Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем

Пӑрачкав районӗнче хыпарсӑр ҫухалнӑ пачӑшка тупнӑ. Ӑна пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчен шыранӑ.

Дмитрий Автономов, 36 ҫултискер, Ҫӗмӗрле районӗнчи Вырӑс Улхаш ялӗнчи храмра настоятельте ӗҫленӗ. Ӗҫ материалӗсенче палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Пӑрачкав районӗнчи Шадриха ялӗнчен (вӑл унта пурӑннӑ) тухса кайнӑ. Унтанпа ун пирки хыпар пулман.

Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче унӑн виллине Шадриха ҫывӑхӗнчи пӗвере тупнӑ. Кӗлеткине пӑхнӑ хыҫҫӑн нимӗнле суран та тупман. Апла, ӑна пусӑхласа вӗлермен тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Халӗ экспертиза ирттерме палӑртнӑ. Палӑртмалла: пӗвере пулӑ ӗрчетеҫҫӗ. Ака уйӑхӗнче ӑна шыв тултараҫҫӗ, кӗркунне вара юхтарса кӑлараҫҫӗ. Храм настоятелӗ ҫухалнӑ самантра унта шыв пулман.

 

Республикӑра

Республикӑри яваплӑ службӑсемпе органсем ҫынсене шыв кӗмелли вырӑнсене хатӗрлессипе ӗҫлеме пуҫланӑ. Кун пирки паян Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Иван Моторин ирттернӗ канашлура Чӑваш Енри Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Павлов каласа кӑтартнӑ.

Шыва кӗме ятарлӑ вырӑнсем республикӑра 13, унсӑр пуҫне тата та 15 объект хатӗрлессине палӑртнӑ. Анчах та ку ыйтупа Улатӑрта, Йӗпреҫре, Патӑрьелӗнче, Комсомольскинче, Хӗрлӗ Чутайра, Пӑрачкавра, Вӑрмарта, Шӑмӑршӑра, Ҫӗмӗрлере, Елчӗкре, Тӑвайра ҫителӗксӗр ӗҫленине каланӑ. Пӗлтӗр шывра пулнӑ инкексен шучӗ 30-а ҫитнӗ. Кӑҫал та сарӑмсӑрлӑхсӑр май килмен. Хальлӗхе вӗсене виҫӗ тӗслӗх шута илнӗ. Республикӑри мӗнпур районпа хулара ҫак енӗпе ҫирӗп тӗрӗслесе тӑмалла, кирлӗ мерӑсене вӑхӑтра йышӑнмалла.

 

Культура

Раҫҫейри Кино ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри Ӗҫ ҫыннин ҫулне халалласа республикӑра чылай мероприяти иртет.

Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ халӑхӗ яланах хастарлӑхӗпе палӑрса тӑнӑ. Хальхинче те вӗсем ял ҫыннисене концерта пухнӑ.

Халӑх пултарулӑх ушкӑнӗсен концертне курма хаваспах пынӑ. Унта «Лантӑшсем» (ертӳҫи — Алина Козлова) ташӑ ушкӑнӗ, «Изумруд» (ертӳҫи — Ирина Михайлова) халӑх инструменчӗсен ансамблӗ, «Шӑпчӑк» (ертӳҫи Геннадий Яковлев) ушкӑн хутшӑннӑ.

Пултарулах ушкӑнӗсем сцена ҫине тухмассерен куракансем тӑвӑллӑн алӑ ҫупнӑ.

 

Республикӑра

Шупашкар районӗнчи Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ хӗрарӑм ачине тухтӑр патне илсе каяймасӑр эрех ӗҫнӗ. Иккӗмӗш кун урӑлмасӑр ӗҫнине пулах вӑл планпа пӑхнӑ кун педиатр патне те ҫитеймен. Пӑтӑрмах пирки шурӑ халатли ҫул ҫитменнисен ӗҫӗпе тата вӗсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен комиссине пӗлтернӗ. Усал хыпара илтнӗ комисси пайташӗсем: Т.А. Михайлова, И.А. Золова, Е.В. Петрова участокри педиатрпа тата фельдшерпа ҫемьене тухса кайнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ О.А. Ерманов та районтисемпе пӗрле ҫемьене ҫитнӗ.

Комисси пырса кӗнӗ вӑхӑтра нумай ачаллӑ хӗрарӑм ӳсӗр пулнӑ. Кӑҫал ҫуратнӑ хӗрне хӗрарӑмӑн аслӑ хӗрӗсем пӑхнӑ. Тӗпренчӗк валли ятарлӑ хутӑш та пулман, эмелсене те амӑшӗ ӑна паман. Ачана вӑхӑтлӑха пульницӑна вырттарма йышӑннӑ. Малашне те эрех ӗҫсен хӗрарӑма амӑш прависӗр хӑвараси пирки асӑрхаттарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар районӗнчи прокуратура ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлемен предприяти ертӳҫине административлӑ майпа явап тыттарнӑ.

Надзор органӗн куҫӗ тӗлне лекнӗ организаци — «Техполимер» тулли мар яваплӑ общество. Унта шалӑва тӳлемесӗр тытса тӑнӑ тееймӗпӗр-ха, анчах ҫынсем ӗҫрен пӑрахнӑ кунах татӑлманнине прокуратура тӗрӗслевӗ ҫирӗплетсе панӑ. Унта тӑрӑшнисенчен пӗри нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, тепри ҫав уйӑхӑн 23-мӗшӗнче ӗҫрен тухса кайнӑ, анчах шалупа вӗсемпе татӑлма васкаман, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче кӑна тӳленӗ. Ку вара РФ Ӗҫ кодексӗн 84.1 тата 140-мӗш статйисене пӑсни пулать.

Шалупа вӑхӑтра татӑлса пӗтмен предприяти пуҫлӑхне республикӑн Ӗҫ инспекцийӗ административлӑ майпа явап тыттарса 5 пин тенкӗ штрафланӑ.

 

Республикӑра

Ҫак кунсенче, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен тытӑнса паянччен, Курск хулинче «Форма/Образ/Стиль» ятпа пӗтӗм тӗнчери кроспа культура проекчӗ иртнӗ. Унта мода индустрине аталантарас тата йӗркелес енӗпе тунӑ профессилле ҫитӗнӳсене кӑтартас тӗллев лартнӑ.

Проект темиҫе енпе иртнӗ: вӗсенчен шутӗнче «Сарафан» (чӑв. Сараппан) дизайнерсен, «Золотые руки» (чӑв. Ылтӑн алӑ) декораципе прикладной пултарулӑх конкурсӗсене асӑнмалла. Ҫӗршыври ертсе пыракан дизайнерсен маҫтӑр-класӗсене те, «Окно моды» (чӑв. Мода чӳречи) арт-фотосен ӑмӑртӑвне те йӗркеленӗ.

Шупашкарти ӳнер училищинче театрпа декораци ӳнерӗн специальноҫне алла илекен тӑваттӑмӗш курс студентки Альбина Кузнецова «Моя Азия» (чӑв. Манӑн Ази) тумтирсен коллекцине конкурса тӑратса «Сараппанта» 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

 

Ҫул-йӗр

Кӳкеҫрен Шупашкара турттаракан 149С маршрутпа ҫӳрекен автобус саккуна пӑсать. Ҫапла пӗтӗмлетӳ патне Монополипе кӗрешекен миграци службин республикӑри управленийӗ ҫитсе тухнӑ.

Ку маршрутпа турттаракан автоубссем (маларах ГАЗельсем хутлатчӗҫ) 162-мӗш номерлӗ маршрутпа ҫӳрекеннисемшӗн пӗр вӑхӑтра хытах конкурент пулса тӑнӑччӗ. Ара, вӗсем 16 тенкӗпе турттарнӑ чух лешӗ 10 тенкӗпе илсе ҫӳретчӗ. Кайран 162-мӗшсем хака 20 тенке ҫитерсен 149С маршрутпа хутлаканни 15 тенкӗпе турттарма тытӑнчӗ. Пӗрне-пӗри сирес тесе тахӑш кунсенче 149С 5 тенкӗпе илсе ҫӳрени те пулнӑччӗ. Ӑна кура 162-мӗшсем хака 10 тенке те хӑварса пӑхрӗҫ.

Монополипе кӗрешекенсем 149С маршрут конкeренци ҫинчен калакан саккунӑн 14.8 статйине палӑртнӑ. Вӑл пассажирсене турттарасси пирки яваплӑ органсемпе килӗшӳ туман иккен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuvashia.fas.gov.ru/news/15276
 

Чӑваш чӗлхи Алтай чӗлхисен анлӑшӗ
Алтай чӗлхисен анлӑшӗ

Чӑваш чӗлхеҫи Александр Савельев (Сантӑр Савкилта) кӑк алтай чӗлхине тӗпчеме йӗркеленӗ тӗнче шайӗнчи ушкӑна кӗнӗ. Eurasia3angle (Еврази виҫкӗтеслӗхӗ) тӗпчевҫӗсен никама пӑхӑнман ушкӑнӗ кӑк алтай чӗлхи мӗнле сарӑлнине тата мӗнле пулса кайнине тишкерӗ. Унта тӗрлӗ ҫӗршыври чӗлхеҫӗсем, археологсем тата генетиксем кӗнӗ. Ушкӑн Германири Йена хулинче тӗпленсе ӗҫлӗ, Сантӑр Савкилта унта тухса кайнӑ та ӗнтӗ.

«Виҫӗ дисциплина меслечӗпе усӑ курса эпир кӑк алтай вырӑна тупма шутлатпӑр, алтай чӗлхисен йышне кӗрекен халӑхсем континент тӑрӑх мӗнле сарӑлнине ӳкерме тӗв тунӑ», — пӗлтерчӗ пире Александр Савельев.

Чӑваш тӗпчевҫи тӗрӗк чӗлхисен пайӗшӗн яваплӑ пулӗ. Вӑл икӗ енпе ӗҫлӗ. Пӗри — тӗрӗк чӗлхинчи ял хуҫалӑх терминологийӗне тӗпчессипе ҫыхӑнӗ. Ӑсчахсем шутланӑ тӑрӑх тӗрӗксем куҫса ҫӳренӗ сӑлтавсене ял хуҫалӑх аталанӑвӗнче сӑнама пулать. Ку ӗҫ пӗтӗмлетӗвне кайрах кӗнекен пичетлесе кӑларасшӑн. Александр ӗҫӗн иккӗмӗш тӗпчев енӗ — филогенетика. Ӑнланмалла каласан — биологсем чӗрӗ организмсене классификациленӗ чухне усӑ куракан компьютер меслечӗсемпе тӗрӗк чӗлхисене тӗпчесси.

Малалла...

 

Спорт

Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра «Хальхи кире пуканӗн спорчӗн теорийӗнчи тата методикинчи ҫивӗч ыйтусем» темӑпа Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. Ӑна РФ Спорт министерстви, ЧР Вӗренӳ министерстви, Кире пуканӗн спорчӗн Пӗтӗм Раҫҫейри федерацийӗ тата ЧППУ йӗркеленӗ.

ЧР Спорт министерствин советникӗ Ольга Букина кире пуканӗн спорчӗ Чӑваш Енре анлӑ сарӑлнине палӑртнӑ. Педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Герольд Драндров профессор конференцие кире пуканӗн спорчӗ мӗнле лару-тӑрура пулнине тишкермешкӗн йӗркеленине каланӑ.

Конференцие вӑй-хал культурин тытӑмӗнче ӗҫлекен 115 специалист хутшӑннӑ. Вӗсем тӗрлӗ темӑпа тухса калаҫнӑ.

 

Тӗнче тетелӗ Анна Виктрова тунӑ сӑн
Анна Виктрова тунӑ сӑн

Шупашкарта пурӑнакан Анна Викторова хулари тӗп пасар умӗнче пӗр кинеми Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ чечек сутни пирки «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.

Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑскер чӑпӑл курӑкне (купальница) ним пулман пекех сутса тӑна. «Полици кунашкал йӗркене пӑснине тӗрӗслесе тӑрать-ши?» - ыйтнӑ вулакан редакцирен.

РФ ШӖМӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ кунашкал ӗҫпе аппаланманнине пӗлтернӗ. Ку – ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин тивӗҫӗ-мӗн.

Ҫапах кунашкаллине курсан полицие пӗлтерме юрать. Пакунлисем вырӑна тухса тӗрӗслӗҫ, кун пирки кирлӗ ведомствӑна пӗлтерӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/2039
 

Страницӑсем: 1 ... 2712, 2713, 2714, 2715, 2716, 2717, 2718, 2719, 2720, 2721, [2722], 2723, 2724, 2725, 2726, 2727, 2728, 2729, 2730, 2731, 2732, ... 3903
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пулӑм хыҫҫӑн пулӑм ҫаврӑнӗ кӑна. К у- тунтикунччен. Унччен пурнӑҫламан ӗҫсемпе тивӗҫсене халӗ тытма тивӗ. Ӗҫтешсенчен е пӗлӗшсенчен пулӑшу ыйтӑр. Канмалли кунсенче кӑмӑллӑ пуллашу е пулӑм кӗтет.

Ҫу, 27

1939
86
Михайлов Николай Дмитриевич, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1949
76
Ляпидовская Светлана Михайловна, филолог, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1955
70
Пӑрчӑкан Нина Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...