Чӑваш чӗлхи
![]() «Вербариус» сехет «Вербариус» элетронлӑ сехет чӑвашла «калаҫма» тытӑннӑ. Палӑртмалла: ҫакнашкал сехет Артемий Лебедевӑн дизайн студийӗ шухӑшласа кӑларнӑ. «Вербариус» — «вӑхӑта ҫын пек ҫыракан тӗнчери пирвайхи сехет». Электронлӑ табло ҫинче хисепсем мар, сӑмахсем тухаҫҫӗ. Ӑна шухӑшласа кӑларакансен шухӑшӗпе, ку пӗр-пӗр чӗлхене вӗренекен ҫынсене хисепсене ӑса хывма май парать. «Ирӗклӗ сӑмах» вулаканӗ каланӑ тӑрӑх, «Вербариуса» чӑвашла вӗрентес шухӑш обществӑн та пулнӑ. Вӑл тӑтӑшах Шупашкарта пулнӑ май общество транспортӗнче чӑвашла такӑнса калаҫнине асӑрханӑ. Общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнче электронлӑ таблосем информацие вырӑсла кӑна пӗлтереҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах икӗчӗлхелӗхе аталантарма нимӗн те чармасть-ҫке-ха. Ҫав ҫын хальхи технологипе чӑваш чӗлхине пӗрлештерес тӗллевпе «Вербариуса» ҫӗнетме шухӑшланӑ. Вӑл Лебедев студин сайтне кӗнӗ те йӑлтах инструкципе килӗшӳллӗн тунӑ. «Вербариуса» 2007 ҫулта кӑларнӑ. Халӗ вӑл производствӑра ҫук. Анчах лавкка сентрисем ҫине тухма та пултарӗ-и, тен. Студин ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, «Вербариуса» каллех сутма тытӑнсан чӑваш чӗлхине студи сайчӗн пайне кӗртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() ЧР Ял хуҫалӑх министерстви «санкцисен вӑрҫи» пынӑ май лавккаран апат-ҫимӗҫ туянакан ҫынсемпе мини-ыйтӑм ирттернӗ. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, респондентсен 81 проценчӗ вырӑнти тавара туянать. Ытти регионта туса кӑларнӑ апат-ҫимӗҫе Чӑваш Енри ҫынсен 6 проценчӗ ҫеҫ туянасшӑн. 2 проценчӗ импорт тавара кӑмӑллать. Ыйтӑма хутшӑннисен 11 проценчӗшӗн тавара кам кӑларни пӗлтерӗшлӗ мар-мӗн. Ыйтӑма ЧР Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнче авӑнӑн 2-28-мӗшӗсенче ирттернӗ. Унта 1238 респондент хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() РФ ял хуҫалӑх министрӗ Николай Федоров Политика тата экономика коммуникацисен агентстви «Раҫҫейри чи витӗмлӗ 100 политикӑн» рейтингне хатӗрленӗ. Кун пирки «Независимая газета» пӗлтерет. Рейтинга хатӗрленӗ чухне 26 эксперт хутшӑннӑ: политологсем, политтехнологсем, медиаэкспертсем, политика партийӗсен элчисем. Вӗсен шухӑшӗпе, РФ ял хуҫалӑх министрӗ, ЧР экс-элтеперӗ Николай Федоров списокра 59-мӗш вырӑн йышӑнать. Унпа юнашар — тулаш разведка службин директорӗ Михаил Фрадков (58-мӗш вырӑн). Тата РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов (60-мӗш вырӑн). Рейтинг лидерӗ — РФ Президенчӗ Владимир Путин. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Дмитрий Медведев премьер-министр тата РФ хӳтӗлев министрӗ Сергей Шойгу йышӑннӑ. Чи витӗмлӗ политиксен рейтингне кашни ҫул хупӑ анкетировни мелӗпе ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 10 ача ашшӗ Шупашкар районӗнчи Ҫӑкалӑхялӗнче пурӑнакан Александр Геннадьевичпа Любовь Александровна Александровсен ҫемйинче 10-мӗш ача кун ҫути курнӑ. Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫуралнӑ ачана Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн ЗАГС пайӗнче шута илнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ хӗрачана Изабелла ят панӑ. Александровсен унччен ҫичӗ хӗрпе 2 ывӑл ӳснӗ. Александрпа Любовь ачисене сайра тӗл пулакан ятсем хураҫҫӗ: Авенир, Арсентий, Диана, Джуана, Анжелика, Вероника, Дарина, Эвелина, Лиана. Сӑмах май, 2014 ҫулхи 9 уйӑхра 180 ҫемьере виҫӗ тата унран ытларах ача кун ҫути курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн РФКП фракцийӗн ертӳҫи Дмитрий Евсеев Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра пурӑннӑ ҫынсем ыйтнипе РФ Президентне Владимир Путина телеграмма янӑ. Дмитрий Евсеев унта авариллӗ ҫуртра пурӑннӑ ҫынсемпе тӗлпулу ирттерме, вӗсене ҫурт уйӑрса парас ыйтӑва уҫӑмлатма ыйтнӑ. Телеграммӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче авариллӗ ҫуртри ҫынсем митинг ирттернӗ. Вӗсем ҫурта аркатма тытӑннӑ хыҫҫӑн йывӑрлӑхра-мӗн. Вӗсем Владимир Путин юпа уйӑхӗнче Шупашкара килнӗ май тӗлпулу ирттерме ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Юпан 7-мӗшӗнче (ытларикун), Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче чӑваш чӗлхин пуласлӑхӗшӗн пӑшӑрханакансем пухӑнӗҫ. Тӗп ыйту: Федераци шайӗнчи вӗренӳ стандартне (ФГОС) пурнӑҫа кӗртнӗ май чӑваш чӗлхине вӗрентессине епле сыхласа хӑварасси пирки. Ҫитес ҫултан ФГОС текен япалапа 5-мӗш класра вӗрентме тытӑнмалла, кӑҫал ҫак «тискер» (чӑннипе тискерлӗхӗ ҫук пулӗ-ха, анчах чӑваш чӗлхишӗн тискертен те тискер кайӑк евӗрех пырса килет вӑл) программа 4-мӗш классчен кӑна ҫитнӗ-ха. Ҫавӑнпа та ҫав программӑпа вӗрентме хатӗрленес тесе кӑҫал республикӑри 4 районта (сӑмахран, Элӗк районӗнче) тата темиҫе вырӑс шкулӗнче (тӗслӗх пек Красноармейскинчи шкулсене илес пулать) эксперимент шайӗнче тенӗ пек ялсенче чӑваш чӗлхине вырӑс шкулӗн программипе вӗрентсе, вырӑс шкулӗнче вара чӑваш чӗлхин сехечӗсене пӗтерсе пӑхаҫҫӗ. Енчен те Тутарстанра тата Пушкӑртстанра ФГОС программине пурнӑҫлас тесе тӑван чӗлхе урокӗсене чакарас вырӑнне урӑх майсем тупаҫҫӗ пулсан пирӗн республикӑн вӗренӳ министерстви тӑван халӑха сӑтӑр туса чӑваш чӗлхин урокӗсене пӗтереҫҫӗ, пӗлӳ парас шая чакараҫҫӗ, тӑван ен культурин сехечӗсене пӗтереҫҫӗ. |
Ӑслӑлӑх
![]() Ӑсчахсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗвел энергийӗ 2050 ҫул тӗлне электричествӑн тӗп ҫӑлкуҫӗ пулса тӑрӗ. Унӑн хакӗ вара питӗ йӳнӗ пулӗ-мӗн. Ку мӗнпе ҫыхӑннӑ-ха? Ку хатӗр валли тӑкаксем хӑвӑрт чакаҫҫӗ иккен. Пӗтӗм тӗнчери энергетика агентствин пуҫлӑхӗ Мария ван дер Хувен каланӑ тӑрӑх, халӗ Австралире, Голландире, Италире, Германире хӗвел энергийӗн 1 вачӗшӗн 0,8 доллар тӳлеҫҫӗ. 2008 ҫулта вара вӑл 4 доллар тӑнӑ. Эппин, ӑсчахсем 2050 ҫул тӗлне вӑл пачах йӳнелессе ӗнентереҫҫӗ: 3 цент. 2050 ҫул тӗлне ҫутӑ энергийӗ инвесторсене илӗртӗ-мӗн. Темиҫе теҫетке ҫултан вара электроэнергин тӗп ҫӑлкуҫӗ пулӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Евгений Угольниковӑн ӳкерчӗкӗ Авӑнӑн 26-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнчери ядерлӑ хӗҫ-пӑшала пӗтерессишӗн кӗрешмелли кун, Нью-Йоркри ПНО штаб-хваттерӗнче «Тӗнче валли — ӳнер — 2012» конкурс ҫӗнтерӳҫисен ӗҫӗсен куравӗ пулнӑ. Унта пирӗн ентешӗн ӗҫӗ те лекнӗ. 2012 ҫулта ҫав конкурса 92 ҫӗршыври 6,5 пин ачан ӗҫӗ ҫитнӗ. Чи лайӑх 12 ӗҫре пирӗн ентешӗн те пулнӑ. Вӑл — Шупашкарти 12-мӗш шкулта вӗренекен Евгений Угольников. Унӑн ӗҫӗ 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ, ӑна ПНО ҫулсерен кӑларакан календаре кӗртнӗ. Конкурсра ачасене тӗнче тетелӗнче хӗҫ-пӑшалпа кӗрешессине хирӗҫ видеофильм пӑхма сӗннӗ, унтан хут ҫине хӗҫ-пӑшалсӑр тӗнчене мӗнле курнине ӳкерме каланӑ. 2013 ҫулхи ака уйӑхӗнче Раҫҫей ачисем валли экскурси ҫулҫӳревӗ ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Хӑлтӑр-халтӑр ҫурт Элӗк районӗнче тӑлӑх хӗре пурӑнма юрӑхсӑр ҫурт уйӑрса панӑ. Ҫакна унчченхи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Саккуна пӑснине оперативниксем тупса палӑртнӑ. Ҫакӑ паллӑ: ача ҫуртӗнче пурӑннӑ хӗре 2010 ҫулта чӳречесӗр, ӑшӑсӑр тата электричествӑсӑр ҫурт уйӑрса панӑ. Ӑна икӗ ҫул каялла ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ хӑй туяннӑ-мӗн. Йӗрке хуралҫисем ҫав ҫурт тӗлӗшпе чиновник документсем хатӗрлесе ҫурт-йӗр фончӗн объекчӗ евӗр тунине палӑртнӑ. Анчах вӑл пурӑнма юрӑхсӑр. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ. Ӑна 280 пин тенкӗ туяннӑ (кун чухлӗ 2008 ҫулта ҫӑмӑллӑхпа усӑ куракансем валли уйӑрнӑ). Анчах асӑннӑ ҫурт 100 пин тенкӗрен ытларах тӑмастех. Халӗ ку ӗҫе тӗпчеҫҫӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимназире вӗренекен Дмитрий Ильин Байконурта пулнӑ. Унта вӑл «Союз ТМА-14М» карапа вӗҫтерсе янине курнӑ. «Астӑвӑм ӗмӗрлӗхе», — тенӗ ача унта пулнӑ хыҫҫӑн. Байконура ача Уйӑх тата Марс ҫиелти сийне тӗпчемелли «Космос филерӗ» хатӗр шухӑшласа кӑларнӑшӑн кайма тивӗҫнӗ. Роботшӑн ӑна путевкӑпа хавхалантарнӑ. Дима Ильин каланӑ тӑрӑх, карапа вӗҫтерсе янӑ самантра массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем, космонавтсен тӑванӗсем, Роскосмосра ӗҫлекенсем пулнӑ. Вӗсем «Гагарин старчӗ» текен старт лапамра пухӑннӑ.Космомс тӗллевӗллӗ «Союз-ФГ» ракетӑна «Союз ТМА-14М» транспорт карапне орбитӑна кӑларма кӑларса янӑ. 528 ҫеккунтран карап ракета-носительтен ӑнӑҫлӑ уйрӑлнӑ. Карап экпиажӗн йышне Александр Самокутяев Роскосмос космонавчӗ ертсе пырать, бортинженерӗсем — Елена Серовапа (Роскосмос) Барри Уилмора (NASA). Сӑнсем (6) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ. | ||
| Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |