Ӑслӑлӑх
![]() Америкӑн тӗнче уҫлӑхне тӗпчекен наци управленийӗ (NASA) паян ятарлӑ пресс-конференци ирттернӗ. Унта вӗсем ятарлӑ ушкӑна кӗрекен 8 ӑсчах Марс ҫийӗ ҫинчен ӳкнӗ хӗвел пайӑркисене тӗпчесе тунӑ пӗтӗмлетӳпе паллаштарнӑ. Спектрлӑ тӗпчеве Хӗвел тытӑмне кӗрекен ҫиччӗмӗш планета тавра ҫаврӑнакан станципе усӑ курса тунӑ. Пӗтӗмлетӳ ӑсчахсене хавхалантарнӑ — Марс экваторӗ тавра вырнаҫнӑ тусен патӗнчи тӗттӗм хӑйсем минараллӑ тӑвар пулни палӑрнӑ. Вӗсем вара юхакан шывпа ҫеҫ йӗркеленме пултараҫҫӗ. Минераллӑ тӑвар структурисенче гидратсем пурри те палӑрнӑ. Пресс-конференцире пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗпчевпе туллин Nature Geoscience журналта тухнӑ статьяра паллашма пулать. Ӑсчахсен шучӗпе ҫак тӗпчев Марс ҫинче шыв пуррине ӗнентерекен чи пӗлтерӗшлӗ пӗтӗмлетӳ. Ҫиччӗмӗш планета ҫинче шыв пуррине тӑватӑ ҫул каяллах калаҫатчӗҫ. Ҫӗр метр вӑрӑмӑш шыв ҫулӗсем Марс ҫинчи ҫуллахи тапхӑрта йӗркеленеҫҫӗ, хӗлле вара типсе лараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне кӳршӗллӗ планета ҫинче пӑр пуррине те ӑсчахсем ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Авӑнӑн 24-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче ватӑсен тӗп канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Виталий Станьял ирттернӗ. Унта ҫамрӑк чӑваш ӑсчахсен прависене хӳтӗлесси пирки калаҫнӑ. «Хыпар» хаҫатри А.Бойковӑн Наци лицейӗн шӑпи пирки ҫырнӑ статйине сӳтсе явнӑ. Унтах «Кӗр сӑрине» ирттересси пирки, район энциклопедийӗсем ҫинчен калаҫнӑ. Ытти ыйтӑва та пӑхса тухнӑ унта. Станьял палӑртнӑ тӑрӑх, гуманитари ӑсчахӗсене ӗҫе вырнаҫтарнӑ, анчах ҫивӗч ыйту сирӗлмен-ха. «Лицей никама та кирлӗ мар-и?» статьяра лицей шӑпишӗн пӑшӑрханнине палӑртнӑ. Администраци ӑна 4-мӗш лицее пама йышӑннӑ. Анчах ку районсенчи пултаруллӑ ачасене хатӗрлеме май памасть. Ку ыйту уҫӑ-ха… Национальноҫ ӗҫӗсене туса пыракан федераци агентствине янӑ ҫырӑва пӑхса тухнӑ. Унта наци политикин ыйтӑвӗсене ҫӗкленӗ. Унта чӑваш чӗлхине пусмӑрланине палӑртнӑ. Чӑваш чӗлхине тарӑннӑн вӗрентекен классене, шкулсене, Наци лицейне хупнине пӗлтернӗ. Чӑваш орфографине пырса тивекен ыйтӑва та хускатнӑ ҫырура. Чӑваш сӑмахне юратакан журналистсене, ҫыравҫӑсене, вӗрентекенсене «сыхлаҫҫӗ». Вӗсене «экстремистсем» теҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Суйлав умӗн Ҫӗрпӳ кӗперне уҫнине савӑнсах пӗлтерчӗҫ. Анчах суйлав иртсе кайсанах пӗлӗшӗм ҫав ҫула каллех хупнине, унта каллех «пӑкӑсем» пулнине пӗлтерчӗ. «Чӑваш Ен» ПТРК сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗрпӳ кӗперне малалла юсаҫҫӗ. Ҫавна май транспорт унтан хуллен ҫӳрет, «пӑкӑ» пухӑнать. Унта ҫӳремешкӗн ҫула уҫнӑ тесе пӗлтереҫҫӗ. Ҫиелти асфальта сараҫҫӗ-мӗн. Подрядчик ку ӗҫе авӑнӑн 30-мӗшӗччен туса пӗтерме шантарнӑ. Анчах ӗлкӗрӗҫ-и? Кун пирки иккӗленеҫҫӗ. Михаил Игнатьев подрядчике пулӑшма, юсав ӗҫне ҫитес вӑхӑтра ҫӗнетме чӗнсе каланӑ. Водительсем кӑмӑлсӑр, Тутаркасси, Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ урлӑ ҫӳреҫҫӗ. Анчах унта та «пӑкӑсем» пухӑнаҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енре «Наци кросӗ» черетлӗ хут иртнӗ. Паллах, ытти тӑрӑхпа танлаштарсан, Шупашкарта чи нумай ҫын хутшӑннӑ. Унта 16 пин ҫын старта тухнӑ. 12 сехетре пурте кӳлмеке пухӑннӑ. Старта Европа кубокӗн ҫӗнтерӳҫи Клавдия Афанасьева панӑ. VIP-чупуна ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. ЧР Элтеперӗн администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев, Алексей Ладыков та старта тухнӑ. Кӑҫал чи ҫамрӑк спортсмен 2 ҫулта пулнӑ, чи ваттисем вара — 82 ҫулти Леонид Никифоров тата 85-ри Миранда Кольцова. Тӗрлӗ ӳсӗмре пӗрремӗш вырӑна тухнисене асӑнса хӑварар: Дарья Васильева, Михаил Ефимов, Лилия Степанова, Николай Сергеев, Ольга Николаева, Олег Ильин, Виктория Соловьева, Николай Сергеев, Татьяна Ефимова, Александр Васильев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ваттисен кунӗ умӗн Чӑваш Енре тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Ара, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ватӑсене саламласа чыслаҫҫӗ-ҫке-ха. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв умӗн Чӑваш Енре «хӗрӳ лини» ирттерме те палӑртнӑ. Унта шӑнкӑравласа пенси пирки ыйтса пӗлме пулать. «Хӗрӳ лини» авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен пырӗ. Кирек кам та унта шӑнкӑравласа кӑсӑклантаракан ыйтӑвӑн хуравне тупма пултарать. Ыйтусен социаллӑ тӳлевпе, пенси саккунӗсемпе, ҫӑмӑллӑхсемпе ҫыхӑнмалла. «Хӗрӳ линие» 8(8352) 39-36-81 номерпе шӑнкӑравламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен пӗрремӗш ларӑвӗ иртнӗ. Леонид Черкесов политикӑран медицинӑна каясси пирки ҫуллах калаҫрӗҫ пулин те ӑна Шупашкар хула пуҫлӑхне иккӗмӗш хут суйланӑ. Леонид Черкесов кандидатуришӗн 35 депутат сасӑланӑ. Чылайӑшӗ — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейрен». Ку тӗлӗнмелле мар. Леонид Черкесов — партин хулари уйрӑмӗн секретарӗ. Коммунистсем Шурчановӑн ывӑлӗн Алексей Шурчанов кандидатурине кӑларнӑ. Анчах унӑн шанчӑк пулманпа пӗрех темелле. Уншӑн 3 депутат ҫеҫ сасӑланӑ. Аса илтерер: Леонид Черкесов Шупашкар хула пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене 2010 ҫултанпа пурнӑҫлать. Вӑл Ҫӗмӗрле районӗнчи Турхан ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетне пӗтернӗ. Ӗҫ биографине васкавлӑ медпулӑшу пульницинче 1989 ҫулта пуҫланӑ. Вӑл — медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ольга Почалкина Вӑл чирли пирки малтанах илтнӗччӗ. Вӑл вара ҫаплипех вылятчӗ. Ним пулман пек хӑйне чӗрӗ те хавас тытатчӗ. Чире ҫӗнетех пуль тесе питех те шанас килетчӗ. Ҫук иккен. Усал чир уямарӗ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисткине Ольга Почалкинӑна та шеллемерӗ вӑл. 41 ҫулти сцена ӑстине леш тӗнчене илсе кайрӗ. Театр ӳнерне кӑмӑллакансем Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткине кирек епле сӑнара калӑпласан та ӑшшӑн йышӑнатчӗҫ. Чунне парасла вылятчӗ Патӑрьел ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳссе Питӗрти театр училищин патшалӑх академийӗнче артист ӑсталӑхне алла илнӗ ӑста. 1996-мӗш ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксене театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Унӑн ролӗсене асӑнса та пӗтереймӗн. Тӗслӗх вырӑнне хам халь кӑна тепӗр хут пӑхса илнӗ «Ах, хуняма, хуняма, е Улми улмуҫҫинчен…» спектакле илсе парас-ши е тата «Ирпе автан авӑтсан» ятлине-ши? Тепӗр тесен, пӗрех мар-и? Пуринче те Ольга Почалкина тӗлӗнмелле маттур вылятчӗ. Ольга Почалкинӑпа ыран, 14 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен, Шупашкарти Граждан урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра сывпуллашӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() ЧР Наци вулавӑшӗнче ҫуллахи каникул хыҫҫӑн «Асамлӑ тӗрӗ» кружок каллех ӗҫлеме тытӑнать. Ӑна паллӑ ӑста, чӑваш орнаменталистикин виртуозӗ Евгения Жачева ертсе пырать. Унӑн аллинчи йӗп асамлӑха ҫаврӑнать. Вӑл шурӑ пире илеме ҫавӑрать. Символсем, чӗрчунсем, кайӑксем тата ыттисем шурӑ пир ҫине тӗрленеҫҫӗ. Евгения Жачева палӑртнӑ тӑрӑх, унччен пур хӗрарӑм та тӗрленӗ. Пирӗн асаннесемпе кукамайсем юрӑ юрланӑ пекех тӗрленӗ, вӗсем пир ҫине хӑйсен кӑмӑлне кӑларнӑ. Кружокра тӗрлемелли композицие вӗренме кашниех пултарӗ. Пӗрремӗш хут килекенсем пусмасемпе, ҫипсемпе паллашӗҫ, чӑваш орнаментне тишкерӗҫ. Кружокӑн пӗрремӗш занятийӗ юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 10 сехетре пуҫланать. Пурне те «Чӑваш кӗнеки» центра йыхравлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() ЧР Спорт министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пӗтӗм тӗнчери утмалли куна паллӑ тӑвӗҫ. Ку — иккӗмӗш хут. Авӑнӑн 25-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчери утмалли куна паллӑ тӑвас енӗпе канашлу иртнӗ. Ку мероприяти Шупашкарта юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче иртӗ. Ӑна Спорт министерстви тата хула администрацийӗ йӗркелӗ. Вӑл кӳлмекре 10 сехетре пуҫланӗ. Унта, малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пур ӳсӗмри 100 яхӑн ҫын хутшӑнмалла. Вӗсен йышӗнче — студентсем, тӳре-шара, предприятисенче ӗҫлекенсем, шкул ачисем… Ҫав кунах «Тухтӑрпа уҫӑлса ҫӳретпӗр» акци те иртӗ. Дистанцие парӑнтарнӑ вӑхӑтра, финиша ҫитичченех, ҫынсем тухтӑртан пулӑшу ыйтма, унпа калаҫма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() «Про Город» хаҫат тунӑ сӑн Китайри лавккасенче Шупашкар канихвечӗсем курӑнма тытӑннӑ. Чӑвашри «Акконд» фабрика ҫапла хӑйӗн географине анлӑлатнӑ, продукцине Китая ӑсатма тытӑннӑ. Нумаях пулмасть Китайри пысӑк дистрибьюторсемпе виҫӗ контракт алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн Шупашкар пылакӗсем Китая ӑсанма тытӑнӗҫ. Китайри Лункоу, Мишань, Муданьцзян тата Суйфэньхэ хулисенче пурӑнакансем Шупашкарти канихветсемпе сӑйланма тытӑнӗҫ. Паллах, унта пур канихвета та ӑсатмӗҫ. Китая хӑш-пӗр тӗс ҫеҫ ҫитӗ. Малашне вара унта канихвет кӳрсе килес ӗҫе анлӑлатма палӑртнӑ. Халӗ Китайри пысӑк дистрибьюторсемпе — Пекинпа тата Шанхайпа — калаҫаҫҫӗ. Сӑмах май, Шупашкар канихвечӗсем 20 ҫӗршывра сутӑнаҫҫӗ: Казахстанра, Украинӑра, Грецире, Германире, Канадӑра тата АПШра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Луутонен Йорма Калерво, чӑвашпа ҫармӑс чӗлхине танлаштарса тӗпчекен ҫуралнӑ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Леонид Никонорович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |