Ҫул-йӗр
![]() Сургутран Шупашкара килекенсем Шупашкарти аэропортра ӗҫлекенсем асӑрханӑ тӑрӑх, ҫуллахи вӑхӑтра Сургутран Чӑваш Енӗн тӗп хулине вӗҫсе килекенсем йышланаҫҫӗ. Отпуск вӑхӑчӗ те, килен-каян пурах ҫав ӗнтӗ. Ҫавӑнпа кӑҫал та «Сургут–Шупашкар–Сургут» маршрутпа самолетсем ҫӳретеҫҫӗ. Республикӑн Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер пӗрремӗш пассажирсем вӗҫсе килнӗ. Пурӗ 54 ҫын. Асӑннӑ маршрутпа самолетсем кашни эрнере, кӗҫнерникунсерен, хутлӗҫ. Ҫула 50 ҫын вырнаҫакан «Bombardier CRJ-200» маркӑллӑ самолетсене кӑларнӑ. Билет хакӗ — 10 пин те 700 тенкӗ. Сургутран самолет унти 10 сехетре тухать, пирӗн пата Мускав вӑхӑчӗпе 10 сехет те 40 минутра ҫитет. Шупашкартан 16 сехетре хускалать те Сургута унти вӑхӑтпа 20 сехет те 50 минутра ҫитет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗр ҫинче тӗрлӗрен кӗнчеле тесе ахальтен каламан пуль ҫав. Акӑ, Чӑваш Енри 33 ҫулти хӗрарӑм юлташ хӗрарӑмӗпе эрех ӗҫнӗ, унтан хайхисем патӗнчех ҫывӑрма юлнӑ. Ҫӗрле вара хӗрӗнкӗ хӗрарӑм кил хуҫин 5 ҫулхи хӗрӗ патне ҫулӑхма тытӑннӑ пулать. Ҫулӑхнӑ тесе айӑплаканни хӑй апла тытман тесе хирӗҫлет иккен-мӗн те, ҫапах та тӗпчевҫӗсем ҫыпӑҫнах тесе ҫирӗплетнӗ. 5 ҫулхи ача ыйхӑ тӗлӗшпе аташманах пуль тесси кӑна юлать-тӗр ӗнтӗ. 33-ри хӗрарӑм еплине кура (кунта сӑмах ун пирки калакан характеристикӑсем пирки пырать-тӗр) айӑплава чи пӗчӗк вӑхӑтран та сахалтарах палӑртмалла йышӑнни пирки пӗлтерет республика прокуратури. Хӗрарӑма пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3 ҫуллӑха ямалла тунӑ, ирӗклӗхе 1 ҫуллӑха хӗсме йышӑннӑ. Айӑплав хальлӗхе вӑя кӗмен-ха. Вӑл суд йышӑнӑвӗ пирки аппеляци ҫӑхавӗ ҫырмалли вӑхӑт иртсен кайсан кӑна саккунлӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Аукцион вӑхӑтӗнче Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви хӑйӗн балансӗ ҫинчи учрежденисен автотранспортне тата оборудованине (кирлӗ маррине кура) сутассипе ӗнер аукцион ирттернӗ. Аукциона 5 лот илсе тухнӑ. Ку вӑл пилӗк йышши пурлӑх тенине пӗлтерет ӗнтӗ. Малтанласа пурлӑхшӑн 110 пин те 800 тенкӗ ыйтнӑ. Пӗтӗмӗшле хак аукцион тӑрӑх 15 пин те 300 тенкӗлӗх хӑпарнӑ. Уйрӑмах хаклӑпа 1999 ҫулта кӑларнӑ «УАЗ-39099» урапана (машина) сутӑннӑ. Ӑна малтан палӑртнинчен 1,7 хут хаклӑрахпа туянма кӑмӑл тӑвакан тупӑннӑ. 2004 ҫулта кӑларнӑ «ГАЗ-3102» автомашина тата 2000-мӗшӗнче кӑларнӑ «ГАЗ-3110» малтан ыйтнинчен 1,4 хут хаклӑрахпа ӑсаннӑ. Аукцион утӑмне те вӗсемпе 10 хут ытла тунӑ иккен. Кивелнӗ машинӑсене сутассипе маларах асӑннӑ министерство кӑҫал 7 аукцион ирттернӗ. Вӗсенче 88 транспорт сутнӑ. Ҫитес аукциона утӑ уйӑхӗн 15-мӗшне палӑртнӑ. Мӗнпур информаципе www.torgi.gov.ru сайтра паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() «Хӗвелпи» лагерьте канакансем Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт шкулӗн 1–4-мӗш класӗсенчен вӗренсе тухнӑ хӗрачасемпе арҫын ачасем каникулӑн малтанхи уйӑхне шкул ҫумӗнче уҫӑлнӑ «Хӗвелпи» лагере ҫӳреме пикеннӗ. Унта вӗсем ирхи 8 сехет ҫурӑ тӗлне пуҫтарӑнаҫҫӗ. Малтанах ачасем линейкӑна тӑраҫҫӗ, унтан ирхи хусканусем тӑваҫҫӗ. Ирхи апат хыҫҫӑн тӗрлӗ конкурс, вӑйӑ, ӑмӑрту иртет. Кӑнтӑр апачӗ хыҫҫӑн юрӑ-ташӑ, клуб сехечӗсем йӗркелеҫҫӗ. Ачасемпе пӗрлех вожатӑйсем (вӗсем — 7, 8-мӗш класра вӗренекен хӗрачасем), воспитательсем (кусем — шкулта вӗрентекенсем) кунӗпех пӗрле. Пурте вӗсем вӑхӑт кӑсӑклӑ, сисӗнмесӗр ирттӗр, лагерь кунӗсем асра юлччӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ тесе ӗнентерет Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ял тӑрӑхӗ. Сӑнсем (20) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш наци музейӗн стенчӗ умӗнче Ҫак кунсенче Мускаври «Манеж» тӗп курав залӗнче Пӗтӗм тӗнчери «Интермузей-2014» фестиваль иртет. Фестивале Чӑваш наци музейӗн ертӳҫи Ирина Меньшикова хутшӑннӑ. 1999 ҫултанпа йӗркелекен фестивале Раҫҫейре кӑҫал иртекен Культура ҫулталӑкӗнчи пӗлтерӗшлӗ мероприятисенчен пӗри тесе хаклать республкиӑн Культура министерстви. Фестивале ҫӗршывӑн премьер-министрӗ Дмитрий Медведев та пысӑка хурса хакланӑ-мӗн. Унта музейри технологисен ҫитӗнӗвӗ пирки калаҫма пулать тенӗ Медведев. Ҫӗршывӑн премьер-министрӗ фестивале уҫма хутшӑннӑ. Чӑваш наци музейӗ фестивале хӑйӗн тата хӑйӗн филиалӗсем, вӗсен экспозицийӗсем пирки каласа кӑтартакан стенд илсе кайнӑ. Ҫав шутра Шупашкарӑн ӗлӗкхи урамӗсемпе «курса ҫӳреме» май туса панӑ. Анчах чӑннипех мар — 3D форматлӑ фильм кӑтартса. Сӑнсем (4) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Павел Сахаров РФ Сурдолимп комитечӗн офисӗнче Хӗллехи 18-мӗш Сурдолимп вӑййисен талисманӗн конкурс ҫӗнтерӳҫине палӑртнӑ. Вӑл Ханты-Мансире 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа акан 5-мӗшӗччен пулӗ. Талисмансен конкурсне Томск, Мускав, Челепи облаҫӗсенчен, Чӑваш Енрен хутшӑннӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: ҫӗнтерӳҫӗ ятне пирӗн ентешӗмӗр тивӗҫнӗ. Павел Сахаров веб-дизайнер Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнать. Сурдолимп комитечӗн президенчӗ Александр Романцов ҫӗнтерӳҫе 10 пин тенкӗлӗх сертификат панӑ, унӑн ӗҫӗ ҫӳллӗ шайра пулнине палӑртнӑ. Автор талисманра мамонт ҫурине ӳкернӗ. Вӑл Ханты-Мансири ҫутҫанталӑк илемне кӑтартать. Мамонт ҫурин куҫӗ Хӗвелтухӑҫ Ҫӗпӗрти юханшывсемпе кӳлӗсен тасалӑхне ҫеҫ мар, вырӑс чунӗн уҫӑлӑхне те кӑтартать имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑ май вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк. Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсенче пушар тухас хӑрушлӑха 5-мӗш класс тесе палӑртнӑ. Республикӑри чылай районта вара — 4-мӗш класс. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакнашкал шӑрӑх ҫанталӑк ҫӗртмен 9-мӗшӗччен тӑрӗ. Аса илтерер: пӗлтӗрхи шӑрӑх Чӑваш Енри тӑватӑ района шар кӑтартнӑччӗ: Патӑрьел, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Елчӗк районӗсене. Ун чухне, утӑ уйӑхӗнче, 21 районта инкеклӗ режима палӑртнӑччӗ. Шӑрӑх ҫанталӑка пулах хӑвӑрт утас енӗпе иртекен Раҫҫей чемпионатне те каярах куҫарнӑ. ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗвел ҫинче нумай вӑхӑт пулакансем пульницӑна самай пыраҫҫӗ. Чылайӑшӗ ҫанталӑка пӑхмасӑрах йӑран ҫинче чакаланать-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Чӑваш Ен тӗп уява — Республика кунне — паллӑ тӑвӗ. Ӑна 1995 ҫулта Чӑваш автономи облаҫӗ 75 ҫул тултарнине халалласа уявлама тытӑннӑ. Йӑлапа килӗшӳллӗн Республика кунӗ умӗн районсенче Акатуйсемпе Сабантуйсем иртеҫҫӗ. Ҫӗртмен 23–24-мӗшӗсенче хула-районсенче спорт ӑмӑртӑвӗсем, культура акцийӗсем, фестивальсем, концертсем иртеҫҫӗ. Кӑҫал та яланхи пекех «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫей фестивалӗ тата «Руҫ ӑстисем» алӗҫ ӑстисен Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗ иртӗ. Ҫулсерен муниципалитетсен хушшинче Республика кунне уявламашкӑн ирӗк ҫӗнсе илессишӗн конкурс иртет. Ҫӗнтернӗ тӑрӑхра Шупашкарпа танах мероприятисем иртеҫҫӗ. Кӑҫал ав уяв Комсомольски районӗнче пулӗ. Ҫитес ҫул Республика кунӗ ӑҫта иртесси те паллӑ. Хальхинче конкурсра Канаш районӗ ҫӗнтернӗ. Эппин, 2015 ҫулта уяв Шупашкарта тата Канаш районӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Вера Кузьминична Кузьмина Чӑвашсен паллӑ артисткине Вера Кузьминична Кузьминана ЧР Элтеперӗн Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Хисеп орденӗпе чысланӑ. Вера Кузьминична К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче — 66 ҫул. Нумай ҫитӗнӳ тунӑ вӑл, чылай спектакльти сӑнарсене калӑпланӑ. Ҫак ҫулсенче куракан хисепне ҫӗнсе илме пултарнӑ. Вӑл — чӑваш театрӗн хӑйне евӗр символӗ. Вера Кузьмина — СССР халӑх артистки. Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин ӑна Хисеп орденӗпе чыслассине алӑ пуснӑ. Вера Кузьминична 66 ҫул хушшинче вырӑс, чӑваш тата ют ҫӗршыв пьесисинче 150 ытла роле калӑпланӑ. 90 ҫул тултарнӑ Вера Кузьминична халӗ те республикӑри мероприятисене, фестивальсене, куравсене, конкурссене, тӗлпулусене хастар хутшӑнать. Театрта сӑнарсене калӑплать, гастрольсене ҫӳрет. Вера Кузьминан награда чылай. Вӑл — ЧАССР тава тивӗҫлӗ артистки, РСФСР тава тивӗҫлӗ артистки, РСФСР халӑх артистки, СССР халӑх артистки, Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни. Ҫавӑн пекех ӑна «Халӑхсен туслӑхӗ» оденпа, «Мускава хӳтӗленӗшӗн» орденпа, IV степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ турккӑ кӗнекисем Шупашкарта турккӑ ӑсчахӗсен Эмине Йылмазӑн тата Фейзи Эрсоян чӑваш чӗлхипе культурине халалланӑ кӗнекисене хӑтлама палӑртнӑ. Мероприятие ҫӗртмен 18-мӗшӗнче Наци вулавӑшӗнче 15 сехетре ирттерме шухӑшлаҫҫӗ иккен. Эмине Йылмаз (качча кайнӑ хыҫҫӑн унӑн хушамачӗ Джейлан пулса тӑнӑ) — паллӑ турккӑ тӗпчевҫи. Доктор кандидатне вӑл чӑваш чӗлхин историлле фонетики темӑпа хӳтӗленӗ. Хӑтлава унӑн «Ҫuvaşҫa Ҫok Zamanlı Ses Bilgisi» (чӑв. Чӑваш чӗлхин историлле фонетики) тата «Ҫuvaşҫa Ҫok Zamanlı Morfoloji» (чӑв. Чӑваш чӗлхин историлле морфологийӗ) кӗнекисене кӑларӗҫ. Унӑн «Ҫuvaş Atasözleri ve Deyimleri» (чӑв. Чӑвашсен ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшӗсем) чӑваш сӑмахлӑхӗпе те паллашма май килӗ. Турцире ун пек кӗнекене пуҫласа кун ҫути кӑтартнӑ иккен. Йылмаз турккӑлла Константин Ивановӑн вилӗмсӗр «Нарспине» те куҫарнӑ. Хӑтлава пыракансем унпа та паллашайӗҫ. Фейзи Эрсоя «Турккӑпа монголсен чӗлхе ҫыхӑнӑвӗсем тата чӑваш чӗлхи» темӑпа доктор диссертацине хӳтӗленӗ. Ӗҫе вӑл икӗ ҫул каялла уйрӑм кӗнекен кун ҫути кӑтартнӑ. 2010 ҫулта турккӑла пичетленнӗ чӑваш чӗлхин грамматикипе те, Улӑп-паттӑрсем ҫинчен каласа кӑтартаканнипе те паллашма май туса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ. | ||
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |