Культура
![]() Раҫҫейре Кино ҫулталӑкӗ пуҫланнӑ май республикӑра тӗрлӗ мероприяти иртет, тӗрлӗ фильм кӑтартаҫҫӗ. Паян Шупашкарта «Битва за Новоюжку» фильмӑн хатлавӗ иртнӗ. Вӑл «Три пингвина» кинотеатрта пулнӑ. «Чӑвашфильм» наци киностудийӗ ҫамрӑксен сериалӗн пӗрремӗш серине кӑтартнӑ. Унта 16 ҫултан аслӑраххисем курма пынӑ. Фильма Юрий Спиридонов режиссер ӳкернӗ. Пӗтӗмпе вӑл 15 сери ӳкерме палӑртнӑ. Фильм — Шупашкарти чи пысӑк микрорайонта пурӑнакан ҫынсем пирки. Ҫамрӑксене урамра «пурӑнма» йывӑррине кӑтартнӑ унта. Сеанс паян 17 сехетре пуҫланнӑ. Вӑл паянах 21 сехетре те пулӗ. Билетсене кассӑра 200 тенкӗпе сутаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш Енре йывӑҫсене саккунсӑр майпа каснӑ тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку хыснана 13 миллиона яхӑн тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ: «Чувашская топливная компания» АУО ирӗк илмесӗрех Шупашкарти тата Октябрьски поселокӗнчи 8 пине яхӑн хурӑнпа хыра каснӑ. Ку республикӑна 13 326 578 тенкӗ те 69 пуслӑх тӑкак кӳнӗ. Компани тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кунсӑр пуҫне йӗркене пӑснӑскере административлӑ явап тыттарма йышӑннӑ. Ҫавна май компание 125 пин тенкӗ штраф тӳлеттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() «Про Город» тунӑ сӑн Чӑваш Енре сысна грипӗпе чирлекенсен йышӗ татах ӳснӗ. Паянхи кун тӗлне ку чирпе 17 ҫын аптӑранине палӑртнӑ. Аса илтерер: кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви сысна грипӗпе 5 ҫын чирленине палӑртнӑ. Чирлекенсенчен ытларахӑшӗ — Шупашкарта. Унта 11 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Улатӑрта та чирленӗ. Иммунизаци тунӑран эпидеми анлӑ сарӑлман. Кӑҫал республикӑра пурӑнакан кашни 3-мӗш ҫынна прививка тунӑ. Сӑмах май, кӑрлачӑн 15–21-мӗшӗсенче республикӑра гриппа тата ОРВИпе чирленӗ 5688 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Ытларах ачасем аптӑраҫҫӗ. Паянхи кун тӗлне пульницӑра 225 аслӑ ҫын тата 181 ача выртать. Хальлӗхе пӗр шкула та карантина хупман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Регионсен хушшинче «Атӑлҫи Татьянисем» конкурса ҫулсерен ирттереҫҫӗ. Финал паян Сарӑту хулинче пулнӑ. Пирӗн республикӑран унта Татьяна Попова хутшӑннӑ. Пӗлтӗр ку тивӗҫе Татьяна Богданова пурнӑҫланӑ. Татьяна Попова И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗренет. Кӑҫал конкурса 8 Татьяна хутшӑннӑ. Хӗрсем Сарӑту, Саранск, Чулхула, Чуллӑ ҫыр, Ижевск, Чӗмпӗр, Йошкар-Ола хулисенчен пулнӑ. Шел те, Пенза хӗрӗ кӑштах чирленӗ, ҫавӑнпа хутшӑнайман. Вӗсем хӑйсене ташӑ, пултарулӑх, литература конкурсӗсенче тӗрӗсленӗ, юлашкинчен дефиле кӑтартнӑ. Халӗ конкурсӑн официаллӑ ушкӑнӗнче сасӑлав иртет. Пӑлӑртса хӑварар: Татьянӑсен конкурсӗ 13-мӗш хут иртнӗ. Татьяна Попова тӗп титула ҫӗнсе илсен ҫитес ҫул конкурс Шупашкарта иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ӑмӑртӑва пуҫтарӑннисенчен пӗрисем Етӗрне районӗнчи Пионер лапамӗнче йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗнче ҫиччӗмӗш класс хӗрачипе инкек сиксе тухнӑ. Ӑмӑртӑвӗ кӑрлачӑн 16-мӗшӗнчех пулнӑ-ха. Унта Хӗл Мучи те хутшӑннӑ тесе ҫырнӑ асӑннӑ район администрацийӗн сайтӗнче. Хӗл Мучисӗр пуҫне спорт уявне тӗрле тӳре-шара та пуҫтарӑннӑ. Ҫав шутра — район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин, район пуҫлӑхӗ Александр Краснов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Павлов. Спорт уявӗнче ҫиччӗмӗш класс хӗрачин пуҫ мимине юн кайнипе пульницӑна илсе кайнӑ. Кун пирки Константин Ишутов блогер ӗнер пӗлтернӗ. Ачана малтан Етӗрнери пульницӑна илсе кайнӑ, кайран реанимобильпе Шупашкара илсе килнӗ. Блогер ҫырнӑ тӑрӑх, хӗрача халӗ те сывалса пӗтеймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Борис Атаманов Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спорт министерствинче паянтанпа ҫӗнӗ ҫын ӗҫлеме тытӑннӑ. Республикӑн пӗрлештернӗ спорт ушкӑнӗсене хатӗрлекен Ардалион Игнатьев ячӗллӗ центра 2014 ҫултанпа ертсе пынӑ Борис Атаманова министр ҫумӗ пулма шаннӑ. Хушӑва республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин паян алӑ пуснӑ. Борис Атамонов спортшӑн ҫӗнӗ ҫын мар. Елчӗк районӗнчи Курнавӑшра 1958 ҫулта ҫуралнӑскер вӑл 1983 ҫулта ҫӑмӑл атлетика енӗпе СССР спорт маҫтӑрӗ пулса тӑнӑ. 8 пин метра чупассипе Пӗтӗм Раҫҫейри кросра Чӑваш Ен тата Раҫҫей чемпионӗ ята тивӗҫнӗ. Вӗренме вӑл Шупашкарти строительство техникумӗнче ҫӑмӑл атлетика секцийӗнче ӑсталӑха туптанӑ, Волгоградри физкультура инситутне вӗренсе пӗтернӗ. 19 ҫул Ҫӗнӗ Шупашкарти Олимп резервӗллӗ 3-мӗш шкул пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Дмитрий Автономов пачӑшкӑ Йӗрке хуралҫисем ҫак кунсенче ураран ӳксе тенӗ пек чиркӳ ҫыннине шыраҫҫӗ. Усал ӗҫ тунӑ хыҫҫӑн тарса ҫӳремест-ха вӑл. Килтен тухса кайнӑ та — таврӑнман. 1980-мӗш ҫулта ҫуралнӑ Дмитрий Автономов килтен (пачӑшкӑ Пӑрачкав районӗнче пурӑннӑ, Ҫӗмӗрле районӗнчи Вырӑс Улхаш ялӗнчи чиркӳре ӗҫленӗ) иртнӗ ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Арҫын тӗреклӗ хул-ҫурӑмлӑ, 1 метр та 82 снатиметр ҫӳллӗш-мӗн, кӑвак куҫлӑ, сухалпа ҫурет. Килӗнчен тухса кайнӑ чух вӑл тӗссӗртерех симӗс (хаки) тӗслӗ куртка тата шӑлавар тӑхӑннӑ, уринче берцы пулнӑ, пуҫне ҫыхнӑ хура калпак тӑханнӑ. Ҫухалнӑ пачӑшкӑ ӑҫтине пӗлекен ҫынсене йӗрке хуралҫисене 8 (83543) 21-0-02, 21-8-60, 21-9-40 телефон номерӗсемпе пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев студентсене Татьянӑсен кунӗпе саламланӑ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Васильевич ҫамрӑксене малашне те ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу суннӑ. Паян студентсем хӑйсен уявне паллӑ тӑваҫҫӗ. Михаил Игнатьев яш-хӗре саламланӑ май халӗ квалификациллӗ кадрсем кирлине палӑртнӑ. — Чӑваш Ен правительстви ҫамрӑксене вӗренӳре тата ӗҫре аталанмашкӑн условисем туса парать, — ҫапла каланӑ Михаил Васильевич. Республика Элтеперӗ Чӑваш Енре нимеҫӗсен (волонтер) корпусӗ тата Ҫамрӑксен правительстви лайӑх ӗҫленине, вӗсем регион пурнӑҫне хастар хутшӑннине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Уйрӑм ҫынсене ҫурт-йӗре приватизацилес вӑхӑта миҫе хутчен тӑсса пирӗнтен чылайӑшӗ астумасть те пулӗ. Хӑйсем хӑпартса лартнӑ е укҫа парса туяннӑ пӳрт е хваттере ку саккун пырса тивмест-ха. Муниципалитет харпӑрлӑхӗнчи хваттерте социаллӑ найм килӗшӗвӗпе пурӑнакансене хуҫа пулса тӑма параҫҫӗ. Хваттере приватизацилеме ирӗк паракан вӑхӑт хальхинче кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗҫленмеллеччӗ. Анчах саккунра палӑртнӑ вӑхӑта кӑҫал тата тӑсса парасшӑн иккен. Тата тепӗр ҫулталӑклӑха теҫҫӗ. Приватизаци вӑхӑтне ҫулталӑклӑха тӑсма ирӗк паракан саккун проектне хатӗрлеме РФ Патшалӑх Думин вице-спикерӗ Сергей Неверов шантарнӑ. Проекта РФ правительстви куҫӑнсӑр майпа халех ырланӑ. Ҫакна ҫынсем хӑйсен хваттерӗсемпе пӳлӗмӗсене приватизаилесе ӗлкӗрейменнишӗн пӑшӑрханнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Пӗр вырӑнта Чӑваш Республикин патшалӑх чӗлхисемпе ҫырсан, ҫумрах тепӗр вырӑнта вара вырӑсла ҫырсан та ҫителӗклӗ, чӑваш чӗлхипе усӑ курма кирлех мар тенине Шупашкар хула администрацийӗ ӑҫтан тупнӑ?» — тесе пуҫ ватать «Ирӗклӗх» наципе культура чӗрӗлӗвӗн халӑх пӗрлешӗвӗ «Контактра» тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн ушкӑнӗнче. «Ирӗклӗх» Шупашкар хула администрацине республикӑн тӗп хулинчи чарӑнусенчи электрон таблосене чӑвашла ҫырмалли пирки ҫыру янӑ. Ку ҫырӑва хула администрацийӗнчи тӳре-шара епле хуравлани «Ирӗклӗхе» тивӗҫтермен. «Чӑваш чӗлхипе мӗнле сӑлтавсемпе ҫырма кирлӗ мар пулнине ӑнлантарса паракан хурава «отписка» тесе калама та йывӑр», — тесе пӗтӗмлетнӗ хурав илнӗ хыҫҫӑн «ирӗклӗхҫӗсем». «Шӑпах Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин саккунлӑхӗпе килӗшӳллӗн республикӑра географи объекчӗсен ячӗсене ҫырма тата ҫырса хунисене, ҫул ҫинчи паллӑсене, ытти кӑтарту паллисене хатӗрлеме вырӑс тата чӑваш чӗлхисемпе усӑ курмалла. Пӗр вырӑнта патшалӑх чӗлхисемпе ҫырсан, ҫумрах тепӗр вырӑнта вара вырӑсла кӑна ҫырсан та ҫителӗклӗ, чӑваш чӗлхипе усӑ курма кирлех мар тенине Шупашкар хула администрацийӗ ӑҫтан тупнӑ? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.05.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Болгарский Владимир Леонидович, Мускаври Атӑлҫи Пӑлхар-чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |