Ҫул-йӗр
![]() Ҫӗрпӳ кӗперне хӑҫан уҫасси ҫынсемшӗн ҫӑпан пекех ӗнтӗ. Анчах уҫрӗҫ, каллех хупса хучӗҫ… Унта хӑҫан «пӑкӑсем» пӗтӗҫ? Ҫав енпе ҫӳрекенсене ку тахҫантанпах канӑҫ памасть. Ӑна суйлав умӗн савӑнӑҫлӑ лару-тӑрурах уҫнӑ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсене чӗнсе илсех. Анчах ҫынсем нумай та ҫӳреймен унпа — каллех хупӑннӑ. 5 кунранах. Халӑха «пӑкӑсем» йӑлӑхтарнӑ. Хальлӗхе унта икӗ енлӗ ҫулпа кӑна урапасем ҫӳреҫҫӗ. Специалистсем ҫиелти сие хума тытӑннӑ. Унти ӗҫсем вӗҫленнӗпе пӗрех. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫула юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Кӗпере мӗншӗн вӑхӑтра туса пӗтермен? Ҫак ыйтӑва специалистсем хуравланӑ: темӗнле йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ-мӗн, вӗсене ҫитес вӑхӑтра пӗтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Питӗрте темӗнле арҫынна тупнӑ. Вӑл Шупашкартан пулнине ӗнентерет. Унта ӗҫлеме кайнӑ та халӗ тӑван тӑрӑхне таврӑнаймасть-мӗн. Арҫынна ҫынсем подъездра асӑрханӑ. Вӑл кӑштах аташать те теҫҫӗ. Тупнӑ хыҫҫӑн ӑна пульницӑна ӑсатнӑ. Арҫын каланӑ тӑрӑх, ӑна ӗҫрен кӑларса янӑ та вӑл халь киле каяймасть. Александра Богданова арҫын пирки тӗнче тетелӗнче пӗрремӗш пӗлтернӗ. Унпа вӑл калаҫнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Мария Милова тӗнче тетелӗнче ҫак информацие курсан арҫыннӑн тӑванӗсене шыраса тупма шутланӑ. Арҫын кашни виҫӗ минутран мӗн каланине урӑхла пӗлтернӗ. Анчах вӑл Шупашкарта Ленин урамӗнчи 13-мӗш ҫуртра пурӑннине тӑтӑшах каланӑ. Унӑн тӑванӗсене пӗлекенсене 77-81-12, 640-610, 36-52-62 номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкара «Ревизорро» телекӑларӑм ертӳҫи Елена Летучая килни пирки чылай шавларӗҫ. Вӑл хулари кафе-ресторана тиркенӗ, хӑшӗ-пӗрне ырласа хӑйӗн наклейкине ҫыпӑҫтарса хӑварнӑ. Халӗ кафе-ресторансен хӑрамалли ҫук ӗнтӗ — Елена Летучая Шупашкартан кайнӑ. Халӗ Шупашкар пирки ӳкернӗ кӑларӑм эфира хӑҫан тухассине ҫеҫ кӗтмелле. Кӑларӑма ҫынсем хӑҫан курма пултарасси паллӑ. Вӑл ку эрнерех эфира тухӗ. «Инстаграм» халӑх тетелӗнчи официаллӑ ушкӑнра кӑларӑмӑн тулли версийӗ хӑҫан тухнине пӗлтернӗ. Вӑл сенкер экран ҫине юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 19 сехетре эфира тухӗ. Елена Летучаяна чӑваш сервисӗ килӗшни пирки сас-хура тухнӑ. Чӑнах та ҫапла-и? Кӑларӑм эфира тухсан паллӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ суйлав умӗн Етӗрне районӗн «Знамя труда» хаҫатра «Появились качели и горка» статья тухнӑ. Унта сӑнӳкерчӗк те пулнӑ: савӑнӑҫлӑ ачасем ҫӗнӗ чуччусем патӗнче тӑраҫҫӗ. Ҫакна кам туни пирки хаҫат вулакан ыйтнипе тӗпченӗ имӗш. Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ П.А.Бажайкин савӑннине пытармасӑр ҫапла каланӑ: «Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Ҫамрӑксен микрорайонӗнче ҫынсем ыйтнипе ача-пӑча лапамӗ тунӑ. Ку «Автодорсервис» тулли мар яваплӑ общество директорӗ Алексей Константинович Жарков пулӑшнипе пулнӑ». Жарков текенни ун чухне шӑпах Етӗрне район пухӑвӗн депутатне суйланма кандидатура тӑратнӑ-мӗн. Шӑпах «Ҫамрӑксен» ятлӑ 5-мӗш округра тата. Анчах «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен тӑратнӑ Алексей Жарков суйлава выляса янӑ. Уйӑх та иртмен — юпан 10-мӗшӗнче ҫав картишре рабочисем ачасен чуччуйӗсене каялла кӑларнӑ. Ҫынсем полицейскисене чӗннӗ. Лешсем нимӗн те тӑвайман. Тӗнче тетелӗнче ку информаци кӗҫех тухнӑ. Чылайӑшӗ депутат ҫапла хӑтланнипе кӑмӑлсӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Самарти Ҫветтуй Вырсарни арҫынсен мӑнастирӗнче историре палӑрса юлмалли пулӑм иртнӗ. Унта кӑнтарлахи кӗлӗ чӑваш чӗлхипе пулнӑ. Кун пирки «Самар» информаци агентстви пӗлтерет. Ҫакӑ Самар облаҫӗнчи чӑвашсен наци культурин автономийӗ пуҫарнипе пулнӑ. Вӗсем Самар тата Сызрань митрополичӗ Сергий патне ыйтупа ҫитнӗ. Вӗсем унран Самарти пӗр храмра кӗлле чӑвашла ирттерме ыйтнӑ. Кӑҫал авӑн уйӑхӗнче Сергий митрополит кӑнтӑрлахи кӗлле чӑвашла ирттерме пил панӑ. Ӑна Никон игумен ирттернӗ. Вӑл — Самарти православи семинарийӗн воспитани парас енӗпе ӗҫлекен проректор. Сӑмах май, Самар облаҫӗнче чӑвашсем нумаййӑн пурӑнаҫҫӗ. 2010 ҫулта ирттернӗ Ҫырав тӑрӑх, унта 80 пин ытла чӑваш тӗпленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Вырӑс географи обществи Пӗтӗм Раҫҫейри диктант йӗркелет. Ун пек диктант ирттерме ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин маларах асӑннӑ обществӑн XV сьездӗнче сӗннӗ. Диктант чӳкӗн 1-мӗшӗнче пӗтӗм ҫӗршывӗпех иртӗ. Вӑл пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансем географие епле пӗлнине тӗрӗслеме май парӗ. Вӑл ҫынсен географи пӗлес ӑсталӑхне палӑртӗ. Диктанта ҫӗршывра пурӑнакан кирек кам та хутшӑнаять. Унӑн ҫулне те, пӗлӗвне те, епле тӗне ӗненнине те, ӑҫта ӗҫленине те пӑхмӗҫ. Хутшӑнас тесен пӗр пус та тӑкакланмалла мар. Диктант ҫырас кӑмӑллисене пурне те пӗр пек ӗҫ хушӗҫ. Диктант теми «Манӑн ҫӗршывӑм — Раҫҫей». Диктанта хутшӑнас тесен 45-26-03 телефонпа шӑнкӑравласа (хушма номер 3302) е e-mailniko-inna@yandex электрон адреспа ҫырса тӗплӗнрех ыйтса пӗлме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ эчлчи Леонид Волков (сулахайри) Мускаври Н.А. Некрасов ячӗллӗ хула вулавӑшӗнче ҫитес шӑматкун, юпан 17-мӗшӗнче, 13 сехетре литература каҫӗ иртӗ. «Чӑваш писателӗсем — фронтовиксем» ят панӑскере Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчӗлӗхӗ тата Мускаври чӑваш культурин обществи йӗркеленӗ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе кӑҫал 70 ҫул ҫитнине халалланӑ. Уяв каҫӗнче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинчи ҫӗнтерӳшӗн пуҫне хунисене аса илсе тата фронтран таврӑнса пурнӑҫа литературӑна халалланисене хисеплесе аса илме палӑртаҫҫӗ. Вӑрҫӑ вут-хӗмне кӗнӗ ҫыравҫӑсенчен «А» саспаллипе пуҫланаканнисем кӑна темиҫе тесе палӑртнӑ май Леонид Агакова, Александр Алкана, Василий Алентее, Александр Артемьева, Степан Аслана асӑнса хӑварнӑ маларах асӑннӑ элчелӗх хйӑӗн сайтӗнче. Ытти паллӑ ҫыравҫӑ та пур: Петӗр Хусанкай, Ухсай Яккӑвӗ, Илпек Микулайӗ, Мӗтри Кипек, Валентин Урташ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, юпан 10-мӗшӗнче «Юрма» агрохолдингӑн пуҫлӑхӗпе Владимир Ермолаевпа тӗл пулнӑ. Михаил Васильевич агрохолдинга паянхи уявпа, Ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсен кунӗпе саламланӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗлпулура агрохолдингӑн кулленхи ӗҫ-хӗлне тата малашлӑх плансене сӳтсе явнӑ. Владимир Ермолаев уйӑх каялла уҫнӑ инкубатор ӗҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Ӑна уҫма, сӑмах май, Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. «Пӗрремӗш чӗпӗсем тухрӗҫ. Талӑксерен 60 грамм ӳт хушаҫҫӗ», — каласа кӑтартнӑ Владимир Ермолаев. Владимир Ермолаев ӳлӗмрен сысна та тытма пуҫласшӑннине пӗлтернӗ. Агрохолдинг ертӳҫи пирки каласан вӑл Шупашкарти чӑлхапа трикотаж хапрӑкне, Етӗрнери тата Муркашри кирпӗч савучӗсене, «СУОР» предприятие ертсе пырать. Юлашкинчен каланинче тӑрӑшакансем ӗҫ укҫи вӑхӑтра илейместпӗр тесе нумаях пулмасть кӑмӑлсӑрланнине те палӑртнӑччӗ. Владимир Ермолаев ун чух ҫынсене йывӑрлӑх пурин те пур тесе каланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Росстат специалисчӗсем Атӑлҫи тӑрӑхӗнче производствӑна тишкернӗ. Ҫапла майпа хӑйне евӗр рейтинга та йӗркеленӗ. Чӑваш Енӗн ку енӗпе кӑтарту савӑнтармаллиех мар. Атӑлҫи федераци округӗнче кӑҫалхи кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенче, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, промышленноҫ производстви 2,9 процент чакнӑ. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ҫичӗ регионта ку кӑтарту пӗчӗкленнине палӑртнӑ. Ҫав йышра — Чӑваш Енре те. Пирӗн республикӑра производство ытларах чакнӑ-мӗн. Темп индексӗ 91 процентпа танлашнӑ. Ҫавӑн пекех промышленноҫ производстви Ӗренпур облаҫӗнче, Пермь крайӗнче, Тутар Республикинче самай чакнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Грани» тунӑ сӑн Чӑваш Ене Итали уламҫисем килнӗ. Вӗсем икӗ ҫӗршыв пӗчӗк тата вӑтам услам тытамӗнче килӗштерсе ӗҫлес ыйтусене сӳтса явӗҫ. Италипе Чӑваш Енӗн ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвӗ юпа уйӑхӗн 15–16-мӗшӗсенче иртӗ. Раҫҫей делегацийӗн йышӗнче пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх аталанӑвӗн департаменчӗн директорӗ Наталья Ларионова пулӗ. Итали делегацийӗн йышӗнче 50 яхӑн усламҫӑ пулӗ. Ӑна Джузеппе Триполи ертсе пырӗ. Ларӑва хутшӑнассине Раҫҫейри 30 ытла регион ҫирӗплетнӗ. Вӗсен йышӗнче — Питӗр, Вологда, Чулхула, Чӗмпӗр, Орел, Тула, Самар, Ростов, Волгоград облаҫӗсем, Тутарстан, Ханты-Манси автономи округӗ тата ыттисем. Ларӑва хутшӑнакансем Раҫҫей тата Итали машиностроени, энерги перекетлекен, ҫутҫанталӑка сыхлакан технологисен тытӑмӗнче килӗштерсе ӗҫлес ыйтӑва сӳтсе явӗҫ. Мероприяти Наци вулавӑшӗнче пуҫланӗ те Правительство ҫуртӗнче малалла тӑсӑлӗ. Хӑнасене Чӑваш Енӗн предприятийӗсемпе, инвестици лапамӗсемпе паллаштарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ.
| Луутонен Йорма Калерво, чӑвашпа ҫармӑс чӗлхине танлаштарса тӗпчекен ҫуралнӑ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Леонид Никонорович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |