|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн наци музейӗ тата Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗ Пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗҫӗсен «Живи, узор чувашский» (чӑв. Пурӑн, чӑваш тӗрри) конкурсне ирттерессине пӗлтернӗ. Унӑн теми – «Мое приданое» (чӑв. Манӑн тупра). «Пурӑн, чӑваш тӗрри» конкурса унччен те ирттернӗ. Унта республикӑри тата чӑваш диаспорисенчи тӗрӗҫсем хутшӑннӑ. Кӑҫал унӑн йӗркелӳҫисем (Чӑваш наци музейӗ, музейӑн «Прокопий» аталану фончӗ тата Чӑваш Енири хӗрарӑмсен канашӗ) проекта Раҫҫей шайне кӑларма йышӑннӑ. Конкурс утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пуҫланнӑ, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшенче вӗҫленӗ. Унта хутшӑнакансен качча каякан хӗр туприне кӗрекен япаласене хатӗрлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ Шӑмӑршӑри прокуратура хистенипе асӑннӑ ялти тимӗр бетон кӗпере юсанӑ. Ҫул начарри пирки халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ. Шӑмӑршӑри Кӗҫӗн Хырла юханшывӗ урлӑ сарнӑ тимӗр бетон кӗпер юсавсӑр пулнине прокуратура тӗрӗслев ирттерсе палӑртнӑ. Ун пек кӗпер урлӑ машинӑсене каҫса ҫӳреме те хӑрушӑ пулнӑ. Кӗпере юсама ыйтса прокуратура Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округне хут шӑрҫӑланӑ. Ун хыҫҫӑн вырӑнти тӳре-шара хыснара укҫа тупнӑ, кӑлтӑка пӗтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакан 31 ҫултиа рҫынна хӗре вуннӑмӗш хутран пенӗшӗн айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ака уйӑхӗн 28-29-мӗшӗсенчи каҫхине арҫын пӗр хӗрпе паллашнӑ. Ир енне вӑл ӑна Шупашкарти Петров урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринчи вуннӑмӗш хутра вырнаҫнӑ хӑйӗн хваттерне илсе пынӑ. Унта хӗрпе каччӑ хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ, арҫын хӑнана темиҫе хутчен ҫапса янӑ. Унтан вӑл ӑна пӑвма тытӑннӑ. Унтан чӳречене уҫнӑ та хӗре ҫавӑнтан пенӗ. Шар курни ҫавӑнтах вилнӗ. Ҫамрӑк арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑнман, хӗр чӳречерен хӑй ӳкнӗ тесе ӗнентерме тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Кӳкеҫре Совет урамӗнчи 87-мӗш ҫурт стени ҫине «В бой идут одни старики» фильмри Маэстро рольне вылянӑ Леонид Быковӑн сӑнарне ӳкерни пирки пӗлтернӗччӗ. Халӗ иккӗмӗш мурала ӳкерме тытӑннӑ. Вӑл Совет урамӗнчи 63-мӗш ҫурт ҫинче пулӗ. Унта чӑваш хӗрӗ поселок логотипне тытса тӑрӗ. Сӑмах май, поселок логотипне 2023 ҫулта сасӑлав мелӗпе суйланӑ. Кӳкеҫ - Чӑваш Енри логотип йышӑннӑ пӗрремӗш поселок. Чӑваш хӗрӗ хыҫӗнче - акӑшсем. Вӗсем чӑвашсен паллӑ «Хуркайӑк ҫулӗ» халапне аса илтерӗҫ. Мурала Сергей Петров ӳкерет. Графика дизайнерӗ - Артем Павлетич. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() smoladmin.ru сайтри сӑн Етӗрне округӗнчи Янӑм ялӗнчи пӗр кил хуҫалӑхӗнче кушак вилнӗ. Ҫавна май утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнченпе унта карантин пулнине йышӑннӑ. Патшалӑх ветеринари служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вилнӗ кушак аҫин урнӑ чир пулнӑ. Чир ҫӑлкуҫӗ - Тӗп урамри 9-мӗш ҫурт. Унтан 900 метр радиусри территори ӑнӑҫлах шутланмасть. Карантин вӑхӑтӗнче чӗрчунсемпе ҫыхӑннӑ ярмӑрккӑсем, куравсем, суту-илӳ, ытти мероприяти ирттерме юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Канашри вӗрентекене ултавҫӑсем хӑратса пӑрахнӑ: терроризма укҫан пулӑшнӑшӑн ӑна уголовлӑ майпа явап тыттарӗҫ-мӗн. Ун патне телефонпа шӑнкӑравланӑ. Ҫав вӑхӑтра Дмитрий Васильев тата Алла Ефимова участковӑйсем участока пӑхса ҫӳренӗ. Вӗсем хӗрарӑм такампа телефонпа калаҫнине, хӑй пӑлханнине асӑрханӑ. Полицин аслӑ сержанчӗ калаҫуран такам ӑна укҫа куҫарма хушнине ӑнланнӑ та пырса калаҫнӑ. Анчах лешсем 63-ри хӗрарӑма полицейскисенчен аякрах пӑрӑнма хушнӑ, вӗсене «вӑрттӑн операцие» хутшӑнтармалла мар-мӗн. Кун хыҫҫӑн Дмитрий Васильев ҫав палламан ҫынпа хӑй калаҫма шутланӑ. Лешӗ тӳрех телефона сӳнтернӗ. Чӑнах та, аферист ӑна хӑйӗн укҫине «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма хушнӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Контактри" сӑн Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче каҫхи 11 сехетре Елчӗк округӗнчи «Яманчӳрел - Исемпел» ҫул ҫинче иномарка кювета чӑмнӑ. Машина ҫырманах анса кайнӑ. 20 ҫулти пассажир ҫавӑнтах вилнӗ. Водителе, 2003 ҫулта ҫуралнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унӑн сывлӑхӗ питӗ йывӑр. Ҫак икӗ ҫамрӑк - Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнчен. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, авари пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынӑран пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() t.me/chuvashenkalasat каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти ача-пӑча вулавӑшне улатакка иленнӗ. Кун пирки Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта пӗлтернӗ. Унта хыпарланӑ тӑрӑх, вӑрман сиплевҫин «желна» тӗсӗ Раҫҫейӗпе чи пысӑкки шутланать. Вӗҫнӗ чухне ҫунаттисем 80 сантиметр таран сарӑлаҫҫӗ. Ку кайӑк Чӑваш Енре те пурӑнать-мӗн. Анчах ытларах чухне хутӑш тата лӑсӑллӑ вӑрмансенче. «Хӗрлӗ калпаклӑ, уҫӑ саслӑ «хӑна» вулавӑш таврашне килсе вырнаҫни кунта ӗҫлекенсене тӗлӗнтернӗ те, хумхантарнӑ та. Кайӑк вӑйсӑр пек курӑннӑ, сывлӑша ҫӗкленмесӗр ҫӗр тӑрӑх кӑна ҫӳренӗ», — хыпарланӑ эпир маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() t.me/chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр ватӑ сакӑрвунна ҫитсен кӗнеке пичетлесе кӑларма шут тытнӑ. Ҫавӑн пек талпӑнуллӑ хӗрарӑм — Сӗнтӗрвӑрринчи 80 ҫулти Любовь Тихонова. Любовь Васильевна «Улыбаясь навстречу ветрам» сӑвӑ кӗнеки кун ҫути кӑтартнӑ. «Пӗрремӗш сӑввӑмсене 1991 ҫулта ҫырма тытӑнтӑм. Чӑваш Ене эпӗ Кавказран куҫса килнӗ. Тарса тенӗ пек. Чӑваш Енри вокзалта мана ҫамрӑк чӑваш хӗрарӑмӗ пулӑшрӗ. Ун чухне эпӗ тӗнче ырӑ ҫынсемсӗр маррине туйса тата ӑнланса илнӗччӗ. Унтан эпӗ Сӗнтӗрвӑррине кайрӑм. Унти туберкулез диспансерне санитаркӑна ӗҫе вырнаҫрӑм. Унта 20 ҫул ытла ӗҫлерӗм», — каласа кӑтартнӑ хӗрарӑм. . Унӑн малтанхи сӑввисене кӳршисем итленӗ, унтан — ӗҫтешӗсем. Кӗҫех Любовь Васильевнӑна тӗрлӗ мероприятие йыхравлама тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() t.me/chuv_kray сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакан Владимир Дряблов амӑшне курма велосипедпа каясшӑн. Хӗрарӑм 1 пин километр ытла аякра, Волгоградра, пурӑнать. Арҫын амӑшне ҫуралнӑ кунпа саламлама велосипедпа ҫитесшӗн. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ӑна ашшӗ, асламӑшӗ тата аслашшӗ ӳстернӗ. Амӑшӗ Волгоградра пурӑннӑ, ача ун патне ҫуллахи каникулта ҫеҫ кайма пултарнӑ. «Аннепе ирттернӗ вӑхӑта эпӗ ӑшшӑн аса илетӗп. Ача чухне велосипедпа ярӑннӑ чухне ун патне хам тӗллӗн ҫитме ӗмӗтленеттӗм», — каласа кӑтартнӑ Владимир. Паян вӑл — ӑнӑҫлӑ юрист, педагог, бокс енӗпе Чӑваш Ен чемпионӗ тата марафонец. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
