗ халӑхсен туслӑхӗн парадне лекме хӑтланнӑшӑн чарнӑ. Вӗсен чӑваш ялавӗ тата темиҫе плакат пулнӑ: «Вольный народ» (чӑв. Ирӗклӗ халӑх), «Угнетенный народ» ( чӑв. Пусмӑрланӑ халӑх). Ҫамрӑксене Октябрьски РОВДна илсе кайнӑ, кайран вара протокол ҫырмасӑр ирӗке янӑ. Каласа хӑварас пулать, Самарти митинга халӑх ытларах пухӑннӑ. Вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх митинга пурӗ 2–3 пин ҫын хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫак канмалли кунсенче чылай районта Акатуйсем иртрӗҫ. Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Елчӗк тата Патӑрьел районӗсенчи ҫӗр ӗҫченӗсен уявӗсенче пулнӑ. Елчӗкри Акатуй «Ырзамай» культурӑпа кану паркӗнче иртнӗ. Уява пухӑннисене Михаил Игнатьев ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ ятпа саламланӑ, пурне те тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн ырласа тав сӑмахӗ каланӑ. Ытти районти уявпа танлаштарсан Елчӗк ҫӗрӗ ҫинчи уявра чӑвашлӑх сӗмӗ ытларах пулни сисӗнет. Чӑваш тӗрриллӗ капӑр ҫипуҫа тӳре-шара та тӑхӑннӑ. Михаил Игнатьев Элтепер Акатуй тӗрлӗ халӑхӑн йӑли-йӗркине пӑхӑнса пыма, туслӑн ӗҫлесе пурӑнма вӗрентет тесе хакланине маларах Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Уяв мероприятийӗсене Правительствӑн планеркинче тишкернӗччӗ. Республика ертӳҫи наци тумӗсем ҫак уявӑн тӗп атрибучӗ тесе палӑртнӑ май Акатуйсемпе Сапантуйсене наци культурине упракан уявсем тесе ырланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Валерий Туркай Чӑваш халӑх поэчӗ Валерий Туркай Шупашкар хула администрацине официаллӑ мероприятисем вӑхӑтӗнче чӑвашла баннерсем ытларах кирлине палӑртакан ҫырупа тухнӑ. Тӳре-шара поэт ыйтӑвне илтнӗ: ытларах та анлӑрах усӑ курма шантарнӑ. Валерий Туркай ҫу уйӑхӗнчи уявсем вӑхӑтӗнче чӑвашла баннерсем сахаллине асӑрханӑ, ҫакӑ халӑх поэтне тивӗҫтермен. Маларах эпир «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне чӗлхе саккунне пӑсакансене явап тыттаракан саккуна ыйтса ҫыру хатӗрленине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, ун чухне чӑваш парламенчӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗ ун пек саккуна хатӗрлесе Чӑваш Енӗн ӗҫ тӑвакан органӗсене пӑхса тухма ярса панӑ тесе хуравланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Владимир Путин тата Софья Морозова Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Мускаври Кремльте Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пуҫтарӑннӑ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа пурнӑҫри пӗлтерӗшлӗ те тӗп документсенчен пӗрне, ҫӗршыв гражданинӗн паспортне, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура парассине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Шупашкарти 53-мӗш шкулта 7-мӗш класс пӗтернӗ Софья Морозована Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин паспорт панӑ. Ҫӗршыв ертӳҫи Шупашкар пикине тата унпа паспорт илнӗ ытти ачана «14 ҫула ҫитнӗ ҫӗре эсир нумай пултарнӑ», — тесе ырланӑ. Софья Морозова кадет шкулӗнче вӗренме май килнишӗн Раҫҫее тав тунине палӑртнӑ. Пике, чӑн та, кадет класӗнче вӗренет. Олимпиадӑсенче, ытти енпе те вӑл хастар, вӗсене яланах хутшӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Чӑваш Енри ӗҫсӗрлӗх центрӗсенче шутра тӑракан ӗҫсӗр ҫынсем республикӑри предприяти-организацисемшӗн куҫ шӑрҫи евӗр паха. Чӑннипе мӗнлине калаймӑпӑр та, анчах статистикӑна ӗненсен ҫавӑн пек пулса тухать. Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнчи цифрӑсене илсе панӑ. Ӗҫсӗр тесе шута илнисем пирӗн республикӑра — 4,7 пин ҫын. Ҫав вӑхӑтрах ӗҫ вырӑнӗсем пур тесе 17,6 пин ваканси кӑтартнӑ. Ку вӑл, тепӗр хутчен палӑртар, — официаллӑ статистика. Тӗрӗссипе, ваканси кӑтартнисем хушшинче урам шӑлакансем, сутуҫӑсем, тата ыттисем те кирлӗ. Урӑх профессиллӗ ҫынсем ун пек ӗҫе каясшӑнах маррине ӑнланма пулать. Статистикӑна ӗненсен, ӗҫсӗр ҫынсем Муркаш, Комсомольски тата Ҫӗрпӳ районӗсенче сахал. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Любэ» ушкӑн бас-гитарисчӗ Павел Усанов 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Мускаври пӗр клиникӑра пирӗн ентеш, «Любэ» ушкӑн бас-гитарисчӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Павел Усанов вилнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Павел Усановпа Мускавра ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче сывпуллашнӑччӗ. Тепӗр кунхине ӑна Чӑваш Ене илсе килнӗччӗ. Ӗмӗрлӗх каҫне вӑл тӑван тӑрӑхӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта, тупнӑччӗ. Пульницӑна Павел Усанова ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пуҫӗ йывӑр суранланнипе илсе пынӑ. Бас-гитариста такам хӗненӗ тесе калаҫрӗҫ. Павел тӑна кӗмесӗрех вилнӗ. Халӗ ку ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Суд умне унччен те судпа айӑпланнӑ Максим Добрый тӑрӗ. Бас-гитаристпа иккӗшӗн хушшинче ресторанта хирӗҫӳ сиксе тухнӑ. Максим Добрый ҫынна асӑрханмасӑр вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |