Ӳнер
![]() Ҫӗнӗ ӗҫсенчен пӗри. Тимӗр Акташ тунӑ сӑн Шупашкарти Литература музейӗнче Валентина Масловӑн ӗҫӗсен куравӗ усӑлнӑ. Кун пирки пире Тимӗр Акташ пӗлтерет. Маларах кӑтартнӑ ӗҫсемсӗр пуҫне ҫӗнӗ куравра хальтерех тунӑ ӗҫсем те пур. Уйрӑмах «4 времени жизни» (чӑв. «Пурнӑҫри 4 вӑхӑт») портретсен ярӑмӗ кӑсӑклӑ. Унта «Ҫур», «Ҫу», «Кӗр» тата «Хӗл» кӗреҫҫӗ. Тата уйрӑммӑн тунӑ «Кӗр» автопортрет, «Хӗллехи хӗвел анни» пейзаж пур. Вӗсене сӑнасан автор хӑйӗн ҫамрӑклӑхне, чи лайӑх ҫулӗсене аса илни, пурнӑҫ тупсӑмне тӗшмӗртни палӑрать. «Взляд Всевышнего» (чӑв. «Турӑ куҫӗ») тата «Аркаим. Поющие чаши» (чӑв. «Аркаим. Юрлакан чашӑксем») картинӑсенче философиллӗ шухӑшлав курӑнать. Иккӗмӗшне автор Челепи тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ авалхи хулаш вырӑнне ҫитсе курнӑ хыҫҫӑн тунӑ. Валентина Маслова психологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Аслӑ вӗренӳ учрежденинче студентсене вӗрентнӗ май хӑйӗнче художник ӑсталӑхне уҫнӑ. Малтан педагогика университечӗн ӳнерпе графика факультетӗнче вӗреннӗ, халь Чӑваш патшалӑх университечӗн дизайн кафедринче пӗлӗвне ӳстерет. Унӑн темиҫе персоналлӑ куравӗ ӗҫленӗ. 2012 ҫулта, сӑмахран, вӑл ӳкернӗ ӗҫсене «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑра курма май пулнӑ. |
Тӗн
![]() Республикӑн тӗп хулипе юнашар вырнаҫнӑ Шупашкар районӗнчи Питтукассинче веда храмне тума пуҫланӑ. Планпала ӑна 2020 ҫул тӗлне туса ҫитермелле. Кӑҫал ҫуртӑн никӗсне, урайне тата пӗрремӗш хутне тума палӑртаҫҫӗ. Ҫитес ҫул храмӑн иккӗмӗш хутне тӑвасшӑн. 2017 ҫулта тӑррине витсе пӗтересшӗн те, 2018 ҫулта храма хута ярасшӑн. Храмра алтарь, тӗпел, ҫывӑрмалли тата ачасен пӳлӗмӗсем пулмалла. Пӗтӗмӗшле ҫуртри лаптӑк 550 тӑваткал метрпа танлашӗ. Храм 39 сотка ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче вырнаҫӗ. Шупашкар епархийӗн сектантсене хирӗҫ кӗрешекен пай ӗҫченӗ Сергей Ермолаев протоиерей каланӑ тӑрӑх вӗсен чиркӗвӗ кришнаитсене хирӗҫ. «Ку юхӑм 20-мӗш ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче Америкӑра ҫуралнӑ. Ку вӑл суя индуизм секти. Вӗсен йӑли-йӗрки пирӗн тӑрӑхшӑн ют. Унашкал храма Шупашкарта тӑвассине чиркӳ хирӗҫ», — тенӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» архивӗнчи сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш поликлиникӑра арҫын вилсе кайнӑ. Регистратура умӗнчех… Арҫын унта пулӑшу ыйтма пынӑ. Ҫакна куракансем каланӑ тӑрӑх, арҫынна арӑмӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен таксипе илсе килнӗ. Унччен вӗсем васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ, анчах лешӗ килмен. Арҫын пулӑшу кӗтсе илеймесӗр каритурти диван ҫинчех вилсе кайнӑ. Лариса Шеина каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫакна курнӑ. «Диван ҫинче хӗрарӑм тата 40-45 ҫулсенчи арҫын ларатчӗҫ. Арҫын кӑн-кӑвакчӗ. Хӗрарӑм пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнӑ, анчах вӗсем патне никам та пыман. Вӑл хытӑ макӑрнӑ, йӑлӑнса пулӑшу ыйтнӑ. Кӑштахран арҫын пуҫне айккинелле пӑрнӑ та юлашки хут сывласа илнӗ. Тухтӑрсем кун хыҫҫӑн ҫеҫ чупкалама тытӑннӑ. Тухтӑр массаж тума пуҫланӑ, анчах усӑсӑр. Арҫынна килтех япӑх пулса кайнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Туризм сервисӗ чи йӳнӗ ҫулҫӳревсен танлаштарӑмне (рейтингне) палӑртнӑ. Унта Раҫҫейри тӗп хуласем кӗнӗ. Рейтингра Шупашкар та вырӑн тупнӑ. Тӗп хуламӑр рейтингра 13-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Списока ҫулҫӳрев мӗн чухлӗ хака ларнине кура хатӗрленӗ. Шупашкарта канмалли кунсене 2240 тенкӗпе ирттерме пулать-мӗн. Танлаштарӑмра ҫапла палӑртнӑ. Рейтинга хатӗрленӗ туризм сервисӗ ҫулҫӳреве икӗ ҫын ҫине шутланӑ. Хака йӳнӗ хӑна ҫӳртӗнче ҫӗр каҫнине, вырӑнти ресторанра е кафере каҫхи апат ҫинине, хулари паллӑ музее ҫитнине кӗртнӗ. Шупашкарта туристсене Чӑваш наци музейне тата Василий Чапаев музейне кӗрсе курма сӗннӗ. Танлаштарӑмри чи малти 10 вырӑна ҫак хуласем йышӑннӑ: Челепи, Брянск, Смоленск, Волгоград, Киров, Кемӗр, Томск, Краснодар, Барнаул. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Алькешри Тукташ урамӗнче пурӑнакансен хӑйсен килне лекес тесен е ҫуран каймалла, е хирпе ҫаврӑнмалла. Урамӗ пур та ҫитме май ҫуккине телекурав журналисчӗсем кайса курнӑ. Ҫӗр лаптӑкне ҫынсем ҫичӗ ҫул каялла илнӗ. Ун чухне вӗсене лайӑх урам, инҫех мар футбол уйӗ тата пӗве пулать тесе шантарнӑ-мӗн. Ҫӗнӗ урам тавра уйрӑм ҫын участокӗсем вырнаҫнӑ пирки лешӗсем ҫавсене карта тытса ҫавӑрнӑ. Анчах Тукташ урамӗнче пурӑнакансем карта хуҫисемпе калаҫса татӑлса ҫуран та пулин кӗрсе ҫӳресчӗ тесе ирӗк илнӗ. Анчах урапасемпе унта пырса кӗреймӗн, ҫавна май хирти урапа ҫулӗпе, ҫын ҫӗрӗ тӑрӑх, кайма тивет. Ҫынсем пӗрле пухӑнса ҫула сарма та хатӗр-мӗн. Ҫак шухӑшпа вӗсем темле шайри пуҫлӑх патне те ҫитнӗ. Анчах тӳре-шара ӗҫе хӑвӑрт пурнӑҫлама май килмест тесе хуравланӑ. Килес ҫул кадастр ӗҫне, хутсене хатӗрлесен 2017 ҫулта тин программӑна кӗрес шанчӑк пур тесе вырӑнти, Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнче, пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Нумаях пулмасть Польшӑра Сётакан карате енӗпе тӗнче чемпионачӗ тата первенстви иртнӗ. Сумлӑ ӑмӑртӑва пирӗн ентешсем те хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, тупӑшӑва 22 ҫӗршыври спортсменсем хутшӑннӑ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине хӗвелтухӑҫ кӗрешӗвӗн федерацийӗн воспитанникӗсем Александр Аввакумов тата Никита Беловощев кӗнӗ. Пирӗн ҫӗршыв команди пӗтӗмпе 25 медаль ҫӗнсе илнӗ: 12 ылтӑн, 4 кӗмӗл, 9 пӑхӑр. Ҫапла майпа пирӗн команда чи малти вырӑна йышӑннӑ. Чӑваш Ен спортсменӗ Александр Аввакумов кумитэ дисциплинӑра пӑхӑр медаль илме пултарнӑ. Никита Беловощев вара 5-мӗш вырӑна тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта урам шӑлаканпа кушак аҫин кӳлепи (скульптури) вырӑн тупнӑ. Ӑна хулари пӗр управляющи компанийӗ тӑрӑшнипе лартнӑ. Скульптурӑна паян, юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, уҫнӑ. Палӑк хӑйне евӗр: хӗрарӑм шӑпӑр тытса тӑрать, ури патӗнче кушак аҫи ачашланса выртать. Кӳлепене Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 69-мӗш «б» ҫурт патӗнче лартнӑ. Унта «Эткер» управляющи компанийӗ вырнаҫнӑ. Скульпурӑна шӑпах вӑл лартнӑ та ӗнтӗ. Хальлӗхе каланӑ тӑрӑх, урам шӑлакан хӗрарӑм тата кушак аҫи валли ят тупайман-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Халӗ пахча сезонӗ вӗҫленчӗ ӗнтӗ. Анчах Ҫӗмӗрле районӗнчи Эскетен ялӗнсе пурӑнакан Василий Кадиков халӗ те пахчара чакаланать. Вӑл ешӗл пахча ҫимӗҫ ӳстерессипе услам тума шутланӑ. Василий Кадиков тӑпрана ӑшӑ япалапа хуплать. Кӗҫех унта симӗс сухан шӑтӗ. Арҫын ҫак ӗҫе нумаях пулмасть пуҫӑннӑ. Унччен вӑл ӗҫ тупайман. Кун хыҫҫӑн вӑл хӑй услам тума шутланӑ. Малтан бизнес-план хатӗрленӗ. Ӗҫе пуҫӑнаканскере патшалӑх 58 пин тенкӗ уйӑрса панӑ. Унпа вӑл теплица туяннӑ. Халӗ Василий кашни ҫулах симӗс сухан, петрушка, укроп ӳстерет, ҫуркунне хӑяр лартать. Услам ҫемйине тӑрантармалӑх ҫитет тет вӑл. Ешӗл пахча ҫимӗҫе вӑл юпа уйӑхӗнчен пуҫласа акачченех пухать. Ҫынсем туянаҫҫӗ. Ҫулла вӑл вӗсене сутмасть, теплицӑна юсать. Василий Кадиков каланӑ тӑрӑх, сухан 16 градус ӑшӑра та лайӑх ӳсет. Теплицӑна вӑл газпа ӑшӑтать. Халӗ вӑл 40 сотка ҫӗр ҫинче ӳстерет. Ӑна пысӑклатасшӑн мар вӑл, ӗҫӗ капла та ҫитет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Шупашкарти трактор историйӗн музейӗнчи экспонатсем — тӗрлӗ ҫулти техника. Ют ҫӗршывра кӑларнӑ тракторсем те пур. Музей директорӗ Альберт Сергеев халӗ тепӗр пуҫару тунӑ: ӗлӗк тӗрлӗ ӗҫре усӑ курнӑ техника пирки вӑл халӑха ытларах пӗлтересшӗн. Ҫак тӗллевпе районсенче куравсем йӗркелеме палӑртнӑ. Ӗлӗкхи техникӑна ӳкерчӗксенче те пулин кӑтартма май тупнӑ. Ку таранччен хӑш-пӗр районта куравсем иртнӗ. Хальхинче вӑл Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче пурӑнакансем патне ҫитнӗ. Райцентрти В. Толстов-Атнарский ячӗллӗ «Ҫын тата ҫутҫанталӑк» таврапӗлӳ музейне хӑйсен пурнӑҫне техникӑпа ҫыхӑнтарнӑ ӗҫ ветеранӗсем, ачасем пуҫтарӑннӑ. Малтанах вӗсем кураври ӳкерчӗксемпе тата пӗчӗк трактор-машинӑпа паллашнӑ. Ӗнерхи трактористсем хӑйсен ҫамрӑклӑхне, хӗрӳ тапхӑрта уй-хиртен татӑлмасӑр тар тӑкнӑ вӑхӑтсене аса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ тесе уявларӗҫ. Ҫав кун тӗрлӗ предприяти-организаци унччен ӗҫленисене саламлама тӑрӑшрӗ. Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗ вӑл кун пирки манман, хӑйсем калашле, «аслӑ ӑрӑва хисепленине, сума сунине, вӗсене манманнине» кӑтартнӑ. Уяв ячӗпе институт та хӑйӗн сумлӑ ӗҫтешӗсене — халь ӗҫлекеннисене те, кунта нумай ҫул вӑй хунӑ юлташсене те — саламланӑ, ырлӑх-сывлӑх, телей, вӑрӑм кун-ҫул суннӑ. Литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗн ӗҫтешӗсем институтра ӗҫленӗ паллӑ чӑваш фольклористне, текстологне, литература тӗпчевҫине, ҫыравҫине Геннадий Юмарта паянхи уявпа саламлама килнех ҫитсе килнӗ. «Геннадий Федорович ҫулӗсене nӑxмacӑp халӗ те ӗҫлет, республикӑра тухса тӑракан хаҫат-журналсенче хӑйӗн ӗҫӗсене пичетлесех тӑрать», — пӗлтереҫҫӗ ун пирки институт ӗҫченӗсем. Юмартӑн малашнехи планӗсем пысӑк-мӗн. Вӑл килте упранакан сӑвӑ-поэмӑсен, тӗпчев ӗҫӗсен ал ҫырӑвӗсене тирпейлес ҫитерсе архива парасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ.
| Луутонен Йорма Калерво, чӑвашпа ҫармӑс чӗлхине танлаштарса тӗпчекен ҫуралнӑ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Леонид Никонорович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |