Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
Ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнче эпир Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кӗрлев ялӗ хӑйӗн ял уявне ирттерни пирки пӗлтертӗмӗр. Авторӗ Галина Зотова пулчӗ. Вӑл ярса панӑ хыпар ячӗ урӑхлаччӗ ӗнтӗ («Кӗрлев ял уявӗ» тенӗччӗ), эпир вара, уяври сӑнсемпе тата текстпа паллашнӑ тӑрӑх ӑна «Кӗрлев ял уявне вырӑсла кӑна илемлетни ял ҫыннисен кӑмӑлне кайнӑ» ят патӑмӑр. Хам унта пулман-ха ӗнтӗ, анчах уява вырӑсла кӑна илемлетни чуна питӗ кӑмӑлсӑрлантарчӗ. Икӗ хурӑнпа усӑ курса уявӑн йыхрав стендне хатӗрленӗ. Икӗ енче те вырӑсла ҫырса хунӑ. «Нивушлӗ пӗр енне те пулин чӑвашла ҫырма пултарайман?» — кӗвӗҫрӗ ман чун. Галина Зотова та хыпара хавхаланса ҫырса панӑ. «Уява хатӗрленсе Николай Сидоров ятарлӑ стендсем хатӗрленӗ, кунтах Кӗрлев ял пурнӑҫне, ял историне тата Чӑваш Республикинчи Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне халалланӑ стена хаҫачӗсем. Кӗрлевсем кунти сӑнсемпе хаваспах паллашрӗҫ», — тесе ҫырать автор хыпарӑн тӳрлетмен вариантӗнче. Чи хӑрушши вара: ҫак стендсене вырӑсла кӑна хатӗрлени пирки эп каламан пулсан, ни Галина Зотова, ни ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсем, ни ял халӑхӗ нимӗнле киревсӗр япала та курманнинче. |
Ял пурнӑҫӗ
![]() Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӑкалӑх ялӗ йӗркеленсе кайнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ. Халӑх ҫак ҫавра ҫула пӗрле пухӑнса паллӑ тунӑ. Ҫӑкалӑх ялӗн уявӗ кӗрлесе кӑна тӑнӑ. Уява Ирҫе Ҫармӑс ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Л.Н.Кураков уҫнӑ. ЧР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Н.А.Павлова Ҫӑкалӑх ял историйӗпе паллаштарнӑ. Унтан хӗрарӑмсен пултарулӑх ушкӑнӗ сцена ҫине тухнӑ, «Вӑйӑ юррине» шӑрантарнӑ. М.П.Мамуткина «Тӑван ял» сӑвва чуна пырса тивмелле вуланӑ. Ҫӑкалӑхсене саламлама Ҫӗрпӳ районӗнчен те пултарулӑх ушкӑнӗ ҫитнӗ. Чӑваш эстрада артисчӗсем те ҫӑкалӑхсене хаваслӑ юрри-ташшипе савӑнтарнӑ. Ял уявӗнче чи хастаррисем спорт ӑмӑртӑвӗсенче вӑй виҫнӗ. Ҫӑкалӑх ялне пухӑннисене пурне те шӳрпепе сӑйланӑ. Ҫӑкалӑхран тухнӑ паллӑ ҫынсене те каласа хӑварар: Николай Теветкел сӑвӑҫ, П.Н.Васильев таврапӗлӳҫӗ, Т.А.Тумаланова журналист. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Элӗксем ҫурхи ӗҫсене вӗҫленине паллӑ тунӑ. Район халӑхӗ, хӑнасем Акатуйра савӑннӑ. Ӗҫпе спорт уявӗ ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртнӗ. Ӑна кӑҫал Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкне тата Экологи ҫулне халалланӑ. Уява ЧР юстици министрӗ Наталия Тимофеева та килнӗ. Акатуй «Тури чӑвашсен культурипе йӑли-йӗрки» этника картишӗнче иртнӗ. Хӑнасем «Хӑна картишӗсенче» пулса курнӑ. Вӗсене ял тӑрӑхӗсем йӗркеленӗ. Паллах, уява район пуҫлӑхӗ Владислав Волков тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов уҫнӑ. Наталия Тимофеева министр вара халӑха ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ятӗнчен саламланӑ. Акатуй юрӑ-ташӑсӑр епле ирттӗр ӗнтӗ? Пултарулӑх ушкӑнӗсем сцена ҫинче юрланӑ, ташланӑ. Мӗн уяв вӗҫленичченех халӑх йышлӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Республкӑн тӗп хулинчи Чапаев ячӗллӗ скверта паян влаҫрисем ирӗк панӑ коррупцие хирӗҫ митинг иртрӗ. Влаҫри ҫынсем улшӑнманнине тата ҫӳлти тӳре-шара укҫа нумай вӑрланине хирӗҫ ирттернӗ халӑх пухӑвӗ палӑртнинчен кӑшт каярах, 14 сехет тӗлнелле пуҫланчӗ. Ытларах митинга ҫамрӑк ҫынсем килни курӑнчӗ. Ҫавӑн пекех карчӑксем пурччӗ, ашшӗ-амӑшӗпе килнӗ ачасем. Митинга ҫынсем Раҫҫей ялавӗсене тата плакатсем илсе пынӑ. Аса илтеретпӗр, паян, ҫӗртмен 12-мӗшӗнче, Раҫҫей кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Шел те, Чӑваш халӑх корреспонденчӗ ялавсем хушшинче Чӑваш Республикин ялавне курмарӗ. Халӑх илсе пынӑ плакатсенче вара Навальный штабӗ укҫа вӑрланишӗн айӑпланакансен сӑнӗсене курма май пурччӗ. Ятарласа хатӗрленисем те пурччӗ. Вӗсем хушшинче «Сам иди в бизнес» (Бизнеса ху кай), «Малыш, не лезь в политику» (Шӑпӑрлан, политикӑпа ан ҫыхлан), «Молчать — поддерживать режим» (Шӑп тӑр — режима майлӑ пул), «Молчание — золото Медведева» (Шӑп тӑни — Медведев пурлӑхӗ) тата ыттисене курма пулатчӗ. Шупашкарти митинг Навальный ирттерекен пӗтӗм Раҫҫейри акцийӗн пайӗ шутланать. Навальный сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫейре паян пурӗ митинга 187 хулара тухнӑ. |
Вӗренӳ
![]() Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Мускаври Кремльте Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пуҫтарӑннӑ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа пурнӑҫри пӗлтерӗшлӗ те тӗп документсенчен пӗрне, ҫӗршыв гражданинӗн паспортне, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура парӗҫ. Чыслӑ та сумлӑ йыша Чӑваш Енрен Шупашкарти пике лекнӗ. Кремльте паспорт илме тӑван республикӑмӑрӑн тӗп хулинче, Шупашкарти 53-мӗш шкулта 7-мӗш класс пӗтернӗ Софья Морозована ӑсатнӑ. Пике кадет класӗнче вӗренет. Ӑна республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министерствинче пултаруллӑ тесе ырлаҫҫӗ. Математика, литература, истори, обществознани предмечӗсене уйрӑмах кӑмӑллаканскер пӗрле вӗренекенсене те яланах пулӑшать тесе каланӑ. Шкулти, хулари, республикӑри олимпиадӑсене, конкурссемпе конференцисене вӑл тӑтӑшах хутшӑнса пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пулла кайнӑ арҫынна темиҫе кун каяллах шырама пуҫланӑ. Шел те, ҫак кунсенче унӑн виллине тупнӑ. Кун пирки арҫыннӑн хӗрӗ Ксения пӗлтерет. Шупашкарта пурӑнакан Вадим Филиппов Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗ ҫывӑхӗнчи утрава икӗ кунлӑха пулла кайнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхине вӑл арӑмӗ патне шӑнкӑравланӑ. Каҫхине вара ҫыхӑнӑва тухман. Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тӑванӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ. Вӗсем утрав ҫине арҫынна шырама кайнӑ. Унта вӑлтине, киммине тупнӑ, утрава пӑхса ҫаврӑннӑ, анчах тӑванне тупайман. Кун хыҫҫӑн вӗсем полицие шӑнкӑравланӑ. Каярахпа ҫав арҫынна вӑлта выртнӑ ҫӗртен инҫех мар тупнӑ. Анчах вӑл сывламан ӗнтӗ. Хӗрӗ каланӑ тӑрӑх, ашшӗ путса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енре вырӑс чӗлхипе Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗ иртнӗ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, экзаменран 2 ҫынна кӑларса янӑ. Экзаман ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртнӗ. Вырӑс чӗлхипе 5307 ҫамрӑк пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Кӑҫал аттестат илес тесен сахалтан та 24 балл пухмалла пулнӑ. Аслӑ шкула вӗренме кӗрес килсен вара 36 балл илмелле. Официаллӑ ҫӑлкуҫсене ӗненес тӗк, экзамен техника тӗлӗшӗнчен кӑлтӑксӑр иртнӗ. Икӗ ҫамрӑка шпаргалкӑпа тытнӑ, ҫавӑнпа вӗсене аудиторирен кӑларса янӑ. Экзамен пӗтӗмлетӗвӗ ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче паллӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӗр арҫын ывӑлне чылай вӑхӑт алимент тӳлемен. Ӑна ятарлӑ приемнике вырнаҫтарнӑ. Кун пирки Чӑваш Енри суд приставӗсен федераци службин порталӗнче пӗлтереҫҫӗ. Арҫынна 2014 ҫултанпа шыранӑ. Тӗрӗслӗх пур-пӗрех тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Вӑл юридици адресӗсӗр вӑхӑтлӑх ҫуртра пурӑннӑ-мӗн. Пӗр сӑмахпа, бомжа тухнӑ. Вӑл ӑҫтине пӗлсен пристав вырӑна ҫитнӗ. Арҫын ҫул ҫитмен ывӑлне 1 миллион тенкӗ ытла алимент тӳлемен. Арҫынна суд приставӗсен федераци службине протокол ҫырмашкӑн илсе килнӗ. Кунсӑр пуҫне ӑна ятарлӑ приемнике 10 талӑклӑха хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
Атӑлҫи Пӑлхар вӑхӑтӗнчи артефактсем. Ӗнтӗ такамсене хальхи Шупашкар гербӗ килӗшми пулнӑ. Чӑваш тӗнчипе нихӑш енчен те ҫыхӑнман ҫынсем пире ҫӗнӗ герб парнелес хӑрушлӑх пур. Хальхи герб, тен, чӑнах та, — хӑшпӗр енчен, — ӑнӑҫсӑртарах пулӗ. Ҫавӑнпа пӗрлех эпӗ хам Чӑваш Ен гербӗ те ӑнӑҫсӑртарах тесе шутлатӑп. Анчах та ӑна ҫӗнетес ӗҫе епле пулсан та аякри ҫичӗ ютсене ("специалистсене") шанса парас марччӗ. Епле пулсан та хамӑр чӑваш вӑйӗпех тума тӑрӑшасчӗ ҫак ӗҫӗ. Чӑн малтанах хамӑрӑн тымарсене аса илес пулать. Ҫапла вара эпӗр кирек епле пулсан та Атӑлҫи Пӑлхар тӗнчи патне пырса тӑрӑнатпӑр. Эпир илсе кӑтартакан ӳкерчӗк те ҫавнах ҫирӗплетет. Енчен те ҫӗне герб тӑвасах тесен, ҫав артефактсем ҫине таянмалла. Эппин, ҫав ӳкерчӗкри "зеркала" текен вырӑна сӑнӑр-ха, тархасшӑн! Аялти сылтӑм кӗтессе пӑхӑр! Ҫиелти куҫкӗскин тӳнтер енче тӑватӑ вӗҫенкайӑка ӳкернӗ. Паянхи тӗпчевҫесем вӗсене тӑрнасем тесе шутлаҫҫӗ. |
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть чи лайӑх социаллӑ ӗҫчене палӑртнӑ. Ку ята Ольга Маркова тивӗҫнӗ. Унӑн ӗҫ кунӗ графикпе иртет: урай ҫумалла, апат-ҫимӗҫ туянмалла, апат пӗҫермелле… Ватӑ ҫынсем ӑна кашни кунах кӗтеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Ольга 91 ҫулти Мария Кулагинӑна пӑхса тӑрать. Вӑл – сусӑр. Унпа пӗр подъездра Валентина Абносова пурӑнать. Вӑл 77 ҫулта, темиҫе ҫул каялла упӑшкипе ывӑлне пытарнӑ. Унтанпа Ольга Маркова уншӑн чи ҫывӑх ҫын пулса тӑнӑ. Ватӑ ҫын прульницӑна лекет-и? Ольга Маркова ун патне те ҫӳрет, ҫимелли илсе пырать. Социаллӑ ӗҫченӗн ватӑсене ӗҫпе кӑна мар, ырӑ сӑмахпа та пулӑшмалла. Ольга ку тытӑмра 14 ҫул ӗҫлет. Вӑл квалификацие темиҫе хутчен ӳстернӗ. «Чӑваш Енри чи лайӑх социаллӑ ӗҫчен» ята вӑл чӑтӑмлӑхне, ырӑ кӑмӑлӑхне пула илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |