Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Раҫҫейре

Налук инспекцине пачах каймасӑр пурӑнаймӑн-ха. Анчах нумай ыйтӑва Федерацин налук службин Пӗрлехи контакт-центрне шӑнкӑравласа уҫӑмлатма май килӗ. 8-800-222-22-22 номерпе стационарти телефонтан та, карас телефонӗпе те тӳлевсӗр шӑнкӑравлама пулать.

Специалистсем налукпа ҫыхӑннӑ ыйтусене: пурлӑх налукне хӑш вӑхӑтчен тӳлемеллине, патшалӑх регистрацине епле тухмаллине, пурлӑх тата социаллӑ вычетсемпе епле усӑ курмаллине, асӑннӑ службӑн электрон сервисӗсемпе епле усӑ ӗҫлемеллине, инспекцисен ӗҫ графикне — пӗлме май туса панӑ.

Пӗрлехи контакт-центрта ӗҫ кунӗсенче кӑнтӑрлахи вӑхӑтра операторсем шӑнкӑравсене йышӑнӗҫ, ытти чухне автоинформатор хуравлӗ.

Кирлӗ информацие пӗлес тесен оператора ИНН, КПП тата эсир епле организацире пулнине (ку вӑл юридици сӑпачӗллисене пырса тивет), уйрӑм ҫынсен ИННа тата ятпа, ашшӗ ятне, хушамата каламалла.

 

Ял пурнӑҫӗ

Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫре тӑван тавралӑх илемӗшӗн ҫулсерен ҫине тӑрса тӑрӑшаҫҫӗ. Кӑҫал та унтисем урамсенче чечек лартма тытӑннӑ ӗнтӗ. Ку ӗҫе кивӗ эйпеҫсем Ырӑлӑх аллейинчен тытӑннӑ. Вӑл Шкул урамӗнче вырнаҫнӑ. Аллейӑн пӗр пайӗ ҫырманаллах пырса кӗрет. Апла пулин те ӑна та ял ҫыннисем пӑхса, тирпейлесе, хӑтлӑх кӗртсе тӑраҫҫӗ. Аллейӑна карта тытса ҫавӑрнӑ. Варрине кивӗ чӳрече суллисенчен пӗчӗк пӳрт туса лартнӑ.

Чечек лартма ял тӑрӑхӗ ӗҫсӗр ҫынсене явӑҫтарать. Кун пирки хулари ӗҫлӗх центрӗпе килӗшӳ тунӑ. Унта шутра тӑракан ӗҫсӗрсем тавралӑха хӑтлӑх кӳреҫҫӗ.

Кӑҫал Кивӗ Эйпеҫре чечексене 7 паркпа аллейӑра лартӗҫ. Социаллӑ учрежденисем ҫумӗнчи территорие те вӑл тӑрӑхрисем илем кӗртме палӑртса хунӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ӑсан Уҫӑпне (Осип Алексеев ҫыравҫа) паян Гремячево сали ҫывӑхӗнче курнӑ. Хӗрне те, полицине те пӗлтернӗ, анчах вӗсем унта ҫитнӗ ҫӗре ватӑ ҫын каллех ҫухалнӑ. Ыран ытларах йыш пухса ҫав тӑрӑха ҫитсе шырасшӑн. Сирӗн пулӑшас кӑмӑл пур пулсан тӑванӗсемпе ҫыхӑнма пултаратӑр: 89176589139 (Марина), 89876662061 (Наталия), 89276478573 (Александр).

Осип Алексеев Красноармейски районӗнчи Санькасси ялӗнче 1944 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Шкулта ачасене вӗрентнӗ, районти тата ытти хаҫатсенче ӗҫленӗ. 1985–2004 ҫулсенче «Коммунизм ялавӗ» тата «Ҫилҫунат» редакцийӗсенче вӑй хунӑ. Очерксем ҫырнипе ытларах палӑрнӑ. Унӑн тӗп кӗнекисем: «Чӑваш вӑрманӗ», «Ӑсан Уҫӑпӗ — сунарҫӑ», «Сатурн ҫинчи ӑсан», «Ӑсан Уҫӑпӗ сунарҫӑ курни-илтни» тата ыттисем.

 

Республикӑра

Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнче «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Сцена ҫине 4 ҫемье тухнӑ: Кӳстӳмӗрти Петровсем, Кушар Юнтапари Крыловсем, Сӑкӑтри Мефодьевсем, Чӑрӑшкас Хирлепри Семеновсем.

Юрий тата Людмила Петровсем ҫемье пирки калав хатӗрленӗ. Вӗсен — 3 ача. Крыловсем вара ҫемйипе чӑвашла паллаштарнӑ. Вӗсен ҫемйин йӑласем пур. Крыловсем те 3 ача ӳстереҫҫӗ. Мефодьевсемпе Семеновсем те туслӑ пурӑнаҫҫӗ.

Ҫемьесем пӗҫерес ӑсталӑхне те кӑтартнӑ. Хуплу, голубцы пӗҫерсе килнӗ. Унтан вӗсем пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Семеновсем чӑвашла юрланӑ. Мефодьевсем те чӑвашла шӳтлӗ юрӑ шӑрантарнӑ.

Конкурсра Семеновсем «Ҫулталӑкри ҫемье» ята тивӗҫнӗ. Ыттисене тӗрлӗ номинацире палӑртнӑ.

 

Культура

Чӑваш Енри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа Патӑрьелти тӗп вулавӑшра «Савӑнӑҫ» клуба ҫӳрекенсен алӗҫӗсемпе курав йӗркеленӗ. Унта Валентина Николаевӑн тата Татьяна Поляковӑн ӗҫӗсем вырӑн тупнӑ.

Валентина Валерьяновнӑн экспозицийӗнче — 16 ӗҫ. Вӑл портретсем, алшӑллисем, пейзажсем тӗрленӗ. Чечек композицийӗсем, ҫекӗлпе ҫыхнӑ ҫухавасем те пур унӑн.

Татьяна Александровна вара 11 ӗҫне курава илсе пынӑ. Унӑн ӗҫӗсенчен ӑшӑлӑх, ҫутӑ тапса тӑрать. Сюжечӗсем тӗрлӗрен.

Валентина Николаевӑпа Татьяна Поляковӑн куҫа илӗртнӗрен вӗсемпе пӗр чарӑнми киленме пулать. Курав ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗччен пулать.

 

Политика

Раҫҫейри Япони посольствинче Чӑваш Республикин экономика тата инвестици потенциалӗн хӑтлавӗ пулнӑ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.

Мероприяти ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Мускавра иртнӗ. Унта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Японин Раҫҫейри Посолӗ Тоёхиса Кодзуки, Японири Раҫҫей тата никама пӑхӑнман патшалӑхсен суту-илӳ енӗпе ассоциацийӗн Мускаври элчи Такафуми Накаи хутшӑннӑ.

Михаил Игнатьев Япони компанийӗсене пирӗн республикӑра инвестици хывма, стратеги пӗлтерӗшлӗ проектсене хутшӑнма, строительство индустрине тата туризм комплексне аталантарма чӗнсе каланӑ.

Тоёхиса Кодзуки Япони усламҫисем Раҫҫейри бизнеса аталантарас ӗҫпе кӑсӑкланнине палӑртнӑ. Хӑтлав вара яппунсен регионпа лайӑхрах паллашма май пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/82660
 

Ҫурт-йӗр

Шупашкар районӗнчи Якутар ялӗнче ял хуҫалӑхӗ тӗлӗшпе усӑ курмалли ҫӗр ҫинче темиҫе коттедж лартни ҫиеле тухнӑ. Йӗркене пӑснине Росреестр ӗҫченӗсем космоснимоксене тишкернӗ чухне тупса палӑртнӑ. Инспекторсем ҫийӗнчех вырӑна тухнӑ.

Коттеджсене саккуна пӑхӑнса ҫӗклемен. Ку ҫӗр ҫинче ҫурт тума юрамасть, унта тулӑ е ыраш ҫитӗнмелле. Колхозниксене, предприятире ӗҫлекенскерсене, лаптӑк панӑ. Пайҫӑсем ӑна сутнӑ, лешсем вара е пӗлмесӗр, е ятарласа ҫурт лартнӑ. Вӗсене 10 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Ҫурчӗсене вара ишсе антарма та пултараҫҫӗ.

Инспекторсем 9 лаптӑкра йӗркене пӑснӑ тӗслӗх пуррине палӑртнӑ. Владимир ав лаптӑка 4 ҫул каялла туяннӑ. Кунта унӑн хуҫалӑх, анчах ҫурт лартнӑ, «мунча» евӗр тет хӑй. Анчах ҫурчӗ пысӑках, мансардӑпа. Анчах ҫуртне ишсе антарсан инфаркт пулассине пӗлтернӗ вӑл.

Халӗ Росреестр ӗҫченӗсем тӗрӗслев валли документсем хатӗрлеҫҫӗ, ҫӗр хуҫисемпе калаҫӗҫ, управление штраф тӳлеттермешкӗн чӗнӗҫ. Ҫуртсене ишсе ан антарччӑр тесен ҫынсен ҫӗре урӑх категорие куҫармалла. Анчах ку ӗҫ ансат мар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/dom/view/635
 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчинче виҫӗ ҫулти арҫын ача вилни пирки пӗлтернӗччӗ. Ку ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пулнӑ. Ача мӗншӗн сывлама чарӑнни ун чухне паллӑ марччӗ.

Халӗ пӗчӗкскер хырӑм ҫине ӳкнине пӗлтереҫҫӗ. Ачасем урамра вылянӑ чухне пулнӑ ку. Воспитатель пӗчӗкскер ӳкнине тӳрех асӑрханӑ та ӑна медсестра патне илсе кайнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем реанимаци мероприятийӗсем ирттернӗ пулин те арҫын ачана ҫӑлма май килмен.

Ача мӗншӗн вилнине экспертиза палӑртӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл нимӗнпе те чыхӑнса кайман. Ӑна хӗненӗ, ҫапнӑ йӗр те ҫук. Ку ӗҫе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ертӳҫи тӗрӗслесех тӑрӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Йӗпреҫ районӗнчи ҫӗрсене пушӑ вырттарасшӑн мар. Асӑннӑ муниципалитета ертсе пыракан Сергей Горбунов кӑҫал 3 пин гектара пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртме тӗллев лартнӑ. Ӗҫ хӑвӑртлӑхне тишкерсен, шухӑшлани пурнӑҫланассӑн туйӑнать.

Ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ усӑ курман ҫӗрсене Хурӑнлӑх, Шӑрттан, Ирҫе Ҫармӑс, Пучинке, Эйпеҫ ял тӑрӑхӗсенче сухаласа пӗтернӗ те ӗнтӗ. Ҫак эрнере, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Хурамал ял тӑрӑхӗнчи «Синтез-Агро» тулли мар яваплӑ обществӑн ҫӗрӗсене Ремис Мансуров хресчен-фермер хуҫалӑхӗ сухалама тытӑннӑ. Пӗтӗмпе унӑн 430 гектар ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмелле. Анчах йӑлтах ҫуркунне акса пӗтереймӗҫ. Ҫуртрисене фермер 150 гектар акма палӑртать. Ытти лаптӑка кӗрхи культурӑсем валли хатӗрлеме шухӑшлаҫҫӗ.

 

Хулара

Следовательсем хӗре ҫӑлнӑ икӗ каччӑна шыраҫҫӗ. Вӗсем 22 ҫулти пикене йӗксӗк аллинчен ҫӑлнӑ.

Ку ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Ярославль урамӗнче, чиркӳ хыҫӗнче, 21 сехет ҫурӑра пулнӑ. Паллӑ мар арҫын, 25–35 ҫулсенчи пек курӑнаканскер, 22-ри хӗре тапӑннӑ. Телее, ҫав вӑхӑтра ҫывӑхра икӗ ҫамрӑк пулнӑ. Вӗсем йӗксӗке чарнӑ, лешӗ тарнӑ.

Пикен шок пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл каччӑсене астуса юлман. Вӗсенчен пӗри бейсболкӑпа пулни ҫеҫ паллӑ. Ведомство халӗ вӗсене шырать. Ку пулӑм пирки мӗн те пулин пӗлекенсене шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Телефон номерӗ — 62-46-59. Е 02 ҫавӑрмалла. Ку пулӑшу йӗксӗке тупса палӑртма, ӑна явап тыттарма пулӑшӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2715, 2716, 2717, 2718, 2719, 2720, 2721, 2722, 2723, 2724, [2725], 2726, 2727, 2728, 2729, 2730, 2731, 2732, 2733, 2734, 2735, ... 3903
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пулӑм хыҫҫӑн пулӑм ҫаврӑнӗ кӑна. К у- тунтикунччен. Унччен пурнӑҫламан ӗҫсемпе тивӗҫсене халӗ тытма тивӗ. Ӗҫтешсенчен е пӗлӗшсенчен пулӑшу ыйтӑр. Канмалли кунсенче кӑмӑллӑ пуллашу е пулӑм кӗтет.

Ҫу, 27

1939
86
Михайлов Николай Дмитриевич, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1949
76
Ляпидовская Светлана Михайловна, филолог, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1955
70
Пӑрчӑкан Нина Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...