Сывлӑх
![]() Республикӑри ача-пӑча клиникинче пӑралуксӑр ӗҫлекен ультрасасӑллӑ диссектор килсе ҫитнӗ. Килсе ҫитнӗ кӑна мар-ха. Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне унпа икӗ операци тума та ӗлкӗрнӗ. Специалистсем каланӑ тӑрӑх, хирургинче унтан ирттерекен аппарат тӗнчере те ҫук. Пирӗн республикӑри пульницӑсенчен ӑна пуринчен малтан хута янӑ иккен. Ҫӗнӗ йышши хирурги приборӗ шалти органсен тӗртӗмне асӑрханса уйӑрма май парать. Ультрасасӑ вара тӗртӗмсене массаж та тӑвать, юн ҫаврӑнӑшне те лайӑхлатать теҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Республикӑн тӗп хулинче киосксемпе кӗрешӳ пуҫарнӑ. Тӳресем пӗлтернӗ тӑрӑх, саккунлӑ майпа вырнаҫтарманнисене сӳтеҫҫӗ. Кӑҫал кӑна тӑватӑ киоска пуҫтарса кайнӑ. Хула администрацийӗ ӑҫтисене те пӗлтерет: вӗсем — Гагарин урамӗнчи 29-мӗш ҫурт, Эгер бульварӗнчи 51-мӗш, 9-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 24-мӗш, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 101-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑскерсем. Пӗлтӗр 35 киоска сӳтнӗ, 2012 ҫулта — 54, 2011 ҫулта — 140. Ҫав вӑхӑтрах хула влаҫӗсем Шупашкарӑн официаллӑ сайтӗнче «Епле суту-илӳ киоскӗсем кирлӗ?» сасӑлав ирттерни пирки аса илтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Республикӑн тӗп хулинче ҫӳп-ҫап контейнерӗсене улӑштарас ӗҫ малалла пырать. Ӑна пӗлтӗр пуҫӑннине тӗп хулара пурӑнакансем асӑрхарӗҫ-тӗр. Йӑлари хытӑ каяша турттаракан хулари чи пысӑк предприятисенчен пӗри, «Спецавтохозяйство» хӑйӗн балансӗ ҫинчи мӗнпур контейнертан 35-е яхӑн процентне ҫӗнетнӗ иккен, «Таса хула» — 38 процент ытларах, «Экоцентр» — 100 проценчӗпех. Ҫав вӑхӑтрах «Эткер» тата «Вертикаль» предприятисем ылмаштарма та тытӑнман-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӗлтерӳ
![]() Ыран, нарӑсӑн 12-мӗшӗнче, 17 сехетре «Сӗтев» хаҫат Шупашкарти филармонире хӑйӗн юбилейне ирттерӗ. Мероприяти канашлу евӗрлӗ иртӗ, хыҫҫӑн — савӑнӑҫлӑ концерт. Канашлу ячӗ — «Чӑваш Енӗн экономика, социаллӑ тата политика аталанӑвӗн альтернативла ҫулӗ». Меропритие йӗркелекенӗ — Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Андрей Кулагин. Тӳлевсӗр. Уява пурне те йыхравлаҫҫӗ. |
Хулара
![]() Ҫакӑн пек кӑмӑл-туйӑм ҫуратнӑ тесе хыпарлать Шупашкарти «Элара» завод професси ӑсталӑхӗн конкурсӗ пирки. Ӑна иртнӗ нарӑсӑн 8-мӗшӗнче ирттернӗ. Ӑмӑртӑва асӑннӑ савутра тӑрӑшакансемсӗр пуҫне «Авионика» МНПК» акционерсен уҫӑ обществинче, «Темп» тата «Инстэл» фирмӑсенче вӑй хуракансем хутшӑннӑ. Професси ӑсталӑхӗн конкурсне «Элара» заводӑн ҫуралнӑ кунӗ тӗлне йӗркеленӗ. Ӑмӑртура радиоэлектроника аппаратурин тата приборсен 32 монтажникӗ, 22 фрезеровщик, 16 токарь, хими анализӗн 18 лаборанчӗ, 17 водитель, 16 маляр. 14 инженер-конструктор, трафарет, шкаласемпе платӑсем хатӗрлекен 10 ӑста хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартнӑ. Кун йышши конкурса хутшӑнакансен йышӗ ҫулсерен ӳссе пынине те палӑртаҫҫӗ. Унта студентсем те хаваспах тупӑшнӑ. Вӗсем — Шупашкарти электромеханика коллеждӗнче монтажника вӗренекенсем. Ҫӗнтерӳҫӗсен шутне «Эларӑра» монтажникра ӗҫлекен С.Д. Фёдорова, В.Ю. Чернов фрезеровщик, Ю.Б. Смелов токарь, Т.Г. Андреева лаборант, С.Н. Козлов водитель, О.Г. Маркова маляр, М.А. Краснов инженер-конструктор, Л.В. Кузьмина трафарет ӑсти тата ыттисем кӗнӗ. |
Персона
![]() Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн хор артисчӗ, илемлӗх ертӳҫин пулӑшуҫи, труппӑна ертсе пыракан Анатолий Фёдоров 70 ҫул тултарать. Ҫак ҫулсенче ҫывӑхран та ҫывӑх пулса тӑма ӗлкӗрнӗ театрта вӑл 1966 ҫултанпа ӗҫлет. Паян та ӑста чылай спектакле ертсе пырать. Вӗсенчен самайӑшӗнче — «Флория Тоска», «Борис Годунов», «Риголетто», «Трубадур», «Севильский цирюльник», «Летучая мышь», «Сильва» — вӑл хӑй вылять. Анатолий Федоров республикӑра тата ҫӗршывра иртекен пысӑк мероприятисене йӗркелеме те пӗрре кӑна мар хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗ аукционсене ӳлӗмрен он-лайн меслечӗпе ирттерме пуҫлать. Кун пирки республикӑн тӗп хулин Пурлӑх управленийӗн комитечӗ пӗлтерет. Ҫӗнӗлӗхе «Уҫӑ хула» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май хута ямалла иккен. Аукционасене он-лайн меслечӗпе йӗркелени суту-илӗве уҫҫӑн ирттерме май памалла. Ун йышши пирвайхи аукцион ыран, ирхи 10 сехетре, пуҫӑнмалла. Хӑҫан епле аукцион иртессипе ӳлӗмрен хулан сайтӗнче, www.чебоксары.рф, адреспа паллашма май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗмӗрле районӗнчи Турханта Афганистан вӑрҫине хутшӑннисен обществӑлла организацийӗн отчетпа суйлав пухӑвӗ иртнӗ. Официаллӑ цифрӑсем вӑл вӑрҫӑра 15 051 совет салтакӗ вилнине пӗлтереҫҫӗ. 417 хыпарсӑр ҫухалнӑ е тыткӑна лекнӗ. Ҫӗмӗрле ҫар ӗҫ комиссариачӗ урлӑ Афган вӑрҫине лекнисенчен Иван Кириллов, Григорий Антонов, Владимир Маскин, Анатолий Максимов вилнӗ. Евгений Сергеев хыпарсӑр ҫухалнӑ. Ҫӗмӗрлери уйрӑм — республикӑра йӗркеленнӗ 17 уйрӑмран пӗри иккен. Ӑна 2005 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче пуҫарса янӑ. Ертӳҫӗ пулма малтанласа Ю.В. Кузьмин афганеца шаннӑ. Каярах ертӳҫӗ тивӗҫне С.Л. Калашников, Г.Л. Альцев, В.Г. Ефимов пурнӑҫланӑ. Хальхи вӑхӑтра ушкӑн 30 ытла ҫынна пӗтӗҫтерет. Шӑматкунхи отчетпа суйлав вӑхӑтӗнче Александр Горбунов кандидатурине пӗр саслӑн ырланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кун пирки Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин республикӑри управленийӗ пӗлтерет. Телефонсене тӗрмен промышленноҫ зонине кӗрекен «ГАЗ» машинӑра асӑрханӑ. Телефонсене тата сим-карттӑсене, телефонпа усӑ курма кирлӗ ытти хатӗр-хӗтӗре керамблок айне хумалли йывӑҫ хатӗр варринче асӑрханӑ. Ку факта административлӑ протокол шӑрҫаланӑ иккен. Маларах Ҫӗрпӳри 9-мӗш колонире ӗҫлекен кӗҫӗн инспектор тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Хайхискер тӗрмере ларакансене телефонсем илсе кӗртсе панишӗн пӗррехинче 3 пин тенкӗ укҫа, тепрехинче бензопӑчкӑпа илнӗ тесе хыпарланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Ляпис Трубецкой» текен Белоруссири панк-ушкӑн Шупашкарта, «Олимп» концерт залӗнче, концерт кӑтартнӑ. Республикӑн тӗп хулине килнӗскерсем чӑвашсен ялавӗпе асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ. Концерта панк-ушкӑн нарӑсӑн 6-мӗшӗнче кӑтартнӑ. Килме вӑл иртнӗ ҫулхи кӗркуннех палӑртнӑ пулнӑ иккен, анчах ун чух солист чирлесе ӳкнипе ҫитеймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |