Персона
![]() Игнатий Молодов сцена ӑсти пирки кӑларнӑ «О театре и о себе» аса илӳсен кӗнекин хӑтлавне Елчӗкри вулавӑшра йӗркелени пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Ентешне елчӗксем манманнине ҫирӗплетекен тепӗр пулӑм — Кӗҫӗн Таяпари вулавӑшра Игнатий Молодова халалласа «Анлӑ тавракурӑмлӑ, хӑватлӑ талант» ятлӑ курав йӗркелени. Чӑваш халӑх артисчӗ И.О. Молодов ҫуралнӑранпа юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 110 ҫул ҫитет. Ҫавна май унӑн ентешӗсем курав йӗркеленӗ те. Курава хутшӑннисемне артистӑн пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ. Ялти шкулта чӑваш чӗлхипе вӗрентекен А. Иванова Игнатий Осиповичӑн пултарулӑхӗ ҫинчен каласа панӑ. Маларах асӑннӑ «О театре и о себе» кӗнекепе те вулакансене паллаштарнӑ. Кӗҫӗн Таяпари культура ҫурчӗ ҫумӗнчи кружоксене ҫӳрекенсем те юбилее хатӗрленеҫҫӗ. Ентешне халласа вӗсем сӑвӑ-хайлав ҫыраҫҫӗ, «Артист пулма ҫӑмӑл мар» конкурса хатӗрленеҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем. Сӑнсем (4) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкарти Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 36-мӗш ҫуртра пурӑнакансем тахҫанах шӑв-шав ҫӗкленӗ. Вӗсене nинех илтнӗ. Ара, халӑх вӗсен ҫурчӗпе юнашар теприне ҫӗкленӗшӗн кӑмӑлсӑрланнӑ. Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗ ҫурта тӑвас ӗҫе чарса лартнине пӗлтернӗ. Халӗ суд приставӗсем строительство лапамне кӗмелли алӑка пичет ҫапса хупнӑ. Ҫурта «Алкор-Строй» фирма тӑвать. Унӑн ертӳҫи — хула парламенчӗн депутачӗ. Вӑл — КПРФ партире тӑракан Алексей Лапин. Проектра вӑл ӑна халӑха пулӑшу памалли объект тесе палӑртнӑ. Хӑй вара нумай хваттерлӗ ҫурт ҫӗклеме тытӑннӑ. Шупашкар мэрийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, суд ларӑвне юпан 20-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Ҫавӑнпа ҫынсене ҫав ҫуртра хваттер илме сӗнмеҫҫӗ. Унсӑрӑн улталаннӑ пайҫӑсен йышне кӗрес хӑрушлӑх пур теҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Ача ҫурални — пысӑк савӑнӑҫ. Анчах пӗчӗкскер вилни те, шел, тӗл пулать. Хӑш чухне ку тухтӑрсен айӑпӗпе пулать. Чӑваш Ен вара ку енӗпе «палӑрмасть». Пирӗн республикӑра ача вилессин кӑтартӑвӗ — чи пӗчӗкки. Кун пирки Патшалӑх статистикин федераци служби пӗлтерет. Кӑҫалхи кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенчи кӑтартусене шутланӑ та ҫакна палӑртнӑ: Раҫҫейре чӗрӗ ҫуралнӑ 1000 ача ҫине ача вилессин кӑтартӑвӗ 6,6-па танлашнӑ. Атӑлҫи федераци округӗпе вара ку кӑтарту — 6,3. Раҫҫейӗпе илес тӗк, Чӑваш Ен ку кӑтарту енӗпе пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн республикӑра ку кӑтарту 3-пе ҫеҫ танлашнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — Пенза облаҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Про Город» архивӗнчи сӑн Нумаях пулмасть Шупашкарта 21 ҫултан ҫамрӑкрах ачасемпе ҫамрӑксене эрех-сӑра сутма юраманни пирки калаҫнӑ. Ҫавра сӗтеле хула пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ирина Клементьева, Роспотребнадзорӑн элчисем, хула администрацийӗн ӗҫченӗсем, Шупашкарти районсен администрацийӗсен ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Ҫавра сӗтел иртнӗ эрнере иртнӗ. Хула администрацийӗн пресс-службинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, унта хутшӑннисем ҫак саккуна йышӑнмалли пирки каланӑ. Ирина Клементьева палӑртнӑ тӑрӑх, 21 ҫултан ҫамрӑкраххисене эрех-сӑра сутманни ҫамрӑксен хушшинче ӗҫкӗпе иртӗхекенсен йышне чакарма май парӗ. Пӑлханмалли сӑлтав пур ҫав. Чӑваш Ен эрех-сӑра ӗҫсе вилнисен йышӗпе малта пыраканнисенчен пӗри. Ҫавра сӗтел ҫак ҫивӗч ыйтӑва сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ: алкоголе 21 ҫултан ҫамрӑкраххисене сутмалла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Хусанта ӗнер, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, тӗрӗк ҫамрӑкӗсен 2-мӗш фестивалӗ старт илнӗ. Унта 10 ытла тӗрӗк халӑхӗсен ҫамрӑкӗсем килсе ҫитнӗ. Чӑваш Енрен фестивале «Ирӗклӗх» пӗрлӗх тата чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сувар» пӗрлешӗвӗ хутшӑнать. Кунсӑр пуҫне мероприятие азербайджансем, турккӑсем, пӑлхарсем, казахсем, кӑркӑссем, нухайсем тата тӗрӗк халӑхӗсен ытти ҫыннисем килнӗ. Фестиваль программи анлӑ. Унпа килӗшӳллӗн, Тутарстан чиновникӗсемпе тӗл пулӗҫ, экскурсисем ирттерӗҫ, семинарсемпе хӑтлавсем йӗркелӗҫ. Фестивале «Атӑл» центр, тутарсен наци культурин федераци автономийӗ тата Тутарстанри ҫамрӑксен ӗҫӗпе тата спорт енӗпе ӗҫлекен министерство йӗркеленӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗччен пулӗ. Аса илтерер: 1-мӗш фестиваль те Хусанта иртнӗ. Ун чухне те унта чӑваш организацийӗсем хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Раштав уйӑхӗнче Шупашкарти кинотеатрсен экранӗсем ҫине Шупашкар режиссерӗн фильмӗ тухӗ. Ӑна наркотикпе кӗрешес тӗллевпе ӳкернӗ. «Ветки» ят панӑ ӑна. Владимир Синяевӑн илемлӗ фильмне ӳкермешкӗн республикӑри ШӖМ, наркотӗрӗслев служби, айӑплава пурнӑҫлакан управлени хутшӑннӑ. Прокуратура пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, фильм сценарине республикӑри нарколару-тӑрӑвне шута илсе хатӗрленӗ. Унта наркомани ыйтӑвӗсене ҫутатнӑ. Картина кинотеатрсен экранӗсем ҫине раштав уйӑхӗнче тухмалла. Хальлӗхе монтаж тӑвас ӗҫ пырать. Ҫавӑн пекех кирлӗ документацисене хатӗрлеҫҫӗ. Ҫакӑ паллӑ: фильм пӗр сехет ҫурӑна тӑсӑлӗ. Хальлӗхе тӗнче тетелӗнче унӑн трейлерӗ тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑҫал Литература тата К.В. Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май елчӗк ҫыравҫисемпе тӗпчевҫисем сахал мар кӗнеке кӑларма май тупрӗҫ тесе пӗлтерет асӑннӑ районти тӗп вулавӑш. Пултаруллӑ сцена ӑсти Игнатий Молодов 110 ҫул тултарнӑ май А.А. Тимофеевпа Л.П. Молодова чӑваш халӑх артисчӗн Игнатий Молодовӑн вырӑсла асаилӗвӗсене «О театре и о себе» кӗнекере пичетлесе кӑларнӑ. Кӗнекен тишкерӗвне Елчӗкри культура ҫуртӗнче ирттернӗ. «О театре и о себе» кӗнекери аса илӳсенче автор хӑй ҫинчен кӑна мар, чӑваш театрӗпе ӗҫ коллективӗ пирки уҫӑмлӑн та тӗплӗн каласа панӑ. Ҫавна май вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ академи театрӗн историйӗн уйрӑлми пайӗ пулса тӑрать тесе пӗтӗмлетет кун пирки вулавӑш. СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев кӗнеке валли ум сӑмах ҫырнӑ, СССР халӑх артисткин Вера Кузьминапа Василий Митта ҫыравҫӑн асаилӗвӗсем те унта вырӑн тупнӑ. Игнатий Молодов тӗрлӗ рольте вылянӑ самантсен сӑн ӳкерчӗкӗсене кӗртсе хӑварнӑ. ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, кӗнекене пухса хатӗрлекен А.А. Тимофеев, СССР халӑх учителӗ П.Н. Чернов тата Игнатий Осиповичӑн пиччӗшӗн ывӑлӗ А. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Нумаях пулмасть, авӑнӑн 23–26-мӗшӗсенче, Сочире ампутантсемпе кӳмепе ҫӳрекенсен пӗтӗм тӗнчери вӑййисем иртнӗ. Пирӗн спортра палӑрнӑ ентешӗмӗр унтан медальсемпе таврӑннӑ. Спортсменсем спортӑн ултӑ тӗсӗнче вӑй виҫнӗ: ҫӑмӑл атлетика, ишесси, ухӑран пересси, сӗтелҫи теннисӗ, армспорт, тхэквандо. Чӑваш Енрен унта пӗр спортсмен ҫеҫ хутшӑннӑ. Вӑл нумаях пулмасть декретран тухнӑ Елена Свиридова. Ӑна малтан Иванова хушаматпа пӗлнӗ. Елена 100 тата 200 метрсене чупса кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Пирӗн ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ команди мала тухнӑ. Вӑл 102 ылтӑн медаль, 84 кӗмӗл тата 76 пӑхӑр медальсем ҫӗнсе илнӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Китайпа Польша тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Халӗ нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр лаптӑкӗ тӳлевсӗр уйӑрса параҫҫӗ. Ку таранччен Шупашкарта 1115 лаптӑк уйӑрса панӑ. Ҫӗр лаптӑкне тивӗҫекенсем ҫулсерен нумайланса пыраҫҫӗ. Анчах пӗр ыйту ҫивӗч: хулара лаптӑксем ҫитмеҫҫӗ. Шупашкарта юрӑхлӑ лаптӑксем юлманнине пӗлтереҫҫӗ. Чиновниксем кӳршӗ муниципалитетсенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Ун вырӑнне Шупашкар, Муркаш, _-Ҫӗрпӳ районӗ|Ҫӗрпӳ__ районӗсенче лаптӑксем уйӑрса парасшӑн. Вӗсем Шупашкар агломерацине кӗреҫҫӗ. Район администрацийӗсем хирӗҫ мар. Вӗсем темиҫе лаптӑк уйӑрса панӑ. Апла пулин те Шупашкарта 820 яхӑн ҫемье лаптӑк илмешкӗн черетре тӑрать. Ку ыйтӑва уҫӑмлатас ӗҫ малалла пырать. Ҫӗре тивӗҫнисем валли вара лайӑх хыпар пур. Хула лаптӑксене коммуникацисемпе тивӗҫтерме малтанах шантарнӑ. Халӗ сетьсене проект тумашкӑн контрактсем алӑ пуснӑ. Апла кӗҫех ҫул, газ, шыв, ҫутӑ пулӗҫ унта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрнарта пурӑнакан ӑста хӑйех техника пуҫтарать. Ҫапла майпа вӑл укҫине те перекетлет. Рюрик Николаев алӑ айӗнчи япаласенчен техника пуҫтарнӑ. Вӗсем ӑна ял хуҫалӑхӗнче те пулӑшаҫҫӗ. Рюрик Николаев техникӑна лайӑх ӑнланать. 30 ҫул каялла вӑл вырӑнти училищӗре ҫамрӑксене тракторпа ҫӳреме вӗрентнӗ. Халӗ унта ӗҫлемест вӑл. Пиччӗшӗпе Владимирпа шухӑшӗсене пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ вӗсем. Вӑл пуҫтарнӑ трактор савутринчен нимпе те уйрӑлса тӑмасть. Уйра вара лайӑх ӗҫлет. Унпа вӗсем ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ, лартаҫҫӗ, сухалаҫҫӗ. Трактор 15 ҫул ӗҫлет ӗнтӗ. Пысӑк хӑвӑртлӑхпа та кайма пултарать вӑл. Пиччӗшӗпе шӑллӗ малтан чертеж тӑваҫҫӗ, унтан техникӑна пухма тытӑнаҫҫӗ. Тӑпрана кӑпкалатмашкӑн вӗсем агрегат пуҫтарнӑ. Вӑл 25 сантиметр тарӑнӑшне илет. Прицеп та пур вӗсен. Ял ҫыннисене те пулӑшаҫҫӗ. Рюрик халӗ хӑйӗн тракторне ҫӗнетме шутланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Луутонен Йорма Калерво, чӑвашпа ҫармӑс чӗлхине танлаштарса тӗпчекен ҫуралнӑ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Леонид Никонорович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |