Ял пурнӑҫӗ
![]() Кошнаруйсем стеллӑна ҫӗнетеҫҫӗ Ҫынна сӑна кура кӗтсе илеҫҫӗ теҫҫӗ те, район-хулана стелла тӑрӑх тесен те пысӑк йӑнӑш пулас ҫук-тӑр. Ҫакна тӗпе хурса-ши, Канаш районӗн пуҫлӑхӗсем хӑйсен территорине Ҫӗрпӳ енчен пырса кӗнӗ чух вырнаҫтарнӑ стеллӑна ҫӗнетме шут тытнӑ. Ара, ҫулпа кунне миҫе машина иртмест-ши, мӗн чухлӗ ҫын ҫӳремест-ши?! Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Кӑшнаруй ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче ӗҫлекенсем стеллӑна ҫӗнетме тухнӑ. Вӗсем ун патӗнчи территорие тирпейленӗ, ӑна сӑрласа ҫӗнӗ сӑн кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ултавҫӑсем пек тавҫӑруллӑ ҫын ҫук та пулӗ. Мӗнле кӑна тыттармаҫҫӗ-ши вӗсем: социаллӑ ӗҫчен тесе те калаҫҫӗ, «инкеке лекнӗ» тӑвана пулӑшма хатӗр йӗрке хуралҫи те «пулса тӑраҫҫӗ». Халӗ тата вӗсенчен пӗрисем вӗренӳ министрӗн ҫумӗ тесе тыттарнӑ. Юрӗ, йӗркипех каласа парар. Телефонпа шӑнкӑравласа ҫынна шӑнман пӑрпа лартса яракансем хальхинче Шупашкарти Мускав районӗнчи ача-пӑча пахчисен тӑватӑ ертӳҫине тыттарма пӑхнӑ. Хӑйӗнпе ултавҫӑ вӗренӳ министрӗн ҫумӗ тесе паллаштарнӑ. Шӑнкӑравлакан этем шкул ҫулне ҫитменнисен хулари учрежденийӗсене ҫывӑх вӑхӑтра тӗрӗслессине систернӗ. Анчах хӑйӗнпе лайӑх пулсан, тепӗр майлӑ каласан, ятарлӑ счет ҫине укҫа куҫарсан пулӑшма пулнӑ. Ача-пӑча пахчисенчен виҫҫӗшӗн ертӳҫи ун пек каланине хӑлхана та чикмен темелле. Пӗри шикленсе ӳкнӗ курӑнать — 100 пин тенке куҫарса панӑ. Сӑмах май, банк карттине Новосибирск облаҫӗнче регистрациленӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче туртма пӑрахмалли тӗнчери куна палӑртаҫҫӗ. Ҫитменнине тата ҫитес уйӑхӑн 1-мӗшӗнчен чӗлӗм туртма мӗнпур кафере, халӑх пухӑнакан ытти вырӑнта туртма чарӗҫ. «Русвелос» текен Раҫҫейри юхӑм (ун пекки те пур иккен) ҫӗршывӑн хулисенче «Велосипед чӗлӗмрен лайӑхрах!» велочупусем ирттерӗ. Ун пек мероприятие палӑртнӑ хуласен шутӗнче Мускав, Барнаул, Орск, Петропавловск-Камчатски тата ыттисене асӑннӑ. Шупашкара илсен, велочупӑва хутшӑнас кӑмӑллисене ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чапаев скверӗнче кӑнтӑрла иртни икӗ сехетре пухӑнма ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Вӑрӑмпуҫсем кӗпер юсаҫҫӗ Ялти татса памалли ыйтусем вак-тӗвексенченех пухӑнаҫҫӗ. Кирек мӗнле хуҫалӑхри пекех унта та юсамалли-ҫӗнетмелли тупӑнсах тӑрать. Пӗр ҫӗрте хапха тайӑлать, тепӗр ҫӗрте кӗпер татса каять, виҫҫӗмӗшсене ҫул ҫукки пӑшӑрхантарать. Комсомольски районӗнчи Вӑрӑмпуҫ ялӗнче пурӑнакансене Рапаш текен юханшыв урлӑ кӗпер япӑхни кулянтарнӑ. Анчах вӗсем кулянса ларас темен. Ӗҫе пуҫӑннӑ. Вӑрӑмпуҫ ял старости М.В. Александрова тата Ю.Н. Васильев депутат ертсе пынипе кӗпер юсанӑ. Виҫ кун ӗҫленӗ ял халӑхӗ. Малтан кивӗ кӗпере сӳтнӗ, унтан ҫӗнетнӗ. Халӗ ун урлӑ хӑллӑнах каҫса ҫӳреме май килӗ. Выльӑх кӗтӗвне каҫарма та вӑл питӗ вырӑнлӑ. Сӑнсем (8) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Электрокӗтӳҫ текен хатӗр Районти хуҫалӑхсенче выльӑх-чӗрлӗхе уй-хире кӑларма пуҫларӗҫ. Элӗксене илсен, пуринчен малтан ӗнесене «Новый путь» ял хуҫалӑх кооперативӗнче ҫаран ҫине илсе тухнӑ. Унта вӗсене «электрокӗтӳҫӗсем» кӗтеҫҫӗ иккен. Ҫав япала пуррине кура кӗтӳҫ шыраса халтан каймалла мар. Пысӑк кӗтӗве пӗр кӗтӳҫех пӑхаять иккен. «Вӗсем ҫаран тӑрӑх хӑвӑрт куҫса ҫӳреҫҫӗ, вырнаҫтарма ансат, выльӑхсене шанчӑклӑ хӳтӗлеҫҫӗ, — тесе ырлать ҫав хатӗре асӑннӑ районти «Пурнӑҫ ҫулӗпе» хаҫат. — Картине вырӑнтан вырӑна куҫарма ҫӑмӑл, кӗтӳ апатран тулӑх, ӗнесем часах ӳт хушаҫҫӗ». Ҫак кунсенче выльӑхсене Ульянов ячӗллӗ, «Правда», «Авангард» хуҫалӑхсенче те ҫаран ҫине илсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Шупашкар районӗнчи суту-илӳ предприятийӗсем тата уйрӑм усламҫӑсем хӑйсен суту-илӳ точкисенче «фанфурик» сутмасси пирки меморандум йышӑннӑ. Кун пирки республикӑн Экономика министерстви пӗлтернӗ. Ун пек хута шӑрҫалас шухӑш патне нумаях пулмасть унта иртнӗ ларура пырса тухнӑ. Канашлӑва Шупашкар район пуҫлӑхӗ, вӑл Пенси фончӗн районти управленийӗн пуҫлӑхӗ, Алевтина Исаева ертсе пынӑ. Унта суту-илӳ предприятийӗсен тата аптекӑсен ертӳҫисене пухнӑ. Ларура спиртлӑ шӗвек сутнин ыйтӑвне те сӳтсе явнӑ. «Фанфурик» текеннисем пирки сӑмах пырать-ха кунта. Республикӑри хӗрарӑмсен канашӗн чӗнӗвне пурнӑҫласа Шупашкар районӗнчи хастарсем те асӑннӑ шӗвеке сутма чарӑнасси пирки меморандум хатӗрлеме сӗннӗ. Усламҫӑсем ку шухӑша ырланӑ пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Аксар» студи паян ҫӗнӗ фильм кӑларчӗ — Вячеслав Оринов сценарийӗ тӑрӑх калӑпланӑ «Асамлӑ кӑмака ӑшши» камит. Чӑваш ялӗсенче кӑмакасене пӑсма пуҫлани ҫутҫанталӑк газӗ пӑрӑхсем тӑрӑх ҫитсен тапранса кайнӑ ахӑр. Паллах, ку тӗлӗшпе ял ҫыннин пурнӑҫӗ ҫӑмӑлланни куҫ кӗрет, анчах ҫакӑнпа пӗрлех пурӑнан пурнӑҫра вӑл кӑмакасӑр чи кирлине те ҫухатса пырать пулмалла... Хӑй вӑхӑтӗнче кама кӑна илӗртмен пулӗ кӑмака ӑшши!.. Шӑрчӑкне те, ачи-пӑчисене те, аслашшӗ-асламӑшӗсене те... Кам пӗлет, тен, чылайӑшӗ пирӗнтен кӑмака ӑшшине пула Ҫут тӗнчене килнӗ... Фильма куракансем сӑнарсен шӑннӑ чӗрисене «кӑмака ӑшши» ирӗлтернине те туйса илӗҫ, вӗсен татса пама май ҫук шӑписене татса панине те курса савӑнӗҫ. ...Татьянӑпа Ҫеруш, пӗр-пӗрне юратакансем, туй туса пӗрлешме хатӗрленеҫҫӗ, анчах Таньӑн амӑшӗ — Анка аппа — Ҫеруш ашшӗ юнашар ялти Микулай кӑмакаҫӑ пулнине пӗлсен ку шухӑшпа килӗшме кӑна мар, яхӑнне те ямасть... Мӗншӗн тетӗр-и? Тупсӑмӗ, каллех кӑмакара мар-ши?.. Курсан — пӗлӗр! Диска «СУМ» лавккара туянма май пур. Хакӗ 110 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Патак шушкӑ мар Тӗлӗнсе каймалла пек те, анчах юлашки вӑхӑтра йӗрке хуралҫисене тӳнккени пирки вӗҫӗмех пӗлтереҫҫӗ. Нумаях пулмасть ун пек тӗслӗх Шупашкар районӗнче пулнӑ-мӗн. Асӑннӑ районти прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмахӗ пуш уйӑхӗн пӗр каҫхине Алькешри кафесенчен пӗринче сиксе тухнӑ. 21 ҫулхи пике унта хӑйӗн паллаканӗсемпе ӗҫсе ҫинӗ. Тем сӑлтава пула хайхин пӗлӗшӗсемпе кафене пынӑ тепӗр ҫынсен хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Сӑмахпах лӑпланман лешсем — ҫапӑҫмах тытӑннӑ. Харкашакансем пирки кафе ӗҫченӗсем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Ҫапӑҫакансене тытса кайма тӑрсан пике полицейскисемпе ҫапӑҫма пуҫланӑ. Икӗ йӗрке хуралҫине те вӑл «тӑхӑнтартса янӑ». Йӗрке хуралҫисемпе ҫапӑҫакан ӳсӗр пике тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Виҫӗмкун ун тӗлӗшпе суд пулса иртнӗ. Хӗр айӑпа пӗтӗмпех йышӑннине тата ун пирки лайӑх характеристика (ҫапла-ҫапла) пулнине кура суд ӑна 20 пин тенкӗ штраф панипе ҫырлахас тенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канашри вертолет палӑкӗ Канашра паян «МИ-24В» вертолет палӑкӗ уҫӑлнӑ. Ӑна Харсӑрлӑхпа хӑюлӑх монуменчӗ тесе хаклаҫҫӗ. Палӑка уҫма Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ, ҫар летчикӗ Николай Гаврилов генерал-лейтенант, Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ, Раҫҫейӗн Общество палатин членӗ Вячеслав Бочаров саппасри полковник, Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ Евгений Борисов тата ыттисем, ҫав шутра Чӑваш Ен ертӳҫисем те, хутшӑннӑ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев монумента уҫнине паллӑ пулӑм тесе хакланӑ. Ун шучӗпе ҫавӑн йышши мероприятисем ҫамрӑксенче патриотизм туйӑмне, этемри вӑйлӑ енсене аталантарма пулӑшаҫҫӗ. Раҫҫей Паттӑрӗ Николай Гаврилов паттӑр ентешсем пирки аса илнӗ. Чӑваш Енре ҫуралнисем тӑван ҫӗршывӑн чиккине тивӗҫлипе хӳтӗлессе шаннине палӑртнӑ. Чикӗ пирки ахальтен аса илмен-ха вӑл. Ара, паян Чикӗ сыхлакансен кунӗ-ҫке. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӑрачкаври учительсен семинарийӗ Раҫҫейӗн Культура министерстви Улатӑр тата Пӑрачкав районӗнчи икӗ объекта юсаса ҫӗнетме укҫа уйӑрма килӗшнӗ. Вӗсене юсаса ҫӗнетесси 11,5 миллион тенке кайса ларать иккен. Федераци хыснинчен тӗллевлӗ уйӑракан тупраран тӑхӑр миллионне Улатӑрти хӗрарӑмсен мӑнастирне юсама ямалла. Ӑна 1639 ҫултах уҫнӑ иккен. Хальхин ҫуртне 18 ӗмӗрте туса лартнӑ-мӗн. Мускав шучӗпе юсамалли тепӗр объект — Пӑрачкаври вӗрентекенсен семинарийӗ. Ӑна Илья Ульянов пуҫарнипе 1870 ҫулта уҫнӑ. Маларах, 1833 ҫулта, асӑннӑ ҫуртра Иван Мятлев ятлӑ хӑйӗн юлташӗ патӗнче вырӑс поэчӗ Александр Пушкин чарӑнса тӑнӑ теҫҫӗ. Ун чух вӑл Пугачев пӑлхавӗ пирки материал пухса таврӑннӑ, ҫула май Пӑрачкав урлӑ иртнӗ. «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат семинарийӗ тавра темиҫе ҫул каялла Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерствипе Федераци пурлӑхӗпе хуҫаланакан федераци агентстви хушшинче тавлашу пулнӑ. Агентство Чӑваш Енӗн асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗпе хуҫаланма ирӗк ҫук тенӗ. Ӗҫе Арбитраж суднех ҫитернӗ. Унти тӳре «Раҫҫей Федерацийӗн саккунлӑ интересӗсене пӑсать» тесе Раҫҫей харпӑрлӑхне куҫарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ. | ||
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |