Ӳнер
![]() "Куккуклӑ сехет" спектакльти сыпӑк К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче сцена ҫине черетлӗ премьера кӑларма хатӗрленнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, унта Марина Карягина пьеси тӑрӑх «Куккуклӑ сехет» спектакль куракан патне ҫитерӗҫ. Премьерӑна ҫитес уйӑх репертуарне кӗртнӗ. Ҫӗнӗ спектакле куракансен пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче хаклама май килӗ. Спектакле режиссер-постановщик тата художник пулса театрӑн тӗп режиссерӗ, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев хӑй лартать. Пьесӑра автор малашлӑхсӑр шутланакан ял пурнӑҫне кӑтартнӑ. Унти икӗ сӑнар урлӑ автор мӗн калассине куракан хӑй курса хаклатӑр тенӗрен хайлавӑн содержанине уҫса парар мар. Пьеса авторӗ Марина Карягина 1969 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳртре ҫуралнӑ, Чӑваш телекуравӗнче ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Куславкка районӗнче пурӑнакан 62 ҫулти арҫын налук тӳлессинчен пӑрӑнма хӑтланнӑ. Укҫана вӑл Шупашкар районӗнче ҫӗрсем сутса тунӑ. 2012–2014 ҫулсенче хастар ҫав этем пурӗ 22 лаптӑк 31 миллион ытла тенкӗлӗх сутса янӑ. Анчах деклараци тӑратнӑ чух ҫӗр лаптӑкӗ сутнине усламҫӑ-арҫын кӑтартмасӑр хӑварнӑ. Декларацие кирлӗ пек тӑратманнине кура вӑл 4 миллион тенкӗ ытла налук тӳлемесӗр юлнӑ. Налука пытарма хӑтланнӑ ҫын тӗлӗшпе халӗ тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗс пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем ыйтнипе суд арҫыннӑн «Cadillac GMT 166 SRX» ятлӑ автомобильне арестлеме йышӑннӑ. 2012 ҫулта кӑларнӑ ҫав урапана 1,5 миллиона яхӑн тӑрать. Сӑмах май каласан, налука тата пенине арҫын хӑй кӑмӑлӗпе йӑлтах тӳлесе татсан пуҫиле ӗҫе чарса лартма пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен саккун ун пек тума ирӗк парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче, юлашки кунӗнче, сунарҫӑсен сезонӗ вӗҫленет. Ҫак вӑхӑтра сунарҫӑсем тискер чӗрчунсене пенӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра кашкӑрсене тытмалли сезон пуҫланнӑ. Ку таранччен районсенче 17 «тукмак хӳрене» тытнӑ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Вӑрнар районӗнче — 8, Ҫӗмӗрле районӗнче — 5, Элӗк, Улатӑр, Тӑвай тата Патӑрьел районӗсенче 1-ер кашкӑр персе вӗлернӗ. Нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Енре ҫӑмламас чӗрчунсене тытма чарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре 37 ҫулти арҫын суд сакки ҫине ларма хатӗрленет. Ӑна, Вӑрнар районӗнче пурӑнаканскере, пӗрле кун кунлакан хӗрарӑма тата икӗ ачана хӗненӗшӗн айӑпласшӑн. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 2015 ҫулхи нарӑсран пуҫласа утӑ уйӑхӗччен вӑл савнӑ хӗрарӑм патӗнче пурӑннӑ. Ӳсӗрскер тӑван мар ывӑлҫурине час-часах хӗненӗ. Ачана вӑл ҫурҫӗр иртни 1 сехетре тӑратса лартса урок тутарнӑ. Сӗтел хушшинче мар, урайӗнче сапаланӑ макарон ҫине чӗркуҫҫипе тӑратса. Итлемесен арҫын ачана пуҫхӗрлӗ тытса силленнӗ. Хӑйӗн 7 ҫулти хӗрӗнчен те мӑшкӑлланӑ вӑл. Хӗрарама вара пуканпа ҫурӑмӗнчен ҫапнӑ, вӗлерессипе хӑратнӑ. Арҫын следстви вӑхӑтӗнче хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Римма Алексеева телережиссер Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче «Чӑваш Ен» телерадиокомпанин ветеранӗ Римма Алексеева вилнӗ. Унпа паян сывпуллашнӑ. Римма Архиповна кӑҫалхи пуш уйӑхен 1-мӗшӗнче 74 ҫул тултармаллаччӗ. Римма Алексеевӑн пӗрремӗш профессийӗ музыкӑпа ҫыхӑннӑ. Луначарский ячӗллӗ Мускаври театр ӳнерӗн институтӗнче пӗлӳ илнӗскер Чӑваш музыкӑпа драма театрӗнче сакӑр ҫул юрланӑ. 1976 ҫулта вӑл Чӑвашрадиона режиссера вырнаҫать, тепӗр икӗ ҫултан телевидение куҫать. Анчах унта та хӑйӗн чунне ҫывӑх юрӑ-кӗвӗ тӗнчине пӑрахмасть — ҫак тематикӑпа телекӑларӑм хыҫҫӑн телекӑларӑм хатӗрлет. Унӑн паллӑ проекчӗсенчен пӗри — «Чувашия музыкальная». Компанире 22 ҫул тӑрӑшнӑ вӑхӑтра Римма Алексеева Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ята тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Федор Волков Вӑрнарти типӗтнӗ сӗт савучӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Федор Волков тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем пуҫиле черетлӗ ӗҫ пуҫарнӑ. Пакунлисем шухӑшланӑ тӑрӑх, пуҫлӑх пуканӗнче ларнӑ чух хайхи йӑрӑ чӑваш хушма хакран илекен налукпа 2012 ҫулшӑн деклараци тӑратнӑ чух налук вычечӗ шутне суя сведени кӗртнӗ. Унта вӑл туянман япалана туяннӑҫи кӑтартнӑ, ҫавна май ытлашши тӳленӗ налука тавӑрса пама ыйтса тепӗр ҫулхи нарӑсра заявлени ҫырса панӑ та 2,8 миллион тенкӗ каялла илнӗ. Маларах Федор Волков тӗлӗшпе пуҫиле тепӗр ӗҫ пуҫарнӑ. Ун чухне йӗрке хуралҫисем савут пуҫлӑхӗ 18,6 миллион ытла тенкӗлӗх налук тӳлемен тесе шухӑшланӑ. Халӗ тӗпчевҫӗсем пуҫиле икӗ ӗҫе пӗр ҫӗре пӗрлештернӗ. Тӗпчев малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрле хулинче арҫын ҫунакан хваттертен тусне ҫӑлнӑ. Кунашкал тӗслӗхсем ҫак кунсенче Улатӑр тата Шупашкар хулисенче те пулнӑ. Ҫӗмӗрлере икӗ пӳлӗмлӗ хваттерте, пурӑнакан 63-ри арҫыннӑн килӗнче, ҫулӑм тухнӑ. Пушар алхасни пирки «01» пульт ҫине нарӑсӑн 23-мӗшӗнче каҫхи 6 сехет хыҫҫӑн пӗлтернӗ. Хайхи арҫын пирус туртнӑ та ҫывӑрса кайнӑ. Чӗлӗм тӗпне пула матрас ҫунма тытӑннӑ. Пӳлӗмре тӗтӗм-сӗрӗм темиҫе минутрах сарӑлнӑ. Кил хуҫи вара ним туймасӑр ҫывӑрнӑ. Тусӗ килмен пулсан… Шухӑшлама та хӑрушӑ. Юлташӗ ӑна вӑратнӑ та хваттертен илсе тухнӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма 15 минутра сӳнтернӗ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 126 пушар тухнӑ. Вӗсенче 16 ҫын вилнӗ, 21-ен суранланнӑ. Пушартан 83 ҫынна ҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре 22 ҫулти Андрей Коракова шыраҫҫӗ. Вӑл тӑванӗсемпе тахҫантанпах ҫыхӑнман. «Про Город» хаҫатран унӑн иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшӗ пулӑшу ыйтнӑ. Андрей Кораков Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралса ӳснӗ, Шупашкарти пӗр общежитире пурӑнать, аслӑ шкулта вӗренет. Андрей тӑванӗсемпе нарӑсӑн 16-мӗшӗнче юлашки хут ҫыхӑннӑ. Унтан телефонӗ сӳннӗ. Каччӑ япалисене студентсен общежитийӗнче хӑварнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле телефон, зарядник, водитель правине тата паспорт илнӗ. Хӑшӗсем каланӑ тӑрӑх, ӑна ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче троллейбусра курнӑ. Андрей ҫинҫе кӗлеткеллӗ, 175 сантиметр ҫӳллӗш. Ӑна курнисене 89377396997 е 02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ. Унта пирӗн ентеш Анжелика Сидорова ҫӳллӗше сиксе чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ. Чемпионат Мускавра нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртнӗ. Анжелика Сидорова 4.70 метр ҫӳллеше сикме пултарнӑ. 4.65 метра вӑл виҫҫӗмӗш хутӗнче ҫеҫ парӑнтарнӑ. 4.70 метра вара пӗрре сиксех каҫнӑ. 4.80 метра Анжелика илеймен. Ҫапах вӑл Раҫҫей чемпионӗ пулса тӑнӑ. Чемпионатра пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнисӗр пуҫне Анжелика Сидорова Раҫҫейӗн хӗллехи Гран-принче ҫӗнтернӗ. Унта шӑчӑпа сиксе вӑл 100 пин тенкӗлӗх чек илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Инкек иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Куславкка районӗнче пулса иртнӗ. Унти Куснар ялӗнче пурӑнакан пӗр ҫемьере 44 ҫулти арҫын аптӑраса ӳкнӗ хыҫҫӑн унӑн арӑмӗ васкавлӑ пулӑшу кӳрекен тухтӑрсем патне шӑнкӑравланӑ. Анчах Куславкка район пульницин васкавлӑ пулӑшу паракан уйрӑмӗ ҫула тухма килӗшмен. Вӑхӑт ун чух кӑнтӑрла иртни 12 сехет те 30 минут пулнӑ. Арҫыннӑн сывлӑхӗ хавшасах пынине кура хӗрарӑм каҫхи ултӑ сехет тӗлӗнче шурӑ халатлисем патне тепӗр хутчен шӑнкӑравланӑ. Ку хутӗнче тухтӑрсем вырӑна ҫитнӗ, арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Анчах унта вӑл ҫурҫӗр иртни 1 сехет те 10 минутра вилсе кайнӑ. Ҫын пульницӑра вилни пирки тӗпчевҫӗсем професси тивӗҫне кирлӗ пек пурнӑҫламаннине пула ҫын вилнӗ тесе шухӑшланипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, тӗпчев малалла пырать. Вилнӗ арҫыннӑн арӑмӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, мӑшӑрӗ кантӑк тасатмалли хатӗр ӗҫнипе вилме пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |